Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Чӑваш Енри тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлекен тӳре-шарана чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.

Сумлӑ писока лекнисен шутӗнче виҫӗ муниципалитетӑн: улатӑрсен, канашсен, пӑрачкавсен — пуҫлӑхӗсем пур. Патшалӑх наградине тивӗҫнисенчен Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхне Евгений Лебедева тата Канаш райадминистраци пуҫлӑхне Владимир Степанова Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе хавхалантарӗҫ. Улатӑр район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая «За безупречную службу в органах местного самоуправления в Чувашской Республике» (чӑв. Чӑваш Республикин вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн) паллӑна тивӗҫнӗ.

Юлашкинчен каланӑ палла Вӑрнар, Тӑвай, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче ӗҫлекен хӑш-пӗр тӳре-шарана та пама йышӑннӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри предприятире туса кӑларакан типӗ сӗте тӗрӗсленӗ. Россельхознадзорӑн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта антибиотик нумай пулнине палӑртнӑ. Вӑл вара ҫын сывлӑхне сиен кӳме пултарать.

Ветеринари тата фитосанитари тӗрӗслевӗн федераци службин Ярославльти специалисчӗсем «Вӑрнарти сӗт савучӗ» предприятири сӗте тӗрӗсленӗ. Вӗсем сӗтре хлорамфеникол, тетрациклин, окситетрациклин тата бензилпенициллин пуррине палӑртнӑ.

Антибиотик ҫын сывлӑхӗшӗн сиенлӗ. Вӑл аллерги пуҫарма, пыршӑлӑх микрофлорине сиенлеме пултарать. Предпряитие мӗнле явап тыттарассине ЧР Арбитраж сучӗ татса парӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48651
 

Республикӑра
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Чӑваш Енре пӗлтӗр, унчченхи ҫулпа танлаштарсан, наркоманипе чирлисен йышӗ 15,5% чакнӑ. Наркотик тутанакансен 89 проценчӗ — арҫынсем, тепӗр 11% — хӗрарӑмсем. Кун пирки паян, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, республикӑн наркотиксемпе кӗрешекен комисси ларӑвӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗн тӗрӗслевпе халӑх хӑрушсӑрлӑх управленийӗн пуҫлӑх тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Ираида Алексеева пӗлтернӗ.

Унсӑр пуҫне вӑл наркотикпа айкашакансен ытларах пайӗ — 57,1% — 18-30 ҫулсенче пулнине, наркомансен 78,5% ниҫта та ӗҫлеменнине е ӗҫ килӗшӗвӗсӗрех вӑй хунине палӑртнӑ. Наркомансен йышӗ ӑҫта ытлараххи те паллӑ: вӗсем Канашра, Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта уйрӑмах йышлӑ.

Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин пирӗн регионта ачасене наркобизнеса явӑҫтаракансем тупӑнсах тӑни пирки сӑмах хускатнӑ.

 

Республикӑра

Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫӗрле Алексей Мальцев тата Александр Сулагаев Ҫӗрпӳ районӗнче М-7 автоҫул ҫинче дежурствӑра пулнӑ. Ирхи 4 сехет ҫурӑра хайхискерсем чарӑнура ҫын тӑнине асӑрханӑ.

Патак тата витре тытнӑ ватӑ хӗрарӑм пӗчченех пулнӑ. Полицейскисем чарӑннӑ та кинемее ыйтусем панӑ. Лешӗ йӗркеллӗ нимӗн те хуравлайман. Пакунлисем ӑна машинӑна лартнӑ, вӑл ӑҫта пурӑннине шырама тытӑннӑ.

Ватӑ хӗрарӑм миҫемӗш ҫуртра, хӑш урамра пурӑннине аса илеймен, ҫавӑнпа ӑна полици уйрӑмне илсе кайнӑ. Унта вара кинемейӗн телефон пуррине пӗлнӗ. Йӗрке хуралҫисем тӑванӗсем патне шӑнкӑравланӑ. Лешсем тӳрех полици уйрӑмне вӗҫтерсе ҫитнӗ, ватӑскере киле илсе кайнӑ.

 

Республикӑра

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ырӑ тӑвакансен юхӑмне аталантарма пулӑшакан канаш йӗркелесе ярасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Нимеҫӗсен (волонтерсен) канашӗ республика ертӳҫи ҫумӗнче ӗҫлӗ.

Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ку канаш влаҫ органӗсемпе хастар ҫынсен пуҫаруллӑ ӗҫӗсене пурнӑҫа кӗртме, ырӑ ӗҫ пурнӑҫлакансен юхӑмне вӑй илме пулӑшма кирлӗ.

Чӑваш Енре нимеҫӗсен (волонтерсен) шучӗ ӳссе пынине пӗлтереҫҫӗ. 2018 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне пӗтӗмпе 1,6 пин пӗрлешӳ йӗркеленнӗ, вӗсенче 47 пин нимеҫӗ шутра тӑнӑ.

Хӑш-пӗр нимеҫӗсем хӑйсен организацийӗсене официаллӑ майпа йӗркелеҫҫӗ. Хальлӗхе ун пеккисем пирӗн тӑрӑхра — 5-ӗн. Нимеҫӗсен йышӗ малашне тата хушӑнса пырасса шанаҫҫӗ.

 

Республикӑра
Николай Миллин хальлӗхе орденсӑрах
Николай Миллин хальлӗхе орденсӑрах

Елчӗк районне 2001 ҫултанпа ертсе пыракан Николай Миллина «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑлама йышӑннӑ. Ку хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян кӑларнӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

1954 ҫулта ҫуралнӑ Николай Миллин ӗҫ биографине тӑван «Прогресс» колхозри трактористран пуҫланӑ. Мал ӗмӗтлӗскер унта пӗр должноҫран тепӗрне куҫса пырса хуҫалӑх ертӳҫине ҫитнӗ. Кайран Елчӗк районне ертсе пыма тытӑннӑ.

2014 ҫулта ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗссемшӗн» орден медалӗпе чысланӑччӗ. Халӗ ав, тӑватӑ ҫултан, Николай Миллин ордена тивӗҫрӗ.

 

Республикӑра

Паян ирхи икӗ сехет тӗлӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳртре пушар тухнӑ. «Хӗрлӗ автан», вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх,

пирус туртнӑ чух асӑрханманнипе алхасма тытӑннӑ. Пушар 65 ҫулти кил хуҫин пурнӑҫне татнӑ.

Ӗнер Шупашкарти Керамзит тӑкӑрлӑкӗнче вырнаҫнӑ уйрӑм ҫын предприятине вут-ҫулӑм хыпса илнӗ. Пушар пластик чӳрече кӑларакан организацин иккӗмӗш хутӗнче вырнаҫнӑ офисӗнче тата юнашарти япала упрамалли пӳлӗмре хуҫаланма тытӑннӑ. Унта сӑрӑ савӑчӗсем тата 50 литр кӗрекен газ баллонӗ пилӗк штук упраннӑ. Пушарпа кӗрешекенсем, юрать-ха, вырӑна вӑхӑтра ҫитнӗ, васкаса та хыпӑнса ӗҫленӗ. Вута сӳнтерекенсен тӑрӑшӑвне пула газ баллонӗсене сирпӗнме паман, пушара сӳнтернӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре пурӑнакансене паян тӳлевсӗр юристсем йышӑнӗҫ. Ку мероприятие пирӗн рспубликӑра унччен те ирттернӗ. Хальхинче халӑха социаллӑ хӳтлӗх кӳрекен пайсенче унти специалистсемпе пӗрлех ваккатсем юридици ыйтӑвӗпе йышӑнассине пӗлтереҫҫӗ. Ку хыпара Чӑваш Енӗн Юстици тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви хыпарланӑ.

Ведомство Чӑваш Енри 224 пин ытла ҫынна 2012 ҫултанпа юридици пулӑшӑвӗ тӳлевсӗр кӳнине ӗнентерет. Федераци шайӗнче ҫынсен 27 категорине укҫасӑр пулӑшма йышӑннӑ пулсан, пирӗн республикӑра ку список тата анлӑрах. Маларах Чӑваш Енре халӑхӑн 33 категорине тӳлевсӗр йышӑннӑ, халӗ — 41.

Пулӑшу илме ирӗк пуррисем пирӗн республикӑра —193 пин ытла ҫын. Йышра I тата II ушкӑн сусӑрӗсем, сахал тупӑшлисем, сусӑр тата тӑлӑх ачасене ӳстерекенсем тата ыттисем пур.

 

Республикӑра

Ҫӗнӗ Шупашкартан вырӑнти хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова тата Чӑваш Ен Элтеперӗ ячӗпе ҫыру ӑсатнӑ. Ӑна пулӑ тытма юратакансем хатӗрленӗ.

Вӗсем хулара пуш уйӑхӗнче «Рыбак рыбака» (чӑв. Пулӑҫ пулӑҫа) фестивале ирттерес шанчӑк сӳнсе пынине пӗлтернӗ. Унччен ҫак фестивале Сергей Семенов (халӗ вӑл — чӑваш парламенчӗн депутачӗ, «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» парти пайташӗ) 15 ҫул хушши йӗркелесе ирттерсе пынӑ. Фестиваль халӑхра анлӑ ят-сум ҫӗнсе илнине кура ӑна федераци шайӗнчи телеканалпа кӑтартакан «Диалоги о рыбалке» кӑларӑм та ӳкернине асӑннӑ.

Унтан ҫыру авторӗсем «Рыбак рыбака» фестивале ирттерме унӑн йӗркелӳҫи хӑш парти пайташӗ пулнине кура ура хунине палӑртнӑ, ыйтӑва татса пама ыйтнӑ.

 

Республикӑра

Паян, пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Ене паллӑ юморист Евгений Петросян килнӗ. Телеертӳҫӗ, режиссер-постановщик тата ҫыравҫӑ – РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн шаннӑ ҫынни.

Евгений Петросян паян 15 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ. Вӑл унта вырӑнти савутра кальци гипохлоричӗн производствипе паллашнӑ. Евгений Ваганович тата ӑҫта пулнӑ – хальлӗхе кун пирки нимӗн те пӗлтермен.

Сӑмах май, Раҫҫейри Тӗп суйлав комиссийӗ РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн шаннӑ ҫыннисен ҫӗнӗ списокне пичетленӗ. Унта пӗтӗмпе 413 ҫын кӗнӗ. Ҫав йышра Евгений Петросян та пур.

Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗ пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48477
 

Страницӑсем: 1 ... 399, 400, 401, 402, 403, 404, 405, 406, 407, 408, [409], 410, 411, 412, 413, 414, 415, 416, 417, 418, 419, ...633
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 08

1911
114
Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
107
МОрлов Арсентий Петрович (1918-1941), чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та