Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Раҫҫейре

Раҫҫейре

Вӑрнар районӗнчи каччӑ паян Мускавра иртнӗ сумлӑ парада хутшӑннӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятие кӑҫал ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирттерме кӑшӑлвирус кансӗрлерӗ. Мероприятие Владимир Путин Президент хушӑвӗпе ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшне куҫарчӗҫ. Мускавра ку вӑхӑта чару мерисене те пӑрахӑҫларӗҫ.

Парада хутшӑннисем хушшинче Чӑваш Енри Егор Буданов (сӑнӳкерчӗкре) пулнӑ. 24 ҫулти каччӑ Вӑрнар районӗнчен. Унӑн пиччӗшӗ Максим республикӑри МИХсенчен пӗрне пӗлтернӗ тӑрӑх, парада хутшӑнма Егор мӗн пӗчӗкрен ӗмӗтленнӗ. Ҫар ретне ҫамрӑк пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче тӑнӑ. Службӑна вӑл Мускав облаҫӗнчи Балашиха хулинчи Дзержинский ячӗллӗ дивизие лекнӗ. Парадра чӑваш каччи Росгварди йышӗнче пулнӑ.

Сӑмах май, Вӑрнар районӗнчен парада ҫавӑн пекех Вячеслав Жебелевский тата Юлиан Волков (Хапӑс ялӗнчен), Александр Федоров тата Евгений Крылов (Ярмушка ялӗнчен), Дмитрий Козлов (Нурӑс) хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/65172
 

Раҫҫейре

Чӑваш Енри студента Раҫҫей хӳтӗлев министрӗ Сергей Шойгу наградӑланӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин культура училищи (техникумӗ) пӗлтернӗ.

«За отличие в поисковом движении» (чӑв. Шырав юхӑмӗнче палӑрнӑшӑн) II степеньлӗ паллӑпа Дмитрий Алексеева чысланӑ. Вӑл — Вырӑс географи обществин Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн экспедици отрячӗн ертӳҫи. Вилнӗ тата хыпарсӑр ҫухалнӑ ҫар служащийӗсене шыраса тупас енӗпе тӑрӑшнӑшӑн ӑна ҫавӑн пек чыслама йышӑннӑ.

Дмитрий Алексеев Чӑваш Республикин культура училищинче «Халӑх художество пултарулӑхӗ» специальноҫа алла илет, унта вӑл хореографи ӑсталӑхне туптать.

 

Раҫҫейре
sempravo.com сайтри сӑн
sempravo.com сайтри сӑн

Паян ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин тухса калаҫнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ валли лайӑх хыпар – 16 ҫул тултарман кашни ачашӑн каллех укҫа парӗҫ.

Ку тӳлев хальхинче пурин валли те пӗр пек пулӗ – 10 пин тенкӗ. Унччен 3 тултарман ачасене виҫӗ уйӑх 5-шер пин тенкӗ панӑ, 3-16 ҫулсенчи ачасене – 10 пин тенкӗ.

Ҫемье унчченхи тӳлеве ҫӗртме уйӑхӗнче илнӗ пулсан заявлени тепре ҫырмалла мар, укҫа ахалех куҫӗ. Ыттисен Патшалӑх пулӑшӑвӗ паракан порталта заява памалла.

 

Раҫҫейре
salamnews.org сӑнӳкерчӗкӗ
salamnews.org сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑшӑлвирус саманинче ют ҫӗршывсене самолетсем вӗҫме пӑрахнине Чӑваш халӑхӗ темиҫе те пӗлтернӗччӗ. Ҫавна пула ентешӗмӗрсем тӑван ҫӗршыва килеймеҫҫӗ. Йывӑрлӑха лекнисене патшалӑх шайӗнче пулӑшаҫҫӗ, вӗсене ятарллӑ авиарейссемпе тӑван тӑрӑха илсе килеҫҫӗ.

Паян пирӗн республикӑна Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчен Мускава ҫитнӗ 5 ҫынна илсе килмелле. Вӗсене Мускав облаҫӗнчи обсерватора вӑхӑтлӑха вырнаҫтарнӑ. Паян вӗсене тӑван тӑрӑха, Чӑваш Ене, ҫитме пулӑшмалла. Виҫӗмкун АПШран Раҫҫее Чӑваш Енри 10 ҫын таврӑннӑ. Вӗсен хушшинче 2 ача пулнӑ. 5 ҫынна Муркаш районӗнчи обсерватора илсе килнӗ, тепӗр пиллӗккӗшӗ, каларӑмӑр ӗнтӗ, паян ҫтмелле.

Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне чикӗ леш енче — Чӑваш Енри 266 ҫын. Вӗсем хушшинче 35 ача. Асӑннӑ йышран пысӑк пайӗ, 35 ҫын, — АПШра, 34-ӑн — Таиландра, 14-ӑн — Италире.

 

Раҫҫейре
belizv-b.rbsmi.ru сайтри сӑн
belizv-b.rbsmi.ru сайтри сӑн

Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче «7х7» кӑларӑма Роскомнадзор ыйтнипе Николай Удоратин блогер пичетленӗ виҫӗ материалшӑн 20 пин тенкӗлӗх штарфланӑ. Кун пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Пӑлӑртмалла: авторӑн тексчӗсем вырӑсла та, коми чӗлхипе те пулнӑ — акӑлчанла икӗ спецпроекта куҫарнӑ.

Сыктывкарти хула сучӗ штрафа пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, МИХсен продукцие сармалли йӗркене пӑсни пирки ӗҫ производствине чарса лартнӑ. Сӑмах май, кӑларӑм регистрациленнӗ чухне вырӑсла пулнине палӑртнӑ.

Андрей Никулин юрист палӑртнӑ тӑрӑх, коми чӗлхипе пичетленнӗ публикацисем саккун хӳтӗлекен общество хутшӑнӑвӗсене нимӗнле сиен те кӳмен.

 

Раҫҫейре

Чӑваш Енри ачасем Раҫҫей халӑх артисчӗсемпе Эдгард тата Аскольд Запашныйсемпе тӗл пулнӑ.

Онлайн-курнӑҫӑва Шалти ӗҫсен министерствин Йӗркене пӑсакан ҫул ҫитмен ачасене вӑхӑтлӑх хупса усрамалли центрӗн воспитанникӗсем хутшӑннӑ. Тӗл пулӑва #MыВместе (чӑв. #ЭпирПӗрле) пӗтӗм Раҫҫейри акци ирттернӗ май тата Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн «Няня online» проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Дессировщиксем «Среди хищников» (чӑв. Тискер чӗрчунсем хушшинче) номер репетицине Мускаври пысӑк цирк арени ҫинче кӑтартнӑ.

Ачасем дрессировщиксен ӗҫӗпе кӑсӑклансах паллашнӑ. Онлайн-мелпе вӗсем артистсене ыйтусем пама пултарнӑ.

 

Раҫҫейре
rock-cafe.info сайтри сӑн
rock-cafe.info сайтри сӑн

Кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ эпидеми пур тытӑма та пырса тивнӗ. Фильм ӳкерес ӗҫ те ӑна пула чарӑнса ларнӑ. Уйрӑмах ку енӗпе Мускавра йывӑр.

Ҫавна май РФ Культура министерстви тӗрлӗ вариант пӑхса тухать. Ку тапхӑрта кино мӗнле ӳкермелле? Хӑш-пӗр регион ӳкерӳ ушкӑнӗсене хӑйсем патӗнче йышӑнма хатӗр. Ҫав йышра – Чӑваш Ен те.

Паянхи кун тӗлне Адыгея Республики, Иркутск тата Новгород облаҫӗсем. Чӑваш Ен Мускаври пултарулӑх ушкӑнӗсене йышӑнма хатӗр.

Мускавра ӳкерӳ ӗҫне пуҫарман-ха. Культура министрӗ Ольга Любимова Мускав мэрӗ патне ҫак ӗҫе пуҫӑнма ирӗк ыйтса янӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/64787
 

Раҫҫейре
Komandirovka.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Komandirovka.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Муркаш районӗнчи Сӑнав лесничествинче ӳсекен ватӑ юман Чӑваш Енре чи пысӑкки шутланать. Ӑна ҫутҫанталӑк палӑкӗсен йышне кӗртнӗ.

Чӑваш юманӗ «Раҫҫейри ҫулталӑкри йывӑҫ» конкурса хутшӑнать. Вӑл «Йывӑҫсем – чӗрӗ ҫутҫанталӑк палӑкӗсем» сайтра ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 1-мӗшӗччен иртет. Унта истори пӗлтерӗшлӗ 12 йывӑҫ хутшӑнать. Хальлӗхе пирӗн юман тӑваттӑмӗш вырӑнта. Уншӑн сасӑлама ан ӳркенӗр. Ҫӗнтерӳҫе тӗнче шайӗнче ҫулсерен иртекен «Европӑри ҫулталӑкри йывӑҫ» конкурсра Раҫҫей чысне хӳтӗлӗ.

Муркаш районӗнче ӳсекен юман 24 метр ҫӳллӗш, вулли 1,82 метр сарлакӑш. Экспертсем вӑл 369 ҫулта пулнине ҫирӗплетнӗ.

 

Раҫҫейре
news2.ru сайтри сӑн
news2.ru сайтри сӑн

Кӑҫал кӑшӑлвируса пула Ҫӗнтерӳ парачӗ иртмерӗ. Вӑл каярах, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, пулӗ. Ҫак кун салют та вӗҫтерӗҫ. Кун пирки РФ президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ.

Ку кӑна мар, Ҫӗнтерӳ уявӗ иртнӗ кун Раҫҫейре ӗҫлеттермӗҫ, кантарӗҫ. Ӗҫ укҫи вара ҫаплипех сыхланса юлмалла.

Парад ҫӗртмен 24-мӗшӗнче 10 сехетре пуҫланать. Ӑна Мускаври Хӗрлӗ лапамра, Раҫҫейри ытти хулара ирттерӗҫ, унта ҫар техники хутшӑнӗ. 22 сехетре Мускавра тата ытти хулара артиллери салючӗ пулӗ.

Аса илтерер, ҫак кун Чӑваш Еншӗн тепӗр уявпа та паллӑ: ун чухне Республика кунне паллӑ тӑватпӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/64684
 

Раҫҫейре

«Чебоксары» (чӑв. Шупашкар) хурал карапӗ ҫинчи ялава вӑхӑтлӑха антарнӑ. Ӑна Шупашкара илсе килме ҫыран хӗррине куҫарнӑ. Халӗ вӑл Калининград облаҫӗнчи Балтийск хули ҫывӑхӗнче ларать. Ҫакӑн пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра ӗнер хыпарланӑ.

Карапа кӑштах юсӗҫ те унтан ӑна Шупашкара илсе килӗҫ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫула тухмалла. Шупашкара 20 кунран, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ҫитессе шанаҫҫӗ.

«Шупашкар» карап 26 ҫул ӗҫленӗ. Ҫак вӑхӑтра тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн чиккипе 65 пин миль тӑршшӗ хутланӑ. Экипаж 1,5 пин ытла Раҫҫей тата ют ҫӗршыв карапӗсене тӗрӗсленӗ, патшалӑх чиккин режимне пӑсма хӑтланнӑ 150 ытла тӗслӗхе сирнӗ. Ун ҫинче Чӑваш Енри 100-е яхӑн пограничник службӑра тӑнӑ.

«Карап ҫинче тепӗр ҫулталӑкран музей уҫса экскурсисем ирттерме палӑртатпӑр», – тесе пӗлтернӗ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CAppxRGq919/
 

Страницӑсем: 1 ... 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, [54], 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, ...140
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын