Экономика
![]() Паян, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, ЧР Экономика атланӑвӗн министерствинче Индири Mahindra компани элчисемпе тӗлпулу иртнӗ. Ҫак ҫӗршыври усламҫӑсем Чӑваш Енре ял хуҫалӑх техникине кӑларма пуҫласшӑн. Вӗсене темиҫе лапам сӗннӗ: «Промтрактор», «Промтрактор-Вакун» тата «Канашри агрегат савучӗ». Mahindra - Индири машиностроени концернӗ. Вӑл вездеходсем, ҫар тата ял хуҫалӑх техники кӑларать. Штаб-хваттерӗ Махараштра штатӗнчи Мумбаи хулинче вырнаҫнӑ. Унӑн производстви 100 ытла ҫӗршывра ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансем пӗлтӗр банксенчен кивҫен самай илнӗ. Кредит илнин тӑрӑмне Раҫҫей Тӗп банкӗн Атӑлҫи-Вятка тӑрӑхӗнчи тӗп управленийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче 2016 ҫулхипе танлаштарса пӑхнӑ та кивҫенӗн пӗтӗмӗшле виҫи 132 миллиард тенке ҫитнине палӑртнӑ. Ку вӑл унчченхинчен 27 процент нумайрах. Кредит сумми ӳснине финанс аналитикӗсем процент ставки чакнипе те сӑлтавлаҫҫӗ. 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнче уйрӑм ҫынсемшӗн вӑл вӑтамран 14,6 процентпа танлашнӑ, пӗлтӗрхи раштавра — 11,8 процентпа. Кивҫене укҫана пысӑк усламҫӑсем ҫеҫ мар, пӗчӗк тата вӑтам предпринимательсем те, уйрӑм ҫынсем те илеҫҫӗ. Халӑх банксене ытларах чух ипотека патне каять. Унсӑр пуҫне автокредит, аллӑн кивҫен, кредит картти тата ыттине суйлакансем те йышлине палӑртаҫҫӗ. |
Экономика
![]() Vyborprava.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакансем лавккара тата тӳлевлӗ пулӑшу илекен ытти вырӑнта аллӑн укҫа тӳлессинчен писсе пыраҫҫӗ. Ҫакӑ пирӗнтен чылайӑшӗ банк карттисемпе усӑ курма пуҫланипе ҫыхӑннине тавҫӑрма йывӑр мар. Раҫҫей Тӗп банкӗн Атӑлҫи-Вятка тӑрӑхӗнчи управленийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн пресс-службинче ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, транзакцисен хисепӗ иртнӗ ҫул унчченхинчен 41 процент нумайланнӑ. Ҫав шутра банк карттисемпе тӳлекенсен виҫи 3,5 хут йышланнӑ. Чекӑн вӑтам виҫи 555 тенкӗпе танлашнӑ. Раҫҫей Тӗп банкӗн Атӑлҫи-Вятка тӑрӑхӗнчи управленийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн управляющийӗ Александр Логвинов шухӑшланӑ тӑрӑх, аллӑн укҫа тӳлес вырӑнне банк карттипе татӑласси Чӑваш Енре пурӑнакансен пурнӑҫӗнче вӑй илсе пырать. |
Экономика
![]() Новосибирск облаҫӗнчи таможньӑра ӗҫлекенсем Китайра кӑларнӑ, анчах Раҫҫейри предприятисен тесе тыттарма пӑхнӑ нуские тытса чарнӑ. Пурӗ 500 пин мӑшӑр ытла нуски пулнӑ ҫыхӑра. Вӗсене илсе килекенсем Раҫҫейри «Уют» тата «Алена» предприятисенче кӑларнӑ тесе ӗнентерме хӑтланнӑ. Юлашкинчен асӑннӑ предприяти — Шупашкартан. Тавар паллине суйса усӑ куракан тӗлӗшпе РФ Административлӑ майпа правӑна пӑсни ҫинчен калакан саккунӑн 14.10-мӗш статйипе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Суя тавар паллипе усӑ курнине кура «Уют» тата «Алена» предприятисене 14 миллион тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ иккен. Ют предприятисен ячӗпе усӑ курса чӗркенӗ, тӗрӗссипе Китайран килнӗ нуские сутлӑха кӑлармӗҫ, ӑна ҫунтарса яма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Канаш хулине социаллӑ пурнӑҫпа экономика тӗлӗшӗнчен аталантармалли ятарлӑ территорисен шутне кӗртнӗ. Ку йышӑнӑва Раҫҫей шайӗнче кӑларнӑ. Ӑна РФ правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев паян, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Чӑваш Енри монохуласенчен (ун пеккисем республикӑра пиллӗк) пӗртен-пӗр Канаш ҫеҫ ҫав списока лекнӗ. Канаша ятарлӑ статус пани инвестици проекчӗсене аталантарма пулӑшмалла. Унта вырнаҫаканн производствӑсене налук-хырҫӑ тӳлессипе ҫӑмӑллӑх кӳрӗҫ. Канашра тулӑ тӗплӗн тирпейлекен, чукун тата хурҫӑ шӑратакан, тумтир ҫӗлекен производствӑсем, бетон, гипс тата цемент производствисем йӗркелеме, машиностроенипе ҫыхӑннӑ производствӑна аталантарма ӗмӗтленеҫҫӗ. Ятарлӑ статуса 10 ҫуллӑха параҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра унти предприятисен тупӑш налукне малтанхи пилӗк ҫулта 20 процентран 5 процент таран чакарса парӗҫ, кайранхи тепӗр 5 ҫуллӑха — 10 процент. Хальхи вӑхӑтра Канаш хулин экономика тӑнӑҫлӑхӗ вырӑнти «Промтрактор-Вакун» предприятирен, автоагрегат савутӗнчен килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енӗн Финанс министерстви Чӑваш Енри районсемпе хуласенче тупӑш илнине шутласа кӑларнӑ. Налук тата урӑх тупӑш илесси ҫӗнӗ ҫулти пӗрремӗш уйӑхра республикӑри 11 муниципалитетра лайӑхланнӑ. Тупӑш илессине процентпа танлаштарса тишкерсен Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче уйрӑмах аван ӗҫлени курӑнать: унти ӳсӗм — 58,3%, Ҫӗмӗрлере — 12,2%, Канашра — 6,4%, Муркаш районӗнче — 26,6%, Етӗрне районӗнче — 14,4%. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш Енри 15 муниципалитетра тупӑш пайӗ унчченхинчен чакнӑ. Уйрӑмах пӗчӗкленнисен шутӗнче республикӑн Финанс министерстви Ҫӗрпӳ тата Комсомольски районӗсене асӑннӑ. Малтан асӑннинче тупӑш илесси пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи малтанхи уйӑхринчен 29,5 процент сахалланнӑ, Каҫал тӑрӑхӗнче — 15,6 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Республикӑра халӑхран пуҫтаракан сӗт хакӗ мӗншӗн тӑрук йӳнелнӗ? Монополипе кӗрешекенсем ҫак ыйтӑва уҫӑмлатас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Хак объективлӑ сӑлтавсене пула е усламҫӑсем калаҫса татӑлнӑран йӳнелсе кайнӑ-и? Тӳре-шара шухӑшӗпе, ҫакӑ халӑх сӗт юр-варне сахалрах ҫиме пуҫланипе ҫыхӑннӑ. Федерацин Чӑваш Енри тӗп инспекторӗ ыйтнипе УФАС ӗҫченӗсем сӗт пуҫтаракансене пурне те тӗрӗслӗҫ. Унччен маларах оппозици сӗт хакӗ йӳнелни лару-тӑрӑва йывӑрлатма пултарни пирки пӗлтернӗ. Халӗ 1 литр сӗте вӑтамран 14 тенкӗпе пуҫтараҫҫӗ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 35 процент йӳнӗрех. Халӑха ку чӑнах та пӑшӑрхантарать. Ара, капла ӗне усрама та тупӑшлӑ мар. Темиҫе ҫултан ҫынсем ӑна пачах усрама пӑрахас хӑрушлӑх пур. Ҫынсем ЧР Ял хуҫалӑх министерствине ҫӑхавсем ҫырнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев шухӑшӗпе, чикӗ леш енчен типӗ сӗт, услам ҫу нумай кӳрсе килнӗрен сӗт хакӗ чакнӑ. Апла-и, капла-и – УФАС ҫак ҫивӗч ыйтӑвӑн хуравне тупасса халӑх шанать . Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри 5 предприятире ӗҫ укҫипе 32,5 миллион тенкӗ парӑм пухӑнса кайнӑ. Ӗҫлекенсене вӑхӑтра тӳлемесӗр нушалантаракан предприятисем ҫаксем: Етӗрнери кирпӗч савучӗ, Шупашкарти 1-мӗш типографи, «Чӑвашавтотранс», Инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн граждан хӳтӗлевӗн вӗренӳпе методика центрӗ, «СУОР» общество. Уйӑх пуҫланнӑранпа Етӗрнери кирпӗч савучӗпе вӗренӳпе методика центрӗнче парӑмпа татӑлса пӗтнӗ. Самай парӑмли - «Чӑвашавтотранс». 977 ҫын умӗнчи унӑн парӑмӗ - 10,7 миллион тенкӗ. «СУОР» предприяти 156 ҫын умӗнче 4,8 миллион тенкӗ парӑм пухса тултарнӑ. Малтан асӑннинче ӗҫ укҫине пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ тӗлне татма шантарнӑ, строительство организацийӗнче - ака уйӑхӗнче. Пӗрремӗш типографи панкрута тухнӑ та унта ӗҫленисен умӗнчи парӑма предприяти пурлӑхне сутса ярсан ҫеҫ тӳлейӗҫ. Ку вӑхӑт кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта ҫеҫ ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ӗнерпе паян Сочи хулинче Раҫҫейӗн инвестици форумӗ иртет. Унта Бахрейн патшалӑхӗн пирӗн ҫӗршыври чрезвычайлӑ тата тулли праваллӑ элчи Ахмед Аль-Саати Чӑваш Енпе килӗштерсе ӗҫлес шухӑшлине пӗлтернӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби паян хыпарланӑ. «Чӑваш Ен ӳсӗмӗ тата инвестици тӑрӑмӗ пирки нумай илтнӗ. Сирӗнпе килӗштерсе ӗҫлесшӗн», – тенӗ иккен араб ҫынни Михаил Игнатьев Элтеперпе тата ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗпе Владимир Аврелькинпа Сочири форумра тӗл пулсан. Ахмед Аль-Саати Чӑваш Ене килсе курас ӗмӗтлине те пӗлтернӗ. Бахрейн патшалӑхне Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӑн ахахӗ тесе калаҫҫӗ. Утрав ҫӗршывӗ шутланаканскере 33 утрав кӗрет. Бахрейн патшалӑхӗ — араб ҫӗршывӗсенчен чи пӗчӗкки. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Промтрактор. Google тунӑ сӑн Чӑваш Республикин Арбитраж сучӗ Шупашкарти икӗ пысӑк промышленность предприятийӗн шӑпине каярах татса парӗ. Ҫакӑн пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат паян пӗлтернӗ. Кунта сӑмах Внешэкономбанк (чӑв. Тулашэкономбанк) кредит учрежденийӗ «Промтрактор» предприятин Шупашкарти промышленность тракторӗсен савутне тата «Промтрактор-Вагон» акционерсен обществине панкрута кӑларма ыйтни пирки пырать. Пӗрремӗш тӗлӗшпе суд пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче иртӗ, тепринпе — ыран, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче. Маларах эпир Чӑваш Енӗн энергетикӗсем Шупашкарти промышленность тракторӗсен савутне ҫутӑсӑр хӑварма суда тавӑҫпа тухнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, суд тавӑҫа тишкернӗ май мӗнпур материала пӑхса тухнӑ та ҫапларах пӗтӗмлетнӗ: савута ҫутӑсӑр хӑварсан предприятин парӑмпа татӑлма ниепле те май пулмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукианов Николай Егорович, паллă юрист, общество ĕçченĕ (ЧАП партийĕн йĕркелекенсенчен пĕри). | ||
| «Улатӑр хыпарӗ» хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |