Хулара
![]() kingisepp.ru сайтри сӑн Шупашкарти банкра ӗҫлекен 53 ҫулти арҫын ултавҫӑсене 3 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Малтан палалман ҫын шӑнкӑравласа сим-картта килӗшӗвне тӑсма тесе код калама ыйтнӑ. Унтан унӑн Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи харпӑр кабинета такам кӗнӗ иккен. Ултавҫӑсем ӑна пӗтӗм укҫине «резерв счет» ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ, кайран тавӑрса пама шантарнӑ. Арҫын хӑйӗн пӗтӗм укҫине счет ҫинчен хывнӑ, кредит илнӗ, унсӑр пуҫне икӗ машинине йӳнӗ хакпа сутса янӑ. Ҫапла вӑл 3 миллион ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Сергей Чесноков сӑнӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта ретромашинӑсен куравӗ иртет. Вӑл паян 19 сехетре уҫӑлӗ. Машинӑсем вырӑнта, курава хатӗр. Курав виҫӗ кун иртӗ, ҫав вӑхӑтра хулара транспорт ҫӳресси кӑштах улшӑнӗ. Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ирхи 7 сехетрен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 14 сехетчен хаш-пӗр вырӑнта транспорта ҫӳреттермӗҫ. Ҫӗнӗ Шупшкарта машинӑсен кӑна мар, мотоциклсен куравӗ те ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() gazetavechorka.ru сайтри сӑн Шупашкарта 3-мӗш класра вӗренекен хӗрача патне палламан ҫынсем шӑнкӑравланӑ та вӗсем каланине пурнӑҫламасан амӑшӗ тӗрмене 10 ҫуллӑха ларассипе хӑратнӑ. Ҫапла хӑраса ӳкнӗ ача лешсем хушнипе ашшӗпе-амӑшӗн банк карттисене ӳкерсе янӑ. Кун хыҫҫӑн карттӑсем ҫинчен 80 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Тепӗр икӗ операцие блокировка тунӑ. Ачан амӑшӗ, 42 ҫулти хӗрарӑм, полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарти 29 ҫулти арҫын ултавҫӑсене 7 миллион та 750 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ун патне 1 уйӑх каялла Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗн ӗҫченӗ шӑнкӑравлана имӗш, арҫыннӑн харпӑр кабинетне такамсем кӗни пирки пӗлтернӗ. Унтан арҫын «банк ӗҫченӗпе», «ФСБ ӗҫченӗпе» калаҫнӑ, лешсем ӑна укҫине счет ҫинчен хывма, кредит илме ӳкӗте кӗртнӗ. Кун пирки никама та калама хушман. Унтан ӑна ҫӗнӗ телефон туянтарса сарӑм лартма хушнӑ. Арҫын виртуаллӑ карттӑ уҫса пӗтӗм укҫине куҫарса панӑ. Хӑйне улталанине вӑл юлашкинчен кӑна ӑнланнӑ. Ултавҫӑсем ӑна хӗрхеннӗ пекки те тунӑ, вӗсен колл-центрӗ Украинӑри Днепрта пулнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() tuapsevesti.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 48 ҫулти хӗрарӑм Тӗп пасара кайса банкоматра укҫа илнӗ, ӑна «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма тӑнӑ. Юрать-ха, ҫакна туса ӗлкӗреймен – ӑна вӑхӑтра чарнӑ. Палламан ҫынсем ӑна анлӑ сарӑлнӑ схемӑпа улталанӑ. Укҫине илсе «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ыйтсан хӗрарӑм банкомат умне пынӑ. Вӑл 45 пин тенкине куҫарса ӗлкӗрнӗ. Ҫав вӑхӑтра ун патне пасар ӗҫченӗ пырса банкомата ҫурӑмӗпе хупласа укҫана куҫарма чарнӑ, ултавҫӑсем пирки каланӑ, часрах полицие кайма сӗннӗ. Халӗ ҫав хӗрарӑм пасар ӗҫченне тав туса пӗтереймест. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Контактри" сӑн Шупашкара Атӑл тӑрӑх хӑна ишсе килнӗ. Вӑл пирӗн пата хӑй тунӑ ишмелли хатӗрпе ҫитнӗ. Унӑн транспорчӗ – вӗрсе хӑпартмалли 6 метрлӑ катамаран. Арҫын-ҫыравҫӑ унпа Чулхуларан Шупашкара пилӗк кун ишнӗ. Ҫанталӑк япӑх пулсан та арҫын-ҫыравҫӑ Шупашкара чиперех ишсе ҫитнӗ. Вӑл - ҫулҫӳревҫӗ. . Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Олег Николаевӑн Телеграмри каналӗнче илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарӑн 555 ҫулхине ҫурла уйӑхӗн 15-18-мӗшӗсенче уявлӗҫ. Ун чухне Шупашкара легендарлӑ «Стрижи» пилот ушкӑнӗ тата халӑх юратакан ҫӗршыври паллӑ юрӑҫ Шаман килӗҫ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Олег Николаев Телеграмри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк тӑршшӗпех тӗрлӗ пысӑк объект: спорт, вӗренӳ учрежденийӗсем, промышленность производствисем, туризмпа хӑнасене йышӑнакан объектсем уҫӑлӗҫ. Юсаса ҫӗнетнӗ Шупашкарти аэропорта та кӑҫал уҫасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() 9111.ru сайтри сӑн Шупашкарти хӗрарӑм, бухгалтерта ӗҫлекенскер, ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Вӑл палламан ҫынсем каласа тӑнипе темиҫе кредит илнӗ. Пӗтӗмпе - 905 пин тенкӗ. Ҫак укҫана вӑл йӑлтах темӗнле счетсем ҫине куҫарнӑ. Ун патне малтае пуҫлӑхӗнчен смс-ҫыру килнӗ, лешӗ палламан ҫынсем шӑнкӑравласан итлеме хушнӑ. Чӑннипе вара вӑл ултавҫӑ пулнӑ. Банксенчен кредит илнӗ чухне хӗрарӑм укҫа машина тата гараж илме кирлӗ тесе каланӑ. Унтан ултавҫӑсем амӑшӗн счечӗ те хӑрушлӑхра пулнине пӗлтернӗ. Хӗрӗ амӑшӗ патне кайнӑ. Амӑшӗ вара ӑна ултавҫӑсем пирки ӑнлантарнӑ, полицие кайма хушнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти кинемейсем илемлӗ сумкӑсемпе клатчсем ҫыхаҫҫӗ тата ҫӗлеҫҫӗ. Кун пек ылтӑн алӑллӑ ватӑсем Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳреҫҫӗ. Унти «Кил хуҫи хӗрарӑмӗсем» клубра вӗсем тӗрлӗ ӑсталӑха алла илеҫҫӗ. Сумкӑсем ҫӗлеме тата ҫыхма кӑҫалхи ҫуркунне тытӑннӑ. Ал ӗҫне ватӑсене Ирина Ковеза ӗҫ инструкторӗ вӗрентнӗ. «Тава тивӗҫлӗ канӑва тухиччен эпӗ машиностроени сферинче ӗҫленӗ. Ал ӗҫӗпе яланах аппаланас килнӗ, анчах вӑхӑт ҫитмен. Пӳрнесене вылятни пуҫ мимимшӗн те усӑллӑ», — тет 63 ҫулти Светлана Романова ал ӑсти. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Людмила Порфирьева хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра тусӗ сӗннипе ҫӳреме пуҫланӑ. Унта вӑл, ытти ватӑ пекех, хӑйӗн чун киленӗҫне тупнӑ. Людмила Николаевна ал ӗҫӗпе аппаланма юратать. Вӑл ҫав енӗпе ӗҫлекен проектсене хастар хутшӑнать. Тава тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм нумаях пулмасть татӑк-кӗсӗкрен тӗрлӗ япала ҫӗлеме тытӑннӑ. Ача пахчинче педагог-воспитатель ӗҫӗнче тимлесе пенсие тухнӑ хӗрарӑм ҫӗвӗ машини умне хаваслансах ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |