Экономика
![]() Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарти «Элита» ҫӗвӗ хапрӑкӗ чӗрӗк ӗмӗрхи юбилейне уявланӑ. Унта ӗҫлекенсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев сумлӑ кунпа саламланӑ, производствӑна кал-кал ӗҫлеттернишӗн, тавара туянакансене тупма пултарнишӗн мухтанӑ. Михаил Игнатьев 25 ҫул каялла хапрӑка ӗҫлеттерсе янӑ, хапрӑкӑн малтанхи директорӗ пулнӑ Вера Морозована та уйрӑммӑн ырласа каланӑ. «Эсир хальхи вӑхӑтри производство йӗркелесе янӑ тата тивӗҫлипе хӑвӑр ывӑлӑра, ӗҫ династине тӑсакана, ӳстернӗ», — тенӗ май республика ертӳҫи ӳсекен ӑрӑва йӑлана кӗнӗ хаклавсене тӗпе хурса ачасене тивӗҫлӗ воспитани парассинче, ҫемьери хутшӑнусене йӗркелессинче Вера Морозова тӗслӗх пулса тӑнине палӑртнӑ. Ҫӗвӗ хапрӑкӗн савӑнӑҫлӑ пухӑвӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменӗнче иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Культура России 2012-2018» (чӑв. Раҫҫей культури 2012–2018) федераци программинче Чӑваш Ене уйӑрма малтанласа палӑртнӑ укҫана касса илнӗ. Федералсем «кӗмӗл» хӗснӗрен Чӑваш патшалӑх филармонийӗ уйрӑмах шар курать. «Правда ПФО» интернет-хаҫат ҫырнӑ тӑрӑх, укҫана катни республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствин ертӳҫи Константин Яковлев ӗҫлесе ҫитерейменнипе ҫыхӑннӑ. Мускавран пӗлтӗрех 150 миллион тенкӗ илес шанчӑк пулнӑ. Анчах культурӑшӑн яваплӑ ведомство кирлӗ хутсене вӑхӑтра хатӗрлейменнипе юсав проектне тивӗҫлӗ органсемпе ҫураҫтарайман. Ӗҫе кӑҫал ҫеҫ, 10 уйӑх иртсен, вӗҫленӗ. Анчах кая юлнине кура укҫа уйӑрас ыйту патне федералсем каярах таврӑнма шантараҫҫӗ-мӗн. Ку сӑмах тӳрре килесси пирки теприсем иккӗленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Хальхи вӑхӑтра Чӑаш Енре шалу парӑмӗ 16,6 миллион тенкӗпе танлашать. Ӗҫлев министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Лариса Арсентьева ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлӑвӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак укҫана 5 организацин 312 ҫынна тӳлемелле. Чи тӗлӗнмелли парӑмран 15,3 миллион тенки Шупашкарти 1-мӗш типографие тивет. Шалу парӑмӗ пирки калаҫнӑ май Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Михаил Васильевич укҫа вӑхӑтра тӳлеменнисем панкрута тухас патне ҫитнӗ предприятисен пулнине палӑртнӑ. Яваплисене Михаил Игнатьев вӗсен хуҫисемпе тимлӗ пулма сӗннӗ. «Хӑшӗсен 2-5 миллион тенкӗ тӑракан темиҫе машина, хваттерсем пур — вӗсене сутчӑр, анчах шалу тӳлеччӗр», — тенӗ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Чӑваш бройлерӗнче», пӗлтӗрхипе танлаштарсан, лару-тӑру япӑхланнӑ. Ҫавна май ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов канашлу ирттернӗ, чӑх-чӗп хапрӑкӗнчи ыйтусене сӳтсе явнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче предприяти 55,1 миллион тенкӗ тупӑш илнӗ. Ку пӗлтӗрхинчен 266,7 пин тенкӗ сахалрах. Хапрӑк тӑкакӗ 30 миллион тенкӗрен иртнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗ тӗлне электричество парӑмӗ 7,4 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Шупашкар районӗн ҫыннисенчен ҫӑхав та килме пуҫланӑ: предприятирен ял хуҫалӑх техникине саккунсӑр майпа илсе тухаҫҫӗ-мӗн. Иртнӗ эрнере Игорь Мясникова директор должноҫӗнчен кӑларнӑ. Халӗ ку тивӗҫе тӗп бухгалтер Валентина Михайлова пурнӑҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкар хули Японири Нагасаки тата Китайри Аньхой провинцийӗнчи Хэфэй хулипе ҫывӑхланма ӗмӗтленет. Хуласем хӑш енӗпе тачӑ килӗштерсе ӗҫлесси хальлӗхе паллӑ мар. Анчах ку ыйтӑва ӗнер Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн президиумӗнче хускатнӑ. Маларах Шупашкар Беларуҫ Республикинчи Гродно, Венгринчи Эгер, Намибинчи Рунду, Кубӑри Санта-Клара хулисемпе юнташланнӑ. Ҫакна та аса илтерер, Шупашкарта Республика кунӗнче кӑҫал чӑвашла тата вырӑсла кӑна мар, Китай чӗлхипе саламлама Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнӑччӗ. Шупашкара ун чух Китайран пысӑк делегаци килнӗччӗ. Китай Халӑх Республикинчи Аньхой провинцийӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ те пирӗн патра хӑнара пулнӑччӗ. Вӗсем Республика кунне халалланӑ мероприятисене хутшӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫӗмӗрлери савут ӗҫченӗ Игорь Сафонов Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен савутӗнчи рабочисене пысӑк йышпа ӗҫрен кӑларса яраҫҫӗ. Предприяти ертӳҫисем ку факта хирӗҫлеҫҫӗ-мӗн. Вӗсем штата оптимизаци сӑмах хыҫне пӗркенсе чакараҫҫӗ иккен. Ҫав вӑхӑтрах ҫынсене вӗсем хӑйсен ирӗкӗпе ӗҫрен пӑрахма ыйттарса заявлени ҫырма хистеҫҫӗ. Ун пеккисене ӗҫрен пӑрахма тивнишӗн пособи те тӳлемеҫҫӗ. Кӑмӑлпа ҫырма килӗшменнисене хӗсӗрлеҫҫӗ тесе «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырнӑ. «Заявлени ҫырма хирӗҫлерӗм», — каласа кӑтартнӑ савут ӗҫченӗ Игорь Сафонов. «Анчах мана ӗҫлемелле мар услови туса пачӗҫ. Халӗ манӑн — ҫӑхавҫӑ репутацийӗ. Урӑх предприятие вырнаҫма май ҫук», — ӑнлантарнӑ Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен савутӗнче ӗҫленӗ ҫав этем. Ҫав вӑхӑтрах ӗҫпе тивӗҫтерекен центр савутран ҫынсене кӑларса янине пӗлет-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Етӗрнери спирт савучӗ Етӗрнери спирт савучӗ, унччен 7 ҫул хушши ахаль ларнӑскер, ҫӗнӗрен ӗҫлеме пуҫланӑ. Нумай пулмасть унта Иван Моторин премьер-министр та пырса кайнӑ. Хуҫалӑх ӗҫченӗсем хӑнана каласа панӑ тӑрӑх савут хӑйӗн ӗҫне пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчех пуҫланӑ, анчах малтанах унти оборудованипе кӑлтӑксем сахал мар сиксе тухнӑ. Тултаракан аппаратӑн операторӗ Николай Платонова ӗненес пулсан хальхи вӑхӑтра пур станок ӗҫне те йӗркеленӗ, вӗсем чӑхӑмламасӑр ӗҫлеҫҫӗ. Тавар кӑларас енӗпе те малтанхи калӑпӑш таран ӳснӗ. Андрей Егоров директор пӗлтернӗ тӑрӑх хуҫалӑха ҫӗнӗрен ӗслеттерсе янӑ хыҫҫӑн кӗленчесен дизайнне улӑштарнӑ, анчах рецептурине малтанхинех хӑварнӑ. Паянхи кун спирт савучӗ пурӗ 12 тӗс ҫутӑ эрех кӑларать. Ӑна республикӑра тата ун тулашӗнче сутаҫҫӗ. Сӑмах май, хӑйӗн спиртне (унпа вӗсем маларах мухтанатчӗҫ) Етӗрнери савут кӑлармӗ. Ку саккуна хирӗҫлет имӗш — пӗр вырӑнтах спирт та водка та кӑларма юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкар хула администрацийӗ Раҫҫейӗн Перекет банкӗнчен кредит илӗ. Аса илтерер, иртнӗ уйӑх ҫурринче патшалӑх закупкисен сайтӗнче кивҫен илессипе ҫыхӑннӑ пӗлтерӳсем вырнаҫтарнӑччӗ. Вӗсенчен пӗрне — Шупашкар хули, теприне — Чӑваш Республики. Вӗсем иккӗшӗ те хӑйсен хыснин дефицитне кредит илсе тултарас шухӑшлине эпир ун чух ҫырса кӑтартнӑччӗ. Республика 2 млрд тенке 365 кунлӑха ҫулталӑкра 11,5 процентлӑ ставкӑпа илесшӗн, Шупашкар хула администрацийӗ — 1,11 миллиард тенке 730 кунлӑха 10,34 процентлӑ ставкӑпа тенӗччӗ эпир ун чух. Халӗ Шупашкар хули кредита Перекет банкӗнчен илме йышӑннӑ. Кредит учрежденийӗ ӑна 8,65% ставкӑпа пама килӗшнӗ. Аукционта ку ставкӑна администраци малтанласа 10,34 процент тесе кӑтартнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енре 100 пин ҫын пуҫне панкрута тухнисем — 100 ҫын. Ҫавсем малтан потребитель кредичӗ илнӗ, кайран тупӑш шайӗ хӗсӗннине пула панкрута тухнӑ. Панкрута тухнӑ граждансен ҫавӑн чухлӗ хисепӗ самантра пухӑнмӑн. Статистикӑнӑ йӗркелекенсем 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен тытӑнса кӑҫалхи иртнӗ уйӑхчченхи тапхӑра тишкернӗ. Панкрута тухрисене ҫак тапхӑрта 100 пин ҫын пуҫне 41 граждан тесе шутласа кӑларнӑ. Ку кӑтартупа пирӗн республика ҫӗршыври регионсем хушшинче 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Панкрута тухнӑ уйрӑм ҫынсен тата уйрӑм усламҫӑсен хисепӗпе Вологда облаҫӗ (унта 100 ҫын пуҫне 83 панкрут), Рязань облаҫӗ (55 панкрут) тата Новосибирск облаҫӗ (42 панкрут) палӑраҫҫӗ. Сӑмӑх май, РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Олег Николаев депутат ку факт ҫынсен пурнӑҫ шайӗ чакнипе ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чыслав саманчӗ Ӗнер Республика кунне халалласа ирттернӗ мероприятисен шутӗнче «Бизнес-Ӑнӑҫу» премипе чысланине те палӑртмалла. Ун пеккине Раҫҫейре пуҫласа йӗркелемеҫҫӗ-ха. Анчах Шупашкаршӑн ку пулӑм — пуҫласа. Конкурса хутшӑннисене тӗрлӗ номинаципе палӑртнӑ. «Ылтӑн медаль» комплекчӗсем пурӗ ҫиччӗ пулнӑ. «Экспорта каякан чи лайӑх проект» номинацире Никита Пыхтенко (Шупашкарти «Гален» компани) Раҫҫейӗн экспорт центрӗ чысланӑ. Ытти номинацире палӑрнисенчен «Чи лайӑх интернет-проект» — Владимир Лидерманӑн (Шупашкарти «ИНСОЦ» компани), «Чи лайӑх производство проекчӗ» — Татьяна Максимован (Мускаври «ТРЕЛАКС» компани), «Чи лайӑх ял хуҫалӑх проекчӗ» — Патӑрьел районӗнчи Решит Санзяпов фермер. Кӳкеҫри «Энергия» компанири Татьяна Трофимована «Халӑх усламҫи» номинацире чысланӑ. Вӑл Мускаври пӗр банкра чылай ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн пӗчӗк ачапа ларнӑ чухне перчетке кӑларма тытӑннӑ. 14 станок туяннинче пуҫӑннӑскер паян 160 станокпа паян уйӑхсерен 1 миллиона яхӑн перчетке кӑлараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукианов Николай Егорович, паллă юрист, общество ĕçченĕ (ЧАП партийĕн йĕркелекенсенчен пĕри). | ||
| «Улатӑр хыпарӗ» хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |