Экономика
![]() Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн Владимир Аврелькин Мускавра Раҫҫейӗн экономика министрӗн ҫумӗпе Олег Фомичевпа тӗлпулнӑ. Унта патшалӑхӑн тата муниципалитетӑн пулӑшӑвне «пӗр чӳрече» меслетпе кӳрессине тата «Русский Ветер» (чӑв. Вырӑс ҫилӗ) тулли мар яваплӑ обществӑн инновацилле проектне аталантарассине сӳтсе явнӑ. Юлашкинчен асӑнни пирки каласан, унӑн проекчӗ электроэнергетика тухӑҫлӑхне энерги ҫӗнелсе тӑнине пула ӳстерме май памалла-мӗн. Ҫил энергийӗн оборудованине кӑларакан предприяти республикӑра пур-мӗн-ха. Вӑл — мультимегаватт класлӑ оборудовани кӑлараканскер. «Русский Ветер» общество ҫил энергетика пасарне тӗрлӗ пулӑшу кӳрет-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Раҫҫейӗн туроператорӗсен ассоциацийӗ чикӗ леш енне халӗ канма кайни пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 45–50 процент хаклӑрах ларнине пӗлтерет иккен. Раҫҫей ҫыннисем уйрӑмах анлӑ усӑ куракан ҫулҫӳревсем икӗ хут ӳснӗ. Египета ҫитес тесен паян 30 пине яхӑн кӑларса хумалла, Таиланда — 50 пин тенкӗ, Балине — 90 пин тенкӗ, Грецине — 35 пин тенкӗ. Маларах асӑннӑ ассоциацин ӗҫ тӑвакан пуҫлӑхӗ Майи Ломидзе ҫӗртме уйӑхӗ тӗлне хак тата тепӗр пӗрре-виҫҫӗмӗш пай чухлӗ хӑпарать тесе шухӑшлать-мӗн. Тепӗр майлӑ каласан, чикӗ леш енне канма кайма унчченхинчен икӗ хута яхӑн хакланать. Хак хӑпарнин тӗп сӑлтавӗ — тенкӗ хӑй хакне ҫухатса пыни. Ҫавна пулах путевка туянакансен йышӗ ҫуллахинчен 50 процент чакнӑ. Ҫуллахи тапхӑрта ют ҫӗршыва путевка туянакансен йышӗ 30–40 процент чакмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Панкрута кӗрсе ӳкнӗ Чӑваш Енри предприятисем РФ Пенси фончӗ умӗнче темиҫешер миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. Ку укҫа виҫи 223 мллион тенкех ҫитнӗ. Кунта пени те кӗрет, тӗп парӑм та. Юлашкинчен асӑнни 140 миллион тенкӗрен иртнӗ. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне панкрутри предприятисемпе уйрӑм усламҫӑсен хисепӗ 320-е ҫитсе кайнӑ. РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри Уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пенси страхованийӗпе Атӑлҫи пир-авӑр компанийӗ, Етӗрнери тимӗр япаласен савучӗ, «Чӑваш Енӗн авиалинийӗсем» акционерсен обществи, Муркаш районӗнчи «Ударник» федерацин унитарлӑ предприятийӗ, Шупашкарти «Электровӑй» электрооборудовани савучӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Ремсервис» муниципалитет предприятийӗ, Канаш районӗнчи «Керамика» тулли мар явпалӑ общество уйрӑмах пысӑк парӑмлӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Республикӑри организацисем пӗлтӗрхи кӑрлач–чӳк уйӑхӗсенче ӗҫленине тишкернӗ те хайхисем 1,8 миллиарда яхӑн тенкӗ таса тупӑш илнине палӑртнӑ. 382 организаци 13,4 миллиарда яхӑн тупӑш курнӑ, 168 компани 11,6 миллиарда яхӑн тӑкак тӳснӗ. Тирпейлекенсем уйрӑмах тӑкаклӑ ӗҫленӗ. Вӗсем 478 миллион тенкӗлӗх шар курнӑ. Курттӑммӑн тата ваккӑн сутакансем, автотранспорт тата йӑлари япала юсакансем те, пӗтӗмӗшле илсен, тупӑш илеймен. Вӗсен тӑкакӗ 297 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ял хуҫалӑх отраслӗ (тӗлӗнмелле те, савӑнмалла та) пуринчен ытла тупӑш курнӑ. Ҫак хисеп унта — 957,9 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Тӑкаклӑ предприятисен шучӗ йышланнӑ, вӗсен шучӗ 4,5 процент нумайланса 30,5 процента ҫитнӗ. Тупӑшсӑр ӗҫлекенсем транспортпа ҫыхӑнура (56,4%), ҫурт-йӗр фондне тытса тӑнӑ ҫӗрте (38,5%) уйрӑмах йышлӑ. Ял хуҫалӑхӗнче — сахал (4,8). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Нимӗҫ журналисчӗ Штефан Шолль Етӗрне районне ӗҫпе Мускаври «Зюдвест Пресс» хаҫатӑн журналисчӗ Штефан Шолль килсе кайнӑ. Нимӗҫ корреспондентне Раҫҫей ҫыннисен пурнӑҫӗ кӑсӑклантарать. Уйрӑмах — пӗчӗк хуларисен. Вӑл вӗсем пирки статьясем ҫырать. Германире сас-хура тухнӑ-мӗн. Украинӑри лару-тӑрӑва пула, санкцисем йышӑнсан Раҫҫей ҫыннисем выҫӑ лараҫҫӗ имӗш. Штефан Шолль ҫакна уҫӑмлатма тӑрӑшнӑ. Вӑл Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Владимир Кузьминпа тӗл пулнӑ. Пуҫлӑх район ӗҫӗ-хӗлӗ пирки, ял хуҫалӑх ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Владимир Николаевич журналиста района нимӗнле санкци те пырса тивменнине ӗнентернӗ. Пачах тепӗр май — ял хуҫалӑха аталантармалли майсем туса панӑ. Шолль Етӗрнери аш-какай комбинатне ҫитнӗ. Сергей Якушев директор пур ыйтӑва та хуравланӑ, цехсенче экскурси ирттернӗ. Санкцисем пулсан та комбинат аталанать-мӗн, унта кӳрсе килнӗ какай ҫук. Журналист «Ядринмолоко» организацие те ҫитнӗ. Нимӗҫ ҫынни ҫав предприятисенче нимӗҫ хатӗр-хӗтӗрӗпе ӗҫленинчен тӗлӗннӗ. Штефана хулапа та паллаштарнӑ, музее илсе кайнӑ. Хӑна лайӑх кӑмӑлпа уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Кун пирки ҫирӗплетсе калама иртерех-ха, ҫапах та ҫывӑх вӑхӑтра ку ыйтӑва татса парасси пирки иккӗленмелле мар. Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Ҫӗр кодексӗн 395 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен саккуна алӑ пуснӑ. Асӑннӑ документра сӑмах нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр парасси пирки сӑмах пырать. Аса илтеретпӗр, виҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене пӳрт тума, пахча е дача вырӑнне усӑ курма ҫӗр пама патшалӑх шайӗнче йышӑннӑччӗ. Путин нумаях пулмасть алӑ пуснӑ ҫӗнӗ саккун ҫӗр вырӑнне социаллӑ урӑх пулӑшу кӳме ирӗк парать. Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра ку ыйтӑва епле татса парасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Пурлӑха регистрацилеме кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен хакланнӑ. Уйрӑм ҫынсен унччен 1 пин тенкӗ тӳлемелле пулнӑ тӑк, халӗ вӗсен 2 пин тенкӗ кӑларса хумалла. Организацисемшӗн те хак хӑпарнӑ: 15 пин тенкӗрен 20 пине ҫитнӗ. Саккун кӑларакансем патшалӑх пошлинине хӑпартнипе пӗрле ҫӑмӑллӑхсем те пӑхса хӑварнӑ. Регистрацилеме тӗнче тетелӗ урлӑ заявлени парсан хак пӗрре виҫҫӗмӗш пай чухлӗ йӳнӗрех ларӗ. Пурлӑха регистрацилени пирки ҫӗнӗ йышши свидетельство пама тытӑнасси пирки маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Кун пирки иртнӗ ҫул вӗҫӗнче «Известия» хаҫат «АвтоВАЗ» ертӳҫисем калани тӑрӑх пӗлтернӗччӗ. Хӑш модель мӗн чухлӗ хӑпарасси унӑн комплектацийӗнчен тата моделӗнчен килет. Анчах лару-тӑру улшӑнмасси пирки никам та шантараймӗ. Енчен хак 7 процент хӑпарсан машинӑна ҫакӑн чухле ҫитӗ: 87 лаша хӑвачӗллӗ двигательлӗ Гранта лифтбэк «норма» моделе + 24262 = 370862 тенке; 106 лаша хӑвачӗллӗ двигательлӗ Гранта лифтбэк «люкс» (вӑл механика курупкиллӗ, 16 клапанлӑ двигательпе) маркӑлли + 29365 = 448865 тенке; Гранта седан «норма» (8 клапанлӑ двигательлӗ, ЭУРпа, шӑртанӑ дискпа) + 25431 = 388731 тенке; Гранта седан «люкс» (механика курупкиллӗ) + 29372 = 448972 тенке; Калина универсал «норма» (аудиохатӗрленӳллӗ) + 27027 = 413127 тенке; Калина «Люкс» (механика курупкӑллӑ) + 30730 = 469730 тенке; Приора универсал «Люкс» (механика) + 32781 = 501081 тенке; Приора седан «Норма» (хускаличчен ӑшӑтмалли тытӑмлӑ) + 27468 = 419868 тенке; Приора седан «Люкс» (механика, ӑҫта каймаллине кӑтартса пыраканскер) +32179 = 491879 тенке; Пилӗк вырӑнлӑ Ларгус «Норма» + 29540 = 451540 тенке. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫӗнӗ ҫул умӗн Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ишлейри пысӑк ваольтлӑ аппаратура савучӗн директорӗп, Шупашкарти Электроаппаратура савучӗн гендиректорӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗпе Алексей Шурдовпа тӗлпулнӑ. Унпа вӑл Правительство ҫуртӗнче курнӑҫнӑ. Алексей Шурдов Элтепере предприяти производство калӑпӑшне 2015 ҫулта 33 процент ӳстернине пӗлтернӗ. Ӗҫ укҫи вӑтамран 24 пин тенке ларать тесе каланӑ. Тӗп капитала 140 миллиона яхӑн тенкӗлӗх укҫа-тенкӗ хывнӑ-мӗн. Ишлейри пысӑк вольтлӑ аппаратура савучӗ производство калӑпӑшне кӑҫал тата ӳстерсе пырасшӑн, хушма ӗҫ вырӑнӗсем уҫасшӑн. "Саккас пур чухне предприяти уявсенче татти-сыпписӗр ӗҫлет.Сирӗн ӗҫ кӑтартӑвӗ лайӑх. Эсир сутмалли рынока сарса пыратӑр, лайӑх вӗренӳ центрӗ йӗркелерӗр. Ман ятпа студентсем тата ашшӗ-амӑшӗ пӗрре кӑна мар тав сӑмахӗ каланӑ", - тенӗ Элтепер.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Укҫа-тенкӗ пирамидисен вӑхӑчӗ хыҫа юлнӑн туйӑнать те, анчах вӗсем вӑхӑт-вӑхӑтӑн хӑйсен пирки аса илтерсех тӑраҫҫӗ. Чӑваш Енре пурӑнакансем хӑй вӑхӑтӗнче МММ пеккисенчен шар курнӑччӗ. Анчах каярах та ҫынсенчен кулакансем тупӑннӑ. Вӗсенчен пӗрин тӗлӗшпе кӗҫех суд пулмалла. Республика прокуратурин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, «Гарант-Кредит» потребитель обществи ҫынсене улталанӑ. Ӑна пула 2 пин ытла шар курнӑ. Асӑннӑ фирма 2002–2007-мӗш ҫулсенче укҫа-тенкӗ пирамиди йӗркеленӗ. Укҫа-тенке экономикӑн пысӑк тупӑшлӑ отрасльне яма шантарнӑ, анчах сӑмахпа ӗҫ пӗр килмен. Ултавҫӑсем 2 пин ытла ҫынна 159 миллион тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукианов Николай Егорович, паллă юрист, общество ĕçченĕ (ЧАП партийĕн йĕркелекенсенчен пĕри). | ||
| «Улатӑр хыпарӗ» хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |