|
Ҫутҫанталӑк
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Чермӗш ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта такамсем 6 ӑвӑс каснӑ. Халӗ ҫав ҫынсене шыраҫҫӗ. Чӗрӗ йывӑҫсене каснине кӑмпа шыракансем асӑрханӑ. Вӗсем «Вӑрман хуҫалӑхӗ» хысна предприятин диспетчер службине евитленӗ. Унти инспекторсем вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ. Паллӑ мар ҫынсем Сӗнтӗрвӑрри участокӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗн 121-мӗш кварталӗнчи 6 ӑвӑса, пурӗ 0,54 кубла метр, каснӑ. Саккуна пӑсакансене административлӑ майпа ҫеҫ мар, тӑкак виҫи 5 пин тенкӗрен иртсен уголовлӑ ӗҫ пуҫарса та явап тыттарма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Funart.pro сайтри сӑн Ҫуллана пӗтӗмлетнӗ май Наци экологи танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Чӑваш Ен ку енӗпе Атӑлҫи федераци округӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Танлаштарӑма «Симӗс патруль» общество организацийӗ хатӗрленӗ. Раҫҫейри кӑтартӑва илес пулсан, Чӑваш Ен – ҫиччӗмӗш вырӑнта. Пирӗн республика танлаштарӑм хаклавӗнче 100 балран 66-шне пухнӑ. ЧР Ҫутҫанталак министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республика пысӑк балсене «Экологи» наци проекчӗн «Таса ҫӗршыв», «Вӑрмансене упрар», «Атӑла сыватни», «Шыв объекчӗсене упрани» программисене пурнӑҫланӑшӑн тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министрестви асӑрхаттарать: ҫитес вӑхӑтра республикӑра ҫил вӑйланма пултарать. Ҫил ҫеккунтра 19 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрес хӑрушлӑх пур. Паян ҫӗрле ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫанталӑк сивӗтме тытӑнӗ. Ыран уяр ҫанталӑк тӑрӗ, ҫил вӑйланӗ. Сывлӑш температури 14-19 градуса ҫеҫ ҫитӗ, 7-12 градус ӑшӑ пек туйӑнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫил вӑйлансан асӑрханмалла, электролинирен, ӳкме пултаракан ытти объектран аякра пулма тӑрӑшмалла. Ҫанталӑк япӑхланнӑран транспорт ӗҫӗ-хӗлӗнче те йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() goodfon.ru сайтри сӑн Урамра кӗркунне мар, ҫулла тейӗн. Паян ӑшӑ, ыран та, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, 22-27 градус ӑшӑ тӑрӗ, ҫумӑр ҫумӗ. Ҫапах кӗркунне хӑйӗннех тӑвӗ. Юнкун республикӑра кӑштах ҫумӑр ҫукалӗ, ҫил те самай вӑйланӗ – ҫеккунтра 20-22 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрме пултарӗ. Термометр 15-20 градус кӑтартӗ. Кӗҫнерникун ҫанталӑк кӑштах лайӑхланӗ, хӗвел тухӗ, ӑшӑтӗ. Тепӗр кунах, эрнекун, циклон ҫил, ҫумӑр илсе килӗ. Сывлӑш 13-18 градус таран ӑшӑнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче самаях сивӗ пулӗ: 11-16 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, «карчӑк ӑшши» уйӑхӑн виҫҫӗмӗш декадинче пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() tverlife.ru сайтри сӑн Инкеклӗ лару-тӑру министерстви Чӑваш Енре ҫанталӑкӑн «сарӑ» шайӗ пулнине пӗлтерет. Ҫитес вӑхӑтра республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать, ҫил хӑвӑртланать – ҫеккунтра 15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫил вӑйланнӑран ӳкме пултаракан япаласем патӗнче тӑма сӗнмеҫҫӗ. Кун пек ҫанталӑкра электропоралуксем, ҫыхӑну пралукӗсем татӑлма, ҫирӗп мар тӑракан объектсем ӳкме пултараҫҫӗ. Ведомство ҫиллӗ ҫанталӑкра реклама щичӗсенчен, строительство техникисенчен аяккарах тӑма ыйтать. Вӗсен ҫывӑхне машина та лартма сӗнмеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Авӑн уйӑхӗ ҫывхарать. Урамра хальлӗхе лайӑх ҫанталӑк хуҫаланать. Авӑн уйӑхӗ мӗнлерех пулӗ-ши? Ҫитес уйӑх пуҫламӑшӗнче термометр 25-30 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чи шӑрӑх кунсем авӑн уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче пулӗҫ. Лайӑххи кунпа кӑна вӗҫленмӗ-ха. Иккӗмӗш декадӑра та пире «карчӑк ӑшши» кӗтет. А вӑнӑн 19-мӗшӗнче самаях сивӗтме пултарӗ. Тен, юр та ӳккелӗ. Виҫҫӗмӗш декада сивӗ те ҫумӑрлӑ пуласса пӗлтереҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, авӑн уйӑхӗн нормӑран ӑшӑрах пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Юлашки кунсенче ҫынсем куртка тӑхӑнса ҫӳреме пуҫларӗҫ. Нивушлӗ кӗркуннехи ҫанталӑк пуҫланчӗ? Ҫулла тек килмӗ-и? Синоптиксем савӑнтараҫҫӗ – ҫуллахи ҫанталӑк тата пулӗ-ха. Юлашки 10 кун нормӑран 2-7 градус сивӗрех тачӗ. Кун пекки 23 ҫул пулман. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗ ӑшӑ пулӗ. Вӑтамран 17-18 градус тӑрӗ, ку нумай ҫулхи кӑтартусенчен 3 градус ӑшӑрах. Ҫумӑр ҫумӗ. Ҫапах ҫитес шӑматкун ҫумӑр ӳкес хӑрушлӑх пур. Вырсарникун вара Чӑваш Енре 19-24 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче тата ӑшӑтӗ – термометр 25-27 градус кӑтартӗ. Юнкун ҫумӑр ҫӑвас, аслати авӑтас хӑрушлӑх пур. Малалла татах шӑрах кунсем тӑрӗҫ, сывлӑш температури 28 градуса та ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Tumentoday.ru сайтри сӑн Нивушлӗ ҫуллахи тумтире тепӗр ҫулччен шкапа пуҫтарса хумалла? Чӳречерен пӑхсан кун пек шухӑшлама та пулать. Ӗнер-паян республикӑра ҫумӑр ҫӑвать, ӗнер Шупашкарта 1 тӑваткал метр ҫине 46 литр шыв ӳкнӗ. Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, кун пекки 5 ҫул каялла утӑ уйӑхӗнче пулнӑ. Ыран та ҫанталӑк ӑмӑр пулӗ, ҫумӑр ӳкӗ. Ҫанталӑк сивӗ те ҫиллӗ тӑрӗ, 4-9 градус пек ҫеҫ ӑшӑ туйӑнӗ. Вырсарникун тинех уяртӗ, 20 градус тарана ӑшӑ пулӗ. Тунтикун каллех ҫумӑрлӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Эрне варринче антициклон килӗ, уяртӗ. Ытларикун сывлӑш температури вырӑнӑн-вырӑнӑн 5 градуса ҫитӗ. Унтан температура майӗпен пысӑкланма тытӑнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне вӗҫӗнче ҫиллӗ ҫанталӑк тӑрӗ, аслати авӑтма пултарӗ. Сывлӑш температури 28 градус таран ӑшӑнӗ. Эппин, ҫуллахи тума пуҫтарса хума ан васкӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Патӑрьел урамӗ тӑрӑх таса мар шыв юхать, ачасене урама кӑларма май ҫук тесе ҫырнӑччӗ тӗнче теиелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне. Республика ертӳҫи яваплисем лару-тӑру йӗркеллех тесе хӑйне хуравланине пӗлтернӗччӗ. Ҫапах та Патӑрьелте тӗрӗслев ирттернех. Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин специалисчӗсем вырӑна ҫитсе пӑхнӑ. Яковлев урамӗнче вырнаҫнӑ канализаци ҫӑлкуҫӗнчен таса мар шыв, чӑн та, юхса тӑрать иккен. Унта малтанхи кун насус шӑтса кайнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗн иккӗмӗш ҫурринче насуса ылмаштарнӑ, канализаци тытӑмне йӗркеллӗ ӗҫлеттерсе янӑ. Канализаци йӗркеллӗ ӗҫлемен тӗслӗхсем унччен те пулкаланине шута илсе вырӑнтисене хушма мерӑсем йышӑнма каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Атӑл ҫыранне тасатмалли пӗрлехи кун пулӗ. Акцие йӗркелекенсем аслӑ юханшывӑн тӑрӑмӗ пирки шухӑшламалли пирки аса илтересшӗн. Вӑл — ҫӗршывӑн мӑнаҫлӑхӗ ҫеҫ мар, стратегилле хаклӑ ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗ те. Акцие йӗркелекенни — экохастарсен «Чистая среда» (чӑв. Таса тавралӑх) юхӑмӗ. Атӑл ҫыранне тасатма кирек кам та хутшӑнма пултарать. 5-7 ҫынран тӑракан ушкӑнпа калаҫа татӑлса тухма сӗнеҫҫӗ. Ушкӑнӑн кураторӗ е кординаторӗн экохастарсен «Контактра» тата «Инстаграм» халӑх ушкӑнӗсенчи официаллӑ аккаунтсенче хӑйӗн йышӗпе паллаштармалла. Паянхи куна виҫӗ ушкӑн пухӑннӑ. Акцие хутшӑнакансене пӗрлехи чата пухӗҫ, тирпейленӗ вӑхӑтра унта тӗрлӗ ӗҫ хушса ҫырӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
