Экономика
![]() Чӑваш Енри «Энергия» предприяти туса кӑларакан ӗҫ перчеткисем Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене ӑсаннӑ. Пӗрремӗш партие тӗрӗслемелле мелпе унта тиесе те янӑ ӗнтӗ. Ҫуркунне Чӑваш Енри пӗчӗк предприятипе Нью-Йоркри тавар туянакан ҫыхӑннӑ. Унпа экспорт контрактне алӑ пуснӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр парти АПШна ӑсанмалла. «Энергия» тулли мар яваплӑ общество трикотаж перчеткене Калининградран пуҫласа Кӑнтӑр Сахалинск таран сутать. Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑскерте 50 ытларах рабочи ӗҫлет. Икӗ производство цехӗнче уйӑхра 1 миллион та 200 пин мӑшӑр перчетке кӑлараҫҫӗ. Чӑваш перчеткисем Казахстана, Беларуҫе, Армение, Кӑркӑстана, Нидерланда, Германие ӑсанаҫҫӗ. Итали, Франци тата Великобритани ҫӗршывӗсемпе те ӗҫлӗ ҫыхӑнӑва йӗркелесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Ен Транспорт министерствин «Чӑвашавтотранс» хысна предприятийӗн 64 ӗҫчен умӗнчи парӑмӗ 5,9 миллион тенкӗпе танлашнӑ. ЧР Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи куна ҫав парӑма унта тӳлесе татнӑ. Шалу тӳлеме предприяти пурлӑхне сутса тунӑ укҫана янӑ. Ҫав вӑхӑтрах пирӗн тӑрӑхра ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлеменнисем татах пур-ха. Сахаллӑн та мар вӗсем. Маларах асӑннӑ Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри тӗрлӗ формӑллӑ предприяти-организацисенче хальхи вӑхӑтра шалу парӑмӗ 54,7 миллион тенкӗпе танлашать. Ӗҫ укҫипе татӑласса 1257 ҫын кӗтет. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнченпе парӑм виҫи 14,9 миллион тенкӗлӗх чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енре Аталану институтне йӗркелеме йышӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Фейсбукра пӗлтернӗ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку пачах ҫӗнӗ тытӑм пулмӗ, хальхи ресурссене тишкерсе вӗсен тухӑҫлӑхне ӳстерме ӑнтӑлни. Аталану институтне Промышленность аталанӑвӗн фондне тата Чӑваш Республикин аталану корпорацийӗн никӗсӗ ҫинче туса хурӗҫ. Ҫак икӗ организацие пӑрахӑҫламӗҫ, анчах вӗсене тӗпрен ҫӗнетӗҫ. Фонда 2017 ҫулта йӗркеленӗ, корпорацие — 2002-мӗшӗнче. Вӗсем иккӗшӗ пӗр-пӗрин ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Вырӑссем калашле, утияла кашни хӑйӗн ҫине туртса илме тӑрӑшни те сисӗннӗ. Ҫавӑнпа та малашне ӗҫе урӑхларах йӗркелесшӗн. Аталану институчӗн йышне ҫитес эрнере палӑртрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Тӗнче тата общество тӗпрен улшӑнать», — терӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑри усламҫӑсене професси уявӗпе саламланӑ май. Чӑн та, кӑшӑлвирус предпринимательсене ӗҫлеме кӑна мар, професси уявне палӑртассинеи те витӗм кӳчӗ. Ӑна вӗсем онлайн-мелпе палӑртрӗҫ. Уяв самантне Олег Николаевӑн «Контактра» страницинче https://vk.com/olegnikolaev21 тата НТРК телеэфирӗнче курма май килчӗ. Вӑл 15 сехетре пуҫланчӗ. Видеоконференцие предприятисемпе организацисен ертӳҫисем, ӗҫ пӗрлӗхӗсен, предприниматель пӗрлӗхӗн, бизнеспа вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен пайтаҫисем хутшӑнчӗҫ. Усламҫӑсен кунне пирӗн ҫӗршывра 2007 ҫултанпа палӑртаҫҫӗ. Ун пирки Раҫҫей Президенчӗн хушӑвӗпе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян «Яхтинг» предприятире пулнӑ. Анатолий Шатиков пуҫлӑх Олег Николаева медицина маскисем туса кӑларас ӗҫ епле пынипе паллаштарнӑ. Виҫӗ сийлӗ медицина маскисене хатӗрлес ӗҫе ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пурнӑҫа кӗртме пуҫланӑ. «Пӗрремӗш партипе 100 пин штук хатӗрлесе кӑларма тӗллев лартнӑ. Паха тавар нефть тытӑмӗнче тӑрӑшакансем патне ҫитӗ», — илсе кӑтартнӑ Чӑваш Ен влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пуҫлӑх сӑмахӗсене. Маскӑна Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Етӗрне хулисенчи лавккасенче сутаҫҫӗ. Пӗр маскӑн хакӗ — 20 тенкӗ. Предприяти уйӑхра 3 млн медицина маски кӑларма пултарать. Анатолий Шатиков ӗнентернӗ тӑрӑх, маскӑсем вирусран 92% хӳтӗлеҫҫӗ. Предприятире ҫывӑх вӑхӑтра респираторсем кӑларма тытӑнас енӗпе ҫине тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Кӑҫал пирӗн республикӑра ҫӗнӗ савут хута яма палӑртасшӑн. Вӑл Лапсар проездӗнче вырнаҫнӑ. Тата уҫӑмлӑрах каласан, Лапсартан Шупашкара пӑрӑннӑ тӗлти ҫул хӗресленнӗ вырӑнӑн сылтӑм енче пулӗ. Савут валли ҫӗре аукционсӑр-мӗнсӗр панӑ. Ҫӗнӗ предприятире пысӑк блоксем туса кӑларӗҫ. Ҫав материал уйрӑм ҫынсене пӳрт тума та, нумай хваттерлӗ ҫуртсем хӑпартма та юрӑхлӑ теҫҫӗ. Ҫӗнӗ савут строительстви епле пынипе паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паллашнӑ. Халӗ савут вырӑнӗнче стенасене строительсем сэндвич-панельсемпе хӑпартаҫҫӗ. Кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче савута ӗҫлеттерме пуҫласшӑн. Ӑна 2024 ҫулта хӑйӗн тулли хӑвачӗпе ӗҫлеттерме тытӑнасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Маскӑсене тӗрлӗ пусмаран чылай организацире ҫеҫ мар, уйрӑм ҫынсем те ҫӗлеме тытӑнчӗҫ. Пластикран кӑларакансем анлӑ сарӑлманччӗ. Чӑваш Енри хӑш-пӗр усламҫӑ пластикран ӑсталама пуҫланӑ. Кун йышшисемпе темиҫе хут та усӑ курма юрать. Вӗсене ҫума тата антисептикпа сиенсӗрлетме пулать. Ҫӗнӗ йышши хӳтлӗх хатӗрӗсене кӑларма пуҫланисенчен пӗри ӗҫе хӑвӑрт тата пысӑк тухӑҫлӑхпа пурнӑҫлама май килнине пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ производствӑна пуҫарас шухӑш тытнӑранпа унӑн виҫӗ эрне ҫеҫ иртнӗ. Халӗ предприятире кунсерен 8-шер пин маска кӑлараҫҫӗ. Пластик маска медицинӑра тӑхӑнмалли мар. Ӑна общество транспортӗнче, лавккара тата ытти халӑх тулли вырӑнта тӑхӑнма аван. Тавара хамӑр тӑрӑхра ҫеҫ мар, Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнче туянаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() https://yandex.ru сӑнӳкерчӗк «Чувашский учколлектор» (чӑв. Чӑваш вӗренӳ коллекторӗ)] тулли мар яваплӑ обществӑна сутма йышӑннӑ. Кун пирки республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата министерствин пресс-служби ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Ҫав предприятире асӑннӑ министерствӑн тӳпи — 100%. Номинал хакӗ — 54 165 180 тенкӗ. Общество Шупашкарти Шкул проездӗнчи 6-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӑл потребительсене кирлӗ тӗрлӗ тавара курттӑмӑн тата ваккӑн сутать. Асӑннӑ организацин харпӑрлӑхӗнче 2742 тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ тата 1346,8 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ куҫман пурлӑх пур. Аукциона ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 10 сехетре ирттерӗҫ. Заявкӑсене паянтан йышӑнма пуҫласа ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пухӗҫ. Пурлӑхӑн малтанхи хакӗ – 80 088 500 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() ideputat.er.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, социаллӑ экономика аталанӑвӗн программине пурнӑҫламашкӑн Чӑваш Ене ҫитес тӑватӑ ҫулта 5 миллиард тенкӗ килӗ. Палӑртмалла: ку программӑна Чӑваш Ен Правительстви ӗнер, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ҫирӗплетнӗ. Уйӑрнӑ 5 миллиард тенкӗпе мӗн тӑвӗҫ-ха? Чи малтанах ҫӗнӗ савутсем хута ярӗҫ, ҫапла майпа ҫынсем валли ӗҫ вырӑнӗсем пулӗҫ. Ку кӑна мар, ҫак программӑна ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласан Чӑваш Ене тата тепӗр 5 миллиард тенкӗ килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Таисия Ташней сӑнӳкерчӗкӗ Хӑй вӑхӑтӗнче ипотека илсе, халӗ йывӑрлӑха лекнисене пулӑшма ятарлӑ центр ӗҫлесе кайнӑ. Ипотека заёмщикӗсене пулӑшмалли информаци центрне «ДОМ.РФ» компани уҫнӑ. Ипотека тӳлессипе йывӑрлӑх сиксе тухсан 8-800-700-56-77 номерпе тӳлевсӗр шӑнкӑравлама пулать. Тӗнче тетелӗнче спроси.дом.рф сайт уҫнӑ. Унта ыйтса ҫырма май пур. Ипотекӑпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑх тӗрлӗ сӑлтавпа ҫыхӑнма пултарать. Коронавирус пандемийӗ вӑхӑтӗнче предприятисем хупӑнса ҫынсем ӗҫсӗр юлма пултараҫҫӗ. Кредита вӑхӑтра тӳлеймесен мӗн тумалла? Ипотека каникулне кама тата мӗне кура параҫҫӗ? Кредита реструктуризацилес тесен мӗн тумалла? Ҫак тата ыйтӑва уҫӑмлатма май килӗ. Маларах асӑннӑ сайтра «Вопрос-ответ» (чӑв. Ыйту-хурав) форма пур. Аса илтерер: ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин ятарлӑ каникул пама чӗнсе каланӑччӗ. Коронавирус пандемийӗ тесе йышӑннӑран РФ Правительстви тата Раҫҫей банкӗ ҫынсене пулӑшма ятарлӑ йышӑну тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукианов Николай Егорович, паллă юрист, общество ĕçченĕ (ЧАП партийĕн йĕркелекенсенчен пĕри). | ||
| «Улатӑр хыпарӗ» хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |