Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле ҫыннине Чӑваш Ене конвойпа илсе килнӗ. Вӑл ҫичӗ ҫул федераци шыравӗнче пулнӑ. Чӑваш Ен ҫыннине банксене тата харпӑр ҫынсене улталаса 11 миллион тенкӗ вӑрланӑшӑн айӑпласшӑн. 2011 ҫулта ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшӗпе, вӑл пӗр коммерци фирмин директорӗ пулнӑ май услам аталантарас тесе Шупашкарти банксенче, кредит учрежденийӗсенче кредит илнӗ, харпӑр ҫынсемпе организацисенчен кивҫен ыйтнӑ. Следовательсем унран ыйтса тӗпчесшӗн пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра арҫын урӑх преступленишӗн колони-поселенире ларнӑ. Анчах хайхискер унтан тухса тарнӑ. Ӑна федераци шыравне панӑ. Арҫын Чӑваш Ен тулашӗнче пытанса пурӑннӑ, тӑванӗсемпе ҫыхӑнӑва тухман. Анчах кирек мӗнле вӗренӗн те вӗҫӗ пур. Нумаях пулмасть ӑна Мускав облаҫӗнчи Дубна хулинче тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫал Раҫҫейре ҫемьере пӗрремӗш ача ҫуралсан пособи пама пуҫлӗҫ. Ку тӳлеве Чӑваш Енре илме пуҫланӑ ӗнтӗ. Пӗтӗмпе 64 ҫемье ку тӗлӗшпе заявлени панӑ. Хальлӗхе пособие 33 ҫемье илме тивӗҫнӗ. ЧР Ӗҫлев министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Ленин районӗнче пособи илес тесе заявлени ытларах ҫырнӑ: пӗтӗмпе 9 ҫемье. Вӗсенчен 9-шӗ тӳлеве тивӗҫнӗ. Пӑрачкав районӗнче вара 3 ҫемье администрацин ЗАГС пайне ҫитме васкамаҫҫӗ. Элӗк тата Шӑмӑршӑ районӗсенче те ҫемьесем пӗрремӗш ачашӑн паракан пособие илес тесе администрацие ҫитеймен-ха. Сӑмах май, заявление кирек хӑш вӑхӑтра пама май пур. Тӳлеве ача 1,5 ҫул тултариччен параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви кӑҫал Улатӑрта, Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче, Йӗпреҫ поселокӗнче тата ҫак районти Пӑва ялӗнче пурӑнакансене таса шывпа тивӗҫтерес тесе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме тытӑнасшӑн. Ҫапла майпа асӑннӑ тӑрӑхсенче тӗпленнӗ ҫынсем виҫӗ ҫул хушшинче таса шывлӑ пулӗҫ. Йӗпреҫ районӗнче шыв ыйтӑвӗ чӑннипех те ҫивӗч. Аса илтерер: иртнӗ ҫулхи ҫулла унти ҫынсем прокуратурӑна ҫыхав ҫырса пулӑшу ыйтнӑ. Ара, вӗсен килӗнчи кранран тутӑх тӗслӗ шыв юхнӑ. Ҫийӗнчех тӗрӗслев ирттернӗ. Тӗлӗнмелле те, пӑтранчӑк шыв ӗҫме юрӑхлӑ тесе йышӑннӑ. Вӑл ҫын сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть-мӗн. Ҫак тӑрӑхсенче пурӑнакансене таса шывпа тивӗҫтерес тесе республика хыснинчен укҫа уйӑрма палӑртнӑ. 2012–2013 ҫулсенче проектпа смета документацине хатӗрленӗ ӗнтӗ, вӑл патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Енӗн прокуратуринче пресс-конференци иртнӗ. Журналистсен ыйтӑвӗсене унта Василий Пословский прокурорпа унӑн ҫумӗсем, пай пуҫлӑхӗсем хуравланӑ. Ҫынсем прокуратурӑна ҫыракан ыйтусем пирки те калаҫнӑ унта. «Эпир ҫынсемшӗн тата вӗсен ырлӑхӗшӗн ӗҫлетпӗр. Пирӗн тӗп тӗллев — граждансен прависене, вӗсен интересӗсене хӳтӗлесси», — тенӗ Василий Пословский. Унӑн сӑмахне «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче Ирина Клементьева ҫырнӑ. «Кирек мӗнле ыйтӑва та тӳрремӗнех пирӗн пата тата хӑвӑр сӑмахсемпе ҫырӑр. Интернетри «прокуратурӑна ҫыру ҫырма пулӑшатпӑр» йышши рекламӑна ӗненсе ҫав пӗлтерӳсене паракансемпе ан ҫыхланӑр, вӗсем ҫак утӑма укҫашӑн тунине шута илӗр», — тенӗ прокуратура ӗҫченӗсем журналистсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Чӑваш пичетне» пируспа сутӑ тунӑ май Шупашкарти виҫӗ киоскра саккуна пӑснӑшӑн 90 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Кун пирки «Ман хула Шупашкар» (выр. «Мой город Чебоксары») портал пӗлтерет. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарланипе килӗшӳллӗн, Шупашкар хулинчи Кадыков урамӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш пичечӗ» павильонра пируса сентре ҫине кӑларса хурсах сутнӑ. Саккунпа пӑхсан, ун пек хӑтланма вуҫех юрамасть. Унсӑр пуҫне асӑннӑ павильонра пируссен хут ҫине ҫырнӑ списокӗ те пулман. Ку кӑна та мар, Мир проспектӗнчи тата И. Франко урамӗнчи киосксенче тапак сутма юраман ҫӗртех ӑна сутлӑха кӑларнӑ. Ҫак сӑлтавсене шута илсе «Чӑваш пичечӗ» акционерсен хупӑ пӗрлӗхӗ ҫине пысӑк штраф хума йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Оксана Ачкасова Ӗнер Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗпе радиокомпанин пуҫлӑхне суйланӑ. Ҫак пукана унччен ку тивӗҫе пурнӑҫланӑ Оксана Ачкасовӑна пама йышӑннӑ. НТРК пуҫлӑхӗ ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Йышӑнӑва ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Законодательство» (чӑв. Саккунсем) ярӑмра вырнаҫтарнӑ. Оксана Ачкасова Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей лидерӗсем» конкурса хутшӑнса унӑн финалне лекнӗ. Конкурсӑн ҫурма финалисчӗсемпе ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Ҫӗршыври 54 регионти 300 финалист шутӗнчи Оксана Ачкасова та Правительство ҫуртӗнчи курнӑҫӑва хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канашра пурӑнакансем вышка лартнине хирӗҫлесе митинга тухнӑ. Карас ҫыхӑнӑвӗн вышки, канашсем шухӑшланӑ тӑрӑх, сывлӑха хавшатӗ. Ҫав вӑхӑтрах Роспотребнадзор специалисчӗсем карас ҫыхӑнӑвӗн вышки йӗркеллех, ҫынсен сывлӑхне сиен кӳмест тесе ӗнентернӗ. Хула ҫыннисен митингӗ пирки вырӑнти телекурав пӗлтернӗ. Ятарлӑ ирӗк ыйтмасӑрах урама пухӑннисен тӗлӗшпе пакунлисем административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Пӗлтӗрхи ҫулла Муркаш районӗнчи юнкӑсем карас ҫыхӑнӑвӗн кампанийӗсенчен пӗри вышка лартсан сехӗрленсе ӳкнӗччӗ. Аса илтерер, вышкӑна вырнаҫтарма Матвей ятлӑ ҫын хӑйӗн ҫӗрӗ ҫинче вырнаҫтарма ирӗк панӑ. «Вӑл япӑх мар укҫа илсе пурӑнӗ, вышка епле витӗм кӳни вара паллӑ мар», — тесе ҫынсем пухӑва пуҫтарӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗ тӗрмере ларакан ҫынна чысланине пӗлтерет. Айӑплав вӑхӑтне юсанмалли 4-мӗш колонире ирттерекенсенчен пӗрин алли чӑннипех ылтӑн темелле. Вӑл «Не числом, а смирением» (чӑв. шутпа мар, сапӑрлӑхпа) Раҫҫейри конкурса хутшӑннӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче ӗҫсене виҫӗ номинаципе: «Чиркӳ турӑшӗ», «Аналой турӑшӗ», «Килти турӑш» — хакланӑ. Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци служби ирттернӗ конкурса малтан регионсенче пӑхса тухнӑ. Шупашкарти 4-мӗш колонире ларакан арҫын ӑсталанӑ «Ҫветтуй Николай Асамҫӑ» турӑша суйласа илсе Мускава янӑ. Ку ӗҫшӗн Мускав патриархачӗн тӗрмерисемпе ӗҫлекен пайӗ грамота пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти хысна предприятийӗсенчен пӗри пӗчӗк ача лартса ҫӳремелли креслоллӑ машина туянасшӑн. REGNUM информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, автомобиле вӑл 1,07 млн тенкӗпе илме шухӑшлать. Сӑрӑ тӗслӗ «Веста-универсал» лифтбек хӑвачӗ 110 лаша вӑйӗпе танлашмалла, унта ача кресли вырнаҫтарма май килтӗр. Транспорт туяннине Шупашкар хула администрацийӗн хыснинчен саплаштарӗҫ. Машина «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управлени» учреждени валли пулӗ. Машина тенӗрен, РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче монохуласене васкавлӑ медпулӑшу машинисем парасси ҫинчен хушу алӑ пуснӑчччӗ. Унпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Енри монохуласем валли виҫӗ вӗр ҫӗнӗ васкавлӑ медпулӑшу машини илсе килмелле тенӗччӗ вӑл хыпарта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Шупашкарти пичет ҫуртӗнче Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин тата ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов пулнӑ. Пысӑк шайри тӳре-шара «Хыпар»издательство ҫурчӗн юсаса ҫӗнетнӗ акт залӗпе паллашнӑ, «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗнче пулнӑ. Аса илтерер, ИПКна ҫак уйӑхра ҫӗнӗ ҫын — Вадим Ефимов — ертсе пыма пуҫларӗ. «Советская Чувашия» хаҫатра иртнӗ ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче журналистсем хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене те хускатнӑ. Вӗсене, сӑмахран, «Пичет ҫурчӗ» чарӑну тӗлӗнче ҫул тепӗр енне каҫма май килменни кулянтарать. Федераци ҫулӗсем хӗррипе вырнаҫнӑ ялсен ячӗсене чӑвашла ҫырманни те калем ӑстисене тӗлӗнтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |