Республикӑра
![]() Даша ҫырнӑ ҫыру Дарья Алексеева хӑйӗн кумирӗпе тӗл пулма ӗмӗтленнӗ. Вӑл «Ку тӗлӗнтермӗш» ыркӑмӑллӑх фончӗ тата «Про Город» хаҫат йӗркеленӗ проекта ҫыру ҫырнӑ. Кун пирки унӑн кумирӗ Сосо Павлиашвили пӗлнӗ. Паллӑ юрӑҫ Дашӑпа Шупашкарти Пӑр керменӗнче тӗл пулнӑ. Аса илтерер: Сосо Павлиашвили Шупашкара хӗрарӑмсен хушшинче иртекен Раҫҫей Кубокне килнӗ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Даша Алексеева ытти ачаран уйрӑлса тӑрать. Вӑл 9 ҫулта. Дашӑн — ДЦП. Ҫапах вӑл шкула ҫӳрет, хорта юрлать, дартсла тата боччӑлла выляма юратать. Даша химипе биологи предмечӗсене килӗштерет, микросоппа пӑхма кӑмӑллать. Хӗрача юратнӑ юрӑҫӗпе тӗл пулнӑшӑн питӗ савӑннӑ. Ку уншӑн Ҫӗнӗ ҫулти чӑн-чӑн парне пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вячеслав Ильинпа Рудольф Селиванов Ӗнер, раштавӑн 10-мӗшӗнче Патӑрьел ҫӗрӗ ҫинче Мускаври полковник пулнӑ. Ҫав ҫын — Вячеслав Ильин, «Сыны Отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем) офицерсен общество организацийӗн Мускаври правленийӗн ертӳҫин ҫумӗ. Вячеслав Ильин Патӑрьел ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, халӗ вӑл — саппасри полковник. Тӑван тӑрӑхӗнче пулнӑ май унпа район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов курнӑҫнӑ. Пакунлипе райадминистраци пуҫлӑхӗ ҫамрӑксем пирки калаҫнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗсене патриот воспитанийӗ парас тесен мӗн тумалли ҫинчен. Сӑмах май, енсем район территорийӗнчи яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫпа маларах асӑннӑ общество организацийӗ епле майпа ҫыхӑну тытмаллине сӳтсе явнӑ май хӑш-пӗр плана халех палӑртса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ыран, раштавӑн 12-мӗшӗнче, республикӑн влаҫ органӗсенче халӑха йышӑнмалли Пӗрлехи кун иртет. Ҫӗршывӑн тӗп саккунне, Конституцине, халалланӑскере Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе пӗтӗм ҫӗршывӗпех йӗркелеҫҫӗ. Тӗлпулӑвӑн тӗллевӗ пархатарлӑн янӑрать: кирлӗ информацие ҫынсене илме май туса парасси. Ыранхи курнӑҫура министерствӑсемпе федерацин территорири органӗсен пуҫлӑхӗсем, специалисчӗсем халӑха консультаци пулӑшӑвӗ кӳрӗҫ. Халӑха 12 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен йышӑнӗҫ. Пӗрлехи йышӑну кунӗ пирки тӗплӗнрех РФ Президенчӗн официаллӑ сайтӗнче «Личный приём» уйрӑмри «Приём обращений» тенӗ ҫӗрте тата влаҫ органӗсен сайтӗнче пӗлме май пур. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗнче те (Шупашкарти Президент бульварӗ, 10-мӗш ҫурт, 14-мӗш пӳлӗм) халӑха кӗтеҫҫӗ. Йышӑнӑва лекес тесен малтан ҫырӑнни кирлӗ мар. Ыйтса пӗлмелли телефонсем: 8/8352/ 62-34-53, 39-36-43. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ «АвтоВАС» акционерсен обществинчен тарма шутланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерни чӑна килнӗ курӑнать. Валерий Петровский ҫыравҫӑ «Фейсбукри» хӑйӗн аккаунтӗнче хальтерех кӑна хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл ларса килнӗ хулапа хула хушшинчи автобус вокзал умӗнчи шлагбаум патӗнче чарса ҫынсене унта антарнӑ. «Пассажирсем асапланаҫҫӗ», — тесен эсир кулатӑр кӑна пуль», — ҫырнӑ «Фейсбукра» Америкӑри журналсенче хайлавӗсем акӑлчанла пичетленекен автор. Аса илтеретпӗр, «Чӑвашавтотранс» ПУПӑн автобусӗсем АО автовокзалӗсен пулӑшӑвӗпе усӑ курма пӑрахасшӑнччӗ. Ҫакна «Чӑвашавтотранс» билет хакӗн 20 проценчӗ, багаж тӳлевӗн 50 проценчӗ «АвтоВАСа» юлнипе сӑлтавланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫамрӑксем хӑйсен тантӑшӗсемшӗн кар тӑраҫҫӗ Чӑваш Енре «Молодые профессионалы» (Worldskills Russia) (чӑв. Ҫамрӑк профессионалсем) регионти уҫӑ V чемпионата савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупнӑ. ЧР Вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи, унчченхисемпе танлаштарсан, хутшӑнакансен тата экспертсен йышӗпе те, пултарулӑх шайӗпе те ирттернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та саламланӑ. Йышлӑн хутшӑннине палӑртрӑмӑр та, професси пӗлӗвӗ паракан 37 заведенирен 114 студент хутшӑннӑ. Чемпионата хамӑр республикӑрисемсӗр пуҫне Тутарстанри, Мари Элти, Мускав, Самара, Сарӑту, Тӗмен, Орлов облаҫӗсенчи, Краснодар енӗнчи ҫамрӑксем тата тӗрлӗ хулари (Питӗрпе Челябинск облаҫӗ таранах) экспертсем пырса ҫитнӗ. Ӑмӑртура 19 тӗрлӗ ӗҫе хакланӑ. Кунта кирпӗч хума пӗлмеллинчен тытӑнса апат пӗҫересси, парикмахер ӑсталӑхӗ тата ытти те кӗнӗ. Кашни номинаципех ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ та пурне каласа каяймӑн. Анчах Чӑваш Енри ҫамрӑксем пур енлӗн палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫитес ҫул пирӗн республикӑра Амӑшӗпе ашшӗн ҫулталӑкӗ тесе йышӑнчӗҫ. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ планеркӑра каланӑччӗ. Тепӗр икӗ кунтан Элтепер ятарлӑ хушӑва алӑ пуснӑччӗ. Ытларикун, раштавӑн 13-мӗшӗнче, «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче ҫав ҫула тата Раҫҫейре Экологи ҫулталӑкӗ тесе йышӑннине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Тата, паллах, ун чухнех кӑҫалхи Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне тата республикӑра йышӑннӑ Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне ӑсатӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, «куракансене манӑҫми шоу кӗтет». Унта пултарулӑх ушкӑнӗсем тата республикӑри паллӑ артистсем кӑна мар, ҫӗршыври кинопа эстрада артисчӗсем те хутшӑнмалла. Официаллӑ, ҫав вӑхӑтрах савӑнӑҫлӑ мероприятире тӳре-шара та пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре сыснасен Африка мурӗ сарӑласран карантин йышӑннӑ. Кун пирки республикӑн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер 490-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ. Эпизоотилле хӑрушлӑх пысӑк пулнӑран Улатӑр районӗнчи Березовая Поляна тата Сӑрҫи Майданӗ, Пӑрачкав районӗнчи Любимовка, Сыреҫ ялӗсене пӗрремӗш зонӑна кӗртнӗ. Хӑрушлӑхлӑ вырӑнсенчи Улатӑр тата Пӑрачкав районӗсенчи маларах асӑннӑ территорисемсӗр пуҫне ыттисем, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Шӑмӑршӑ районӗ, Ҫӗмӗрле районӗ, Улатӑр, Пӑрачкав хулисем эпизоотилле иккӗмӗш зонӑра шутланаҫҫӗ. Эпизоотилле зонӑри сыснасене пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна турттарса кайма та, пусма та юрамасть. Хӑрушлӑхлӑ пӗрремӗш зонӑра сысна ашне те сутма чарнӑ. ЧР Правительстви мура пӗтерес тӗлӗшпе 687 пин тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Михаил Игнатьевпа Сергей Колесников Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «ТехноНИКОЛЬ» корпораци президенчӗпе Сергей Колесниковпа, вӑл Чӑваш Ен ертӳҫин канашҫи шутланать, тӗл пулнӑ. Курнӑҫу пирки Элтепер Администрацийӗн пресс-служби хыпарланинче палӑртнӑ тӑрӑх, енсен тӗлпулӑвне ЧР Правительствипе корпораци конструктивлӑ ӗҫлени евӗр хакламалла. Сергей Колесникова Михаил Игнатьев республикӑра вӗренӳ программисене пурнӑҫа кӗртнишӗн тав тунӑ. «Ҫамрӑксене аталанма эсир майсем туса паратӑр», — ырланӑ Элтепер корпораци президентне. Михаил Васильевич корпораци профессийӗсене пысӑк тӳлекен тата чӑрмавсӑрах лайӑх ӗҫ тупма пай паракан тесе хакланӑ. Сергей Колесников Чӑваш Енпе вӗренӳ енӗпе малашне те ҫыхӑну тытас шухӑшлине пӗлтернӗ. Пӗлтӗр, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Михаил Игнатьев хӑйӗн канашҫи пулнӑ тепӗр Колесникова, ҫав тивӗҫрен хӑтарнӑччӗ. Ятарлӑ хушӑва Михаил Васильевич алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" тунӑ сӑн Елчӗкре пурӑнакан София Павловӑн Ҫӗнӗ ҫулхи ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ. Сусӑр хӗрача, ДЦПпа чирлӗскер, синтезатор пирки ӗмӗтленнӗ. «Хӗл Мучи, Кӑҫал эпӗ хама лайӑх тытрӑм. Эпӗ чирлӗ, ҫавӑнпа хам ҫыраймастӑп, маншӑн анне ҫыру шӑрҫалать. Кӑҫал эпӗ хам тӗллӗн ларма тата кӑштах тӑма хӑнӑхрӑм. Мана синтезатор кирлӗ, вӑл пӳрнесене аталантарма пулӑшӗ. Тен, ҫитес ҫул вара хамах сан патна ҫыру ҫырӑп», — тенӗ София ҫырура. Хӗрачан ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ. «АВТОРЕГИОН» компани ун валли синтезатор туяннӑ. Антон Ким Хӗл Мучин парнине Софийӑна тыттарнӑ. Халӗ хӗрача сентезатор каласа пӳрнисене аталантарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре хир сыснисем Африка мурӗпе вилнине сайтра пӗлтернӗччӗ. ЧР Правительстви мура пӗтерес тӗлӗшпе 687 пин тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Михаил Игнатьев кун пирки алӑ пуснине ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Ку укҫа-тенке Улатӑр район администрацийӗн хыснинчен уйӑрӗҫ. Аса илтерер: раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Сӑрҫи» заповедникре 1,5 ҫулти икӗ хир сыснин тата виҫӗ ҫуран виллисене тупнӑ. Лабораторире тӗпченӗ хыҫҫӑн вӗсем Африка мурне пула вилни паллӑ. Халӗ республикӑра карантин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.