Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Нумаях пулмасть Канашра 36 килограмм груша тӗп туни пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче каллех чикӗ леш енчен кӳрсе килнӗ пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырлана пӑрахӑҫа кӑларма тивнӗ.

Раҫҫее илсе килме юраман ҫимӗҫсене тупса палӑртас тӗллевпе каллех тӗрӗслев ирттернӗ. Хальхинче Шупашкарти тата Улатӑрти пасарсене тӗрӗсленӗ. Пӗтӗмпе 358,5 килограмм груша тата 9,85 килограмм томат тупнӑ. Вӗсене Польшӑран тата Турцирен илсе килнӗ.

Ҫавӑн пекех 200,75 килограмм панулми тата 18,3 килограмм груша туртса илнӗ. Вӗсене ӑҫтан кӳрсе килнине палӑртайман, маркировка тата тавар докуменчӗсем пулман.

Ҫак тӗслӗхсем тӗлӗшпе актсем ҫырнӑ, сутма юраман ҫимӗҫсене вара тӗп тунӑ. Пӗтӗмпе тӗрӗслев вӑхӑтӗнче 578,4 килограмм ҫимӗҫ таптаса лапчӑтнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48243
 

Республикӑра

Куславкка хулинче пурӑнакан 65 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хайхискер – Куславкка районӗн депутатсен пухӑвӗн депутачӗ.

Мӗнпе айӑпа кӗнӗ-ха «халӑх тарҫи»? РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ҫыннӑн сывлӑхне сиен кӳнӗ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫалхи карлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫӗрле ҫак арҫын килте, Куславкка хулинче 51 ҫулти пӗлӗшӗпе вӑрҫӑнса кайнӑ. Лешӗ ун патне хӑнана пынӑ пулнӑ. Кил хуҫи ӑна мӑйӗнчен ҫӗҫӗпе пӗр хутчен яшлаттарнӑ. Лешӗ суранланнӑ. Ҫапла майпа депутат унӑн сывлӑхне сиен кӳнӗ.

Следовательсем ку ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.

 

Республикӑра

Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта федераци Сапантуйне ирттересси пирки калаҫнӑ. Ку уява йӗркелекенсенчен пӗри – Тутарстан, ҫавна май Анат Камӑран ятарласа делегаци килнӗ.

Сапантуй Шупашкарта утӑ уйӑхӗн 6-7-мӗшӗсенче иртӗ. Халӑх Хӗрлӗ тӳремре тата Анне палӑкӗ патӗнче пухӑнӗ. Тӗп сцена тӳремре пулӗ, унта уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ, концерт пулӗ. Ҫавӑн пекех алӗҫ куравне йӗркелӗҫ, тутар наци ҫимӗҫне тутанма май пулӗ, чи вӑйлисем валли курэшре (кӗрешӳ) тупӑшӗҫ.

Ытти спорт тата наци мероприятийӗсем Анне палӑкӗ патӗнче иртӗҫ. Унта ҫитнисем куршак ҫӗмӗрӗҫ, михӗсемпе кӗрешӗҫ, спортӑн ытти енӗпе вӑй виҫӗҫ.

Паллах, уяв юрӑ-ташӑсӑр иртмӗ. Сапантуя чи лайӑх пултарулӑх ушкӑнӗсем ҫитӗҫ. Тутарстанран тӳре-шара килӗ, Раҫҫейри тутар организацийӗсен элчисем те пулӗҫ.

 

Республикӑра

Муркаш районӗнче пурӑнакан 30 ҫулти арҫыннӑн тата унпа пӗрле ӗҫленӗ 29-ти тусӗн судра явап тытма тивӗ.

Аслӑраххи такси службинче вӑй хунӑ. 2016 ҫулхи ҫӗртме тата ҫурла уйӑхӗсенче хайхискер Мӑн Сӗнтӗрте темӗнле ҫынсемпе (вӗсем камсем пулнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ) калаҫса татӑлнӑ та конкурентсене хӑратнӑ. Вӗсем ытти таксиста машинине тӗп тӑвассипе е сиенлетессипе, хӑйсене хур кӑтартассипе хӑратнӑ. Ҫавна май лешсем пассажирсене, хӑйсен клиенчӗсене, кирлӗ вырӑна ҫитереймен.

Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче вӑл конкурентсене хӑйӗн 29 ҫулти пӗлӗшӗпе хӑратма тытӑннӑ. Халӗ ҫав таксист тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫсене тишкереҫҫӗ.

 

Республикӑра

Раҫҫей Правительстви Чӑваш Ен валли 1,3 миллиард тенкӗ уйӑрӗ. Ку укҫа-тенкӗпе ҫӗнӗ ача пахчисем хута ярӗҫ. Хальлӗхе чи пӗчӗк шӑпӑрлансене ача пахчине вырнаҫтарма йывӑр, мӗншӗн тесен вырӑн ҫителӗксӗр. Федераци хыснинчен уйӑрнӑ «кӗмӗлпе» ҫак ыйтӑва татса пама палӑртнӑ.

2018-2019 ҫулсенче пирӗн республикӑна ку тӗллевпе пӗтӗмпе 1 336 104,6 пин тенкӗ килӗ. Ҫитес икӗ ҫулта ача пахчисенче 2 уйӑхран пуҫласа 3 ҫулти шӑпӑрлансем валли 2,5 пин вырӑн тума палӑртнӑ.

Ача пахчисене ӑҫта тӑвасси хальлӗхе паллӑ мар. Чи малтан, ахӑртнех, Шупашкарта хута ярӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра тата Комсомольски районӗсенче те ача пахчисем ҫӗкленме пултарӗҫ.

 

Республикӑра

Нумай пулмасть Канаш хулинчи «Спецдеталь» тулли мар яваплӑ общество ҫывӑхӗнчи сывлӑша тӗрӗсленӗ. Предприяти тата пурӑнмалли ҫуртсен ҫывӑхӗнчи сывлӑшра сиенлӗ япала тупса палӑртнӑ.

Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн «Спецдеталь» тулли мар яваплӑ общество атмосферӑна фенол кӑларни ҫиеле тухнӑ. Ҫавна май тӗрӗслев материалӗсем тӑрӑх Раҫҫей Федерацийӗн Уголовлӑ кодексӗн 251-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Предприятин сывлӑша сиенлӗ япалапа вараланӑшӑн явап тытма тивӗ.

 

Республикӑра

«Пӗр чӳрече, электронлӑ черет, патшалӑх пулӑшӑвӗ... Мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ. Ҫынсен пурнӑҫне ҫӑмаллататпӑр теҫҫӗ. Иртнӗ эрнере Шупашкарти Ленинград урамӗнчи МФЦна кайрӑм. Ман умра черет — 72 ҫын! 3 сехет кӗтмелле, ӗҫе таваймарӑм, ҫаврӑнса утрӑм», — тесе ҫырнӑ «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Киремет tv» ушкӑнра ятне кӑтартман ҫын. Унтан вӑл юлташӗн арӑмӗ «1 уйӑхри ачипе окулист пӳлӗмӗ умӗнче 2 сехет инфекци пуҫтарса» ларнине пӗлтернӗ. Черетрисенчен нихӑшӗ те кӗртмен: эпир ҫырӑннӑ, черет йышӑннӑ тенӗ иккен.

Вӑрӑм черете тарӑхнӑ этем ҫавна министрсене кӑтартасчӗ тесе тулашать. «Хӑвӑра лӑпкӑ тытма мӗн ӗҫсе каятӑр больницӑна, МФЦна, ытти ҫӗре?», — вӗҫленӗ вӑл хӑй кӑмӑлсӑрланӑвне.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-152154786_3906
 

Республикӑра

Елчӗк районӗнчи «Волчье логово» (чӑв. Кашкӑр йӑви) сунарпа хӑна ҫуртӗнче сунар биатлонӗ енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Ку хыпара лаш-таяпасем «Контактра» ушкӑнра ҫӗркаҫ пӗлтернӗ.

Ӑмӑртӑва пӗр тӑван Князевсем пуҫарнӑ. Ҫанталӑк сиввине кура вӗсем пурне те вӗри чейпе, канихвет-пӗремӗкпе хӑналанӑ. Лаш Таяпара пурӑнакансемпе унта ҫуралса ӳснисем хӑнасене вырӑнти паллӑ вырӑнсемпе паллаштарнӑ. Ҫил кастарса хир тӑрӑх вӗҫтерме кӑмӑллакансене юр ҫийӗн ҫӳрекен машинӑпа — снегоходпа — ярӑнтарнӑ.

Сунар биатлонне вара тӗрлӗ тӑрӑхри: Мускаври, Шупашкарти, Канашри, Комсомольскипе Елчӗк районӗнчи — сунарҫӑсем хутшӑннӑ. Канашсен ушкӑнӗ пуринчен те маттуртарах пулнӑ. Ҫавӑнпа вӗсене пӑлан тата укҫа парса хавхалантарнӑ.

 

Республикӑра

Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников нумаях пулмасть физкультурӑпа спорт комплексӗнче тӗлпулу ирттернӗ. Унта сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратакансем, Раҫҫей пенсионерӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем, физкультурӑпа спорт комплексӗнче ӗҫлекенсем хутшӑннӑ.

Район администрацийӗн пресс-служби хыпарланине ӗненсен, ветерансем нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене юсанишӗн тав тунӑ. Физкультурӑпа спорт комплексне пенсионерсене йӳнӗ хакпа кӗртнишӗн те ватӑсем савӑнаҫҫӗ, пуҫлӑхсене тав сӑмахӗ калаҫҫӗ иккен.

Ҫав вӑхӑтрах ыйтса пӗлме ӑнтӑлакансем те йышлӑ пулнӑ. Сӑмахран, управляющи компанисем кӑрлач уйӑхӗнчен тарифсене ӳстернишӗн пӑшӑрханнӑ ватӑсем.

Хастар пенсионерсем культура учрежденийӗсенче, хушма пӗлӳ паракан учрежденисенче ачасемпе тӗл пулас, вӗсене ӑс-тӑн парса калаҫас кӑмӑллине палӑртнӑ. Теприсем тата ачасене ишме вӗрентес шутлине пӗлтернӗ.

 

Республикӑра

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи прокуратура вырӑнти ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх организацийӗсенчен пӗри юр вӑхӑтра тасатманнине палӑртнӑ.

Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, кӑлтӑклӑ ӗҫлекенни — «Жилсервис» предприяти.

Район центрӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсене тытса тӑракан ҫак организаци ҫивитти ҫинчи юра вӑхӑтра тасатман иккен. Хӗрлӗ Чутайӗнчи нумай хваттерлӗ 5 ҫурт ҫивитти ҫинче юр 30 сантиметртан хулӑн пулнине пӗлтернӗ.

Прокуратура ҫавна кура «Жилсервис» предприяти пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Йӗркене пӑсни пулать тесе предприятин тӗп инженерӗ ячӗпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Ҫурт-йӗре тытса тӑракансем прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн юра тасатнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 401, 402, 403, 404, 405, 406, 407, 408, 409, 410, [411], 412, 413, 414, 415, 416, 417, 418, 419, 420, 421, ...633
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 08

1911
114
Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
107
МОрлов Арсентий Петрович (1918-1941), чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ