Республикӑра
![]() Шупашкарти пӗр медицина учрежденийӗнче ӗҫлекен тухтӑр тӗлӗшпе Шупашкар полицийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ пулнӑ. Унашкалли Раҫҫейре пӗрремӗш пулнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Раҫҫейри антидопинг агентствин материалӗсене тӗпе хурса пуҫарнӑ. Следстви материалӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тухтӑр спортсмена «Реамберин» препарат панӑ. Вӑл вара спортра усӑ курма юраман эмелсен йышне кӗрет. Полицейскисем дознани вӑхӑтӗнче тухтӑр допингпа усӑ курнӑ тесе нимӗнле айӑп та тупман. Ҫавна май ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юсанмалли 1-мӗш колони пуҫлӑхӗн экс-ҫумӗ Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ умӗнче явап тытнӑ. Ӑна сӗтев илнӗшӗн айӑпланӑ. Следстви тата суд акӑ мӗн ҫирӗплетнӗ: кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӑл 25 пин тенкӗ тата 5, 5 пин тенкӗ тӑракан икӗ япала взятка илнӗ. Ҫаксене йӑлтах айӑпланнӑ ҫын, ҫав колонире лараканскер, тата унӑн пӗлӗшӗ панӑ. Суд арҫынна 3 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Ҫак вӑхӑта вӑл пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире ирттерӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн 92,5 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Экс-ҫумӑн «шалти ӗҫсен подполковникӗ» ятарлӑ ята та туртса илнӗ. Вӑл йӗрке хуралӗн органӗсенче 2 ҫул ӗҫлеймӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() А. – нумай ачаллӑ амӑшӗ. Вӑл Куславккари юсанмалли колонире ларать. Нумаях пулмасть хӗрарӑм ирӗке УДОпа тухас тесе заявлени ҫырнӑ. Айӑпланнӑ ҫынсене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшакан «Русь Сияющая» ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Ольга Романова халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ ачаллӑ А.-на УДОпа ирӗке кӑларман. Ку ӗҫ тӗлӗшпе суд пулнӑ, А. унта видеоконференци мелӗпе пулнӑ. Ольга Романова пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм туалета кайнӑ, ҫавӑнпа ӑна УДОпа кӑларма суд хирӗҫленӗ. Вӑл сывлӑхӗ хавшаккине пула шӑк хӑвалакан эмел ӗҫни паллӑ. Айӑпланакан туалета тухнӑ чухне цех пуҫлӑхӗ пулман-мӗн, ҫавӑнпа хӗрарӑм никама каламасӑрах тухнӑ. А.-на тӗрмене лартнӑ чухне чи кӗҫӗн ачи ҫулталӑкран ҫеҫ иртнӗ пулнӑ. Ҫитменнине, 43 ҫулти хӗрарӑмӑн мӑшӑрӗ сусӑр. Вӑл тӗрмене 4 ҫуллӑха лекнӗ. Право хӳтӗлевҫисем нумай ачаллӑ амӑшне ирӗке УДОп кӑларассишӗн тӑрӑшӗҫ, вӗсем парӑнасшӑн мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле хулине хӑтлӑлатас ӗҫ хӗрсех пырать. Ӗҫ мӗнле пынине тӳре-шара сӑнаса тӑрать. Халӗ Ҫӗмӗрле хулинче ҫемье канӑвӗн статусне тивӗҫнӗ парк та пур. Ӑна вӑл «Хулана хӑтлӑх кӗртесси» проекта хутшӑнса тивӗҫнӗ. Паянхи кун хула унпа тивӗҫлипе мӑнаҫланать. Ҫӳлерех асӑннӑ проекта хутшӑннӑ май Ҫӗмӗрле хулине общество вырӑнӗсене хӑтлӑлатмашкӑн федераци тата республика хыснисенчен укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Паркри аллейӑра плиткӑсем хума 3,5 миллион тенкӗ кайнӑ. Паркра саксем, ҫӳп-ҫап витрисем вырнаҫтарнӑ. 780 пин тенкипе вара аттракционсене йӗркене кӗртнӗ, ача-пӑча вылямалли комплекс вырнаҫтарнӑ, ҫынсем утмалли ҫулсене асфальт сарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Шупашкар районӗнчи аграрисем Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен уявне пухӑнчӗҫ. Йӑлана кӗнӗ кӑҫалхи савӑнӑҫлӑ ҫак пулӑм муниципалитета йӗркеленӗренпе 90 ҫул ҫитнипе пӗр килчӗ. Шупашкар районӗсене вӑл тӑрӑхран тухнӑ паллӑ тӳре-шара: республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, чӑваш парламенчӗн вице-спикерӗ Альбмна Егорова та ӑшшӑн саламланӑ. Тата, паллах, вырӑнти ертӳҫӗсем: район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Димитриев, район пуҫлӑхӗ Андрей Николаев — сцена ҫине тухнӑ. Районти малта пыракан предприятисене, ӗҫченсене тӗрлӗ шайри Хисеп грамотипе, ытти енпе чысланӑ. Шупашкар районӗ 90 ҫул тултарнипе ҫыхӑннӑ сумлӑ уява юрӑ-ташӑ ӑстисем те илем кӗртнӗ. |
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне пакунлисем пӗр зал тулли пуҫтарӑннӑ. Унта вӗсем хӑйсен професси уявне палӑртнӑ. Уяв ячӗпе вӗсене ытти вӑй-хал тытӑмӗнче тӑрӑшакансем саламланӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсене тата ветеранӗсене професси уявӗпе саламланӑ, тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн мухтаса тав сӑмахӗ каланӑ. Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствин мӗнпур подразделенийӗпе тытӑмӗн ӗҫченӗсем саккунлӑхпа право йӗркине шанчӑклӑн хуралланине, чи кӑткӑс тӗллевсене пурнӑҫланӑ чухне те килӗштерсе тата йӗркеллӗ ӗҫлеме пултарнине уҫҫӑн кӑтартнине палӑртнӑ. Аслисем вӗрентсе хӑварнине ҫамрӑк ӑрури полицейскисем тӗпе хурса ӗҫленине асӑнса хӑварнӑ. Республика Правительствипе Шалти ӗҫсен министерстви ведомствӑсем хушшинче тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленӗрен регионта ҫирӗп те лӑпкӑ лару-тӑру сыхланса пынине, халӑх власть органӗсене шанасси ӳснине те палӑртнӑ Михаил Игнатьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑс ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан Ананьевсем ҫӗнӗ пӳрт ӗҫкине паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Нумаях пулмасть вырӑнти влаҫ нумай ачаллӑ ҫемьене ҫурт туса панӑ. Ҫӗнӗ ҫурт икӗ хутлӑ, унта пилӗк пӳлӗм. Ӑна тума 2 миллион та 250 пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Ҫурта 3 уйӑхра хӑпартнӑ. Унччен Ананьевсем 46 тӑваткал метрлӑ пӳртре хӗсӗнкелесе пурӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫурт вара пысӑк – 94 тӑваткал метр. Ҫемье ҫӗнӗ ҫуртшӑн питӗ савӑннӑ. Вӗсем йӑлана тӗпе хурса пӳрте малтан кушака кӗртнӗ. Хӑйсем унта ҫак кунсенче пурӑнма куҫасшӑн. Ананьевсен хуралтӑ таврашӗ ҫӗклесси, пахчана йӗркене кӗртесси ҫеҫ юлнӑ. Сӑмах май, Йӗпреҫ районӗнче нумай ачаллӑ 13 ҫемье черетре тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министерствин сайтӗнче лайӑх хыпар пӗлтернӗ: Чӑваш Енре вӑтам ӗҫ укҫи ӳснӗ. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, вӑтам шалу 6,9 процент хӑпарнӑ. Ҫапла майпа республикӑри вӑтам ӗҫ укҫи халӗ 23747 тенкӗпе танлашнӑ. Производствӑра тӑрӑшакансем вӑтамран 26,5 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем вара уйӑхсерен 16,8 пин тенкӗ кӗсьене чикеҫҫӗ. Строительствӑпа ҫыхӑннӑ организацисенче вӑй хуракансем вӑтамран 23,4 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Курттӑмӑн тата ваккӑн сутакансене вӑтамран 20,5 пин тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Палӑртмалла: ӑслӑхӑх тӗпчевӗсемпе, компьютерпа, электричество хатӗр-хӗтӗрӗ производствипе тата ытти ӗҫпе ҫыхӑннӑ организацисенче пысӑк шалу сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан хӗрарӑм тӗлӗшпе тунӑ преступление уҫӑмлатнӑ. Ку ҫапла пулнӑ: 60 ҫулти хӗрарӑм хулари пӗр паркра арҫын ларнине курнӑ. Хайхискер ӑна хӗрхеннӗ, пулӑшма шухӑшланӑ. Хӗрарӑм арҫынна килне апатланма чӗннӗ. Анчах хӑна ырӑ тунине ырӑпа тавӑрман. Хайхи арҫын кайнӑ хыҫҫӑн кил хуҫи хӗрарӑмӗ килтен ылтӑн эреш-алка ҫухалнине асӑрханӑ. Вӑл пӗр тӑхтамасӑр полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Полицейскисенчен пӗри кӑшт маларах цирк шапитора пулнӑ-мӗн. Ылтӑн эреш-алкана вӑрланӑ арҫынна вӑл шӑпах ҫавӑнта курнӑ иккен. Лешӗ сцена ҫинче номер кӑтартнӑ. Вӑрӑ Астрахань облаҫӗнчен. 26 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл айӑпне тунман, анчах эреш-алкана тавӑрса пама хирӗҫленӗ. Ахӑртнех, вӗсене сутнӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан Маргарита Димитриевӑна шыраҫҫӗ. Вӑл – икӗ ача амӑшӗ. Хӗрарӑм икӗ тӗпренчӗкне, 9 тата 3 ҫулсенчисене, каникул вӑхӑтӗнче яла кайса янӑ. Ачисем ялта чухне вӑл амӑшӗпе телефонпа калаҫнӑ. Маргарита Димитриева амӑшӗпе юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче каҫхине калаҫнӑ. Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кукамӑшӗ мӑнукӗсене хулана илсе кайнӑ. Хваттере ҫитнӗ те – унта никам та ҫук. Ачасен амӑшӗ ку тапхӑрта унта пачах пулман-мӗн. Унӑн телефонӗ хаш чухне сӳннӗ, тепӗр чухне вӑл ӑна тытмасть. Амӑшӗ хӗрӗ ҫухални пирки полицие кайса пӗлтернӗ. Маргарита Димитриева 1983 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл туллирех кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑ. Хальлӗхе кукамӑшӗ хулара манукӗсемпе парӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |