Экономика
![]() Шупашкарти «Промтрактор» савута хирӗҫ пысӑк индустри паркне тума тытӑннӑ. Тахҫанах палӑртнӑ ӗҫсене тинех тума пуҫӑннӑ теме пулать. Чи малтанах шыв пӑрӑхӗсемпе шӑк-пӑх пӑрӑхӗсене вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ҫаврӑнса каймалли ҫул ӑҫта пулассине те палӑртмалла. Ун хыҫҫӑн индустри паркне газ ҫитерӗҫ тата электроэнергипе тивӗҫтерӗҫ. Ку ӗҫсене ҫуркуннесене хатӗрлесе ҫитересшӗн иккен — ҫапларах республикӑраи капиталлӑ ҫурт тӑвӑм управленийӗн директорӗ Владимир Громов шантарнӑ. Республика правительстви инфраструктурӑна кӑна туса парӗ — ҫурчӗсене предприятисем хӑйсем хӑпартӗҫ. Ӑҫта мӗн туса лартасси пирки каласан вырӑнӗсене те палӑртса хунӑ иккен. Пурӗ 10 лаптӑк уйӑрнӑ. 7 компани ӗҫе пуҫӑнма хатӗр, тепӗр виҫҫӗшӗ аукцион ирттерессе кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Улатӑрти механика савучӗ 120 ҫул ҫитнине халалласа ӗҫ коллективӗн конференцине ирттернӗ. Кӑҫал предприяти 392 миллион тенкӗлӗх продукци (вӑл, тӗпрен илсен, чукун ҫул предприятийӗсем валли ӑсанать) сутма палӑртнӑ иккен. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ҫакӑ 34,2 процент нумайрах-мӗн. Шел те, цифрӑсене хальхи е танлаштаруллӑ хаксемпе илсе кӑтартни паллӑ мар. Апла-и, капла-и, ӳсӗм куҫкӗрет. Производствӑна аталантарма кӑҫал 33,4 миллион тенкӗ хывнӑ. Ҫӗнӗ йышши продукци кӑларассипе те савут ҫине тӑрать-мӗн. Конференцие хутшӑннӑ Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Марискин предприятин тӗп директорне Валерий Вялова хула администрацийӗн Хисеп хучӗпе чысланӑ, ӗҫ коллективне тата уйрӑм рабочисене те грамотӑсемпе тата Тав хучӗсемпе хавхалантарнӑ. Рабочисене республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Ефремов, «Раҫҫей чукун ҫулӗ» обществӑн Чулхулари дирекцийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Садовников тата асӑннӑ тытӑмӑн Хусан регионӗн инспекторӗ Сергей Волков та саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Производствӑна юсаса ҫӗнетнине пула килес ҫул республикӑри 300-е яхӑн ҫын ӗҫ вырӑнӗсӗр юлмалли пирки Чӑваш Енӗн Ӗҫлӗх служби Раҫҫейӗн ӗҫлӗх службин селекторлӑ канашлӑвӗ вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ. Кӑмӑллӑ мар ҫак списока лекекенсен ҫапах та хуҫӑлсах ӳкме кирлӗ мар, мӗншӗн тесен вӗсене урӑх специальноҫ алла илме пулӑшмалла. Кун валли хыснаран 2 миллион тенкӗ ытла укҫа уйӑрмалла. Ҫынсен ӗҫ вырӑнне ҫухатма тивекен предприятисен шутӗнче чи малтанах «СУОР», «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн управляющи компанийӗ» тулли мар яваплӑ обществӑсене, «Юрма» агрохолдинга, «Акконд» акционерсен обществине, Шупашкарти троллейбус управленине асӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енре пурлӑх хуҫисем ытларах чухне хӗрарӑмсем иккен. Кун пирки Росреестрӑн республикӑри управленийӗ хыпарлать. Вӗсене мӗнпур хваттерпе ҫурт-йӗр, ҫӗр участокӑн, ытти пурлӑх пурӗ 615,6 пин штук тивет иккен. Арҫынсен харпӑрлӑхӗнче вара — 575,1 пин кӑна. Хӑш хулапа районта лару-тӑру еплине тишкернӗ те, этемлӗхӗн черчен ҫурри ҫине ҫыртарнӑ пурлӑх Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Канаш, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле районӗсенче уйрӑмах нумаййине асӑрханӑ. Куславкка, Хӗрлӗ Чутай тата Пӑрачкав районӗсенче хӗрарӑмсен пурлӑхӗ арҫынсеннинчен пушшех те самай-мӗн. Кунта асӑнман ытти районта вара арҫынсем ҫине ҫыртарни нумайрах иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта «Хӗвел» ТМЯП хӗвел хӑвачӗпе ӗҫлекен пӗрремӗш электространцие хута янӑ. Вӑл савутӑн 1 800 тӑваткал метрлӑ тавар кӑларакан тӗп корпус умӗнче вырнаҫнӑ иккен. Пӗтӗмӗшле хӑвачӗ 44 кВт, ку электростанцие савут хӑй усӑ курӗ. Электростанцие савӑнӑҫлӑн уҫнӑ ҫӗре Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин, «Хӗвел» компанин тӗп пуҫлӑхӗ Игорь Ахмеров тата Ҫӗнӗ Шупашкарӑн администраци пуҫлӑхӗ Александр Сироткин хутшӑннӑ. Пӗрремӗш электростанцие маларах компани ҫак ҫулталӑкрах хута ярасси пирки шантарнӑ иккен. Иван Моторин вара хӑйсен сӑмахне тытнӑшӑн вӗсене тав сӑмахӗ каланӑ. Хӑват паракан установка 350 ҫӳхеҫурхахлӑ модульсенчен тӑрать, вӗсене тимӗр юпасем тытса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех хӗвел ҫуттинчен пухнӑ хӑвата электроэнергие куҫаракан хатӗрсем вырнаҫнӑ. Комплекса ҫын сӑнаса тӑни кирлех те мар иккен, хутран-ситрен тӗрӗслени те ҫителӗклӗ. Пурӗ 25 ҫул ним мар ӗҫлемелле имӗш вӑл. Электростанцие хута янӑ пулин те тулашран электричество ҫавах илсе тӑмалла пулӗ. 44 кВт ҫитмест ӗнтӗ, савута самай ытларах кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура палӑртрӗ. Кунта сӑмах икӗ ҫуллӑ налук каникулӗ парасси пирки пырать. Анчах пурне те мар. Республикӑшӑн пӗлтерӗшлӗ отрасле укҫа-тенкӗ хывакан инвесторсене кӑна ҫапла ҫӑмӑллӑх кӳресшӗн. Сӑмахпа каланине епле пурнӑҫламаллине Патшалӑх Канашӗпе Министрсен Кабинечӗн тишкермелле, майсем сӗнмелле. Республика экономикине укҫа хывакансене илӗртессипе хастартарах ӗҫлемеллине палӑртнӑ май пирӗн патра «инвестици условийӗсем тӑнӑҫли» пирки те асӑнса хӑварчӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл ют ҫӗршывран килекен «кӗмӗле» илӗртме ятарлӑ саккун кирлине те ӑнланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Хыпар ятне курсанах хӑшӗсем «Ӑҫтан шухӑшласа кӑлараҫҫӗ тульккӑш», — тесе тарӑхасси пирки иккӗленӳ ҫук. Вӑтам тени мӗнпур ҫыннӑн шалӑвне тӗпе хунипе пухӑнать те тӗлӗнмеллиех ҫук. Кунта, паллӑ ӗнтӗ, пуҫлӑхсен ӗҫ укҫийӗ те, урам шӑлаканӑн та кӗрет. Ҫапла вара Чӑваш Енри уйӑхри шалу вӑтамран 18 пин те 859 тенкӗ те 70 пуспа танлашнӑ. Ку вӑл — кӑҫалхи кӑрлач-чӳк уйӑхӗсенче. Финанс отраслӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ 30 пин тенкӗрен ытларах иккен, патшалӑх управленийӗнче 29 пин тенкӗрен иртнӗ. Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫийӗ яланхиллех пысӑк мар: вӗсем вӑтамран 10-шар пин тенкӗ илнӗ. Атӑлҫи федераци округне илсен, пирӗн патринче пӗчӗкрех ӗҫ укҫи илекен регионсен шутӗнче Киров тата Чӗмпӗр облаҫӗсем, Мари Элпа Мӑкшӑ Республики. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енӗн Экспорт пулӑшӑвӗ кӳрекен центр пӗчӗк тата вӑтам предпряитисене сайтсене акӑлчанла куҫарса парас кӑмӑллӑ. Ҫакна вӑл тӳлевсӗрех тӑвӗ. Ҫапла туни ют ҫӗршыв инвесторӗсене илӗртме тата пирӗн патри организацисен продукцине ют ҫӗршыва сӗнме май парасса шанаҫҫӗ. «Аталаннӑ мӗнпур организаци сайтне темиҫе чӗлхипе куҫараҫҫӗ», — ӑнлантарнӑ центр. Чӑваш Республикин экспорт пулӑшӑвӗн центрне 2011 ҫулта йӗркеленӗ иккен. Унӑн тӗллевӗсен шутӗнче регионӑн ят-сумне ӳстерессипе инвестици илӗртӳлӗхне сарассине асӑнмалла. Акӑлчанла куҫарни аванни иккӗлентермест. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енри предприятисенчен чылайӑшӗн чӑвашла варианчӗ ҫуккине шута илсен ӳлӗмрен, тен, ку кӑлтӑка та пӗтерӗҫ-и?.. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Раҫҫей Федерацийӗн тӗп банкӗ рубль элемне йышӑннӑ. Вӑл «Р» саспалли евӗрлӗ, аялтан йӗрпе чӗрнӗскер. Тӗп банкӑн председателӗ Эльвира Набиуллина каланӑ тӑрӑх рубль элемне вӑйпа усӑ куртармӗҫ. Ҫавах та ҫитес ҫул вӑл хут укҫара ӳкерӗнӗ, тимӗрри ҫинче те ҫапса кӑларӗҫ. Элем суйлавне раштавӑн 6-мӗшӗнче пӗтӗмлетнӗ имӗш. Пурӗ 280 пин ҫын хутшӑннӑ — ытларахӑшӗ (61%) ҫак палла суйланӑ пулать. Пурӗ вара 5 элемшӗн сасӑламалла пулнӑ. 8% ҫынна тӗп банк сӗннӗ нихӑш элем те килӗшмен. Халь суйланӑскере вара, каласа хӑварас пулать, унччен те хӑш-пӗр тетел лавккисем усӑ куратчӗҫ, ӑна Александр Тарбеевпа Владимир Ефимов дизайнерсем ӑсталанӑ. Артемий Лебедев студийӗ сӗннипе ҫак паллӑ самай сарӑлнӑччӗ. Тӳре-шара йышӑннӑ элеме ҫитес вӑхӑтра пускӑч хӑми ҫине те карас телефонӗсене те кӗртме шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫынсене сӑнатӑн та, этем тени мӗн чухлӗ пуянрах, ҫавӑн чухлӗ перекетлӗрех. Ара, пӗрчӗн-пӗрчӗн пухмасӑр мул пухӑнмасть пуль ҫав. Акӑ, республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви те кашни пуса шутлама пӗлет. Вӑл шутран кӑларнӑ пурлӑха та сутса «кӗмӗл» тӑвать. Республика харпӑрлӑхӗнчи кивелнӗ пурлӑха шутран кӑларас тата сутас йӗркене Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн 2011 ҫулхи ятарлӑ йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетсе хӑварнӑ. Шутран кӑларнӑ пурлӑха сутнипе ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗ тӗлне республика хыснине 810 пин тенкӗ ытларах укҫа кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукианов Николай Егорович, паллă юрист, общество ĕçченĕ (ЧАП партийĕн йĕркелекенсенчен пĕри). | ||
| «Улатӑр хыпарӗ» хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |