Республикӑра
![]() ЧР Патшалӑх Канашӗ республикӑри амӑшӗн капиталне тӑсас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: капитал 100 пин тенкӗпе танлашать. Патшалӑх Канашӗ йышӑну тунӑ: республикӑри амӑшӗн капиталне тепӗр 3 ҫула тӑсмалла. ЧР ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев капиталпа мӗнле усӑ курмаллине тепӗр хутчен аса илтернӗ. Ку укҫапа пурӑнмалли условисене лайӑхлатма, ачана вӗрентме, сусӑр ача валли ятарлӑ хатӗр-хӗтӗр туянма пулать. Ҫулсерене ку тӗллевпе 200 миллион тенке яхӑн уйӑрӗҫ. Саккунпа килӗшӳллӗн, 100 пин тенке сахал тупӑшлӑ ҫемьесем тивӗҫӗҫ. Сӑмах май, РФ Патшалӑх Думи федераци программипе килӗшӳллӗн амӑшӗн капиталне 2021 ҫулччен парасси пирки йышӑну тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раштав уйӑхӗн 19-мӗшенче РФ Федераци канашӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Семья и город – растем вместе» (чӑв. Ҫемье тата хула — пӗрле аталанатпӑр) VIII конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Ӑмӑртӑва Йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасене пулӑшакан фонд Раҫейри пӗчӗк тата вӑтам хуласен ассоциацийӗпе йӗркеленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене РФ Федераци Канашӗн ертӳҫин ҫумӗ Галина Карелова саламланӑ. «Конкурс ачасене пулӑшакансене ҫӗнӗ социаллӑ технологисене тата опыта сарма пулӑшать», – тенӗ Федераци Канашӗн вице-спикерӗ. Конкурса 293 ял-хула хутшӑннӑ. Кӑҫал ял тӑрӑхӗсене те ӑмӑртӑва явӑҫтарнӑ. 100 пин ҫынтан ытларах ҫын пурӑнакансем хушшинче пирӗн республикӑри Ҫӗнӗ Шупашкар иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗрремӗшӗнче — Ростов облаҫӗнчи Батайск, виҫҫӗмӗшӗнче – Ханты-Манси округӗнчи Сургут. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май саламсем килме пуҫланӑ. РФ Президенчӗ Владимир Путин ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ. ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-сужбин порталӗнче Михаил Игнатьев ячӗпе килнӗ саламӑн сӑмахӗсем те пур: «Ҫак асамлӑ кунсенче кашни килте уяв сӗмӗ палӑрать, ҫынсем пӗр-пӗрне чунран телей тата ырлӑх сунаҫҫӗ, малашлӑх валли плансем хатӗрлеҫҫӗ». Михаил Игнатьева РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем, РФ Федераци Канашӗн пайташӗсем, федераци тата республика министерствисемпе ведомствисен ертӳҫисем, республикӑри район-хуласен пуҫлӑхӗсем, регионти ҫынсем Ҫӗнӗ ҫул саламӗ яраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй вӑхӑтӗнче Социализмла Ӗҫ Геройӗ ята тивӗҫнӗ, халӗ ЧР Элтеперӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн пайташӗпе Николай Панкратовпа тӗл пулнӑ. Ватта Михаил Васильевич Тӑван ҫӗршыв аталанӑвӗшӗн пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ май унӑн ырӑ ӗҫӗсем ҫитӗнекен ӑрушӑн тӗслӗх вырӑнӗнче тесе мухтанӑ. Николай Панкратов вара ялсене ҫамрӑк специалистсене явӑҫтарас ыйтӑва хускатнӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби аслӑ ҫулсенчисене социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пулӑшупа тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене те сӳтсе явнине хыпарлать. Виҫӗмкун Правительство ҫуртӗнче республика Элтеперӗ ҫумӗнчи ваттисен канашӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. «Ку вӑл — Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи йӑлана кӗнӗ тӗлпулу», — тенӗ асӑннӑ канаш ертӳҫи Лев Кураков. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Виталий Станьяла хурласа Кураков Туркай умӗнче айӑпа кӗнине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Энергоперекет предприятийӗсене парӑма кӗнӗ ҫынсем патне Хӗл Мучипе Юр Пике ҫитнӗ. Ҫук, Ҫӗнӗ ҫулпа саламлама мар, парӑм пирки аса илтерме. ЧР суд приставӗсене федераци службин порталӗнче нумаях пулмасть массӑллӑ рейд ирттерни пирки пӗлтернӗ. Ҫак мероприяти вӑхӑтӗнче 1 миллион та 700 пин тенкӗ парӑма шыраса илнӗ, 99 пурлӑха арестленӗ. Рейд хӑйне евӗр иртнӗ. Суд приставӗсемпе тата газовиксемпе Хӗл Мучипе Юр Пике ҫула тухнӑ. Вӗсем 10 пин ытларах парӑма кӗнӗ ҫынсен алӑкӗнчен шакканӑ. Сӑмах май, кӑҫал парӑмҫӑсенчен пӗтӗмпе 40 миллион тенкӗ ытла шыраса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре шалу ӳстересси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Ӗҫлӗ хута республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ. Документа влаҫ органӗсен офциаллӑ порталӗнчи «Законодательство» ярӑмра вырнаҫтарнӑ. Хушура Элтепер республика территорийӗнчи мӗнпур организацире ӗҫлекенсен шалӑвне индексацилеме сӗннӗ. Ӗҫ укҫин виҫине ӳстерес тесен производство тухӑҫлӑхне лайӑхлатмалли те куҫкӗрет. Ҫакна та палӑртнӑ хушура. Шалу йӗркеллӗ тӳлеменнисем пирки «хӗрӳ лини» уҫма палӑртни те пур. Куншӑн явапли — республикӑн Министрсен Кабинечӗ. Сӑмах май ҫакна та пӗлтерер: хальхи вӑхӑтра республикӑри вӑтам шалу виҫи 23 пин те 831 тенкӗ те 60 пуспа танлашать. Хушӑва республикӑн экономика министрӗ Владимир Аврелькин комментариленинче ку вӑл пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 7,0 процент пысӑкраххине палӑртнӑ. 2020 ҫул тӗлне вӑтам шалӑва 30 пине ҫитересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑр хулинче пурӑнакан Сергей Мускаври хваттере выляса илнӗ. Вӑл 9 миллион тенкӗ тӑрать. Сергей «Авторадио» ирттернӗ вылява хутшӑннӑ. Унта вун-вун пин ҫын хутшӑннӑ. Выляв 8,5 уйӑха тӑсӑлнӑ. «Пӗрремӗш хутчен шӑнкӑравласан ӗненмерӗм. Халӗ чӗтретӗп, шока кӗрсе ӳкрӗм. Кунашкал туйӑм ман нихӑҫан та пулман. Телефон номерӗн юлашки тӑватӑ хисепне каласан хӑлха тӑратрӑм. Унтан шӑнкӑрав килчӗ», - тенӗ Сергей. Мускаври хваттер 42,5 тӑваткал метрлӑ. Вӑл Кремльтен 10 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Сергей радио ертӳҫисене акӑ мӗн пӗлтернӗ: ҫав хваттерте унӑн аслӑ хӗрӗ пурӑнӗ. Анчах малтан Сергейӑн хваттер хакӗн 36 процентне налук тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑри тӑватӑ хулара «Радио родных дорог» янӑрама тытӑннӑ. Канашра – 103.6, Ҫӗмӗрлере – 105.9, Улатӑрта – 103.4, Патӑрьелте 103.2 FM хумсем ҫинче итлеме май пур. Унччен ӑна Ҫӗрпӳ тата Етӗрне хулисенче пурӑнакансем итлеме пултарнӑ. Ҫӗнӗ радио «Дорожное радио» вырӑнне ӗҫлеме пуҫланӑ. Холдинг ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, вӗсем Чӑваш Енри радиоитлекенсене лайӑххине ҫеҫ итлеттересшӗн. Юрӑ-кӗвве чи лайӑххине суйлӗҫ, программӑсем интереслӗ пуласса шантараҫҫӗ. «Радио родных дорог» - федераци радиостанцийӗ, ӑна 2017 ҫулта Чӑваш Енри команда йӗркеленӗ. Унта янӑракан юрӑсен 95 проценчӗ – Раҫҫейри. Радиона Мускав облаҫӗнче те, Ставрополь крайӗнче те итлеме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян пирӗн республикӑра Инвестици климатне лайӑхлатма пулӑшакан тата Приоритетлӑ проектсемпе ӗҫлекен канашсен пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ. Михаил Игнатьев РФ Президенчӗ Владимир Путин Федераци Канашне ҫулсерен тухакан Ҫырура ҫӗршыв правительствине кадрсем хатӗрлеме, пысӑк технологие аталантарма, пӗр сӑмахпа каласан, цифрӑллӑ экономикӑна вӑй илтерме майсем тупма чӗнсе калани пирки аса илтернӗ. Ҫак ыйтусене Чӑваш Республикине 2025-мӗш ҫулсеччен аталантарасси ҫинчен калакан стратегире те кӗртсе хӑвармаллине асӑрхаттарнӑ. Цифрӑллӑ технологисем халӑх хуҫалӑхӗн тытӑмне кӗнине вӑл ырласа каланӑ, экономикӑна хӑватлӑрах аталантарма май панине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов акӑ мӗн пӗлтернӗ: панкрута тухнӑ «Чӑвашавтодор» предприятире ӗҫленӗ ҫынсене ӗҫ укҫине ҫитес ҫул парса татӗҫ. Паянхи кун тӗлне илес тӗк, «Чӑвашавтодорӑн» парӑм пӗчӗкех мар: 54 миллион тенкӗ. Тепӗр тесен, утӑ уйӑхӗнче парӑм ҫакӑн чухлӗпех танлашнӑ. Владимир Иванов ӑнлантарнӑ тӑрӑх, халӗ предприятин пурлӑхне сутаҫҫӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен чи пысӑк лота сутӗҫ. Унӑн хакӗ – 300 миллион тенке яхӑн. Ҫакӑн хыҫҫӑн тин ӗҫ укҫин парӑмне татӗҫ. Кунсӑр пуҫне «Чӑвашавтодорта» ӗҫленӗ 802 ҫын шалӑва вӑхӑтра тӳлеменшӗн процентсем илӗҫ. Парӑма нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗччен парса татмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| МОрлов Арсентий Петрович (1918-1941), чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |