Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ Шупашкартан вырӑнти хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова тата Чӑваш Ен Элтеперӗ ячӗпе ҫыру ӑсатнӑ. Ӑна пулӑ тытма юратакансем хатӗрленӗ. Вӗсем хулара пуш уйӑхӗнче «Рыбак рыбака» (чӑв. Пулӑҫ пулӑҫа) фестивале ирттерес шанчӑк сӳнсе пынине пӗлтернӗ. Унччен ҫак фестивале Сергей Семенов (халӗ вӑл — чӑваш парламенчӗн депутачӗ, «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» парти пайташӗ) 15 ҫул хушши йӗркелесе ирттерсе пынӑ. Фестиваль халӑхра анлӑ ят-сум ҫӗнсе илнине кура ӑна федераци шайӗнчи телеканалпа кӑтартакан «Диалоги о рыбалке» кӑларӑм та ӳкернине асӑннӑ. Унтан ҫыру авторӗсем «Рыбак рыбака» фестивале ирттерме унӑн йӗркелӳҫи хӑш парти пайташӗ пулнине кура ура хунине палӑртнӑ, ыйтӑва татса пама ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян, пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Ене паллӑ юморист Евгений Петросян килнӗ. Телеертӳҫӗ, режиссер-постановщик тата ҫыравҫӑ – РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн шаннӑ ҫынни. Евгений Петросян паян 15 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ. Вӑл унта вырӑнти савутра кальци гипохлоричӗн производствипе паллашнӑ. Евгений Ваганович тата ӑҫта пулнӑ – хальлӗхе кун пирки нимӗн те пӗлтермен. Сӑмах май, Раҫҫейри Тӗп суйлав комиссийӗ РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн шаннӑ ҫыннисен ҫӗнӗ списокне пичетленӗ. Унта пӗтӗмпе 413 ҫын кӗнӗ. Ҫав йышра Евгений Петросян та пур. Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан икӗ арҫын пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче сунара кайнӑ. Ун чухне вара ҫакна тума юраман. Хайхискерсем Ҫӗнӗ Выҫли вӑрман хуҫалӑхӗн участокӗнче пӑши амине йӗрленӗ те персе вӗлернӗ. Браконьерсем пӑши тушкине ҫав кунах УАЗ автомашинӑпа киле илсе кайнӑ. Вӗсен киревсӗр ӗҫӗ тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ҫав икӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна нумай пулмасть суд пӑхса тухнӑ. Браконьерсен штраф тӳлеме тивӗ. Кашнин 150 пин тенкӗ кӑларса хумалла. Кунсӑр пуҫне вӗсен чӗрчунсен тӗнчене тӑкак кӳнӗшӗн 200 пин тенкӗ тӳлемелле. Ҫакна та палӑртмалла: арҫынсен сунара икӗ ҫул ҫӳреме юрамӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти Лапсар проездӗнче ҫӗнӗ следстви изоляторӗ хута каять. Анчах ӑна патшалӑх килӗшӗвӗнчи йӗркене пӑсса хӑпартнӑ-мӗн. Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ. «СМУ-13» предприяти директорӗн строительство енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ, УФСИНӑн строительство тата юсав енӗпе ӗҫлекен экс-пуҫлӑх тата юсанмалли 1-мӗш колони пуҫлӑхӗн экс-ҫумӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, айӑпланакансем пӗрле калаҫса татӑлнӑ та проект документацийӗпе килӗшсе тӑман хатӗр-хӗтер илсе килнӗ. Ҫапла майпа вӗсем федераци хыснине 7 миллион та 600 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Айӑпланакансем айӑпне йышӑннӑ, ӗҫӗ уйрӑм йӗркепе пӑхса тухма ыйтнӑ. Суд вӗсен 5 автомобильне (пӗтӗмӗшле хакӗ – 6 миллион тенкӗ) арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне паллӑ тунӑ кун республикӑра икӗ пушар тухнӑ. Тӑвай районӗнче ирхи 3 сехетре ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм алхаснине кил хуҫи хӗрарӑмӗн ывӑлӗ асӑрханӑ. Амӑшӗ патакпа ҫеҫ утайнӑ. Ывӑлӗ ӑна ҫӑлас тесе ҫунакан пӳрте кӗнӗ, анчах тӗтӗме пула кравате шыраса тупайман, каялла урама тухнӑ. Шел те, 78 ҫулти хӗрарӑм пушарта вилнӗ. Унӑн виллине прихожӑйӗнче тупнӑ. Тепӗр пушар Шупашкар районӗнче пулнӑ. Унта хӑпартма пуҫланӑ ҫурт ҫуннӑ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн 68 ҫулти арҫыннӑн виллине тупнӑ. Вӑл ҫав ҫуртра пӗчченех пурӑннӑ. Пушар кил хуҫи асӑрханмасӑр пирус туртнӑран тухма пултарнӑ. Ҫак версие тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш Ен валли 826,4 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Федераци хыснинчен килнӗ укҫа-тенкӗпе мӗн тӑвӗҫ-ха? Ҫак нухратпа усӑ курса патшалӑх пособийӗсемпе социаллӑ тӳлевсем парӗҫ, патшалӑх учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене шалу тӳлӗҫ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Ене федераци хыснинчен 2 479,3 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Аса илтерер: РФ Президенчӗ Владимир Путин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, кӑҫал ҫемьере ҫуралнӑ пӗрремӗш ачашӑн уйӑхсерен пособи тӳлӗҫ. Чӑваш Енре ку тӳлев 8910 тенкӗпе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сергей Неяскин министр Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин хӑй йышӑнакан пуканпа сывпуллашма пултарать. Ку хыпара «Чебоксары 24» портал Константин Ишутов блогер пӗлтерни тӑрӑх ӗнер каҫхине ҫырнӑ. Республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службипе ҫыхӑнса ку хыпара уҫӑмлатма май килменнине те асӑннӑ унта. «Минус генерал. Министр МВД по Чувашии Сергей Неяскин освобождается от занимаемой должности» (чӑв. Генерал чакать. Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ӗҫрен каять), — ҫырнӑ иккен Ишутов соцсетьсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче. Унта вӑл хыпарланине ӗненсен Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министерствине ертсе пынӑ генерала урӑх регионта ӗҫлеме сӗннӗ пулать. Аса илтерер, полицин генерал-майорне, Мӑкшӑ Республикинче 1959 ҫулта ҫуралнӑ Сергей Неяскина пирӗн республикӑри ШӖМе ертсе пыма 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче шаннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑри тӗрлӗ отрасльте ӗҫлекенсене наградӑласси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Документа ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ. Патшалӑх наградине тивӗҫнӗ ҫынсем хушшинче икӗ спортсмен пур. Иккӗшӗ те кӑҫал Кӑнтӑр Корейӑри Пхенчхан хулинче иртнӗ Хӗллехи Олимп вӑййине хутшӑннӑ. Чӑваш халӑх сайтне вулакансем ӑнланчӗҫ пулӗ ӗнтӗ, кунта сӑмах Татьяна Акимовӑпа Лана Прусакова пирки пырать. Вӗсенчен пӗри — биатлонистка, тепри — фристайлистка. Вӗсене Чӑваш Енӗн Патшалӑх грамотипе наградӑлама йышӑннӑ. Татьяна Акимова пирки каласан, ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Финляндире иртекен биатлон енӗпе 2017—2018 ҫулсенчи Тӗнче кубокӗн черетлӗ, ҫиччӗмӗш, тапхӑрне вӑл хутшӑнмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Транспортӑн пӗрлехи карттипе усӑ курма меллӗ те йӳнӗ, анчах унта укҫа хурас тесен кӑштах нерв пӗтермелле. Нумаях пулмасть укҫа-тенке Перекет банкӗ онлайн-мелӗпе хума май туса панӑ. Анчах хӑшӗ-пӗрин нухрачӗ карттӑ ҫине ҫитмен. Кун пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Ку ҫитменлӗхе часах пӗтерме шантарнӑччӗ. Анчах карттӑ ҫине онлайн-мелпе укҫа хурассине ака уйӑхӗччен чарса лартнӑ. Организацин техника директорӗ каланӑ тӑрӑх, программа йӗркеллех ӗҫлеменнине тупса палӑртнӑ, ҫавна май ӑна сирме 3-4 эрне кирлӗ пулӗ. Ҫапла майпа ӗнертен карточкӑна онлайн-мелпе укҫа хума пулмасть. Сервис ака уйӑхӗнче ӗҫлесе каясса шантараҫҫӗ. Онлайн-мелпе хунӑ укҫа карттӑ ҫине пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗччен килмест тӗк офиса пырса пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ачасем «Наша мама» хапрӑкра экскурсире «Наша мама» (чӑв. «Пирӗн анне») ҫӗвӗ хапрӑкӗн Ҫӗмӗрле хулинчи филиалӗнче тин ҫуралнӑ ачасен сывлӑхӗшӗн сиенлӗ ҫи-пуҫ ҫӗленӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ӗҫченӗсем хапрӑкри кӗпе-йӗме Чулхула облаҫӗнчи ӗҫтешӗсем ҫӑхавланӑ хыҫҫӑн тӗрӗсленӗ. Шӑпах вӗсем Ҫӗмӗрлере ҫӗленӗ боди Таможня пӗрлӗхӗн техника регламенчӗ ыйтнине тивӗҫтерменнине пӗлтернӗ. Лаборатори тӗпчевӗ ирттернӗ хыҫҫӑн хайхи бодие чӑннипех те техника регламенчӗсене пӑхӑнса ҫӗлеменни, вӑл сывлӑхшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратни паллӑ пулнӑ. Ҫавна май предприятие асӑннӑ ҫи-пуҫа кӑларма чарнӑ тата сиен кӳнине ҫӑмӑллатма ятарлӑ программа шухӑшласа кӑларса йышӑнма хушнӑ. Унсӑр пуҫне палӑртса хӑвармалла, хапрӑк тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ, куншӑн вара 300 пинрен пуҫласа 600 пин тенкӗ таран штрафлама пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |