Хулара
![]() "Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн Шупашкарта 15 ҫулти арҫын ачана шыраҫҫӗ. Вӑл киле ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнченпе таврӑнман. Паянхи кун та ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ. Николай Петрович Кошкин 185 сантиметр ҫӳллӗш, имшер кӗлеткеллӗ, куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Ҫав кун хура пиншак, шурӑ кӗпе, хура шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ, хӑйӗнпе пӗрле сӑрӑ тӗслӗ спорт сумки пулнӑ. Николай ӑҫтине пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 тата 89520203557 (Елена Касатка). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Николай Христолюбов. Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗ умӗн «Уҫӑ хула» порталта йӑлана кӗнӗ сасӑлав иртет: Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни кам пулӗ? Кӑҫал ҫак ятшӑн камсем кӗрешеҫҫӗ-ха? «Промэнерго» тӗп директорӗ Анатолий Иванов, «Торговая механика» АУн тӗп констраукторӗ Николай Христолюбов, «Яхтинг» тӗп директорӗ Анатолий Шатиков, «АБС Электро» директорӗ Года Нудельман, «Экра» ӑслӑлӑх директорӗ Николай Дони, «Инкост» директорӗ Владимир Скосырский, Шупашкарти коопераци институчӗн ветерансен канашӗн председателӗ Миранда Кольцова, ЧР ЖКХ ассоциацийӗсен» ӗҫ тӑвакан директорӗ Валерий Алексеев, Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() gksod.ru сайтри сӑн Шупашкарта 12 ҫулти хӗрача укҫа ӗҫлесе илес тенӗ. Анчах вӑл ку преступлени пулнине ӑнланман. Хӑй каланӑ тӑрӑх, тупӑш тумалли меле вӑл мессенджерта тупнӑ. Палламан ҫынсем ӑна 71 ҫулти арҫынран 800 пин тенкӗ кайса илме хушнӑ. Лешне хайхискерсем арӑмӗ аварие лекнӗ, ӑна сиплеме укҫа кирлӗ тесе суйнӑ. Хӗрача укҫана кайса илнӗ, 790 пин тенкине ҫав палламан ҫынсене куҫарса панӑ, 10 пин тенкине хӑйӗн валли хӑварнӑ. Ачана кӗҫех тытса чарнӑ. Полици пӗлтернӗ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗн арҫынна кӳнӗ тӑкака саплаштарма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарти Хевеш урамӗнчи ҫурт ҫине тепӗр мурал пулӗ. Ӑна ҫамрӑк ӳнерҫӗ Ксения Кокель ӳкерет. Хевеш урамӗнчи 30-мӗш ҫурт ҫине унччен Андриян Николаевӑн сӑнне ӳкернӗ. Вӑл – Николай Овчиниковӑн «Салам, Ҫӗр» ӳкерчӗкӗн репродукцийӗ. Халӗ вара Ксения Кокель ҫав ҫуртӑн тепӗр енчи стени ҫине ӳкерет. Унӑн ӗҫе «Манӑн ҫурт – манӑн крепоҫ» ятлӑ. Ксения Атӑлҫи федераци тӑрӑхӗнчи «ФормART» стрит-арт фестивальне хутшӑнать, унта пирӗн республика чысне хӳтӗлет. Унӑн графитие ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫӗччен туса пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Галина Кузьмина ҫӗтӗк-ҫатӑкран кавир ҫыхать. Ҫак ал ӗҫӗпе вӑл унчченех кӑсӑкланнӑ. Тӑватӑ ҫул каялла ватӑ ҫын суккӑрланса юлнӑ. Юратнӑ ӗҫе ватӑ ҫын пӗрех пӑрахман. Вӑхӑта ирттермелле кинемей халӗ те кавир ҫыхать. Юлашки вӑхӑтра Галина Борисовнӑна Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗ Лина Емельянова пулӑшса пырать. Кавирсене ватӑ ҫын тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсене парнелет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() gksod.ru сайтри сӑн Банк ӗҫченӗсем 87-ри старике палламан ҫынсене укҫа куҫарса парассинчен хӑтарасшӑн пулнӑ – унпа калаҫнӑ, анчах ӳкӗте кӗртеймен. Ултавҫӑсем старике ҫапла суйнӑ: укҫа палламан ҫынсен аллине ан лектӗр тесен ӑна «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫармалла. Ватӑскер лешсем каланине икӗ эрне пурнӑҫланӑ. Вӑл банка пынӑ, кредит пайӗн ӗҫченӗсем сисчӗвленӗ, кун пирки полицейскисене те каланӑ. Анчах пенсионера никам та чарайман. Ултавҫӑсем ӑна ҫав тери вӑйлӑ ӗнентерсе лартнӑ. Ҫапла старик темӗнле счетсем ҫине 2 миллион тенкӗ куҫарнӑ. Кредит илнӗ чухне вӑл укҫа дача тума тата ача кӗтекен мӑнукне пулӑшма кирлӗ тесе суйнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ru.m.wikipedia.org сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара троллейбус ҫӳреме тытӑнӗ. Хальлӗхе – 62-мӗш маршрут. Тепӗр икӗ маршрута ҫулталӑк вӗҫлениччен уҫассине пӗлтернӗ. Линире 18 троллейбус ҫӳрӗ. Интервал мӗн чухлӗ пулни хальлӗхе паллӑ мар. Тепӗр 3 транспорт резервра пулӗ. Пӗр троллейбуса 90 пассажир вырнаҫмалла: 33 лармалли вырӑн тата 57 тӑмалли вырӑн. Троллейбуссенче кондиционерсем, пассажирсене шутлакан датчиксем, информацие кӑтартакан табло пур. Кунашкаллисемпе сусӑрсене ҫӳреме меллӗ. Кӳмепе кӗме те лайӑх. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти юханшыв портне иелм кӳреҫҫӗ. Портӑн ҫуртне мар-ха. Вӑл ахаль те килӗшӳллӗ. Юханшыв портӗнчи парапета (Атӑл ҫыранӗн хӗрринчи бетон картана) хитрелетесшӗн. Палӑртни пурнӑҫа кӗрсен сӑрӑ тӗслӗ ҫав бетон ӳнерӗн чӑн-чӑн хайлавӗ евӗр пулса тӑрӗ. Юханшыв портӗнче «Чебоксары: порт шести веков» (чӑв. Шупашкар: ултӑ ӗмӗрти порт) 110 метр тӑршшӗ композици йӗркелӗҫ. Асӑннӑ ӗҫе пуҫараканни — Юханшыв порчӗ хӑй. 110 метр тӑршшӗ бетон картана Шупашкарти живопись ӑстисем, пурӗ 5 ҫын, ӳкерсе илемлетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "На связи" форумри сӑн Ӗнер Шупашкарти тӗп пляжра водолазсем арҫынна шырани пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре шыва чӑмнӑ та ҫухалнӑ. Каярахпа лайӑх хыпар пӗлтернӗ: ҫак 71 ҫулти арҫынна тупнӑ. Вӑл чӗрӗ-сывах. Хайхи арҫын ҫӗрле Атӑл урлӑ ишсе каҫма шутланӑ иккен. Ҫыран хӗрринчен арӑмӗ унӑн япалисене илсе кайнӑ. Арҫын вара леш ҫырана каҫсан ҫула май килекен машинӑна ларса киле ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӑлавпа шырав служби тунӑ сӑн Шупашкарти тӗп пляжра ҫӑлавҫӑсем арҫынна шыраҫҫӗ. Ҫӑлавпа шырав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫӗрле шыва кӗнӗ те ҫухалнӑ. Ку ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре пулнӑ. Водолазсем ӑна паян ирех шырама тытӑннӑ. Палӑртмалла: ҫак пляжра ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 13 ҫулти хӗрача путса вилнӗ. Ҫӗртмен 16-мӗшӗнче тӗп пляжран инҫех мар шыва кӗрсе 14-ри тата 15 ҫулти арҫын ачасем путнӑ. Вӗсем шыва кӗме юраман вырӑнта чӑмпӑлтатнӑ. Ачасем шыв хӗрринче аслисемсӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |