Республикӑра
![]() Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен Сӑр урлӑ Чулхула облаҫне каҫмалли каҫҫа хупаҫҫӗ. Хальлӗхе кӳршӗ региона тӳрремӗн каяймӑн. Юханшыв пӑрпа витӗнсен ҫеҫ хӗллехи каҫӑ пулӗ. Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 9 сехетрен пуҫласа кӗпер ӗҫлеме пӑрахӗ. Ӑна илме пуҫланӑ ӗнтӗ. Хӗл лариччен Ҫӗмӗрлерен Чулхула облаҫне ҫулпа ҫеҫ ҫӳреме май пулӗ. Ку вӑхӑтлӑх каҫӑ ҫеҫ пулнӑ. Ӑна кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче уҫӑлнӑ. Хӗл ларас умӗн ӑна кашни ҫулах илеҫҫӗ. Ун вырӑнне пӑр ларсан ҫуран ҫӳрекенсем тата 5 тонна таран таякан машинӑсем валли каҫӑ уҫаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Акашевская» чӑх-чӗп хапрӑкӗнчи какайра антибиотик тупса палӑртнӑ. Предприятие Россельхознадзор ӗҫченӗсем тӗрӗсленӗ, ҫак ҫитменлӗхе тупса палӑртнӑ. Ведомство специалисчӗсем бройлерӑн шӑнтнӑ какайне тӗрӗслеме илнӗ те Мускаври «ВГНКИ» организацие янӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта вара чӑх тушкинче диоксициклин антибиотик пулни ҫиеле тухнӑ. Сӑмах май, унччен Россельхознадзор «Юрма» чӑх-чӗп хапрӑкне 150 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Ку предприятире те бройлер какайӗнче сиенлӗ япаласем пуррине тупса палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Мускавран шапашран таврӑнакан арҫын ҫухалнӑ. Ӑна тӑванӗсем шыраҫҫӗ. Малышев Сергей Анатольевич Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче 1966 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулине ӗҫлеме кайнӑ. Хӗрӗ Елена каланӑ тӑрӑх, ашшӗ Мускав облаҫӗнчи Одинцово хулинчи чукун ҫул станцийӗнче юлашки хутчен курнӑ. Арҫын шапаша кайнӑ чухне телефон илмен. Ӗҫтешӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче киле кайма тухнӑ. Киле мӗнле ҫитмеллине ыйтса пӗлсех ҫула тухнӑ вӑл. Вӑл ҫухалсан ҫемье полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл кӗсйинче арӑмӗн номерне йӑтса ҫӳренӗ. Хальхинче ӑна илме маннӑ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлсен полицие шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Оппозици активисчӗ Антон Кравченко ӗнер Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗн ҫурчӗ умне пикета тухнӑ. Унта вӑл икӗ сехет таран тӑнӑ теҫҫӗ. Ҫапла тума ӑна Ҫӗрпӳри следстви изоляторӗнче арҫын хай ҫине алӑ хуни хистенӗ иккен. Аса илтерер, юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ҫурҫӗр иртни 2 сехет те 5 минутра 2-мӗш следстви изоляторӗнче хуралҫӑ виллине асӑрханӑ. Кун пирки чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ_. Арҫын хӑйне мӑйӗнчен персе вӗлернӗ. Инкек хурал пӳлӗмӗнче пулса иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра арҫын талӑклӑх дежурствӑра тӑнӑ. Пӗччен пикета тухнӑ Антон хӑй те ҫав тытӑмра ӗҫленӗ иккен. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, алӑ хунӑ хуралҫӑ кредитпа хваттер илнӗ, арӑмӗпе уйрӑлнӑ. Хӑй ҫине алӑ хуриччен унчченхи мӑшӑрӗпе хирӗҫнӗ пулать. Пикета тухнӑ Антон Кравченко следстви изоляторӗнче кадр йывӑрлӑхӗ пуррине те палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Енре патшалӑх истори архивӗн ҫӗнӗ ҫурчӗ хута кайнӑ. Ҫурта уҫма федерацин архив агентствин ертӳҫи Андрей Артизов, республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ытти тӳре-шара, депутатсем хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫуртра 750 пин ытла документа упранайӗ. Михаил Игнатьев Андрей Артизовпа Правительство ҫуртӗнче ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Ертӳҫӗсем Чӑваш Енре архив тытӑмне аталантарассипе ҫыхӑннӑ нумай ыйтӑва тишкернӗ. Хӑна пирӗн республикӑра архив ӗҫӗсен уйрӑмӗн пурлӑхпа техника бази чылай ҫӗнелнине, тытӑм ырӑ енне улшӑннине палӑртнӑ. Вӑл Патшалӑх архивӗн ҫуртне тӗпрен юсанине пысӑка хурса хакланӑ. «Объектра условисем ӗҫлеме ҫителӗклӗ. Документсем ӗмӗрӗпех паха упранасси те паллӑ. Информаци технологийӗ вӑй илсе пыни савӑнтарать. Пӗр сӑмахпа калас пулсан, хальхи пурнӑҫ таппипе тӳр килет ҫак учреждени», — тесе хыпарланӑ Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин суд приставӗсен службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламланӑ. «Эсир пӗр килти пек пӗрне-пӗри ӑнланса килӗштерсе ӗҫлетӗр. Суд кӑларнӑ йышӑнусене вӑхӑтра тата туллин пурнӑҫласа пыратӑр. Ҫак службӑра ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ветерансене уйрӑм тав. Вӗсем хӑйсен паха ӗҫ опычӗсене ҫитӗнекен ӑрӑва вӗренсе пыраҫҫӗ. Ҫакӑ хӑйех пысӑк хисепе тивӗҫ. Пархатарлӑ ӗҫшӗн сире пурне те пысӑк тав», —тенӗ Михаил Игнатьев. Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Федерацин суд приставӗсен служби суд йышӑнӑвӗсене тӗпе хурса 6 миллиард тенкӗ ытла парӑма халӑхран шыраса илнӗ. Тӗрлӗ шайри бюджета пурӗ 2,7 млрд куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Красноармейски районӗн прокуратури шкул автобусӗсем ҫӳрекен ҫулсене тӗрӗсленӗ. Ведомство йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Тӗслӗхрен, Яманак ялӗ ҫывӑхӗнче тӑрӑллӑ автопавильон ҫук. Унта вара шкул ачисем автобус килессе кӗтсе тӑраҫҫӗ. Ахаль ҫынсем те ҫула тухсан унта траснпорт кӗтеҫҫӗ. Чарӑнура тӑрӑ пулманни ҫынсен пурнӑҫӗпе сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Хӗлеҫ, Ҫеҫмер, Ыхракасси ялӗсен ҫывӑхӗнче те лару-тӑру ҫавнашкалах. Унта шкул автобусӗ чарӑннӑ вырӑнта тӑрӑллӑ павильон ҫук. Тӗрӗслев ведомстви Красноамрейски районӗн администрацине ҫак ҫитменлӗхсене пӗтерме хушнӑ, суда тавӑҫ тӑратнӑ. Эппин, ҫитес вӑхӑтра ҫав чарӑнусенче тӑрӑллӑ павильон пулмалла. Суд прокуратура ыйтнине тивӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗрпел ялӗнче арҫын ҫӑла кӗрсе ӳкнӗ. Юрать, вӑл чӗрӗ юлнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна, суранланнӑскере, медпулӑшу кирлӗ пулнӑ. Ҫӑл виҫӗ метр тарӑнӑш пулнӑ. 33 ҫулти арҫын унта ӑнсӑртран персе аннӑ. Вӑл унтан хӑй тӗллӗн тухайман. Телее, ҫывӑхра тӑванӗсем пулнӑ. Виҫӗ метр ҫӳллӗшӗнчен персе аннӑ арҫын аманнӑ. Кӑштах вӑхӑт иртсен вӑл пульницӑна пулӑшу ыйтма кайнӑ. Сӑмах май, кунашкал пӑтӑрмах Элӗк районӗнче те пулнӑ. Унта 1963 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ҫӑла кӗрсе ӳкнӗ. Вӑл та унтан хӑй тӗллӗн тухайман, мӗншӗн тесен тӑм ӑшне кӗрсе ларнӑ. Арҫынна ятарлӑ альпснаряженипе усӑ курса кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян хурлӑхлӑ хыпар ҫитрӗ. Нумай ҫул йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн пирӗнтен ӗмӗрлӗхех Морозов Николай Васильевич уйрӑлса кайнӑ. Сывпуллашу ӑҫта тата хӑш вӑхӑтра иртнине тӗплӗн пӗлменрен пӗлтерейместпӗр. Морозов Николай Васильевич — чӑваш журналисчӗ, 1953 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Пуянкассинче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳре культпросветучилище, ЧПУн историпе филологи факультечӗн чӑваш уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ. РНМЦ-ра пай пуҫлӑхӗнче (1974–1988), Республикӑри ҫамрӑк туристсен станцийӗн методистӗнче (1988–2000), Чӑвашрадион политика программисен аслӑ редакторӗнче 2000–2002), «Республика» хаҫатӑн политика пайӗн редакторӗнче (2002–2006), вырӑнти «Аргументы и факты» хаҫатӑн коммерци директорӗн ҫумӗнче (2006–2007) ӗҫленӗ. Чылай вӑхӑт хушши «Халӑх шкулӗ» журналӑн тӗп редакторӗ пулнӑ. Чӑвашрадиора ӗҫленӗ чухне Николай Васильевич «Хурал пӳрчӗ», «Ахрӑм», «ИНМ» студи», «Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас», «Самана», «Радуга», «Парламентский вестник», «Площадь Республики» ятлӑ автор радиопрограммисем хатӗрлесе ертсе пынӑ. Чӑваш халӑх сайчӗ Николай Васильевич пирӗнтен уйрӑлса кайнишӗн хурланнине пӗлтерет. |
Республикӑра
![]() Арҫын ҫемйипе Сӗнтӗрвӑррине кайма тухнӑ та ҪҪХИ ӗҫченӗсен куҫӗ тӗлне лекнӗ. Ӑна инспекторсем ахальтен чарман. Водитель руль мсне ӳсӗрле ларнӑ. ҪҪХПи ӗҫченӗсем патакне ҫӗклесе чарӑнма ыйтсан хайхи арҫын арӑмӗпе вырӑнпа улшӑнма хӑтланнӑ. Анчах ҫакна инспекторсен ҫивӗч куҫӗ асӑрханӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, вӗсем ҫав кун туйран таврӑннӑ. Хӑй эрех сыпкаланӑ пулсан та руль умне ларнӑ. Салонра ачасем пурри те ӑна шиклентермен. Водитель медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшмен. Халӗ ун руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн явап тытма тивӗ. Ахӑртнех, вӑл правасӑр юлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |