Экономика
![]() Шупашкарти электроаппаратура савучӗ Шупашкарти электроаппаратура савучӗ хӑйӗн конкурентне сирес тесе унӑн продукцине ухрлакан ҫыру шӑрҫаланине Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗ тупса палӑртнӑ. Ун хыҫҫӑн савута 100 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Явап тыттарнипе килӗшмесӗр савут ЧР Арбитраж судне ҫитнӗ, суд та монополипе кӗрешекенсене майлӑ пулнӑ. Монополипе кӗрешекенсенчен «Электрооборудованин сӑнавлӑ савучӗ» суту-илӳ ҫурчӗ 2014 ҫултах пулӑшу ыйтнӑ. Унта вӑл Шупашкарти электроаппаратура савучӗ тавар туянакансем патне вӗсен продукцине хурлакан ҫыру янине пӗлтернӗ. Ҫырура савут менеждерӗсем конкурентсем хӑйсен таварне электроаппаратура савутӗнче кӑларнӑ евӗр суяҫҫӗ тесе ӗнентерме пӑхнӑ, пахалӑхӗ те хайхисен чаплах мар имӗш, ҫавӑнпа та электроаппаратура савутӗнчен кӑна туянмалла-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енре «Трактор савучӗсем» концернра энергие парас ӗҫе чакарасшӑн. Вӑл 100 миллион ытла тенкӗ парӑма кӗнӗ-мӗн. Паян, нарӑсӑн 29-мӗшӗнче, Т Плюс «Промтракторпа» «Шупашкарти агрегат савучӗ» АОУна ӑшӑ энергие парас ӗҫе чакарнӑ. «Промтрактор» савутӑн парӑм — 79,67 миллион тенкӗ. «Шупашкарти агрегат савучӗн» вара — 16,94 миллион тенкӗ. «Мари Эл тата Чӑваш Ен» Т Плюсӑн филиалӗ кунашкал мерӑна пӗрремӗш хут йышӑнмасть. Парӑмсене вӑхӑтра татмасан энергие сӳнтересси пирки ертӳлӗхе асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Экономика
Браун университетӗнче тӗпчев ирттернӗ, пуяннисемпе чухӑннисем укҫана мӗнле тӑкакланине тишкернӗ. Хайхи университет ӑсчахӗсем ҫак ӗҫе 5 ҫул ытла тунӑ тесе пӗлтереҫҫӗ. Вӗсене пӗр ыйту кӑсӑклантарнӑ: пуяннисемпе чухӑннисем хӑйсен укҫине мӗнле тӑкаклаҫҫӗ? Тӗпчевре 150 пин ҫын ытла хутшӑннӑ. Тӳрех каласа хӑварас пулать, кунти сӗнӳсем Раҫҫейри халӑха пырса тивмесӗр те пултараҫҫӗ, тӗпчевӗ тем тесен те АПШ-ра иртнӗ-ҫке. Ҫынсем укҫана тӑкаклас йӑлана мӗнле туса пынине тӗпченӗ май ҫакнашкал уйрӑмлӑхсем асӑрханӑ: 1. Иккӗмӗш ӗҫ е хушма ӗҫПуяннисен ытларах пайӗ (67%) хушма тупӑш илес тесе темӗнле те тӑрӑшаҫҫӗ. Чухӑннисене пӑхас пулсан, ку тӗлӗшпе 6% ҫеҫ уйрӑлса тӑрать. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх — укҫаллӑ пулас тесен хӑвӑн вӑхӑта ахаль ирттермелле мар, укҫа ӗҫлесе илме майсем тупмалла. Нумай ӗҫлен — сан алӑра укҫи те ытларах пулать. 2. Лотерейӑсем, тотализаторсемЛотерей билетне чухӑнсенчен 77% туянать, пуяннисенчен вара — 6% ҫеҫ. Чухӑнсен ҫитменлӗхӗ — вӗсем темле майпа харӑс пуйса кайма ӗмӗтленеҫҫӗ. Чӑн та, хӑшӗ-пӗрин ҫулталӑк хушшинче лотерей билечӗ туяннӑ укҫана пухас пулсан сахал мар пуҫтарӑнӗччӗ пуль. |
Экономика
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш Енри хут кӑларакан пӗртен пӗр хапрӑк юбилейне паллӑ тӑвать. Улатӑрти хут хапрӑкне уҫнӑранпа 50 ҫул хыҫа юлнӑ. Вӑл пӗр цехран ӗҫлеме тытӑннӑ. Халӗ вара вӑл — пысӑк комплекс. Хӑйсен транспорчӗ, администраци ҫурчӗ пур. Фабрика промышленноҫ валли хут туса кӑларать: апат-ҫимӗҫ чӗркемелли, гофрокартун, гофротара. Унта вӑй хуракансен йышӗнче ҫамрӑксем те пур. Вӗсем малтан кунтах вӗреннӗ. Ӗҫ ветеранӗсем те тӑрӑшаҫҫӗ кунта. Вӗсем пӗрремӗш рулона кӑларнине те астӑваҫҫӗ. Хута мӗнрен тата мӗнле хатӗрлеҫҫӗ? Фабрикӑра тӑрӑшакансем хӑйсен ӗҫне мӗншӗн юратаҫҫӗ? 50 ҫулта мӗнле ҫитӗнӳсем тунӑ? Кун пирки фильмра кӑтартӗҫ. Вӑл «Раҫҫей 1» телеканалпа нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 10 сехет те 45 минутра эфира тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Вӑрнарти типӗтнӗ сӗт савучӗ панкурта тухас хӑрушлӑх пур-мӗн. Типӗтнӗ сӗт савутӗнчи кӑткӑслӑх пирки нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнче социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвне Михаил Игнатьев Элтепер хутшӑннипе сӳтсе явнӑ чух хускатнӑ. 200 миллион тенкӗ ытла укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, 2 миллиона яхӑн тупӑш курнӑ вӑхӑтра савут налукпа кӑна 19 миллион тенкӗ ытла парӑма кӗрсе кайнӑ. Арбитраж сучӗ халӗ обществӑна панкрута кӑларас тесе пуҫарнӑ ӗҫе пӑхса тухать. Савута халӗ унччен унта тӗп инженерта тимленӗ Леонид Семенов пуҫлӑх пулса ертсе пырать. Савутӑн мӗнпур капиталӗ Леонид Семеновӑн тӑванӗ ҫинче шутланса тӑрать. Унчченхи директор Федор Волков тӗлӗшпе пӗлтӗрхи кӗркунне пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл суя налук декларацийӗ тӑратнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Улатӑр хула пуҫлӑхӗпе, вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн ертӳҫипе Николай Зайкинпа тата Улатӑр хула администрацийӗн ертӳҫипе Александр Седовпа тӗл пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Инҫе ҫула тухнӑ республика ертӳҫи Улатӑр хула администрацийӗнче вырнаҫнӑ кафене те кӗрсе курнӑ. Анчах унта ӗҫлекенсене Михаил Игнатьев Элтепер ӳпкев сӑмахӗ каланӑ. Апат пахалӑхӗ тивӗҫтерменнишӗн мар. Кафере вырӑнти апат-ҫимӗҫпе ҫителӗксӗр усӑ курнӑшӑн. Хула администрацийӗнче вырнаҫнӑ апатлану ҫуртӗнче курнине Михаил Игнатьев вырӑнтисен социаллӑ-экономика аталанӑвне тишкермелли канашлу вӑхӑтӗнче аса илнӗ. Муниципалитет ертӳҫисене Михаил Игнатьев администрацири кафере апат-ҫимӗҫӗн 90 проценчӗ мӗншӗн кӳрсе килнӗскер пулнине ӑнлантарма ыйтнӑ. «Пирӗн патриотсем пулмалла. Санкцисене шута илсе пахалӑхлӑ, тивӗҫлӗ, хаклӑ мар апат-ҫимӗҫе анлӑрах сармалла», — тенӗ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Иртнӗ ҫул Чӑваш Енӗн тӗп капиталне тӗрлӗ ҫӑлкуҫран 54,6 миллиард тенкӗ укҫа хывнӑ. Виҫӗмҫулхипе танлаштарсан ҫапах та ку хисеп пӗчӗкрех — унчченхинчен 7,2 процент чакнӑ. Укҫа хывакансем тупӑнсан, вӗсенчен ытларахӑшӗ строительствӑна, ҫурт-йӗре сарма, юсаса ҫӗнетме тата техника енчен пуянлатма уйӑраҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе кӗмӗл хывнин усси ытларах тесе шухӑшлакансем 41,1 процент тупӑннӑ. Пурӑнмалли мар ҫурт-йӗр тата сооруженисем туянакансем те пур. Ун пеккисем — 30 процент. Тӗп капитала укҫа хывакансене илсен, чӗрӗк пайӗ (тӗрӗсрех, 25,9 проценчӗ) машина, оборудовани, транспорт, хуҫалӑхра тата производствӑра кирлӗ япала илме укҫа хывнӑ. Иртнӗ ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче, сӑмах май, экономикӑна укҫа хывасси виҫӗмҫулхи ҫур ҫултинчен ӳснӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шухӑшланипе шур пӳрт лартаймӑн теҫҫӗ те, анчах выртан каска мӑкланни те паллӑ. Чӑваш Енри тӳре-шара хамӑр патра ҫӗлекен шкул формине республика тулашне те сарасшӑн. Кун пирки вӗсем паян ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та, экономика аталанӑвӗн тата вӗренӳ министрӗсем Владимир Аврелькин тата Владимир Иванов та хутшӑннӑ. Владимир Аврелькин ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл промышленноҫӑн республикӑри предприятийӗсем (сӑмах кунта шкул форми ҫӗлекенсем пирки пырать) ют ҫӗршыври компанисемшӗн халех конкурент пулса тӑнӑ. Михаил Игнатьев Элтепер вӗсен республика тулашне те тухмаллине палӑртса хӑварнӑ. Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра пирӗн тӑрӑхра шкул формине «Кайсаров», ОВАС, «Аврора», «Элита» предприятисем ҫӗлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Нумаях пулмасть ҫӗршывӑн тӗп хулинче вырнаҫнӑ Раҫҫейӗн Суту-илӳпе промышленность палатинче «Citi» фондӑн пӗчӗк усламҫӑлӑхри Раҫҫей премийӗсем» вунпӗрмӗш конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Citi фонд пӗчӗк усламҫӑлӑха сарассипе ӑнӑҫлӑ ӗҫлекенсене тата пӗчӗк усламҫӑсене укҫа-тенкӗ парса пулӑшакансене чыслать. 2015 ҫулта микрофинансировани енӗпе инновацисене пурнӑҫа кӗртекен лидера Пӗчӗк бизнеса аталантаракан Чӑваш Енри агентство палӑрнӑ. Пӗлтӗр строительствӑра чи маттур предприниматель ятне Сӗнтӗрвӑрринчи «Посад» обществӑн пуҫлӑхӗ Александр Афанасьев тивӗҫсе преми илнӗ. «АПМБ» аналитика обществин Сӗнтӗрвӑрринчи уйрӑмӗн финанс аналитикӗ Ольга Шиверова «2015 ҫулхи чи лайӑх кредит эксперчӗ» пулса тӑнӑ. 2005 ҫулта йӗркелеме тытӑннӑ ӑмӑртӑва фонд тӗнчери 32 ҫӗршывра ирттерет. Раҫҫейре конкурса йӗркелеме РФ Экономика министерствипе Суту-илӳ палати те пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Михаил Игнатьевпа Валерий Павлов Элӗк районӗнчи шкулсенчен пӗринче вӗренекен 8-мӗш класс ачи 800 килограмм сиплӗ курӑк пухнӑ. Кун пирки Чӑвашпотребсоюз ертӳҫи Валерий Павлов ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗпе тӗл пулсан пӗлтернӗ. Михаил Игнатьев Чӑвашпотребсоюз ертӳҫипе ку хыпара илтессишӗн кӑна курнӑҫман-ха. Правительство ҫуртӗнчи тӗлпулура республикӑри потребсоюз ӗҫ-хӗлӗ пирки калаҫнӑ. Элтепер шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре пурӑнакан халӑх Чӑвашпотребсоюза шанать. Чӑн та, пӗлтӗр ӗҫ кӑтартӑвне 3 процент ӳстернӗ. Ял халӑхӗ потребсоюза хӑй туса илекен тавара та сутать. Пӗлтӗр ял ҫыннисенчен 658 миллион тенкӗлӗх туяннӑ. Тӗрлӗ эмел курӑкӗ те пухаҫҫӗ. Элӗк районӗнче пурӑнакан 8-мӗш класра вӗренекен 800 кг сиплӗ курӑк пуҫтарнӑ, уншӑн ӑна 30 пин тенкӗ тӳленӗ. Унти тата тепӗр шкул ачи 300 кг эмел курӑкӗ пухса 9 пин тенкӗлӗх тупӑш илнӗ. Ҫак районтах пурӑнакан ватӑ типӗтнӗ сиплӗ курӑк 1 тонна пухса 35 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукианов Николай Егорович, паллă юрист, общество ĕçченĕ (ЧАП партийĕн йĕркелекенсенчен пĕри). | ||
| «Улатӑр хыпарӗ» хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |