Каллех сивӗтетҪутҫанталӑк
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ӗнер ҫӗрле 6-7 градус ҫеҫ ӑшӑ пулнӑ. Кунашкалли ҫулла пуҫланнӑранпа пулманччӗ-ха. Ыран ӑшӑтӗ, 19-24 градуса ҫитӗ, ҫумӑр ҫумӗ. Юнкун валли вара ҫӗрле кӑштах ҫумӑр ҫукалӗ. Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫак кун ҫанталӑк та сивӗтӗ. Юнкун ҫӗрле 3-5 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Кӑнтӑрла та ӑшах мар: 15-17 градус. Ҫитменнине, пӗлӗтленӗ, хӗвел таврана ӑшӑтаймӗ. Эрне вӗҫӗнче ӑшӑ килӗ. Ун чухне 20-25 градус таран ӑшӑтӗ. Канмалли кунсенче ҫумӑр ҫума пултарӗ. Уйӑх вӗҫӗнче каллех сивӗтӗ, кӑнтӑрла 8-13 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуллахи ӑшӑ ҫанталӑк утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсен сӑвӑрсене пулӑшма тивнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитетӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑвӑрсем инкеке лекни пирки пӗри Красноармейски районӗнчи пушар хуралне систерекен тупӑннӑ. Ҫӗр айӗнче пурӑнакан чӗрчунсем пушӑ ларакан фермӑн ҫӑлне темле майпа кӗрсе ӳкнӗ. Вӗсене Именкасси ял арҫынни асӑрханӑ. Хӗрхеннипе сӑвӑрсене хӑй кӑларас тенӗ те — май килмен. Вара вӑл ГКЧСӑн 32-мӗш пушар чаҫне шӑнкӑравланӑ. Унтисем вак-тӗвек тесе тӑман. Вырӑна ҫитнӗ. Чӗрчунсене кӑларма ятарлӑ вӗренпе усӑ курнӑ. Ҫӑла пушар чаҫӗн пуҫлӑхӗ Михаил Арсентьев хӑй аннӑ аннӑ. Ҫӑла ӳкнӗ сӑвӑрсене вӑл асӑрханса кӑларнӑ, унтан чӗрчунсене ирӗке янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Ҫутҫанталӑк
![]() newsbel.by сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне районӗнче пурӑнакан ҫынна пулла саккун пӑсса тытнӑшӑн пуҫиле майпа явап тыттарнӑ. Асӑннӑ районти ялсенчен пӗринче пурӑнаканскере РФ Пуҫиле кодексӗн 256-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн «б, в» пункчӗсемпе явап тыттарас тенине район прокуратури те ырланӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, 62-ри арҫын 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн ҫурринче Сӑр юханшывӗнче тетӗл лартнӑ. Вӑл ҫапла мелпе пулӑ тытнин тӑкакне 7 пин ытла шутласа кӑларнӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Тӑкака саплаштарнӑ. Суд ӑна пуҫиле майпа 5 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Чӑваш Ен прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймӗн-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Ҫутҫанталӑк
![]() ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Муркаш районӗнче тӑпрана тата шыва тислӗкпе вараланине тупса палӑртнӑ. Кун пирки ведомствӑна вырӑнти халӑх пӗлтернӗ. Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче специалистсем вырӑна ҫитнӗ. Муркаш юханшывӗнчи шыва тата Сӑнав лесничествинчи тӑпрана анализ тума илнӗ. Кӑтарту савӑнтарман: тӑпрара чӑнах та хими япали виҫерен нумай, шывра та ҫавнашкалах. Анализ кӑтартӑвӗсене йӗрке хуралне янӑ, халӗ ку ӗҫе кам тума пултарнине шыраҫҫӗ. Айӑплине тупсан административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Ҫутҫанталӑк
![]() photogorky.ru сайтри сӑн Паян – ҫӗртмен 1-мӗшӗ. Анчах урамра пӗрре те ҫулла пек туйӑнмасть-и? Ан пӑшарханӑр: синоптиксем кӗҫех ӑшӑ ҫанталӑк килессине пӗлтереҫҫӗ. Ыран сивӗ пулӗ-ха, аслати кӗмсӗртетме пултарӗ, сывлӑш температури 13-18 градус таран ҫеҫ ӑшӑнӗ. Эрне варринче ҫумӑр ҫумӗ, Казахстан енчен ӑшӑ килме пуҫлӗ. Ҫӗрмен 5-6-мӗшесенче вӑйлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫимӗкре те ҫумӑр ҫӑвӗ, 20-25 градус ӑшӑтӗ. Ҫӗртмен 8-10-мӗшӗсенче вара 30 градус шӑрӑх килмелле. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗнчи пӗрремӗш декада нормӑпа килӗшӳллӗн пулӗ – сывлӑш температури вӑтамран 16 градус ӑшӑ тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Ҫутҫанталӑк
![]() lentachel.ru сайтри сӑн Кун пек ҫанталӑк ҫу уйӑхӗн варринче 2017 ҫултанпа пулман. Хӑҫан ӑшӑтать? Ку ыйта сире канӑҫсӑрлантарать пуль-ха. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн юлашки декади те нормӑран кӑшт сивӗрех пулӗ. Ҫапах сывлӑш температури вӑтамран 13-4 градус таран ӑшӑнӗ. Ыран ҫил вӑйланӗ, ҫавӑнпа сивӗрех пулӗ. Шӑматкун вара сывлӑш 14-19 градус таран ӑшӑнӗ. Аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ. Тунтикун та ҫумӑр ӳкес хӑрушлӑх пур. Ытларикун 20 градус ӑшӑтӗ, юнкун вара – 20-25 градус. Ҫу уйӑхӗн 29-30-мӗшӗсенче 30 градус таран та ӑшӑтма пултарӗ. Ку – сулхӑнра кӑна-ха. Эппин, ҫуллахи евӗр шӑрӑх ҫитиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Ҫутҫанталӑк
![]() vse.rv.ua сайтри сӑн Елчӗк районӗнче пурӑнакансем вӑрманта пӗр КамАЗ хыр пӗренисем илсе тухнине курнӑ. Кун пирки вӗсем полицие пӗлтернӗ. Чӑнах та, йывӑҫсене саккуна пӑсса касни палӑрнӑ. Ҫакна тӗрӗслев ҫирӗплетнӗ. Шӑмӑршӑ лесничествин вӑрманҫинчен туяннӑ-мӗн ӑна. Лешӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса 13 хыр каснӑ. Ҫапла майпа вӑл ЧР Ҫутҫанталӑк министерствине 500 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Лесникӑн йывӑҫ каснӑшӑн судра явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫанталӑк питех савӑнтармасть. Урамра ҫу уйӑхӗ тееймӗн. Синоптиксем те савӑнмаллиех пӗлтермеҫҫӗ – Чӑваш Енре тепӗр эрне сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Ыран кунӗпех ҫумӑр ҫӑвӗ. Шупашкарта пӗр тӑваткал метр ҫине 11 литр ҫумӑр ӳкме пултарать. Термометр 6-11 градус ҫеҫ ӑшӑ кӑтартӗ. Ҫил те вӑйланӗ. Эрне варринче ҫанталӑк кӑштах лайӑхланӗ. Юнкун ҫӗрле тӑм ӳкме пултарать. Кӗҫнерникун 15-17 градус ӑшӑтӗ. Канмалли кунсенче каллех сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ, 10-12 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун ҫумӑр чарӑнӗ, кӑштах ӑшӑтӗ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ҫанталӑк лайӑхланӗ, 20 градус таран ӑшӑтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Иккӗмӗш Вӑрманкасси ял тӑрӑхӗнчи пӗвесенчен пӗрне акӑшсем иленнӗ. Пурӗ 10 акӑш. Асӑннӑ тӑрӑхра вӗсем тӗпленни виҫӗ эрне ӗнтӗ. Акӑшсене вырӑнтисем кӑмӑлтан йышӑннӑ. Вӗсен илемӗпе киленнипех ҫырлахман, хастар ял ҫыннисем акӑшсем валли ишсе ҫӳрекен ҫурт-утрав ӑсталанӑ. Кун пирки Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер (ӑна ҫак должноҫе иртнӗ уйӑхра суйланӑччӗ) тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. «Акӑшсем иленни – лайӑх паллӑ. Ял ҫыннисем вӗсем валли ишсе ҫӳрекен ҫурт-утрава хӑйсен вӑйӗпе ӑсталама йышӑннӑ. Ку вӑл – тӑван тӑрӑха тата ҫутҫанталӑка чунтан юратни...», – тесе ҫырнӑ Сергей Беккер хӑйӗн аккаунтӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Ҫутҫанталӑк
![]() pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти юханшывсене хӑтлӑх кӳресшӗн. Вӗсем хӑш-пӗр вырӑнта ҫӳп-ҫап айне пулни вӑрттӑнлӑх мар. Чунӗ ыратакан ҫынсем ҫав ыйтӑва хутран-ситрен хускатаҫҫӗ-ха. Анчах лавӗ вырӑнтан хускалмасть. Ӗнер вара ыйтӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа сӳтсе явнӑ. Шупашкарти строительсем пӗчӗк юханшывсене хӑтлӑлатасси ҫинчен калакан концепци хатӗрленӗ. «Пӗчӗк юханшывсене тирпейлесен, вӗсене илем кӗртсен асӑннӑ вырӑнсем хула ҫыннисене тата хӑнисене илӗртме тивӗҫ», — тесе каланӑ республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Алексей Мурыгин. Сугутка юханшывӗн хӗррипе, сӑмахран, утма ҫул сарса хулан Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районне Шупашкар кӳлмекӗпе ҫыхӑнтарма пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Олег Николаев шухӑша ырласа йышӑннӑ. Хут ҫинче палӑртнине пурнӑҫа кӗртессине республикӑн Стройминне хула администрацийӗпе тата строительство организацийӗсемпе пӗрле тишкерме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
