Экономика
![]() Чӑваш Енре чи ватӑ предприятисенчен пӗри — Шупашкарти аш-какай комбиначӗ — ӗҫлеме пуҫланӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви комбината республикӑри пӗр усламҫӑ укҫан самай пулӑшнине пӗлтерет. Виҫӗ уйӑх юсав ӗҫӗсем пынӑ хыҫҫӑн комбинат ҫӗнӗрен сывлӑш ҫавӑрса янӑ. Раштавӑн 25-мӗшӗнче унта продукцин пӗрремӗш партине кӑларнӑ. Тепӗр кунхине вӑл, ӗлӗкхи рецептпа кӑларнӑскер, лавккасен сентрисем ҫинче выртнӑ. Малтанлӑха комбинат продукцие пӗчӗк калӑпӑшпа кӑларӗ. Каярахпа конвейерсенчен пӗр сменӑра 50 тонна яхӑн продукци тухмалла. Ертӳлӗх комбината агропромышленноҫ холдингӗ таранах аталантарасшӑн-мӗн. ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов предприятие инвесторсем укҫа хывса ӗҫ вырӑнӗсем туса пани пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Малашне ку республика хыснине тупӑш кӳрессе пӗлтернӗ. Аса илтерер: Шупашкарти аш-какай комбиначӗн ӗҫӗ-хӗлӗ 2012 ҫул вӗҫӗнче чарӑнса ларнӑ. Ҫынсен ӗҫрен кайма тивнӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсене 14,3 миллион тенкӗ шалу тӳлеменни ҫиеле тухнӑ. Экс-директор тӗлӗшпе виҫӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви предприяти 4 миллион тенкӗ налук тӳлеменнине тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкар районӗнче хуҫасӑр ҫӗр пайӗсене шута илесси епле шайра пынине унта нумаях пулмасть иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрлехи харпӑрлӑхра шутланакан ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр лаптӑкӗнчен 76 процентне регистрациленӗ. 9036 гектар ҫинче 3706 ҫӗр пайӗ хуҫасӑр шутланаҫҫӗ. Ун пеккисем Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхӗнче 1987,51 га, Янӑшра — 1580,67 га, Шемшерте — 966 га, Апашра — 710 га, Ишекре — 412 га. Ытти тӑрӑхсенче сахалтарах-мӗн. Хуҫасӑр ҫӗр пайӗсене ял тӑрӑхӗсем хӑйсем ҫине куҫарас тесе суда тавӑҫпа тухаҫҫӗ. Ҫак ӗҫе Янӑш ял тӑрӑхӗнче уйрӑмах аван йӗркеленӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Вӗсем суда 212 тавӑҫ тӑратнӑ-мӗн, ҫав шутран 131 тӗслӗхпе суд ял тӑрӑхне тивӗҫтерекен йышӑну кӑларнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхра 95 ҫын ҫӗр пайӗ кирлӗ мар тесе ӑна пӑрахма йышӑннӑ. Ҫапла майпа ял тӑрӑхне 612 гектар ҫӗр куҫнӑ. Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхӗ те хуҫасӑр ҫӗр пайӗсене тытса илессипе хастар. Унтисем суда 197 заявлени тӑратнӑ. Вӗсенчен 95-шне тивӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Атӑлҫи ТГК» АУОн Мари Элти тата Чӑваш Енри филиалӗ Шупашкарти «Промтрактор» акционерсен обществине ӑшӑсӑр хӑварасшӑн иккен. Ҫапла утӑм патне завод парӑма кӗрсе кайнине пула ҫитнӗ-мӗн. Раштавӑн 25-мӗшӗнче «Атӑлҫи ТГК» ӗҫченӗсем ӑшша чарса лартнине палӑртассишӗн «Промтрактора» кӗме ӑнтӑлнӑ, анчах лешсем кӗртменнине кура Чӑваш Енӗн ШӖМӗн ӗҫченӗсене чӗннӗ. Вӗсене те тӳрех хапӑл туман-ха савутра. Лешсем официаллӑ майпа ыйтса ҫырнӑ хыҫҫӑн кӑна полицейскисене кӗртнӗ. Парӑм пирки каласан, раштавӑн 12-мӗшӗ тӗлне парӑм виҫи 44,6 миллион тенке ҫитнӗ иккен. Ку вӑл кӑҫалхи пуш, юпа тата чӳк уйӑхӗсенче ӑшӑпа усӑ курнишӗн пухӑнса кайнӑ. Раштавӑн 16-мӗшӗ тӗлне заводӑн 52,5 миллион тенкӗ куҫармалла пулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн энергетиксем кутӑнлашасси енне кайнӑ, парӑма татмасан ӑшша пуҫӗпех чарса лартасси пирки асӑрхаттарнӑ. Хальхи вӑхӑтра энергетиксем Чӑваш Енӗн Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ. «Промтрактор» хӑйне энергетиксем «тапӑннипе» килӗшесшӗн мар-мӗн. Ун шучӗпе ӑшӑ парассине малтанласа кӑштах чарнӑ хыҫҫӑн кӑна пуҫӗпе чарма ирӗк пур. Ку вӑл ӑшӑ энергийӗпе тивӗҫтересси ҫинчен калакан федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн ҫапла-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкара Зимбабверен делегаци килнӗ. Хӑнасем «Трактор савучӗсем» концернӑн производство лапамӗсемпе паллашнӑ. Зимбабверен килнӗ хӑнасем хӑйсем патӗнчи хӑш-пӗр предприяти кунти концерн техникипе ӗҫленине пӗлтернӗ. Техника Зимбабвери климат условийӗсенчен ӗҫлеме пултарнине каланӑ. ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин ют ҫӗршыв хӑнисене Зимбабвери шыв ресурсӗсен наци агентстви дамбӑсем тунӑ ҫӗрте республика тата концерн пулӑшӑвне шанма пултарассине пӗлтернӗ. Зимбабве делегацийӗ предприяти кӑларнӑ ял хуҫалӑх техникине туянасси пирки те пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ ҫӗркаҫ историлле пулӑм йышӑнни пирки информагенствӑсем пӗр-пӗринпе тупӑшса тенӗ пек паян ирех хыпарларӗҫ. Вӑл тӗп ставкӑна унчченхи 10,5 процентран тӳрех 6,5 процент хӑпартса 17-е ҫитернӗ. Ҫакна девальваци тата инфляци хӑрушлӑхне сирес тесе тунӑ пулать. Процент политикин витӗмне ӳстерес тесе рынокри мар активсемпе тата поручительсемпе ҫирӗплетнӗ, 2 кунтан пуҫласа 549 кун таран паракан кредитсене ҫирӗп мар ставкӑпа пама пӑрахмалла. Тӗп банк паракан ставкӑран ӑна 1,75 процент таран ӳстермелле. Маларах ҫав кредитсене 2 кунтан пуҫласа 90 кун таран ҫирӗплетнӗ ставкӑпа панӑ. Тенкӗ хакӗ ӳкнине кура Тӗп банк кредитпа укҫа политикине ҫирӗплетме йышӑннӑ. Ҫулталӑк хушшинче тӗп ставкӑна кӑҫал ултӑ хутчен хӑпартнӑ, пушӑн 3-мӗшӗнче регулятор 5,5 процентран пуҫласа 7 процента ҫитернӗ, акан 25-мӗшӗнче — 7,5 процента, утӑн 25-мӗшӗнче — 8 процента, юпан 31-мӗшӗнче — 9,5 процента, раштавӑн 11-мӗшӗнче — 10,5 процента. Ку ставкӑпа регулятор банксене кредит парать, ҫавна кура банксем кредит ставкине ҫирӗплетеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Тупӑш илекене кирек епле ҫыннӑн та патшалӑха налук тӳлемелли паллӑ-ха. Ҫакӑ хваттер тара парса пурӑнакансене те, тӳррипе, пырса тивмелле. Тара паракансене налук тӳлеттересси пирки нумаях пулматсь республика шайӗнчех хускатнӑччӗ. Шупашкарта ун чухне тӳрӗ лини те уҫни пирки пӗлтерчӗҫ. Халӗ ку юхӑм районсене те ҫитет курӑнать. Хӗрлӗ Чутайӗнче те, ав, тупӑша декларацилемесӗр тара пани район хыснине самай сиен кӳрет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсене пула хваттере тара парса пурӑнакансен кӳршисем те асапланаҫҫӗ тесе пӗтӗмлетеҫҫӗ. Ара, хваттерсенче е пӳлӗмсенче счетчик лартман тӑк ҫын шучӗпе шутласа парса шывшӑн, ҫутӑшӑн тӳлеттереҫҫӗ те, шар курниех пулать ҫав ӗнтӗ. Куҫман пурлӑха тара паракансем пирки Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗ пӗлтерме ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Кун пирки республикӑри хаҫатсенчен пӗри хыпарлать. Сӑмах унта Чӑваш Енри апат-ҫимӗҫ рынокӗ пирки пырать. Хуратул кӗрпи сасартӑк хакланса кайнӑ хыҫҫӑн пӗр лавккара ӑна виҫепе сутасси патне те ҫитнӗ-мӗн. Республикӑн экономика министрӗ Владимир Аврелькин каланӑ тӑрӑх, ҫав суту-илӳ точкинче кӗрпене пӗр алла 6 хутаҫран ытла сутма чарма тытӑннӑ. Тӗрӗссипе вара хуратул хӗсӗк мар. Апат-ҫимӗҫ рынокӗнчи лару-тӑрӑва сӑнаса тӑракан оперативлӑ штаб ларӑвӗнче Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗ хамӑр патри апат-ҫимӗҫ ютран кӳрсе килнинчен чылай чухне пахарах та ӗнентернӗ. Ку вӑл аш-какая, кайӑк-кӗшӗк тата сӗт-ҫу продукцине уйрӑмах пырса тивет-мӗн. Чӑвашпотребсоюзӑн ертӳҫи Валерий Павлов яла машинӑпа пырса тавар сутакансем налук тӳлеҫҫӗ-ши тесе пӑшӑрханать иккен. Ҫавна пула райпо магазинӗсен тупӑшӗ чакать имӗш. Ларурисем эрех хакӗ патне те ҫитнӗ иккен. Федераллӑ сетьсенчен пӗринче йӳнӗ эрех сутаҫҫӗ-мӗн. Анчах ларӑва ертсе пынӑ республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин эрех апат-ҫимӗҫ шутланманни, хаксене вара апат-ҫимӗҫӗнне тишкермеллине аса илтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Паян Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн виҫӗ комитет ларӑвӗ иртнӗ. Унта кӑҫалхи тата 2015–2016 ҫулсенчи республика хыснине тӳрлетӳ кӗртессине пӑхса тухнӑ. Чӑваш Енӗн тӗп финанс документне пӗрремӗш вулавпа чӳкӗн 18-мӗшӗнче йышӑннӑччӗ. Черетлӗ сессии чӳкӗн 27-мӗшӗнче иртмелле, унта бюджета иккӗмӗш вулавпа тишкермелле. Хысна кӗртнӗ тӳрлетӳсен шутӗнче депутатсем патшалӑх сужащийӗсене ҫурт-йӗр туянма хыснаран субсиди парассине пӑрахӑҫлама сӗннӗ. Килес ҫул ҫав тӗллевпе малтанласа 35 миллион тенкӗ ытла уйӑрма пӑхнӑ. Пуҫарӑва комитетсен пайташӗсем ырласа йышӑннӑ. Перекетленӗ укҫана республикӑри ӗҫ ветеранӗсене тӳлеме яма пултарӗҫ. Сӑмах май каласан, вӑл ята тивӗҫес тесен хӗрарӑмсен 40 ҫул, арҫынсен 45 ҫул стажлӑ пулмалла. Халӗ ку вӑхӑта 2,5 ҫул таран чакарас шухӑшлӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Муниципалитетсем ҫур миллиарда яхӑн парӑма кӗрсе кайнӑ. Ку суммӑна республикӑн Патшалӑх Комитечӗн экономика политики, агропромышленоҫ комплексӗ тата экологи енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ларӑвӗнче каланӑ. Ларӑва республикӑн правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин хутшӑннӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан газ парӑмӗ чакмасть, ӳссе кӑна пырать иккен. Унпа икӗ районта — Патӑрьелте тата Елчӗкре — кӑна татӑлса пӗтнӗ тесе республикӑн строительство министрӗ Олег Марков пӗлтернӗ. Ӑшӑпа тивӗҫтернине виҫмелли уйрӑм счетчиксем вырнаҫтарсан ун пек йывӑрлӑха кӗрсе ӳкмен пулӗччӗҫ тесе шухӑшлать иккен тӳре-шара. Ҫав вӑхӑтрах кивӗ пӑрӑхсемпе котельнӑйсене ҫӗнетмелли те куҫкӗрет. Япӑхса кайнисем — ҫурри таран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Кам епле укҫа тума пултарать, ҫавӑн пек тӑвать. Ҫӑмӑл машинӑллисенчен хӑшӗсем хӑйсен транспорчӗпе ҫын е тавар турттарса тупра тӑваҫҫӗ. Ҫак рынокра саккунлӑ майпа тар тӑкас тесен ятарлӑ ирӗк илмелле-ха. Анчах хӑшӗсем вӑл хутсӑрах ӗҫлени те вӑрттӑнлӑх мар. Ҫапах та саккунпа килӗшӳллӗн пурӑнакансем те сахал мар. Чӳкӗн 21-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пассажирсене тата ҫӑмӑл таксипе багаж турттарма ирӗк илме 1616 заявлени панине пӗлтерет. Иртнӗ эрнере кӑна 3 ҫынна ирӗк панӑ. Камсене ирӗк панипе паллашас тесен маларах асӑннӑ министерствӑн сайтне кӗрсе пӑхмалла. Унта мӗнпур информацие вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукианов Николай Егорович, паллă юрист, общество ĕçченĕ (ЧАП партийĕн йĕркелекенсенчен пĕри). | ||
| «Улатӑр хыпарӗ» хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |