Республикӑра
![]() Улатӑрсем экстремизпа епле кӗрешмелли пирки канашлаҫҫӗ Улатӑр районӗнче Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакансем пуҫтарӑннӑ. Наци ӗҫӗсем енӗпе туса пыракан кулленхи тӑрмашу пирки пӗр енчен пачах расна отрасль туйӑнакан вырӑнта тимлекенсем отчет тума туса пама тивнӗ. Сӑмахран, вӑл тӑрӑхри «Алатырские вести» хаҫат журналисчӗн Е.С. Фирсован. Вӑл районта пурӑнакан тӗрлӗ халӑх культурине, йӑла-йӗркине ҫутатакан мероприятисем пирки хаҫатра мӗн чухлӗ тата мӗн ҫырнине каласа кӑтартнӑ. РФ Шалти ӗҫсен министерствин Улатӑрти муниципалитет хушшинчи уйрӑмӗнче тӑрӑшакан С.А. Кирюхин тӗрлӗ халӑх ҫыннисем хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухасран туса ирттернӗ ӗҫсем пирки отчет тунӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Романов, вӑл маларах асӑннӑ канаш ертӳҫи шутланать, экстремизмла чӗнӳсемшӗн епле явап тыттарнине шкулсене тухса ӑнлантарма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Нарспи" вулакан Ҫӗрпӳри Печкин Ҫӗрпӳ хулинче тимӗртен тӗрлӗ кӳлепе шӑратса тӑвасси анлӑ сарӑлса пынине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен темиҫе хут та хыпарланӑччӗ. Вӗсенчен пӗрне, Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланине, культура ӗҫченӗсен професси уявне ҫав хулана пухӑнса уявланӑ кун, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, халӑхпа тата тӳре-шарапа уҫнӑччӗ. Палӑка Культурӑна аталантаракан тата библиотекӑн районти центрӗ умӗнче вырнаҫтарнӑ. Шӑратса хатӗрленӗ ытти кӳлепене илсен, вӗсем хулари паркра тата ача пахчинче вырӑн тупнине эпир пӗлтернӗччӗ. Хулари ҫул ҫавринчен инҫех мар вырӑнта вара тимӗртен ӑсталанӑ урам шӑлакан тӑрать. Аллине шӑпӑр тытнӑскер иртен-ҫӳрене тирпейлӗ пулма ыйтать. Хулара Эдуард Успенский ача-пӑча ҫыравҫин хайлавӗнчи Печкин «Нарспи» кӗнекепе тӑнине, сӑмах май каласан, Чӑваш халӑх сайчӗ те хыпарланӑччӗ-ха. Халӗ ӑна «Ҫыхӑнура» автопортал 15 ҫулхине халалласа «Одноэтажная Чувашия» (чӑв. пӗр хутлӑ Чӑваш Ен) фоторепортаж хатӗрлеме ҫула тухнисем асӑрханӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрмар вулавӑшӗн ӗҫченӗ С.М.Александрова клуб заведующийӗпе Л.А.Рыжовӑпа пӗрле ачасемпе Мультпарад ирттернӗ. Ачасем унта хаваспах хутшӑннӑ. Ачасем юратнӑ мультфильмӗсенчи сӑнарсенчен ырра усалран уйӑрма вӗреннӗ. Ҫав кун шӑпӑрлансем мультфильм мӗнле ҫуралнине пӗлнӗ. Ачасене мультфильмри сценкӑсене кӑтартнӑ. Залра «Юратнӑ юмах — юратнӑ мультфильм» йӗркеленӗ. Лайӑх мультфильм ачасене туслӑхне ҫирӗплетме пулӑшать. Мульпарадра шӑпӑрлансем ҫакна питӗ лайӑх ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак ҫамрӑксен пуҫне мӗн шухӑш кӗнӗ-ши? Вӗсем Ленин палӑкне патакпа хӗненӗ. Ҫапла ҫав, эрех ӗҫсен ҫын темӗн те хӑтланма пултарать. Ҫак каччӑсем те ку утӑма эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн тунӑ. Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗрлехи 2 сехетре Канашри полици уйрӑмне арҫын шӑнкӑравланӑ та Ленин палӑкне икӗ ҫамрӑк патакпа хӗненине, унтан тарса ҫухалнине пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем вырӑна ҫитнӗ. Палӑк ҫинче чӑнах та йӗрсем пуррине палӑртнӑ вӗсем, унтан-кунтан катӑлса та ӳкнӗ. Инҫех мар вырнаҫнӑ паркра икӗ ҫамрӑк пулнӑ. Вӗсем шӑпах палӑка хӗненӗ каччӑсене аса илтернӗ. Вӗсене тытса чарнӑ. Пӗри — 18-та, тепри 19 ҫулта. Иккӗшӗ те Канашра пурӑнаҫҫӗ. Тытса чарнӑ чухне иккӗшӗ те ӳсӗр пулнӑ. Каччӑсем айӑпне йышӑннӑ. Халӗ вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр ҫамрӑк бетонпа сӑнав ирттернӗ. Вӑл мӗн хӑтланнине федерацин тӗнче тетелӗнчи каналӗпе те кӑтартнӑ. Сюжет эфира утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче тухнӑ. Александр Тарасова телекуравпа пӗрремӗш хут мар кӑтартаҫҫӗ. Украина телеканалӗнче те палӑрнӑ вӑл. Александр хӑйне бетонпа хупланӑ. Ҫакна вӑл ҫӗрлехи 12 сехетре тунӑ. Килте ыттисем ҫывӑрнӑ. Хӑйне бетонпа хупланӑ вӑл, ҫумӗнче телефон, мӑлатук пулнӑ. Александр Тарасов каланӑ тӑрӑх, пирвайхи 2 сехетре вӑл хӑйне лайӑх туйнӑ, ӑшӑ пулнӑ. Раствора ӑшӑ шывпа ҫӑрнӑ-мӗн. Унтан вӑл сивӗнме пуҫланӑ, каччӑна сывлама йывӑрланнӑ. Александр малашне стройматериалпах тепӗр сӑнав ирттересшӗн. Вӑл тата пысӑкрах тата интереслӗрех пуласса шантарать вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ ӗҫченӗсем суйлав саккунне пӑсакансене пуҫран шӑлмӗҫ. Пуҫран шӑлсан вӗсене хӑйсене пуҫран шӑлмӗҫ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра Александр Белов журналист ӗнер пичетленӗ статьяна вуласан ҫапла пӗтӗмлетме пулать. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин нумаях пулмасть районти шалти ӗҫсен пайӗсен пуҫлӑхӗсене суйлав саккунне пӑсакансемпе йӗркеллӗ ӗҫлеме хушса каланӑ. Ку хыпара журналист ШӖМри хӑйӗн ҫӑлкуҫӗ пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать. Генерал ҫапларах асӑрхаттарнӑ пулать: «Камӑн администраци пуҫлӑхӗсем патӗнче службӑра тӑрас килет, вӗсем пакуна хывса унта ӗҫе вырнаҫма пултараҫҫӗ. Камӑн халӑх хуҫалӑхне ӗҫлеме каяс килмест, вӑл саккуншӑн ӗҫлетӗр». Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ нумаях пулмасть ирттернӗ пресс-конференцире унӑн ертӳҫи Александр Цветков суйлав саккунне пӑснипе хӑвӑрт ӗҫлеме Шалти ӗҫсен министерствинче ятарлӑ ушкӑн йӗркеленине асӑнса хӑварнӑ. Прокуратура та ку енпе ҫине тӑрса ӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри хулинче пурӑнакан пилӗк ҫынна сӑмакун юхтарса сутнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсен тӗлӗшпе следстви пырать. Малтанах 49 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Следовательсем тишкернӗ хыҫҫӑн ку ӗҫе пӗрле пурӑнакан 40-ри хӗрарӑм та явӑҫнӑ тесе шухӑшланӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 37-ри пӗлӗшӗ, унӑн 41 ҫулти упӑшки тата вӗсен 39 ҫулти пӗлӗшӗ ҫак ӗҫпе аппаланнӑ-мӗн. Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗрремӗш тытса чарнӑ арҫыннӑн килӗнче сӑмакун юхтарнӑ. Унта вара фенилэтанол пур. Кайран сӑмакуна ҫӳлерех асӑннӑ ытти ҫынсене салатнӑ. Лешсем вара сутнӑ. Ҫурта ухтарнӑ чухне сӑмакун аппаратне, 550 литр сӑмакун тата пӑрака туртса илнӗ. Халӗ следстви малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер пирӗн республикӑра тӗрӗслев органӗсем вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене тӗрӗсленине канашлӑва пухӑнсах сӳтсе явнӑ. Михаил Игнатьев Элтепер унта Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн сӑмахӗсене аса илтернӗ: «Тӗрӗслев-надзор органӗсен тӗп тӗллевӗ штрафсем пухасси мар, экономика ӗҫ-хӗлӗ валли йӗркеллӗ условисем туса хурасси». Чӑваш Енӗн Муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Николаев тӗрӗслев мероприятийӗсем нумай чухне усӑ кӳменнине, йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшманнине палӑртнӑ. Вӑл кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем тӗлӗшпе ирттернӗ тӗрӗслевсен шучӗ 17%, планпа палӑртнисен шучӗ 24%, планпа маррисен шучӗ 10% чакнине пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах дисциплина енчен тата уголовлӑ майпа явап тыттарнисен йышӗ ӳснӗ. Кӑҫалхи кӑрлач—ҫӗртме уйӑхӗсенче 1128 тӗрӗслев ирттернӗ: ҫав шутран ытларахӑшне, 972-шне, — прокуратура (86%), Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Ульяновск облаҫӗнчи управленийӗ — 55 (ку вӑл пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 3 хута яхӑн ытларах), Ростехнадзор — 33 (2015 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче пачах ирттермен). Станислав Николаев ҪҪХПИ, РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ, Пенси фончӗ тӗрӗслевсен шутне пӗлтӗрхипе танлаштарсан чакарнине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канашра пурӑнакан Марина Матвеева Burda журнал конкурсӗсене 11 хут хутшӑннӑ. Нихӑҫан та парӑнман вӑл. Хальхинче Маринӑна чӑнах та ӑннӑ. Вӑл ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Марина Матвеева ҫӗлеме юратать. Чыслава вӑл 1987 ҫулта тухнӑ журнала йӑтса пынӑ. Шӑпах ҫав номертен вӑл ҫӗлессипе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Ку таранччен хӑй миҫе япала ҫӗленине пӗлмест вӑл. Шкулти ӑсату каҫне те хӑйӗн валли кӗпе хатӗрленӗ. Амӑшне те, ывӑлне те, хӗрне те, упӑшкине те илемлӗ кӗпе ҫӗлесе тӑхӑнтартнӑ. Шкапӗнче хӑй ҫӗленӗ кӗпе туллиех унӑн. Марина Матвеева шкулта вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентет. Ҫӗвӗ машини умне кашни каҫ ларать. Халӗ хӗрӗ те ку ӗҫе хӑнӑхать. Марина кӗпесен моделӗсене куҫ хупсанах курать. Теприсем ҫывӑрма выртсан та канлӗх памаҫҫӗ ӑна. Сӑмах май, Марина Матвеева 2012 ҫулта та журналти конкурса ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар поселокӗ хӗрринчи ҫул ҫинче темӗн те йӑваланать: хутаҫ, йывӑҫ, сӗтел-пукан, пластик кӗленче, михӗ, ҫӳп-ҫап… Ку вӑрнарсене шутсӑр пӑшӑрхантарать. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап купи чакса мар, ӳссе пырать. Унта пурӑнакан Александр Иванов «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, поселокри ҫӳп-ҫапа йӗркеллӗ илсе тухмаҫҫӗ. Ҫул пӑрӑнӑшӗнче, кабель савучӗпе чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта, свалка пухӑннӑ. Кун пирки Вӑрнар район администрацийӗ нимӗн те калайман. Пӗртен-пӗр эколог вӗренӳре-мӗн, ҫавӑнпа нимӗнле комментари те паман вӗсем. Вӑрнар ял тӑрӑхӗн ӗҫченӗсем вара ку свалка пирки пӗлмеҫҫӗ те. Анчах ку вӗсене яваплӑхран хӑтармасть. Ҫӳп-ҫапа тасатма шантарнӑ вӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.