Экономика
![]() Аналитиксем ҫакӑн сӑлтавне темле хаклаҫҫӗ те, анчах тыр-пул пухса илнӗ вӑхӑтра бензин-тлпливо хакланнине хресчен сисмесӗр ирттермест-тӗр. Утӑ уйӑхӗнче бензина ваккӑн тата курттӑмӑн сутмалли хак хӑпарнӑ. Бензин хакӗ тӑрӑх пӑхсан, Шупашкар Атӑлҫи тӑрӑхӗнче малта пыракан виҫӗ хула шутне лекнӗ. Утӑн 3-мӗшӗнчен тытӑнса 31-мӗшӗччен АИ-95 маркӑлли 1,25 процент хакланса тонни 40,5 пин тенке ҫитнӗ, АИ-80 маркӑллин тонни 1,56 процент хӑпарса 32,5 пинпе танлашнӑ. АИ-92 йышши 0,52 процент ӳснӗ. Дизель топливи кӑна хакланман. Шупашкарти нефть базинче ӑна пӗр тоннине 33,3 пин тенкӗпе туянма май килнӗ. Халӗ ваккӑн сутнине тишкерер. Пуринчен ытла АИ-92 маркӑлли хӑпарнӑ. Вӑл 2 процент, е 61 пус, хакланнӑ та ӑна литрне 31 тенкӗ те 15 пуспа сутма тытӑннӑ. АИ-95 56 пус (1,66 процент) хӑпарнӑ. Ӑна 34 тенкӗ 34 пуспа сутнӑ. А-76 1,4 процент, е 40 пус, хакланнӑ май утӑ уйӑхӗнче уншӑн 28 тенкӗ те 90 пуспа ыйтнӑ. Ваккӑн сутакан дизель топливи 22 пус (0,69 процент) хӑпарнӑ. Ҫапла вара иртнӗ уйӑхра ӑна 32 тенкӗ те 27 пуспа сутнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Раҫҫейри чи лайӑх 100 тавар» шутне Чӑваш Енрен кӗме тивӗҫлине сӗнекенсем Ҫак кунсенче «Раҫҫейри чи лайӑх 100 тавар» конкурсӑн регионти тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Ҫавӑнта кӗме тупӑшассишӗн республика шайӗнчи конкурса Чӑваш Енри 18 предприятипе организаци хутшӑннӑ. ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экспертсем конкурса тӑратнӑ хутсемпе материалсем тата тӗпчев протоколӗсем тӑрӑх хакланӑ. Эксперт хаклавӗ терӗмӗр те, ҫавсем тавар пахалӑхне кӑна мар, производствӑри ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ таранах тӗпе хунӑ иккен. Регионти комисси федераци шайӗнчи конкурса хутшӑнма 23 тӗрлӗ продукципе пулӑшу кӳрессине кӑларнӑ. «Апат-ҫимӗҫ таварӗ» номинацие «Акконд» хапрӑкӑн харӑсах темиҫе тӗрлӗ ҫимӗҫӗ кӗнӗ. Унсӑр пуҫне Етӗрнери аш-какай комбиначӗ кӑларакан чӑваш шӑрттанӗ те списока лекнӗ. Ҫавӑн пекех конкурса «Смак» фирмӑн пӗр йышши печенийӗ, Шупашкарти элеваторӑн пысӑк сортлӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ, «АвтоВАС» обществӑн минерал шывӗ хутшӑнӗҫ. Промышенность таварӗсенчен — Шупашкарти чӑлхапа трикотаж фабрикинче тата «Пике» ҫӗвӗ фабрикинче кӑларакан ҫипуҫ, В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗнчи пиротехника фонтанӗсем, Шупашкарти мамӑк фабрикинчи (предприятийӗ хӑй Шупашкар районӗнчи Чаканарта вырнаҫнӑ) матрас ҫине тӑхӑнтартмалли. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Промтрактор-Вакун цехӗнче Промышленность предприятийӗсем кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта епле ӗҫленине тишкернӗ те 16 предприяти продукци кӑларассин калӑпӑшне миллиард тенкӗрен ирттернӗ. Республикӑн промышленность комплексӗнче вӗсен тӳпи 47,6 процент йышӑнать иккен. Пилӗк миллиард тенкӗрен ытла продукци туса илни — Вӑрнарти «Август»–ВЗСП» фирма филиалӗ, 3 миллиардран каҫни — «Элара», «Промтрактор-Вакун», «Акконд» тата «Химпром» 2 миллиардран каҫнӑ. Миллиардҫӑсен виртуаллӑ клубӗ машиностроени («Элара», «Промтрактор-Вакун», «Промтрактор-Промлит», «Экра», «Промтрактор», «Автофургонсен комбиначӗ», «Шупашкарти агрегат завочӗ», «Шупашкарти электроаппаратура завочӗ», «Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен завочӗ», В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ), энергетика («Коммуналлӑ технологи», «Русгидро» — «Шупашкарти ГЭС» филиалӗ, «МРСК Волги» — «Чувашэнерго») предприятийӗсенчен, хими промышленноҫне кӗрекен «Август»-ВЗСП, «Химпром» тата апат-ҫимӗҫ промышленноҫне кӗрекен «Акконд» предприятисенчен тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Кӑҫалхи кӑрлач–ҫу уйӑхӗсенче чӑвашри организацисен пӗтӗмӗшле финанс кӑтартӑвӗ 1,9 миллиард тенкӗпе танлашнӑ-мӗн. Тепӗр майлӑ каласан, ку вӑл тупӑш. Тӑкаклӑ предприятисен хисепӗ 3,3 процент нумайланса 33,2 процента ҫитнӗ. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи пилӗк уйӑхра 369 организаци 6,3 миллиард тенкӗ тупӑш илнӗ, 183 организаци вара 4,4 миллиард тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. Ҫав шута пӗчӗк предприятисем, банксем, хысна тата страхлакан учрежденисем кӗмеҫҫӗ. Ӑслӑлӑх тӗпчевӗпе суту-илӳ предприятийӗсем, коммуналлӑ ресурс организацийӗсем пуринчен ытла тупӑшлӑ ӗҫленӗ. Ваккӑн тата пӗчӗккӗн сутакансем тата автотранспортпа йӑлари япалана юсакансем чылай чухне тупӑш курайман-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Инвесторсене вӗсем ӑҫтан иккенне пӑхмасӑрах патшалӑх пулӑшӑвӗ парса пулӑшассине, астӑвасса, Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй вӑхӑтӗнче каланӑччӗ-ха. Паянхи правительство ларӑвӗнче ҫавӑн йышши саккун проектне ырланӑ иккен. Республикӑн экономика министрӗ Владимир Аврелькин пӗлтернӗ тӑрӑх саккун проектне ют ҫӗршыв укҫи-тенкине республикӑн экономикине хывас тӗллевпе хатӗрленӗ. «Маларах патшалӑх пулӑшӑвӗ ют ҫӗршыв резиденчӗсене тивӗҫмен пулсан, паян эпир ун пек преференцие хамӑр ҫӗршыври инвесторсене кӑна мар, ют ҫӗршыврисене те паратпӑр», – тенӗ ют ҫӗршыв сӑмахӗсемпе усӑ курса министр. Патшалӑх пулӑшӑвӗ тени налук ҫӑмӑллӑхӗ парассине те, патшалӑх гарантине те пӗлтерет иккен. Ҫӑмӑллӑх ҫӗр, ҫурт-йӗр туянассипе тата тара парассипе ҫыхӑнӗ. Саккун проектне маларах халӑхпа сӳтсе явнине пӗлтернӗ экономика министрӗ, тавлашуллӑ самантсем сиксе тухман имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Тӗлпулура Нумаях пулмасть Китай Халӑх Респубикинчи Сычуань провинцинчен килнӗ делегаци Чӑваш Енре агропромышленноҫ паркӗ тумашкӑн килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн мӑйракаллӑ шултра выльӑха апатлантармалли ферма, теплица комплексӗ тата пӑрӑх завочӗ те хута ямалла. Тӗлпулура Китай ҫыннисем ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмашкӑн Чӑваш Енри ҫӗре 49 ҫуллӑха тара илме пултарни пирки те калаҫнӑ. Чӑваш Енри агропромышленноҫ паркне хута ямашкӑн «Китайри импортпа экспорт Силин корпорацийӗ» тулли мар яваплӑ обществӑпа «Чӑваш Ен аталанӑвӗн корпорацийӗ» АУО килӗшӳ алӑ пуснӑ. Инвестици проекчӗпе килӗшӳллӗн, фермӑна тата теплица комплексне Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тумалла. Пӑрӑх заводне Ҫӗрпӳ районӗнче хута яма палӑртнӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта темиҫе ҫул каяллах хӑпартма тытӑннӑ «Хевел» завод тинех ӗҫлесе кайнӑ. Хӗвел модулӗсем кӑлармалли ҫав предприятире халӗ производствӑн тӗп линийӗсене хута яма тытӑннӑ. Харӑсах пӗтӗмпех ӗҫлесе каймӗ-ха. Пӗчӗкшерӗн. Тапхӑрӑн-тапхӑрӑн. Линие «Tokyo Electron Limited» яппунсен корпорацийӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле хута янӑ. Заводӑн пресс-служби хӗвел модулӗсене юлашкинчен пухмалли мӗнпур участок ӗҫленине пӗлтернӗ. Сӑмахран, лазерпа скрайберлакан тытӑма йӗркелесе ҫитернӗ, хӗвел модулӗсене уйрӑм ячейкӑсем ҫине уйӑрма пулать тата ытти те. «KUKA» компани специалисчӗсем роботсем валли программӑна хатӗрлесе ҫитернӗ. Паянлӑха вара заводӑн инженерӗсемпе технологӗсен технологи ӗҫӗсене йӗркеелсе пӗтермелле те ҫулталӑкран проект хӑвачӗпе ӗҫлеме тытӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енӗн экономика министрӗ Владимир Аврелькин Ку информацие Чӑваш Енӗн экономика министрӗ Владимир Аврелькин журналистсене пӗлтернӗ. «Паян китайсем апат-ҫимӗҫпе хӑйсене тивӗҫтереймеҫҫӗ. Республикӑра ирӗклӗ выртакан ҫӗр лаптӑкӗсем пур. Эпир выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси тата пахча-ҫимӗҫ ӳстересси енпе проектсем хатӗрлерӗмӗр. Вӗсене Китая пӑхса тухса тишкерме патӑмӑр. Кунсӑр пуҫне эпир вӑрман хуҫалӑхӗ енӗпе проектсем хатӗрлерӗмӗр. Пирӗн вара вӑрман хуҫалӑхне тара пама май пур», — тенӗ вӑл. Ҫавӑн пекех лифт хуҫалӑхӗ енӗпе килӗштерсе ӗҫлесшӗн. Владимир Аврелькин каланӑ тӑрӑх, китайсем ҫул тӑвассипе ӗҫлес шухӑшлӑ. Сӑмахран, Шупашкарти Мускав кӗперне юсама. Министр китайсемпе калаҫса татӑлма хайхисен «пачах расна философи, тӗнче курӑм» пулнипе те ҫӑмӑл маррине палӑртнӑ. Раҫҫейпе Китай килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче пуҫланӑ. Регионсен ертӳҫисем ун чух Китайра пулнӑ, кайран унтисем килсе курнӑ. Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче суту-илӳпе экономика тата гуманитари енӗсемпе килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӗве алӑ пуснӑ. Чӑваш Енпе, сӑмахран, Аньхой провинци ҫыхӑну тытас шухӑшлӑ. Пирӗн патра китайсем автокомпонентсен производствине уҫас, биотехнологи проекчӗсене аталантарас кӑмӑллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Хисепе тивӗҫме яланах кӑмӑллӑ Ятарлӑ автомобильсем кӑларакан Ҫӗмӗрлери савут нумаях пулмасть 85 ҫулхине паллӑ тунӑ. Паллӑ кунпа предприятие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ. Ҫӗмӗрлери ҫав предприяти хула хыснине укҫа-тенкӗ илсе килекен тӗп организаци шутланать. Ҫӗмӗрлен социаллӑ пурнӑҫӗнче те вӑл тӗп вырӑн йышӑнать. Савутра хӳтӗлев тата граждан тӗллевӗллӗ, медицинӑра тата ытти отрасльте кирлӗ техникӑна юсамалли пайсем, тӗрлӗ тӗллевлӗ модульсемпе контейнерсем кӑлараҫҫӗ. Ун продукцине ытларах чух Раҫҫейӗн Хӳтӗлев, Шалти ӗҫсен тата Инкеклӗ ӗҫсен министерствисем усӑ кураҫҫӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ савута юбилейпа саламланӑ май 2011 ҫулхинчен продукци кӑларасси 2 хут ӳстернине палӑртнӑ. Кирек епле уяври пекех унта ӗҫлекенсене те тӗрлӗ шайри Хисеп гармотисемпе тата ытти наградӑпа чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Енисей-950» комбайнсем Хӗлле урапа, ҫулла ҫуна хатӗрлеме хушнӑ та ваттисем, ака пӗтнӗ-пӗтмен тырӑ вырасси пирки шухӑшлама тивет. Чӑваш Республикине, ав, тырӑ вырмалли «Енисей-950» комбайнсем килсе ҫитнӗ. Тӗрӗсрех, таҫтан килсмен-ха вӗсем. Хамӑр патранах. Ара, комбайнсене Шупашкарти «Промтрактор» акционерсен обществинче пухма тытӑннине пӗлетпӗр-ха. Унта кӑларнӑ «енисейсене» «Чӑвашагрокомплект» предприяти ял хуҫалӑхӗсене сутма нумаях пулмасть илсе кайнӑ. Юлашкинчен асӑнни «Агромашхолдинг» компанин официаллӑ дилерӗ шутланать иккен. Лешӗ вара «Промтрактор» обществӑн, «Волгоградри трактор савучӗ» трактор компанийӗн, «Улатимӗрти моторпа трактор савучӗ», «САРЭКС», «Курганмашзавод» обществӑсен, Австрири «Vogel & Noot» предприятин пайташӗ евӗр ӗҫлет иккен. «Чӑвашагрокомплекта» илсе пынӑ «енисейсем» ҫывӑх вӑхӑтра ял хуҫалӑх предприятийӗсем тӑрӑх саланасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукианов Николай Егорович, паллă юрист, общество ĕçченĕ (ЧАП партийĕн йĕркелекенсенчен пĕри). | ||
| «Улатӑр хыпарӗ» хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |