Раҫҫейре
![]() «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществи Мускавран Чӑваша килекенсене пуйӑспа тата автобуспа турттарма пуҫласшӑн. Халӗ те автобус та, пуйӑс та ҫӳрет-ҫке тесе тӗлӗнме кирлӗ мар. Ҫапла, паян та хутлаҫҫӗ вӗсем. Анчах кунта сӑмах пассажирсене мультимодальнӑй меслетпе турттарасси пирки пырать. Ун пек мелпе ытти хӑш-пӗр хулана унччен ҫыхӑнтарнӑ-ха. Халӗ, ав, Шупашкара та ҫапла майпа килме май килӗ. Ҫӗнӗ йышши турттарӑва утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен йӗркелӗҫ. Малтан пассажирсем пуйӑспа Чулхулана ҫитӗҫ, унтан тӳрех автобус ҫине куҫса ларайӗҫ. Чулхуларан Шупашкара килмешкӗн автобусра 720 тенкӗ тӳлемелле. Расписанипе Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен сайтӗнче паллашма май килӗ. Хальлӗхе вӑл хатӗр марччӗ. Анчах унти пресс-службӑра ӗҫлекен Алена Чернышева ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, расписание ҫывӑх кунсенче пӗлтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, РСФСР халӑх артистки, театр тата кино актриси Алла Покровская вилнӗ. Вӑл 81 ҫулта пулнӑ. Лента.ру пӗлтернинче вилӗм сӑлтавне асӑнман. Сцена ӑстине ӑҫта пытарассине тата унпа хӑҫан сывпуллашассине каярах пӗлтерӗҫ. Покровская МХАТ студин профессорӗ пулнӑ. 2004 ҫултанпа Чехов ячӗллӗ театр труппинче ӗҫленӗ, «Современник» сцени ҫине те тухнӑ. «Строится мост», «Выбор цели», «Однофамилец», «Охота на лис» тата «Высоцкий. Спасибо, что живой» фильмсенче ӳкерӗннӗ. «Великан-эгоист», «Сказка о царе Салтане», «Перевал» тата «Когда-то давно...» мультфильмсене калаҫтарма хутшӑннӑ. Артистка Борис Покровский опера режиссерӗн, СССР халӑх артисчӗн тата Тӗп ача-пӑча театрӗн режиссерӗн Анна Некрасован ҫемйинче ҫуралнӑ. Олег Ефремовӑн мӑшӑрӗ пулнӑ. Вӑл — Михаил Ефремов актерӑн амӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шупашкарта пурӑнакан электрик, Павел Соколов, «Что? Где? Когда?» кӑларӑмри вӑйӑҫсене ыйту панӑ. Лешсем хуравлайман, ҫапла майпа пирӗн ентеш 80 пин тенкӗ выляса илнӗ. Унӑн ыйтӑвӗ вара ҫапларах янӑранӑ: «1998 ҫулта Сергей Кастальский журналист асаилӳ статйи ҫырнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, ҫак статьян тӗн сӑнарӗ КПССӑн 2-мӗш съездне, 1-мӗш хоккей чемпионатне, уйӑхра кирлӗ чухлӗ турӑх нормине ҫӑмӑллӑнах улӑштарма пултарнӑ. Ҫак сӑнар, журналист ҫырнӑ тӑрӑх, совет халӑхӗ валли виртуаллӑ тӗнчене ҫул уҫнӑ. Ӑна ҫӗнтерме ҫук, куҫ умӗнчен илсе пӑрахаймастӑн. Ӑна кирек ӑҫта пытарсан та хӑйӗн патне туртать. Мӗншӗн тесен эсир пӗлетӗр: вӑл килте. Ыйту: ҫак статьян тӗп сӑнарне калӑр». Вӑйӑҫӑсем ку ыйтӑва нумай сӳтсе явнӑ. Вӗсен тӗрлӗ верси пулнӑ: календарь, телевизор, такамӑн портречӗ… Юлашкинчен вӗсем «телевизор» тенӗ. Ку – тӗрӗс мар хурав. Статьян тӗп сӑнарӗ – Рубик кубин-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Халӗ иккӗмеш тата ун хыҫҫӑнхи ҫуралакан ачасемшӗн Амӑшӗн (ҫемье) капиталне параҫҫӗ. Темиҫе ҫул ӗнтӗ унӑн виҫи 453 пин тенкӗпе танлашать, юлашки ҫулсенче вӑл хӑпарман. 2020 ҫултан Амӑшӗн капиталӗн виҫине ӳстересшӗн. Ҫитес ҫул кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӑна индексацилеҫҫӗ. Вӑл 470 пин тенкӗпе танлашӗ. Ҫапла майпа Амӑшӗн капиталӗ 17 пин тенкӗ ӳсӗ. Ку инфомацие РФ ӗҫлев министрӗ Максим Топилин ҫирӗплетнӗ. Палӑртмалла: Амӑшӗн капиталне Раҫҫейри икӗ тата ытарах ача ҫуратнӑ ҫемьесене 2007 ҫултанпа пама тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Михаил Игнатьев журналист ыйтӑвӗсене хуравлать Пирӗн пӗчӗк кӑна республикӑмӑр пурнӑҫӗпе Раҫҫейри журналистсем кӑсӑкланаҫҫӗ. Аса илтерер, ҫак кунсенче Питӗр хулинче пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗ иртет. Вӑл ыран вӗҫленӗ. Паян мероприятие ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин та хутшӑнмалла. Форума вун-вун ҫӗршыври сумлӑ делегаци пырса ҫитнӗ. Пирӗн республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ӗҫлӗ мероприятие хутшӑнать. Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Михаил Васильевич ТАСС журналистне интервью панӑччӗ. Ӗнер унпа «Новости» (чӑв. Ҫӗнӗ хыпарсем) Раҫҫейӗн информаци агентствин журналисчӗн ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Журналистпа Элтепер Питӗрти форум усси ҫинченкалаҫнӑ. Михаил Васильевич ҫав форум вӑхӑтӗнче тунӑ килӗшӳсем тата унӑн тухӑҫлӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Питӗр хулинче ТАСС информаци агенствин журналисчӗпе калаҫнӑ, ӑна вӑл интервью панӑ. Ҫак кунсенче Питӗр хулинче Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗ иртет. Унта тӗрлӗ ҫӗршывран ятлӑ-сумлӑ ҫынсем: политиксемпе усламҫӑсем, тӗрлӗ шайри ертӳҫӗсемпе журналистсем — пухӑннӑ. Уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче тӗрлӗ ыйтусене хускатнӑ. Республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев журналиста Китай Халӑх Республикипе Чӑваш ЕН тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл ӑна пирӗн тӑрӑхра «Сычуань— Чувашия» (чӑв. Сычуань—Чӑваш Ен) агропарк хута ярассине пӗлтернӗ. Тӗлпулура информаци технологийӗсен аталанӑвне те сӳтсе явнӑ. Журналистӑн ытти ыйтӑвне те хуравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри виҫӗ пике Пӗтем Раҫҫейри «Тӗнчери Раҫҫей миссисӗ» конкурса хутшӑнать. Халӗ сасӑлав пырать, вӑл паян вӗҫленмелле. Раҫҫей шайӗнчи илем конкурсне ҫӗршыври 30 хӗр хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Пирӗн регион чысне вара виҫӗ чиперук хӳтӗлет: Ольга Батракова, Алина Корнилова тата Александра Обухова. Вӗсенчен кашниех ҫӗнтерӳҫӗ ятне илме пултарать. Ку сирӗнтен те нумай килет: килӗшнӗ пикешӗн официаллӑ сайта кӗрсе сасӑламалла. Хальлӗхе 1-мӗш вырӑнта – Ҫӗнӗ Шупашкарти Ольга Батракова. Вӑл 1121 сасӑ пухнӑ. Алина Корнилова 2-мӗш вырӑнта-ха. Уншӑн 726 ҫын сасӑланӑ. Александра Обухова 6-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Вӑл 133 сасӑ пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансен интереслӗ те кӑткӑс ыйтӑвӗсене «Что? Где? Когда?» (чӑв. «Мӗн? Ӑҫта? Хӑҫан?») кӑларӑмра илтме пулать. Хальхинче Евгений Сергеев хӑйӗн ыйтӑвне ярса панӑ. Анчах вӑл унта хутшӑнакансене выляса илеймен. Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, эфира тухнӑ кӑларӑмра ҫиччӗмӗш раундра Чӑваш Ен ҫыннин ыйтӑвӗ янӑранӑ. Вӑл ҫапларах пулнӑ: «Кин Хаббарад мӗн пирки каланӑ: 10 ҫынран 9-шӗ унсӑр калаҫу пуҫараймаҫҫӗ». Ку ыйтӑва Борис Левин хуравланӑ. Вӑл тӳрех акӑлчан юморисчӗ тата карикатурисчӗ мӗн пирки каланине тавҫӑрнӑ: ҫанталӑк ҫинчен. Ку хурав тӗрӗс пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫитес ӗҫ эрни кӗскелӗ. Кун пирки Роструд аса илтерет. Раҫҫейре пурӑнакансем ытларах канӗҫ. Ку Раҫҫей кунне уявланипе ҫыхӑннӑ. Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗ юнкуна лекет. Ҫавна май ҫак кун кантарӗҫ. Кунсӑр пуҫне ҫӗртме уйӑхӗнчи ӗҫ кунне те кӗскетӗҫ – ҫынсем 1 сехет маларах киле кайӗҫ. «Раҫҫей хаҫачӗ» ҫырнӑ тӑрӑх, ку уйӑхра ҫынсен пӗтӗмпе 19 кун ӗҫлемелле пулӗ. 11 кун вара, Раҫҫей кунӗнчи канмаллине шута илсе, канӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Коми Республикин ял хуҫалӑх тата потребитель рынокӗн министрӗ Анатолий Князев «Комиинформ» агентствӑна хӑйӗн тӗп вӗрентекенӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Агентство «Спасибо наставнику» (чӑв. Вӗрентекене тавах) проект пуҫарнӑ. Хальхинче унӑн хӑни Анатолий Князев чӑваш пулнӑ. Вӑл, аса илтерер, — Елчӗк чӑвашӗ. Шупашкар районӗнче чылай ҫул ӗҫлесе пурӑнчӗ. Унта вӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче, райадминистрацин ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗнче, район ертӳҫинче тӑрӑшрӗ. Кайран чӑваш парламентӗнче сумлӑ вырӑн йышӑннӑччӗ. Анатолий Князев хӑйӗн вӗрентекенӗ тесе Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ пулнӑ Николай Федорова калать иккен. Чӑваш Ене 17 ҫул ертсе пынӑ ҫав ҫынтан вӗренмелли чылай тесе шухӑшлать. Николай Федорова Анатолий Князев ҫӳллӗ шайри политик тесе хаклать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.