Республикӑра
![]() РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Енӗн тулли праваллӑ элчи пулнӑ Леонид Волков тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине, ӑна килтен тухмалла мар тунине сайтра унччен пӗлтернӗччӗ. Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ Леонид Волков майлӑ йышӑну тунӑ. Следстви унӑн арестне тӑсма ыйтса тавӑҫ тӑратнӑ пулнӑ. Анчах суд ӑна тивӗҫтермен. Кун пирки Леонид Волковӑн ваккачӗ пӗлтернӗ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, Леонид Волков йӗркене пӑсса, хысна укҫине вӑрласа пурӑнас шухӑша ҫирӗплетменнине палӑртнӑ. Аса илтерер: экс-тулли праваллӑ элчене должноҫра ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче кӑларнӑ. Вӑл 4 ҫулта саккуна пӑсса 2 миллион тенкӗ преми илнӗ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри МЧС ӗҫченӗсем Украинӑри Донецк тата Луганск облаҫӗсенче пурӑнакан ачасем валли пылак ҫимӗҫ пухнӑ. Ку – Ҫӗнӗ ҫул парни. Вӗсем те ытти ача пекех асамлӑ уявра савӑнччӑр тенӗ. Пылак ҫимӗҫе Мускав ҫывӑхне ӑсатнӑ ӗнтӗ. Унти ачасем вӑрҫӑ мӗнне пӗлеҫҫӗ, анчах Ҫӗнӗ ҫул умӗн парнесем кӗтеҫҫӗ. Пӗлтӗр те Раҫҫейрен вӗсем патне пылак ҫимӗҫ ӑсатнӑ. Акци шӑпах ун чухне пуҫланнӑ. Пирӗн республикӑра та вӗсем валли парне туянас тесе укҫа пухнӑ. Парнесене Мускав ҫывӑхӗнчи Ногинскра хатӗрлӗҫ, унтан Донецк тата Луганск облаҫӗсене ӑсатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗр пуҫлӑха виҫӗ пуҫлӑх саламлать Виҫӗмкун Канаш хулинче пӗр пуҫлӑха темиҫе пуҫлӑх саламланӑ. Ҫав кун унта Раҫҫей Федерацийӗн Налук службин районсем хушшинчи 4-мӗш инспекцийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗ ӗҫе кӳлӗннӗ. Налукҫӑсен ертӳҫине коллективпа кӑна мар, асӑннӑ ведомство налук пухакан территорисенчи муниципалитетсен: Канаш хулин (администраци ертӳҫи — Владислав Софронов), Канаш районӗн (ертӳҫи — Владимир Степанов), Тӑвай районӗн (ертӳҫи — Владимир Ванерке) пуҫлӑхӗсемпе те паллаштарнӑ. Районсем хушшинчи 4-мӗш инспекцие Надежда Поликарпова ертсе пыма тытӑннӑ. Ҫӗнӗ ӗҫ коллективӗнчи пӗрремӗш ӗҫ кунӗпе ӑна ФНСӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Марина Петрова та саламланӑ. Тӳре-шара Канаш тӑрӑхӗнчи тӗп налукҫӑна чечек ҫыххи тыттарнӑ, ӑшӑ сӑмахсем каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ ӗҫченӗсем каллех маршруткӑсене тӗрӗслеме тухнӑ. Хальхинче вӗсем салона ытлашши нумай пассажир лартнӑшӑн штрафлаҫҫӗ. Паянхи ирхине пилӗк маршрутка водительне куншӑн лекнӗ ӗнтӗ. Вӗсене административлӑ штраф ҫырса панӑ. 35, 50, 51, 54 тата 332-мӗш маршруткӑсен водителӗсем салона кирлӗ чухнехинчен нумайрах пассажир лартнӑ. Эсир те маршруткӑра банкӑри килька пек килтӗр-и? Шӑнкӑравласа пӗлтерӗр. Шупашкар хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, шӑнкӑравсене 23-51-99 номерпе йышӑнаҫҫӗ. Ирхи 6 сехетрен пуҫласа 23 сехетчен шӑнкӑравлама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи пӗр газ заправкинче суя укҫа тупнӑ. 500 тенкӗлӗх укҫа тӳрех иккӗленӳ ҫуратнӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ку тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Кӑҫал пирӗн республикӑра 414 суя укҫа тупса палӑртнӑ. 500, 1000, 5000 тенкӗлӗххисем пулнӑ вӗсем. Ку кӑтарту полицейскисене чӑннипех те сисчӗвлентерет. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енре 500 тенкӗлӗх суя укҫа нумайланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май вӑрманти чӑрӑшсене сыхлама тытӑннӑ. Вӗсене республикӑри икӗ предприяти ҫеҫ касма пултарать. Сӑнав вӑрман хуҫалӑхӗнче Васильев И.Ю. усламҫӑ ҫеҫ чӑрӑшсене касма пултарать. Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗнче вара – «Ҫӗмӗрлери вӑрман хуҫалӑхӗ» тулли мар яваплӑ общество. Ыттисене саккуна пӑснӑшӑн, чӑрӑша каснӑшӑн, 3 пин тенкӗрен пуҫласа 300 пин тенкӗ таран штрафлама пултараҫҫӗ. Вӑрманҫӑсем йӗрке хуралҫисемпе пӗрле рейдсем ирттереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех автоҫулсем ҫинче тӗрӗслев посчӗсем йӗркеленӗ. Ҫынсене саккуна пӑсса чӑрӑш каснӑшӑн 3-4 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ, должноҫри ҫынсене – 20-40 пин тенкӗ, юридици сӑпачӗсене – 200-300 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри тӳре-шара ҫӑмӑллӑхлӑ проезднойсене пӑрахӑҫлама шухӑшланӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртнӗ ларӑвӗнче калаҫнӑ. Тӳре-шара кун пек шухӑш патне мӗнле пырса ҫитнӗ-ха? Вӗсем каланӑ тӑрӑх, халӗ экономика лару-тӑрӑвӗ ҫивӗч. Шупашкарти троллейбус управленийӗн парӑмӗ 85 миллион тенке ҫитни те ҫак утӑма тума хистет-мӗн. Лару-тӑрӑва лайӑх енне улӑштарас тесе сусӑрсем тата тивӗҫлӗ канӑва тухнисем троллейбусра усӑ куракан ҫӑмӑллӑхсене пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Хальлӗхе ку студентсене пырса тивмест. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ку йышӑну кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑя кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Яппонири теплицӑсене пирӗн тӑрӑхра кӑларма пуҫлас шанчӑк пур. Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Японире пулнӑ май унти JFE Engineering Corporation компани пайташӗсемпе ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Унта ҫак теплицӑсене кӑларас ыйтӑва хускатнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Атӑлҫи федераци округне кӗрекен регионсенче халӑх пахча-ҫимӗҫе ытларах кӑмӑл туса ыйтнине кура ертӳҫӗсем Чӑваш Енре теплица комплексӗсене хута ярас ыйтӑва ҫӗкленӗ, строительство ӗҫӗ пирки сӳтсе явнӑ». JFE Engineering Corporation яппунсен ушкӑнӗ пирки каласан, вӑл предприятисем валли проектсем хатӗрленине, энерготехнологи енӗпе ҫине тӑнине палӑртмалла. 2013 ҫулта компани агробизнес аталантарма йышӑннӑ хыҫҫӑн ку енӗпе те тӑрӑшать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта хулари пульницӑн паллиативлӑ уйрӑмӗнче выртакан ачасем валли парнесем пухаҫҫӗ. Чылай шӑпӑрланӑн – парӑнман чир. Вӗсем те ытти ача пекех Ҫӗнӗ ҫул парни пирки ӗмӗтленеҫҫӗ. Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫӳлерех асӑннӑ пульницӑн уйрӑмӗнче 11 сехет ҫурӑра Ҫӗнӗ ҫул мероприятийӗ иртет. Волонтерсем хатӗрленме тытӑннӑ ӗнтӗ. Марафона «Ӗмӗтсем пурнӑҫланаҫҫӗ» ят панӑ. Парнесем Ҫӗнӗ ҫула пульницӑра кӗтсе илекен ачасем валли пулӗҫ. Ачасене савӑнӑҫ парнелес килсен волонтерсене канцтавар, теттесем, ытти япала пама пулать Ҫавӑн пекех вӗсене памперс, плед, ачасене ҫитермелли пюре, сӗткен тата ытти кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Депутатсем «фанфурикпа» ҫанӑ тавӑрсах кӗрешеҫҫӗ. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем аптекӑсенче спиртлӑ шӗвеке сутас енӗпе ҫирӗп йышӑнусем тума сӗннӗ. Вӗсем ку ыйтупа РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев тата Патшалӑх Думин председателӗ Вячеслав Володин патне тухнӑ. Чылай аптекӑра «фанфурика» ҫӑмӑллӑнах туянма пулать. Ытларах чухне ӑна ватӑ ҫынсем ыйтаҫҫӗ. Пӗрисем сипленеҫҫӗ, теприсем вара сывлӑхне пӗтереҫҫӗ. Ытларах чухне «Асептолин» туянаҫҫӗ. Вӑл хаклах мар, кӗленчи те пысӑкрах. Анчах унта — этил спирчӗ. Кӑҫал 163 ҫын суя эрехпе наркӑмӑшланнӑ. «Фанфурик» ӗҫекенсем ытларах чухне гепатитпа, панкреатитпа, хырӑм ҫӗрнипе нушаланаҫҫӗ. Анчах палӑртмалла: аптекӑсем спиртлӑ шӗвек сутса саккуна пӑсмаҫҫӗ. Чылайӑшӗ кунашкал тупӑшран пӑрӑнма хирӗҫ. «Фанфурик» ыйтӑвне татса парас тесен федераци шайӗнче саккун йышӑнмалла. Ҫавӑнпа чӑваш депутачӗсем Мускава каясшӑн, ҫакна татса парасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.