Республикӑра
![]() Иртнӗ эрнере ШӖМӗн Етӗрнери уйрӑмне пӗр арҫын пынӑ та хайӗн машини ҫинчи эмблема ҫухални пирки пӗлтернӗ. Унӑн машини картишре чиперех тӑнӑ, кӑшт вӑхӑт иртсен пӑхнӑ та – эмблема ҫук. Ӑҫта кайса кӗнӗ? Машина маркин эблемисем ӑҫта ҫухалнине полицейскисем уҫӑмлатнӑ. Шкул ачисем машинӑсен паллисене коллекцие пухнӑ-мӗн. Вӗсене юр ҫинче юлнӑ йӗр тӑрӑх шыраса тупнӑ. Ачасен аллинчен пӗр арҫын кӑна мар шар курнӑ. Тепӗр ҫичӗ машинӑн та эмблемисем ҫухалнӑ иккен. Вӗсене пухма юратнӑ 11-13 ҫулсенчи ачасене тытса чарнӑ. Вӗсем машинӑсен 20 ытла эмблемине пухнӑ. Хальлӗхе эмблемӑсене шыраса 20 водитель полицие пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем ӳсӗр шкул ачине тытса чарнӑ. Арҫын ача ҫул хӗррипе утнӑ, вӑл урӑ пулман. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳсӗр ачана Красноармейски районӗнче тытса чарнӑ. Хайхискере йӗрке хуралҫисем полици участокне илсе ҫитернӗ. ҪҪХПИ иртен-ҫӳрене тимлӗрех пулма ыйтать. Урамра ӳсӗр ачана курсан тӳрех полицие шӑнкӑравлӑр. Ашшӗ-амӑшӗн те асӑрхануллӑ пулмалла. Ачисем ӑҫта тата мӗн туса ҫӳренине сӑнасах тӑмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта чи лайӑх парикмахера суйланӑ. Конкурс Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртнӗ. Унта 17 парикмахер хутшӑннӑ. Парикмахерсем 75 минутра хӗрсене прическа тунӑ. Вӗсен ӗҫне ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствин ӗҫченӗсем, илем салонӗсен ертӳҫисем хакланӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: чи лайӑх парикмахер Дария Прокопьева пулнӑ. 2-мӗш вырӑна Виктория Иванова йышӑннӑ, 3-мӗш вырӑна вара — Оксана Иванова. Конкурсҫӑсене «Професси легендисем» номинацире те палӑртнӑ. Малти вырӑна Инга Чалбаева йышӑннӑ. 2-мӗш вырӑна Нелли Москвичева тухнӑ. 3-мӗш вырӑнта Нина Ильданова пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫул-йӗрти инкекре вилнисене асӑнса чӳк уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче Пӗтӗм тӗнчери астӑвӑм кунӗ иртет. Ҫавна 2005 ҫулта йӑлана кӗртсе янӑ. Кӑҫалхи ырана, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшне, тивет. Ҫулта-йӗрте вилнисене асӑнса, чӗррисене ыррине сунса чиркӳсенче кӗлӗ вулӗҫ. Шупашкарта ыран кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи инкекре шар курнӑ «ВАЗ-2109» автомашинӑна автоэвакуатор ҫине вырнаҫтарӗҫ те хула ҫыннисене кӑтартса ҫӳрӗҫ. Астӑвӑм кунне халалласа Шупашкарта ӗнерех хӑш-пӗр мероприяти ирттернӗ. Шупашкарти 2-мӗш шкул ачисем ҫуран ҫӳрекенсене тата водительсене хутран ӑсталанӑ пирӗштисене парнеленӗ. Пӗтӗмп 130 пирӗшти ӑсталанӑ ачасем. Шӑпах ҫавӑн чухлӗ ҫын кӑҫал ҫул-йӗр ҫинчи автоаварире сарӑмсӑррӑн куҫ хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Красноармейски районӗнче приставсем ашшӗпе ачи патне пынӑ. Вӗсем 8 ҫулти арҫын ачана амӑшӗ патне илсе каясшӑн пулнӑ. Приставсем пырса кӗнӗ чухне арҫын шӑпах ывӑлне лаша утлантарнӑ. Пакунлисем кӗрсе тӑнине курсан ашшӗ тӳрех ӑнланнӑ: вӗсем ачана туртса илесшӗн. Хайхискер аптӑраса тӑман — лаша утланнӑ ывӑлне тарма ыйтнӑ. Ача итленӗ, ял тӑрӑх вӗҫтерсе уя виркӗннӗ. Приставсем ун хыҫҫӑн чупнӑ. Кӑштахран ача кӳршӗ яла ҫитнине пӗлнӗ. Приставсем, ача-пӑча психологӗ, опека органӗсем тата ачан амӑшӗ унталла вӗҫтернӗ. Арҫын ачана лаша ҫинчен анма ӳкӗте кӗртнех. Ӑна амӑшне панӑ. Ашшӗне вара куншӑн пуҫран шӑлман, 10 талӑклӑха арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти тухтӑрсем чи нумай шалу илеҫҫӗ. Ӗненместӗр-и? «Avito Работа» пӗтӗмлетӗвне тишкерӗр. Чӑваш Енри тухтӑрсен ӗҫ укҫи 70 процент ӳснӗ-мӗн, Питӗрти, Екатеринбургри, Пермьри специалистсен шайне ҫитнӗ. Экспертсем «Медицина, фармацевтика» категорири ӗҫ укҫине тишкернӗ. Вӗсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Раҫҫейри тухтӑрсем вӑтамран 35,5 пин тенкӗ шалу илеҫҫӗ. Шупашкарта вара вӑтам кӑтарту унран та пысӑкрах пулнӑ: 39,6 пин тенкӗпе танлашнӑ. Пӗлтӗр вара ку кӑтарту 23,2 пин тенкӗ пулнӑ. Омскари Брянскри медиксем вара сахал укҫа илеҫҫӗ: 17,8 пин тата 18 пин тенкӗ. ЧР Сывлӑх сылавӗн порталне тишкермесӗр хӑварар мар. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче Чӑваш Енри тухтӑрсен вӑтам ӗҫ укҫи 35,1 пин тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пирӗн республикӑра ҫуралса ӳснӗ 26 ҫулти Александр Калишов ҫухалнӑ. Юлашки хут ӑна Мари Республикин Звенигово районӗнчи Кокшайск ялӗнче курнӑ. Ун чухне вӑл тусӗсемпе стройкӑна кайма тухнӑ. Пиччӗшӗ Эдаурд сывлӑхӗ хавшанӑран килтех юлнӑ. Каҫхине тусӗсем киле таврӑннӑ, Саша вара курӑнман. Тепӗр кунхине кӳршисен карти ҫинче унӑн сумкине тата докуменчӗсене тупнӑ. Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тӑванӗсем полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Халӗ Сашӑна шыраҫҫӗ. Паян «Мари Эл» ПТРК телеканалӗпе ҫухалнӑ Сашӑн сӑнӳкерчӗкне кӑтартнӑ. Полици мӗн калать? Ахӑртнех, ӑна такам ҫула май лартса кайнӑ. Анчах ӑҫта? Йӗрке хуралҫисем нимӗн те каламаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Шурӑ вилӗм» ӑҫта сутнине пӗлетӗр-и? Эппин, часрах ун пирки йӗрке хуралҫисене шӑнкӑравласа калӑр. Вӗсемпе ҫак номерпе ҫыхӑнма пулать: 8(8352)8-33-33. «Шанчӑк телефонӗ» анонимлӑ майпа та шӑнкӑравсене йышӑнать. Вӑл талӑкӗпех ӗҫлет. Республикӑра та, Раҫҫейре те наркотикпа кулленех кӗрешеҫҫӗ. «Вилӗм ӑҫта сутнине пӗлтер» акцие кашни ҫулах йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗччен иртӗ. Акцие наркопритонсемпе, наркотикӑн саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫынсем айккинче юлмасса, вилӗм ӑҫта сутнине пӗлтерессе шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем 2018 ҫул валли хысна пайланӑ. Ҫитес ҫул «Шупашкар» ҫар карапне, ӗҫрен кӑларнӑскере, Шупашкара ҫитермешкӗн укҫа-тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Карапа тӗп хулана илсе килесси пирки 2014 ҫултах калаҫма тытӑннӑ. Ун чухне Шупашкар мэрӗ Леонид Черкесов ӑна юханшыв портне лартса унта музей йӗркелеме шухӑш пуррине пӗлтернӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вара РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев ФСБ карапа муниципалитет харпӑрлӑхне пани пирки хушу алӑ пуснӑ. Анчах ӑна республикӑн хӑй шучӗпе илсе ҫитермелле. Карапӑн Питӗре хӑйӗн ҫитмелле, унтан ӑна буксира илӗҫ. Пӗр сехетре вӑл 3 тонна горючи расхутлать. Пӗтӗмпе 80 пин литр горючи кирлӗ. Карапа Шупашкара илсе килсе музей йӗркелесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑри колонисенче ларакансене каҫарас ыйтӑва канашлура пӑхса тухнӑ. ЧР Элтеперӗ ҫумӗнчи комисси ларӑвӗ чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче юсанмалли 4-мӗш колонире иртнӗ. Унта айӑпланнӑ 15 ҫыннӑн шӑпине пӑхса тухнӑ. 14-шне каҫарма хирӗҫленӗ. 15 ҫынран пӗрин ҫеҫ шанчӑк пур. Комисси пайташӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, айӑпланнӑ ҫак ҫын хӑй тунӑ преступленишӗн чунран ӳкӗнет, ӗҫре тата пурӑнакан вырӑнта ӑна лайӑх хаклаҫҫӗ. Колонире ирттернӗ чухне айӑпланннӑскер тӳрӗ ҫул ҫине тӑма тӑрӑшнине ӗнентернӗ. Чӑнах та каҫарӗҫ-ши ӑна? Ку йышӑнӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӑвӗ. Анчах ун чухне те ку татӑклӑ йышӑну пулмӗ. Унӑн шӑпи РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн аллинче. Палӑртмалла: Президент сайра хутра ҫеҫ айӑпланнисене каҫарать. Юлашкинчен вӑл Украинӑри ҫар служащийне Надежда Савченкӑна каҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |