Экономика
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансен 70,6 процентне укҫа-тенкӗ апат-ҫимӗҫ тата ҫипуҫ туянма ҫеҫ ҫитсе пырать. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Росстат. Ку хыпара РБК пӗлтернӗ. Чӑваш Ен ҫак кӑтартупа Раҫҫейре иккӗмӗш йӗркере. Пирӗн тӑрӑхринчен начартарах пурӑнакансем — Ингушетинче. Унта халӑхӑн 78,8 процентне укҫа-тенкӗ апат-ҫимӗҫ тата ҫи-пуҫ туянма ҫеҫ ҫитсе пырать. Чылай вӑхӑт усӑ курмалли тавар (компьютер, холодильник, кӗпе ҫумалли машина, сӗтел-пукан тата ытти) туянма укҫа ҫитмен ҫемьесен йышӗ кӑҫал пирӗн ҫӗршывра пӗлтӗрхинчен нумайланнӑ. Иккӗмӗш кварталта Раҫҫейри ҫемьесенчен 49,4 проценчӗ ҫав йыша кӗнӗ. Унчченхи ҫулхи ҫав тапхӑртинчен ҫак хисеп 0,6 процент нумайланнӑ. Канма каясси, пурнӑҫри ытти ырлӑхпа усӑ курасси пирки ҫав ҫемьесен ӗмӗтленесси ҫеҫ юлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Новости» Раҫҫейӗн информаци агентстви пысӑк шалу илекен хуласене палӑртнӑ. Агентствӑн аналитикӗсем вӑтам шалу шайне тата стандартлӑ потребитель карҫинккине тишкернӗ. Ку кӑтарту — 1,4-ран пуҫласа 3,8-ччен. Тишкерӗве Раҫҫейӗн 100 хули хутшӑннӑ. Вӗсенче 65 миллион ҫын пурӑнать. Танлаштарӑмра, ним тӗлӗнмелли те ҫук, Мускав ҫӳлти йӗркене йышӑнать. Унти уйӑхсерен вӑтамран ларакан шалупа таварсемпе пулӑшӑвӑн 3,83 пуххине туянма пулать. Иккӗмӗш вырӑнта Кӑнтӑр Сахалинск. Унта вӑтам ӗҫ укҫи тӗрлӗ таварпа пулӑшӑвӑн 3,81 пуххине туянма ҫитет. Кӑҫалхи ултӑ уйӑхра Мускаври вӑтам ӗҫ укҫи 97 пин тенке ларнӑ, Кӑнтӑр Сахалинскра — 90,6 пине. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — Салехард (3,35), тӑваттӑмӗшӗнче — Сургут (3,24), пиллӗкмӗшӗнче — Ханты-Мансийск (3,20). Чи пӗчӗк кӑтарту Ростов облаҫӗнчи Шахты хулинче. Унта уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи стандартлӑ потребитель карҫинккин 1,36 чухлӗ туянма ҫеҫ ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Мускаври канашлӑва хутшӑннӑ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ енчен юлса пыракан регионсен ертӳҫисене пухнӑ имӗш. Унта регионсен аталанӑвӗн планӗсене тишкерме палӑртнӑ тесе пӗлтерет Раҫҫей правительствин сайчӗ. Канашлӑва Раҫҫей премьер-министрӗ Дмитрий Медведев (вӑл Чӑваш Ен кураторӗ-мӗн), РФ Промышленность тата суту-илӳ министрӗ Денис Мантуров хутшӑннӑ. Сӑмах май, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине ҫирӗппӗн аталантармалли комплекслӑ мероприятисене пурнӑҫлас ыйтусене сӳтсе явмалли канашлу ирттернӗ. Ҫав темӑпа ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвне пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Ен журналистсем чи пӗчӗк ӗҫ укҫи илекен виҫӗ регион шутне кӗнӗ. Кунта МИХра ӗҫлекенсем уйӑхсерен вӑтамран 20 пин тенкӗ илеҫҫӗ. «HeadHunter» компани тата Раҫҫей журналистсен союзӗ Раҫҫейри регионсенчи журналистсен шалӑвне тишкернӗ. Чӑваш Енре, Сарту тата Вологда облаҫӗсенче ӗҫлесе пурӑнакан калем ӑстисен 20 пине яхӑн шалупа ҫырлахма тивет. Раҫҫейри вӑтам ҫак цифра вара 38,5 пин тенкӗпе танлашать. Мускавра, Мускав облаҫӗнче, Приморье тӑрӑхӗнче 50 пине яхӑн илеҫҫӗ. Ку цифрӑна «Vtomske» портал пӗлтернӗ. Сӑмах май, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пирӗн республикӑри хыснаҫӑсен шалӑвӗ ӳсессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: патшалӑх учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен оклачӗсен, ставкисен виҫи 4,3 процент ӳстермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Хаклӑ тимӗрсене туянни усӑллӑ. Укҫана хывма пулать сахалтан та виҫӗ мелпе. Кашнин лайӑх енӗ тата тӳнтерлӗхӗ пур. Укҫана ылтӑна е кӗмӗле хывни усӑллӑ-и? Ҫакна тишкернӗ Aif.ru. Ылтӑн, кӗмӗл, паллади тата платина катӑкне туянни парать тупӑш. Халӗ уншӑн хушма хакран илекен налук тӳлемелле. Металӑн номинал хакӗн 20 процентне. 2020-мӗш ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пӗтерӗҫ вӑл налука. Хаклӑ тимӗре харпӑрлӑхра 3 ҫултан сахалрах тытсан тӳлӗн налук. Сутса тупӑш илнин 13 проценчӗ чухлӗ. 3 ҫултан ытла тытсан налук тӳлеттермӗҫ. Хаклӑ тимӗртен тунӑ укҫана сутнӑ чух та 3 ҫул харпӑрлӑхра пулмалла. Ахальлӗн тӳлӗн налук. Тепӗр мел пур. Ятне палӑртман счет туянма пулать. Ӑна танлаштараҫҫӗ валюта депозичӗпе. Вкладсемпе танлаштарсан вӗсене страхламаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енри харӑсах икӗ икӗ кирпӗч савутне панкрута кӑларасшӑн. Тавӑҫпа Федерацин налук служби тухнӑ. Чӑваш Енӗн Арбитраж судне тухнӑ ҫырура парӑм виҫине 20 миллион та 500 пин тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Сӑмах Муркашри тата Етӗрнери кирпӗч савучӗсем пирки пырать. Федерацин налук службин Чӑваш Енри управленийӗ «Муркашри кирпӗч савучӗ» акционерсен обществинчен 12,5 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн, «Етӗрнери кирпӗч савучӗ» предприятирен 8 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ лару кунне хальлӗхе палӑртман-ха. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, асӑннӑ икӗ савут хуҫи те — Владимир Ермолаев усламҫӑ. Предприятисене вӑл ӗнер-маян урӑх ҫынна сутса яман пулсан... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкарти ҫӗнӗ суту-илӳ марки Мускаври курава хутшӑнать. Паян ҫӗршывӑн тӗп хулинче «Индустрия детских товаров» (чӑв. Ача-пӑча таварӗсен индустрийӗ) – «Мир детства-2019» (чӑв. Ача-пӑча тӗнчи-2019) виҫӗ кунлӑх курав ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта Хӗвелтухӑҫ Европӑри тата Никама Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхне кӗрекен ҫӗршывсем те хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал курав 25 хут уҫӑлнӑ. Унта Раҫҫейри Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномойченнӑй Анна Кузнецова та хутшӑннӑ. В.И. Чапаев ячӗллӗ Шупашкарти производство пӗрлешӗвӗ Мускаври курава «Поймай» (чӑв. Тыт) ҫӗнӗ маркӑпа тухса кайнӑ. Предприяти хӑйӗн продукцине, мечӗке, ют ҫӗршывсенче туянакансене тупасса шанать. Вӗсенчи хӑш-пӗр партнерпа паян калаҫу ирттернӗ те ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Промтрактор» предприяти туса илекен продукци калӑпӑшне кӑҫал пӗлтӗрхинчен 2 хут ӳстересшӗн. Продукцин пӗтӗмӗшле калӑпӑшне укҫа ҫине куҫарсан вӑл 6 миллиард тенке яхӑн пуласса шанаҫҫӗ. Ҫак цифрӑсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата «Ростех» патшалӑх корпорацийӗн ятарлӑ вооруженин, боеприпассен тата ятарлӑ химин кластерӗн индустри директорӗ, «СоюзМаш России» обществӑн Тӗп канашӗн пайташӗ Сергей Абрамов «Трактор савучӗсем» концернӑн предприятийӗсенче пулнӑ чух каланӑ. Элтеперпе индустри пуҫлӑхӗ концернӑн «Промтрактор» тата «Промлит» предприятийӗсенче паян, авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, пулнӑ. «Промтракторӑн» конференц-залӗнче концернӑн граждан дивизионӗн хӑвачӗпе паллаштаракан хӑтлав ирттернӗ. Кайран хӑнасем цехсенче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Ен Ӗҫ министерствинче республикӑри предприяти-организацисем шалу епле тӳленине тишкернӗ. Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне парӑм 103,4 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ҫак цифрӑна ЧР Ӗҫ министерстви республикӑн тепӗр ведомстви — Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ — пӗлтернине тӗпе хурса хыпарланӑ. 103,4 миллион тенкӗ парӑма республикӑри 28 организаци 2227 ҫын умӗнче пухса тултарнӑ. Шалу парӑмӗ тесен каллех «Чӑвашавтотранс» унитарлӑ предприятие аса илнӗ. Унта кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 728 ҫын умӗнче 91,5 миллион тенкӗ парӑм шутланса тӑнӑ. 2018 ҫулхи утӑ-раштав уйӑхӗсемшӗн парӑма таткаланӑ-ха. Ун валли республикӑн Резерв фондӗнчен самай укҫа уйӑрнӑччӗ. ЧР Ӗҫ министерстви шалу парӑмне таттарассишӗн республикӑра тӗрлӗ ӗҫ туса ирттернине ӗнентерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫитес уйӑхра, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, пирӗн республикӑри хыснаҫӑсен шалӑвӗ ӳсӗ. Чӑваш Енӗн Финанс министерствинче ятарлӑ йышӑнӑвӑн проектне хатӗрленӗ иккен. Ведомство ӑна нормативпа право акчӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Ӗҫлӗ хута ӑнлантарса паракан хута та хатӗрленӗ республикӑн Финанс министерстви. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, патшалӑх учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен оклачӗсен, ставкисен виҫине юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 4,3 процент ӳстермелле. Тӑкаксене республика хыснинчен саплаштарӗҫ. Хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсене ку хыпар хаваслантармалла. Анчах тепӗр чухне оклад ӳстернӗ хыҫҫӑнах ытти тӳлеве тӗрлӗ сӑлтав тупса касса илни вӑрттӑнлӑх мар. Хальхинче епле пулассине татса калама хальлӗхе иртерех. Мӗнех, пурӑнсан курӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукианов Николай Егорович, паллă юрист, общество ĕçченĕ (ЧАП партийĕн йĕркелекенсенчен пĕри). | ||
| «Улатӑр хыпарӗ» хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |