Раҫҫейре
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурсра Чӑваш Енри ҫемьене чыслама йышӑннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ҫак хисепе Шупашкарти Львовсем тивӗҫнӗччӗ. Вӗсене «Нумай ачаллӑ ҫемье» номинацире палӑртнӑ. Шупашкарти ҫак ҫемьере ултӑ ача ӳстереҫҫӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — усрава илнӗскерсем. Ҫемье унччен те тӗрлӗ конкурса хастар хутшӑннӑ. Львовсене тата Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ ытти ҫемьене чӳк уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Мусквара чысланӑ. Хумхануллӑ та савӑнӑҫлӑ саманта ОТР телекурав ӳкерсе илнӗ. Апла пулсан маттур ҫемьесене телевизорпа кӑтартӗҫ. Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ аталану министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑм телеэфира раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енре вӑрман хуҫалӑхӗн участокӗн экс-мастерӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм саккуна пӑсса йывӑҫ каснӑ, вӗсене киле илсе кайнӑ. Ку Сӗнтӗрвӑрри лесничествинче пулнӑ. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ, унта хурӑнсемпе ӑвӑссене чӑнах та касни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ҫак хӗрарӑм кӑҫал ака-юпа уйӑхӗсенче йывӑҫсене вӑрмантан тиесе тухнӑ, унӑн ҫакна тумашкӑн ирӗк пулман. Ҫапла майпа вӑл лесничествӑна 10 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑҫ каснӑ хыҫҫӑн хӗрарӑмӑн ывӑлӗ лесничествӑн дирекцине амӑшӗн ячӗпе йывӑҫ касмалли суту-илӳ килӗшӗвӗн бланкне алӑ пусмашкӑн тӑратнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейри ҪҪПИ тата Сывлӑх сыхлавӗн министерстви хӑш-пӗр эмеле наркотикпе тата алкогольпе танлаштарма хатӗрленет. Ку списока димедрол тата фенобарбитол кӗрӗҫ. Ҫак эмелсемпе дальнобойщиксем вӑй кӗртес тӗлӗшпе анлӑ усӑ кураҫҫӗ-мӗн. 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Мускавра 244 водитель ҫак эмелсене ӗҫнине тупса палӑртнӑ. Палӑртмалла: ҫул-йӗр правилисенче пӗр пункт пур, унта ҫырнӑ тӑрӑх, тимлӗхе чакаракан эмел ӗҫсен руль умне ларма юрамасть. Анчах куншӑн явап тыттармалли статья ҫук. Ҫӗнӗ йӗркене йышӑнсан ҫак эмелсене ӗҫсе машинӑна ларнӑ водителе ӳсӗр водитель пек айӑплӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() 2019 ҫулта ӗҫсӗррисен пособийӗ ӳсӗ. Раҫҫей правительствин «2019 ҫулта ӗҫсӗррисен пособийӗн чи пӗчӗк тата чи пысӑк виҫи пирки» постановленине алӑ пуснӑ. Кун пирки ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин пресс-служби пӗлтерет. 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫсӗррисен пособийӗн чи пӗчӗк виҫи 1500 тенкӗпе танлашӗ (халӗ вӑл 850 тенкӗ). Чи пысӑк виҫе вара 8000 тенкӗ пулӗ (халӗ вӑл 4900 тенкӗ). Ҫӗнӗ ҫултан пуҫласа пенси ӳсӗмне ҫывхаракан ҫынсем валли пособи пулӗ. Ку пособин чи пӗчӗк виҫи – 1500, чи пысӑк виҫи 11280 тенкӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Иосиф Сталин Иосиф Сталина (унӑн чӑн хушамачӗ — Джугашвили) хисеп туса палӑк лартасшӑн. Ҫук, Чӑваш Енре мар. Ҫӗнҫӗпӗр хулинче. 1924 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшенчен пуҫласа 1953 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗччен Совет патшалӑхне ертсе пынӑ ҫын — Совет Союзӗн маршалӗ (1943 ҫулта ҫак ята панӑ), генералиссимусӗ (1945 ҫулта). Иосиф Сталина хисепленине палӑртса палӑк лартма шухӑшланисем — Ҫӗнҫӗпӗрти коммунистсем. Вырӑнти хастарсем сӗннине хула влаҫӗсем ырламан иккен. Ҫавӑн хыҫҫӑн Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн обкомӗ палӑк лартас шухӑшлисене майлӑ пулнӑ. Палӑка ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне РФКП Ҫӗнӗ Шупашкар обкомӗ умӗнче уҫасшӑн. Ӑна тума коммунистсем хайсен укҫине кӑларса хума палӑртаҫҫӗ. Палӑк патне хурал тӑраттарма пултарасси пирки те сӑмах тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тарифӗсене килес ҫул пирӗн ҫӗршывра икӗ хутчен ӳстерме палӑртаҫҫӗ. Малтанхи хут — кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен, кайран — утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен. Хаксене икӗ ӑстрӑмпа хӑпартасси ҫинчен калакан йышӑнӑва Раҫҫей Правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута РФ Министрсен Кабинечӗн сайтне паян вырнаҫтарнӑ. Тарифсене ҫулталӑкра икӗ хут ӳстерме йышӑннине хушма хакран илекен налук виҫи 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хальхи 18 процентран 20 процента ҫитессипе сӑлтавланӑ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу хакне ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн 1,7 процент ӳстерӗҫ, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен — 2,4 процент. Тепӗр майлӑ каласан, ҫак хисеп пӗтӗмпе 4,1 процента ҫитӗ. Апла пулсан вӑл ытти ҫулхи виҫе шайӗнчех юлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() ҪҪХПИ ҫӗнӗ документ хатӗрленӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, руль умӗнче ларакан ҫынна ҫул ҫинчи ытти водительшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Кун пирки «Российская газета» (чӑв. «Раҫҫей хаҫачӗ») пӗлтерет. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, штраф 5 пин тенкӗпе танлашӗ. Водитель ыттисемшӗн мӗнле хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать-ха? Ҫаксен шутне дистанцие пӑхӑнманнине, тӑрук чарӑннине, машинӑна тепринчен иртме чӑрмантарнине, автомобиле ҫул паманнине, «шашкӑлла» вылянине кӗртнӗ. Сӑмах май, «руль умӗнче ларакан ҫын ҫул ҫинчи ытти водительшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратни» ӑнлав 2016 ҫулхи ҫулла тупӑннӑ. Анчах ун чухне штраф виҫине палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче служба тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ полицейскисене асӑнмалли кун. Мускавра Владимир Колокольцев пурнӑҫне панӑ полицейскисен амӑшӗсемпе тӗл пулнӑ. Вӗсен йышӗнче Шупашкар районӗнче ҫуралса ӳснӗ Леонид Пучковӑн амӑшӗ Галина Александровна та пулнӑ. Мускава пухӑннисем вилнӗ полицейскисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ. Леонид Пучков – полицин аслӑ сержанчӗ. Вӑл Шупашкар районӗнче патрульпе пост службин уйрӑм взводӗнче водительте ӗҫленӗ. Чӑваш арҫынни 2013 ҫулхи аванӑн 16-мӗшӗнче Чечняра пуҫ хунӑ. Ун чухне террорист хӑйне сирпӗтсе янӑ. Ҫав кун виҫӗ полицейски вилнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ – Чӑваш Енрен. Тепӗр тӑхӑр ҫын аманнӑ. Леонид Пучковӑн арӑмӗ тата пӗчӗк ачи тӑлӑха юлнӑ. РФ Президенчӗн 2014 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ӑна Паттӑрлӑх орденӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ӗпхӳре те агропромышленность комплексӗн ӗҫченӗсем нумаях пулмасть професси уявне палӑртнӑ. Вӗсене республика пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Радий Хабиров саламланӑ. Асӑннӑ отрасльте тӑрӑшакансене тӗрлӗ шайри наградӑпа чысланӑ. Пурӗ 45 ҫынна сумлӑ наградӑпа хавхалантарнӑ. Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, «ҫак 45 ҫын шутӗнче Авӑркас районӗнчи «Толбазинский хлебокомбинат» потребительсен кооперативӗнчи ҫӑкӑр пӗҫерекен Елена Григорьевна Яковлева та пур. Ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн ӑна «Пушкӑртстан Республикин апат-ҫимӗҫ индустрийӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята парса чысланӑ». Елена Григорьевна ҫак ӗҫре 37 ҫул вӑй хурать иккен. Унта вӑл Шланлӑри шкула пӗтернӗ хыҫҫӑнах вырнаҫнӑ. Ӗҫтешӗсем ун пирки ыррине ҫеҫ калаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шупашкарти мӑшӑр «Пятница!» телеканалпа пыракан «Тӑватӑ туй» проекта хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Чӑн та, Чӑваш Енри Софья ятлӑ хӗре (вӑл ял хӗрӗ иккен) тата Мускавран ун патне ҫураҫма персе ҫитнӗ Дениса ӗнер 19 сехетре эфира тухнӑ телекӑларӑмра кӑтартрӗҫ. Пирӗн ентешсен туйӗ ҫутҫанталӑкра иртрӗ. Мӑшӑрланма вӗсем 500 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Проекта хутшӑнакан пӗр мӑшӑр туй ирттерме, сӑмах май, 2 миллион тенкӗ кӑларса хунӑ. Ют хуларан килнӗ, конкурса хутшӑнакан хӗрсем Софья туйне тиркесе калаҫрӗҫ. Пӗрне унӑн платйи килӗшмен иккен, теприне — ӗҫме-ҫиме. Каччине хурлакан та пулчӗ, туя саманчӗсене пӑрахӑҫлама хӑтланни те. Проектри икӗ хӗр туя тиркесе пӑрахса кайрӗҫ. Апла пулсан та Софьяпа Денис иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Анчах вӗсем телекӑларӑмӑн романтика ҫул ҫӳревне каяймӗҫ. Ку парне мала тухакан мӑшӑра лекет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ.