Республикӑра
![]() Вырӑнтан тапранман каска ҫӗрет тенӗ ваттисем. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн стационарлӑ уйрӑмӗсенче ку каларӑша асра ҫирӗп тытаҫҫӗ. Тӑван-пӗтенӗн, ачи-пӑчин хӳтлӗхӗсӗр юлнӑ кинеми-мучисене пӑхакансем вӗсен хырӑмӗ тутӑ та пӳрчӗ ӑшӑ пултӑр тенипех ҫырлахмаҫҫӗ. Ваттисен ҫуртне лекнисене пурнӑҫпа тан уттарма тӑрӑшнипех пӗрлех сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркипе туслаштарма ӑнтӑлаҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе культурӑпа сиплев, арт-терапи тата реабилитаци канӑвӗ те йӗркелеҫҫӗ. Сывлӑха хавшатас мар тесе ирсерен зарядка тутараҫҫӗ, скандинави утти мелӗпе уҫӑлма, хӗлле йӗлтӗрпе ярӑнма илсе тухаҫҫӗ. Выртан каска мӑкланнӑ, ҫӳрен каска якалнӑ тесе ахальтен каламаннине кинеми-мучисем хайсем курса-туйса ӗненеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви ҫак кунсенче харӑсах икӗ пуҫлӑха шырать. Ҫухалнӑ ҫынсен йӗрӗ ҫине ӳкме ӑнтӑлмаҫҫӗ-ха, директор тилхепине тыттарма тивӗҫҫисене тупасшӑн: ЧР Транспорт министерстви «Чӑвашавтотранс» тата Чӑваш Республикин автомобиль ҫулӗсен управленийӗ валли пуҫлӑхсем суйлать. «Чӑвашавтотранса» ертсе пынӑ Сергей Аказеев иртнӗ уйӑхӑн ҫурринче хӑйӗн пуканне пушатнӑ. Ку должноҫре вӑл тӑхӑр уйӑх тӑрӑшнӑ. Кӑткӑс лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ предприятие йывӑрлӑхран кӑларма ҫав тапхӑрта май килмен. Пассажирсене турттаракан пысӑк предприяти темиҫешер миллион тенкӗлӗх парӑма кӗрсе кайнӑ. Чӑваш Республикин автомобиль ҫулӗсен управленине хальхи вӑхӑтра Евгений Барсуков ертӳҫӗ вырӑнӗнче ертсе пырать. Унччен генерал-майор Федерацин наркотӗрӗслевӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Директорсене ҫитес уйӑхӑн ҫурринче палӑртмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Валерий Алешев тупӑннӑ йӑмӑкӗпе Алена Юшинапа Иркутск облаҫӗнче пурӑнакан Алена Юшинӑпа унӑн Улатӑр районӗнчи пиччӗшӗ Валерий Алешев ҫур ӗмӗр иртсен пӗр-пӗринпе тӗл пулнӑ. Ҫемье пӑтӑрмахӗ ҫур ӗмӗр каялла Иркутск облаҫӗнче пулса иртнӗ. ...Алешевсен ҫемйине Кӑшарнинче йӗкӗреш килет. Анчах вӗсенчен пӗри, вӑл арҫын ача пулнӑ, тӳрех вилет. Хӗрача кӑна сывӑ юлать. Йӗкӗрешсене йывӑррӑн ҫуратнӑ хӗрарӑм, Валерий Алешев амӑшӗ, те кӗҫех куҫне хупать. Хӗрарӑмӑн упӑшки вӑл вӑхӑтра вӑрман хуралҫинче ӗҫленӗ. Тин ҫеҫ ҫут тӗнчене килнӗ хӗр пӗрчӗкне ашшӗ ача ҫуртне вӑхӑтлӑха парать. Кӑштахран, вӑл ӳссен, ӑна каялла илес тенӗ. Анчах ҫулталӑкран арҫын вилет. Тӑлӑха юлнӑ виҫӗ арҫын ачана Патӑрьел районӗнчи тӑван асламӑшӗ (тен, кукамӑшӗ-ши? Телесюжетра бабушка тенӗ) хӑй хӳттине илет. Хӗрачана ача ҫуртӗнчен илсе каяс тенӗ ҫӗре пӗчӗкскере такамсем усрава илсе ӗлкӗрнӗ. Йӑмӑкне, Аленӑна, пиччӗшӗсем тупма тем пекех ӑнтӑлнӑ. Ҫак ӗмӗтпе Валерий Алешев ҫур ӗмӗр пурӑннӑ. Телекурав урлӑ та шыранӑ, йӑмӑкне шыракан статьясене Иркутск тӑрӑхӗнчи хаҫатсенче те пичетленӗ. Валерийӑн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ Зоя Никитина та шырама пулӑшнӑ. Нумаях пулмасть тӑвансем тӗл пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Михаил Игнатьевпа Сергей Суслин «Моя империя» журнал редакторӗ Сергей Суслин Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева республика Правительствин ӗҫ-хӗлӗ пирки активлӑ ҫырни каласа кӑтартнӑ. Хаҫатҫӑ регион ертӳҫине журналта ура ҫинче ҫирӗп тӑракан предприяти-организаци ӗҫне, пултаруллӑ ҫынсемпе «республика паттӑрӗсене» хастар ҫутатнине пӗлтернӗ. Михаил Игнатьев Элтепере Сергей Суслин 55 ҫулхи юбилейпе те саламланӑ, «республика ӑнӑҫлӑхӗшӗн» тухӑҫлӑ ӗҫлеме ырӑ суннӑ. Республика ертӳҫи хаҫатҫӑна спорт темине, ҫав шутра хоккей пирки сӑмах пынӑ, анлӑлатма сӗннӗ. Элтепер шучӗпе, хоккей пӗрлӗхлӗ пулма хӑнӑхтарать, ҫӗнтерӳ патне туртӑнтарать, патриотизм туйӑмне ҫуратать. Сӑмах май, Сергей Суслин Чӑваш Енре шайбӑпа хоккей выляма пуҫлани килес ҫул 60 ҫул ҫитнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнчи пӗр хуҫалӑхра йытӑ хуҫисене тапӑннӑ, хаярланса кайнӑскер лӑпланман. Хуҫисем тӑватӑ ураллӑ тусӗ сӗлеке юхтарнине асӑрханӑ. Вӗсем патне ветеринари станцийӗн специалисчӗсем килнӗ. Ун чухне овчарка хаяр мар, сӳрӗк пулнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ специалистсене темиҫе кун маларах кил умӗнче тилӗ йӗрне асӑрханине каласа кӑтартнӑ. Юрать, йытӑпа никам та ҫывӑх пулман. Ӑна специалистсем ҫывратса янӑ та ветлабораторие тӗпчеме ӑсатнӑ. Шухӑшлани тӳрре тухнӑ: йытӑн урнӑ чир пулнӑ. Халӗ Вӑрмар районӗнче — карантин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ксения Редькова Михаил Игнатьев саламлать Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пӗр ӗмӗр чиккине ҫитнӗ милици лейтенантне Ксения Редькована юбилейпа саламланӑ. 100 ҫулхи кинемей — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ те. Ҫуралнӑ кунпа салам хутне ӑна РФ Президенчӗ те ярса панӑ. Михаил Игнатьев Владимир Путин саламне ватӑ патне ҫитернӗ май Ксения Редькова ӑрӑвӗ ҫӗнтерӳҫӗсен легендарлӑ тапхӑрӗ тесе палӑртнӑ. Унтан Элтепер Ксения Редькована ӗҫшӗн тав тунӑ, унпа пӗрле тӑрӑшнисем ӑна ырӑпа палӑртнине асӑнса хӑварнӑ. Ксения Редькова вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче фельдшер пулнӑ. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе те чысланӑ. Юбиляра Элтеперсӗр пуҫне республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин, Валерий Филимонов спикер тата ыттисем саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫал республикӑна шкул ачисене илсе ҫӳремелли 16 ҫӗнӗ автобус килнӗ. Пӗтӗмӗшле хакӗ — 32,4 миллион тенкӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, муниципалитетсене 17 ҫын вырнаҫакан — 7 автобус, 23 ҫын кӗрекен — 5 автобус, 20 ҫын лармалӑх 4 автобус парӗҫ. Вӗсем 2007 ҫулта кӑларнӑ транспорта улӑштарӗҫ. Хӑш-пӗр ҫӗрте ҫӗнӗ маршрут уҫӗҫ. Автобуссене Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсене, Ҫӗмӗрле хулине парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине е Иван Рожкова, е Андрей Васильева шанассине маларах Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, конкурса ултӑ ҫын хутшӑннӑччӗ. Раштавӑн 5-мӗшӗнче ӑна пӗтӗмлетме конкурс комиссийӗн ертӳҫи — Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев ертсе пыракан ушкӑн пуҫтарӑннӑччӗ. Комисси райадминистраци пуҫлӑхӗн тилхепине ҫав тивӗҫе пурнӑҫлакан Иван Рожкова е Андрей Васильева шанма пулать тесе йышӑннине пӗлтернӗччӗ. Каярах Депутатсен пухӑвӗ иртнӗ, унта Андрей Васильев кандидатури ҫӗнтернӗ. Андрей Васильевӑн кӗске биографине сайтра хальлӗхе пӗлтермен. Куславкка район администрацине 2012-мӗш ҫултанпа ертсе пынӑ Валентин Колумб иртнӗ ҫулхи юпа йухӑхӗн юлашки кунӗнче должноҫрен кайнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Владимир Степановпа Михаил Игнатьев Элтепер Ҫӗнӗ ҫулти канмалли кунсене пӑхмасӑрах Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫак кунсенче тӗрлӗ район пуҫлӑхӗпе курса калаҫнӑ. Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Степанов, сӑмахран, Михаил Игнатьева тата правительствӑна ялсенче фельдшерпа акушер пункчӗсем тунишӗн тав тунӑ. Муниципалитет ертӳҫине Михаил Игнатьев пушӑ ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе ҫине тӑма хушнӑ. Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин фермӑсемпе пахча-ҫимӗҫ хранилищисем тӑвассипе кӑҫал малалла тимлеме шантарнӑ. Района ертӳҫи Урмаелте шкул ҫулне ҫитменнисем валли хушма вырӑн кирлине палӑртнӑ. Михаил Игнатьев шӑпӑрлансем валли ялти шкулта уйрӑм уҫма килӗшнӗ. Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхне Сергей Горбунова Михаил Игнатьев муниципалитета инвестици илсе килессипе ҫине тӑма сӗннӗ. Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Евгений Лебедевпа та социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кун пек шартлама сивӗ тахҫанах пулман. Урамра сивӗ сӑмсана чӗпӗтет. Чылайӑшӗ машинине те тапратаймасть. «Мускав – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобус вара ҫул ҫинчех ҫӗмӗрӗлнӗ. Паян, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ирхи 5 сехетре М-7 автоҫулӑн 603-мӗш ҫухрӑмӗнче автобус ванса кайнӑ. Ҫул хӗрринче ларакан автобуса полицейскисем асӑрханӑ. 27 градус сивӗре транспортӑн топливо насусӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ-мӗн. Салонра 32 пассажир пулнӑ. Вӗсем салонра 20 минут ларнӑ. Патрульпе пост службин ӗҫченӗсем пӑтӑрмаха лекнисене пулӑшнӑ — пассажирсене урӑх автобуссене лартса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.