Экономика
![]() Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче Шупашкарти МТВ-центра панкрута кӑларас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. «Регионсем хушшинчи суту-илӳпе курав центрӗ» акционерсен хупӑ обществине панкрута кӑларма суда тавӑҫпа «Санкт-Петербург» лизинг компанийӗ» тулли мар яваплӑ общество тухнӑ. Вӑл МТВ-центр хӑйӗн умӗнче 77,6 миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнине пӗлтернӗ. Суда тавӑҫпа тухнӑранпа лару иртичченхи тапхӑр вӑхӑтӗнчи МТВ-центр 36,6 миллион тенке тавӑрма май тупнӑ-ха, ҫапах та чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртнӗ суд ларӑвӗнче Шупашкарти Регионсем хушшинчи суту-илӳпе курав центрне панркута кӑларсах тенӗ. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне илсен предприятин пурлӑхӗн баланс хакӗ 150,7 миллионпа, кредитор парӑмӗ 174,2 миллион тенкӗпе танлашни паллӑ. Конкурс производстви 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫӗмӗрлери икӗ предприяти Раҫҫейӗпех чапа тухнӑ. РБК журнал 2013-2016 ҫулсенчи кӑтартусене шута илсе танлаштарӑм хатӗрленӗ. Ҫӗмӗрлери икӗ предприяти ҫӗршывра пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӳсекен ТОП-50 организацисен шутне кӗнӗ. «Автомобиль фургонӗсен комбиначӗ» списокра 25-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл 2013-2016 ҫулсенче тупӑшне 2,2 миллиардран 6,6 миллиард тенке ҫитернӗ. Вӑл ҫар фургонӗсем, автозаксем, куҫса ҫӳрекен ҫӑлав пункчӗсем, кустӑрма ҫинчи лабораторисем тата ытти техника туса кӑларать. Продукцие ытларах РФ Хӳтӗлев министерстви, ШӖМ, МЧС, ФСИН, РЖД, «Газпром», «Транснефть» туянаҫҫӗ. Предприяти 1930 ҫултанпа ӗҫлет. 27-мӗш йӗркене вара «Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен савучӗ» йышӑннӑ. Вӑл тупӑшне 2,9 миллиард тенкӗрен 8,5 миллиард тенке ҫитернӗ. 1920-мӗш ҫулсенче йӗркеленнӗ савут ятарлӑ техника кӑларать. Унӑн продукцине те ытларах чухне РФ Хӳтӗлев министерстви туянать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Финанс министрӗ Светлана Енилина Паян Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 14-мӗш ларӑвӗ иртрӗ. Депутатсем унта республика хыснине улшӑнусем кӗртрӗҫ. Кӑҫал ҫак документа виҫҫӗмӗш хут тӳрлетӳсем кӗртнӗ. Республикӑн кӑҫалхи бюджечӗ вӑтамран 499,6 млн ӳсесси паллӑ. Сывлӑх сыхлавне илсен, Шупашкарти Ленин проспектӗнче нумай функциллӗ поликлиникӑра строительство пырать. Хулари 2-мӗш номерлӗ ача-пӑча пульницине реконструкцилеме те укҫа-тенкӗ палӑртса хунӑ. Республикӑра вӗрентӳ пайне аталантарма хушма пулӑшу пулӗ, кӑтарту 356,5 млн танлашать. Вӗсенчен 156,5 млн регионти муниципалитетсене куҫать, унта ӗҫлекенсен шалу укҫине ӳстерме тӑкакланӗ. Ҫӗрпӳре Кӑнтӑр микрорайонтӑ ҫӗнӗ шкул тума та хыснара пӑхса хӑварнӑ. Ытти отрасле те самай укҫа уйӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Йывӑрлӑхри «Трактор савучӗсем» концерн предприятийӗсем «Ростех» патшалӑх корпорацийӗн управленине куҫаҫҫӗ. Аса илтерер, унта ӗҫлекен 9 пин ҫын ыранхи куншӑн пӑшӑрханнине Чӑваш халӑхс айчӗ унччен тепӗлтернӗччӗ. Савут шӑпине юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнчеЧӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев министрсемпе тата ытти тӳре-шарапа ирттерекен тунтикунхи канашлура та сӳтсе явнӑччӗ. Ӗнер Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура та ҫак ыйтӑвах хускатнӑ. Унта «Ростех» корпораци, Тулашэкономбанк пайташӗсем хутшӑннӑ. Панкрутлӑх процедури урлӑ финанс енчен сыватасшӑн. Ҫак шухӑша палӑртнӑ Мускавран килнисем. Ӗнерхи тӗлпулура ҫынсене ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлессипе те ҫине тӑма, парӑмсем капланмасса шантарнӑ. |
Экономика
![]() Чӑваш Республикин юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура ҫӗр пайӗсене арендӑна илнӗшӗн предприятисемпе организацисем е харпӑр хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсем укҫана вӑхӑтра куҫарса паманнине асӑнса хӑварнӑ. Парӑм виҫи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 344,6 млн тенке ҫитнӗ. Чи пысӑк виҫе ҫаксен: Шупашкар хула администрацийӗн — 262 млн, «Коммуналлӑ технологи» акционерсен обществин — 269,2 млн, «Честр» куҫман пурлӑх енӗпе ӗҫлекен агентствӑн — 38,1 млн, «Одис» отелӗн — 8,7 млн тенкӗ. Муниципалитет пурлӑхӗпе усӑ курнӑшӑн парӑма кӗрсе кайнӑ предприятисен шутӗнче: «Алза» общество — 4,4 млн, «Коммуналлӑ технологи» общество — 2,3 млн тенкӗ. Михаил Игнатьев Элтепер парӑмлисемпе ҫине тӑрса ӗҫлеме чӗнсе каланӑ. |
Экономика
![]() «СПД «БИРС» Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Инна Антонова ертсе пынипе юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Межрегиональное сотрудничество Тюменской области и Чувашской Республики» (чӑв. Тӗмен облаҫӗпе Чӑваш Республики регионсем хушшинче килӗштерсе ӗҫлесси) ҫавра сӗтел иртнӗ. Унта Тӗмен, Иркутск, Тамбов облаҫӗсенчи наципе культура автономийӗсен, Тӗмен облаҫӗнчи, Чӑваш Республикинчи организацисен пайташӗсем тата ыттисем хутшӑннӑ. Мероприятире Чӑваш Республикин экспорт тата инвестици хӑватне хӑтланӑ. Чӑваш Республикинчи «Агромашхолдинг», «СПД «БИРС», «Техмашхолдинг», «Промэнерго» обществӑсем, Чӑваш Республикинчи усламҫӑсен клубӗ хӑйсен предприятийӗсем, ӗҫӗ тата туса кӑларакан продукци ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкарти сӗт савучӗ уҫӑлсан сӗт юр-вар йӳнелессе пӗлтереҫҫӗ. Кун пирки РФ ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов инвестици климатне лайӑхлатас енӗпе иртнӗ канашлура каланӑ. Министр каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре сӗт савутне сӗтпе тивӗҫтерме майсем ҫителӗклӗ. Паянхи кун тӗлне республикӑран 150 пин тонна сӗт илсе каяҫҫӗ. Сӗт савутне хута ярсан ку кӑтартӑва 30 процент чакарасшӑн. Ҫӗнӗ савутра 100 ытла ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ пулӗ. Унта сӗт юр-варне ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курса хатӗрлӗҫ. Предприяти «Добрая буренка» (чӑв. Ырӑ мукки) маркӑллӑ сӗт юр-варӗ кӑларӗ. Вӑл йӳнӗрех пуласса шантараҫҫӗ. Сӑмах май, Шупашкарти сӗт савучӗн пурлӑх комплексне Сарӑту сӗт савучӗ туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкарти сӗт-ҫу заводне модернизацилесшӗн. Ҫакна Чӑваш Енӗн инвестици илӗртӳлӗхне ӳстерессипе ӗҫлекен канашӑн паянхи ларӑвӗнче хускатнӑ. Савут ертӳҫи Алексей Гирюк маларахри хуҫаран туяннӑ предприяти ҫав тери хавшак пулнине, ӑна ҫӗнӗрен реконструкцилемеллине палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра унӑн инвестици хакӗ 356,8 млн танлашнине пӗлтернӗ. Объектӑн ҫивӗттине ҫӗнӗрен витнӗ. Пӑрлӑ шыв валли станци хута янӑ, котельнӑйне юсанӑ. Паянхи пурнӑҫ таппинче вӗсем халӑх валли 100 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ хатӗрлеме те тӗллев лартнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, пысӑк технологиллӗ хатӗрсем вырнаҫтарса производствӑн калӑпӑшне ӳстерме шут тытнӑ. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов регионта сӗт-ҫу таварӗ ҫителӗклӗ пулнине палӑртнине, ытлашшине кашни ҫул ытти тӑрӑха вӑтамран 150 пин тонна ӑсатнине пӗлтернине республикӑри влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкарти «Трактор савучӗсем» пирки юлашки вӑхӑтра вӗҫӗмех калаҫаҫҫӗ. Унта ӗҫлекен 9 пин ҫын ыранхи куншӑн пӑшӑрханать. Савут шӑпине паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев министрсемпе тата ытти тӳре-шарапа ирттерекен тунтикунхи канашлура сӳтсе явнӑ. «Промтрактор» предприятире производство калӑпӑшӗ 246 процентпа танлашнӑ тесе пӗлтернӗ унта экономика министрӗ Владимир Аврелькин. «Промтрактор-Промлитпа» тата «Промтрактор-Вакун» предприятисенче тата пысӑк. Предприятире панкрутлӑха кӑларнине министр трактор савутне сыватма кирлӗ тесе ӑнлантарнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче унашкалли Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ савутра та пулнӑ тесе ҫирӗплетнӗ. «Трактор савучӗсем» концернӑн предприятийӗсене «Ростех» тытӑмне куҫарасшӑн иккен. Ку ӗҫ чӳк уйӑхӗнче вӗҫленмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкарти троллейбус управленине епле пулӑшмалла? Кун пирки паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра калаҫнӑ. Аса илтерер: предприятире парӑм нумай пухӑннӑ, тӳре-шара ӑна мӗнле пӗтермелли пирки пуҫ ватать. Электричествӑшӑн пӗтӗмпе 188,9 миллион тенкӗ тӳлемелле. Планеркӑра рейссене сахаллатса йывӑр лару-тӑруран хӑтӑлма палӑртнӑ. Предприяти директорӗ Алексей Каныгин каланӑ тӑрӑх, малашне юлашки троллейбуссем 23 сехетчен мар, 22 сехетчен ҫӳрӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков та ҫак шухӑша ырланӑ. Унӑн шухӑшӗпе, кун пек тумасӑр май килмест. «Транспорт реформине йышӑнас ӗҫе 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен хӑварнӑ. Унччен предприятие панкрута кӑларас мар тесе вариантсем шырамалла», — тенӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукианов Николай Егорович, паллă юрист, общество ĕçченĕ (ЧАП партийĕн йĕркелекенсенчен пĕри). | ||
| «Улатӑр хыпарӗ» хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |