Республикӑра
![]() Анна Кузнецовапа Михаил Игнатьев Элтепер Чӑваш Енре ача-пӑча хӳтӗлевҫи пулатех. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗршыври шӑпӑрлансен омбудсменне Анна Кузнецована шантарса каланӑ. Унпа Михаил Васильевич ӗнер Мускавра тӗл пулнӑ. Республика ертӳҫи Анна Кузнецована хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре ку енӗпе мӗнпур нормативлӑ актсене йышӑннӑ. Ачасен РФ Президенчӗ ҫумӗнчи уполномоченнӑйӗпе пӗрле пулса пирӗн тӑрӑхри ҫак кандидата ҫирӗплетӗҫ. Чӑваш Енри пӗчӗккисен омбудсменӗ Вячеслав Рафинов республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланнӑ хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхра ку должноҫе пӗтересси пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Анчах кун пек йышӑну обществӑра та калаҫу самай ҫуратрӗ, РФ Федераци Канашӗн спикерӗ Валентина Матвиенко та ку должноҫе сыхласа хӑварма ыйтнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Мотоциклист-экстремал Атӑл ҫийӗн пынӑ чухне пӑр айне анса кайнӑ. Ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем байкера ҫыран хӗррине тухма пулӑшнӑ. Ку кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. Хайхискер каҫхине Сосновка поселокӗнчен инҫех мар мотоциклпа ярӑннӑ. Унччен те пулман – байкер пӑр айне анса кайнӑ. Юрать, ҫумра телефон пулнӑ унӑн. Инкек пулнӑ вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӗсем мотоциклиста шывран тухма пулӑшнӑ, кайран ӑна Шупашкара илсе ҫитернӗ. РФ МЧСӗ пӑр ҫинче тимлӗрех пулма ыйтать. Тӗттӗм чухне пӑр ҫине кӗмелле мар. Инкек лексен 01 номерпе (карас телефонпа – 101) шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пулас журналист-стипендиатсем Чӑваш Ен Элтеперӗн стипендине пулас журналистсем те тивӗҫнӗ. Аса илтеретпӗр, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче республика ертӳҫи Михаил Игнатьев стипенди пирки алӑ пуснине пӗлтернӗ. Кӑҫал стипендие яланхи пек 1000 ҫамрӑк мар, 994 яш-хӗр тивӗҫнӗ. Стипенди виҫи улшӑнман. Вӑл унчченхи пекех 1830 тенкӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн стипендине пулас журналистсене те парӗҫ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра пӗлтернӗ тӑрӑх, стипендиат-студентсем хушшинче «Журналистика» енӗпе пӗлӗве туптакансем: Екатерина Абрамова, Анастасия Олангина тата Рифат Фаткуллин — пур. Екатерина Абрамова 4-мӗш курсра вӗренет, «ЮТВ» телеканалпа «Движение – это жизнь» спорт программине иккӗмӗш семестрта вӗреннӗ чухнех ертсе пыма пуҫланӑ. 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗнче штатра тӑман корреспондент пулса «Республика» хыпарсен кӑларӑмӗ валли сюжетсем хатӗрленӗ. Вӑл — уйӑхсерен тухса тӑракан «Спорт для всех» кӑларӑм авторӗ. Виҫҫӗмӗш курсранпа вӑл ЧР Физкультурӑпа спорт министерствинче пресс-службӑра ӗҫлет. 4-мӗш курс студентки Анастасия Олангина 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе НТРКра телекурав редакторӗнче тӑрӑшать, «Яш чух, ҫамрӑк чух! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫал электричествӑшӑн мӗн чухлӗ тӳлесси паллӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен хулара пурӑнакансем электроплитасемпе ҫук пулсан 1 киловатшӑн 2,98 тенкӗ тӳлӗҫ. Электроплита лартнӑ ҫуртра кун кунлакансем вара 2,09 тенкӗ тӳлӗҫ. Ялта пурӑнакансен те ҫавӑн чухлех укҫа кӑларса хума тивӗ. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вара электрплита лартман пулсан 3,11 тенкӗ тӳлемелле. Электроплитапа усӑ куракансем вара 1 киловатшӑн 2,18 тенкӗ кӑларса хурӗҫ. Ялта пурӑнакансем вара 2,18 тенкӗ тӳлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӗрлӗ шайри хисепе тивӗҫнисем тӳре-шарапа асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ. Н. Плотников тунӑ сӑн Паян Чӑваш Енри журналистсемпе полиграфистсем ӗнерхи професси уявне — Раҫҫейӗн пичет кунне — палӑртрӗҫ. Вӗсене республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов, информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министрӗ Александр Иванов саламланӑ. Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ уява пухӑннисенчен хӑшӗсене тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисемпе саламланӑ. Чи пысӑк наградӑна — ҫӗршыври хисепе — ЧР Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерствин финанспа экономика пайӗн пуҫлӑхӗ — тӗп бухгалтерӗ Елена Михайлова тивӗҫнӗ. Ӑна РФ Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ. Пысӑка хурса хакланисен хушшинче харӑсах икӗ пуҫлӑх: Елчӗк районӗнчи «Елчӗк Ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Николай Алексеев тата Вӑрмар районӗнчи «Хӗрлӗ ялав» хаҫат тӗп редакторӗ Зинаида Павлова. Вӗсем уявран Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем ятпа таврӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канашри 12-мӗш ача пахчине суд приставӗсем хупнӑ. Яланлӑхах мар, ку йышӑну 30 кун вӑйра пулӗ. Ача пахчи шӑпӑрлансен сывлӑхӗшӗн тата пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Унта условисем япӑххи пирки ашшӗ-амӑшӗ ҫӑхав ҫырнӑ. Чӳречесем кивӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте кантӑк вырӑнне — полиэтилен хутаҫ. Вӑл вара пӗчӗкскерсене сивӗрен хӳтӗлемест. Пӳлӗмри сывлӑш температури те нормӑран самай пӗчӗк пулнӑ. Ҫавна пула ачасем ӑшӑ тумпа, пушмакпа ҫӳренӗ. Ӑшӑ тытас тесе ача пахчинчи ӑшӑтакан кӑмакасем пулнӑ. Ашшӗ-амашӗ Роспортребнадзора ҫӑхавланӑ хыҫҫӑн ӗҫ суда ҫитнӗ. Кун хыҫҫӑн ҫурта 30 кунлӑха хупма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() РФ тава тивӗҫлӗ художникӗ Александр Ильин Ҫӗнӗ Шупашкарти историпе ӳнер музей комплексӗн директорне Александр Ильина нумаях пулмасть ӗҫрен хӑтарнӑ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Сергей Семенов тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ (Александр Ильин ҫавӑн пек хисеплӗ ятлӑ пулнӑ) спутник-хулари кордодром ыйтӑвне сӳтсе явакансене хӑй ертсе пыракан организацире пухнишӗн должноҫсӑр юлнӑ. Ку шухӑша парламентари «Правда ПФО» интернет-хаҫата панӑ интервьюра палӑртнӑ. Кордодром пирки ҫакна каламалла. Маларах унта ачасем хӑйсен вӗҫев аппарачӗсене шухӑшласа кӑларнӑ, вӗсене тӗрӗслесе пӑхнӑ. Кӑштахран кордодрома шав кӑларать йышши сӑлтавпа хӗсме тытӑннӑ, ӑна урӑх вырӑна куҫарма хулари депутатсем йышӑну тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫемьере укҫа-тенкӗ ҫитсе пымасть. Ҫак сӑлтава пула виҫӗ хӗрарӑм тин ҫуралнӑ ачине пульницӑрах хӑварасси пирки хут ҫырнӑ. Шупашкарти пепкелӗх центрӗнче Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи канмалли кунсенче виҫӗ хӗрарӑм ачине пӑрахса хӑварнӑ. Икӗ хӗрача тата пӗр арҫын ача сывах ҫуралнӑ. Хальлӗхе вӗсем ача ҫуратмалли ҫуртрах-ха. Вӗсем валли ашшӗ-амӑшне шыраҫҫӗ. Тин ҫуралнӑ ачана усрава илессишӗн 75 ҫемье черетре тӑрать. Ҫавӑнпа ҫак ачасем ашшӗ-амӑшӗсӗр, ахӑртнех, юлмаҫҫӗ. Вӗсене ача ҫуртне ямасӑр ҫемьене парасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Альбина Юрату — Николай Никольский премийӗн лауреачӗ Чӑваш Енӗн Журналистсен союзӗ Ҫемен Элкер, Николай Никольский, Леонид Ильин премийӗсен пӗлтӗрхи лауреачӗсене палӑртнӑ. Союз ертӳҫи Валерий Комиссаров пӗлтернӗ тӑрӑх, премие кама парассине комисси хӗрӳ сӳтсе явнӑ. Конкурса МИХсенче, информаци агентствисенче, пресс-службӑсемпе ытти медиа-тытӑмра ӗҫлекен Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗсем хутшӑннӑ. Ҫемен Элкер премине Наци телекуравӗн аслӑ редакторне Владимир Егорова «Иксӗлми ҫӑлкуҫсем» автор проекчӗшӗн тата «Чӑваш Ен» ПТРКн «Чебоксары ТВ» (чӑв. Шупашкар ТВ) студийӗн шеф-редакторне Ольга Петрована «Чебоксарские адреса» кӑларӑмсен ярӑмӗшӗн чысланӑ. Николай Никольский ячӗллӗ премие «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» редакцин штатра тӑман корреспонденчӗ Альбина Любимова-Юрату «Чуна уҫса калаҫар» рубрикӑпа ҫыракан материалсемшӗн тивӗҫнӗ. Леонид Ильин премине Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫатӑн экономика пайӗн редакторне Ольга Павлована панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн прокуратурин сайчӗ ӗнер, кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче, каҫхине ӗҫлесе кайнӑ. Асӑннӑ интернет-ресурса хакерсем тапӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Константин Ишутов блогер пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей территорийӗнче чарнӑ «Ислам патшалӑхӗ» терроризмла организацие (унӑн ӗҫӗ-хӗлне Раҫҫейре чарнӑ) кӗрекен Moroccan Islamic Union-Mail хакер ушкӑнӗ прокуратура серверне кӑрлачӑн 7-мӗш–8-мӗш каҫхине тапӑннӑ. Ун чухне тӗп страницӑна пӑснӑ. Кайран сайтӑн ытти пайне те, ҫав шутра «Руководство прокуратуры» ятлине, тапӑннӑ. ШӖМӗн тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин регионти уйрӑмӗсем сайта пӑснине тӗрӗсленине те эпир палӑртнӑччӗ. «Правда ПФО» интернет-хаҫат ҫырнӑ тӑрӑх, сайта камсем тапӑнма пултарнине прокуратура комментарилемест. Ку пӑтӑрмаха специалистсем малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.