Чӑвашлӑх
![]() Ӗнер, пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ никӗсленнӗренпе 85 ҫул ҫитнине халалласа Яковлев вулавӗсем иртнӗ. Мероприятие театрӑн тӗп режиссерӗ, актер, поэт, публицист, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Иосиф Дмитриев-Трер ертсе пынӑ. Вӑл каланӑ тарӑх, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ е Ҫамрӑксен театрӗ ҫумӗнче театра юратакансен клубне уҫмалла. «Пире ҫыракансем, куракансем, театр ҫинчен шухӑшлакансем, ҫырма, калаҫма пултаракан ҫынсем кирлӗ», – тенӗ Иосиф Александрович. Клуб ларӑвӗсенче пьесӑсем вулама, спектакльсем курма, вӗсене хаклама тата театр ҫинчен пӗтӗмӗшле калаҫма палӑртнӑ. Хальхи тӗл пулура «Чӑваш драматургийӗн пуҫламӑшӗ» тема тавра калаҫнӑ, И.Я. Яковлев вӗренекенӗсем хайланӑ драматурги тексчӗсене вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫине (хӑйсем ӑна вырӑсла «президент» теҫҫӗ) Геннадий Храмова Туслӑх орденӗпе чысланӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Геннадий Храмов — Красноярск тӑрӑхӗнчи Халӑхсен ассамблейин пайташӗ те. «Общество ӗҫӗнче хастар тата чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленишӗн» панӑ Туслӑх орденне пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ентешӗмӗр кӑкӑрӗ ҫине кӗпӗрнаттӑр тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Александр Усс ҫакса янӑ. Геннадий Храмов ертсе пыракан чӑвашсен автономине регионти 25 пуҫламӑш организаци кӗрет иккен. Халӑх организацийӗсенчен вӑл облаҫри чи пысӑккисенчен пӗри пулнине Красноярск край кӗпӗрнаттӑрӗн халӑхпа ҫыхӑну тытакан управленийӗн пуҫлӑхӗ Роман Баринов кӑмӑлтан палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Хавас» ансамбль Ямал-Ненецк автономи округӗн Муравленко хулинчи Лира Губарева йӗркеленӗ, вӑлах ертсе пыракан «Хавас» чӑваш юрри ансамблӗ «Планета талантов» (чӑв. Пултаруллисен планети) проектпа килӗшӳллӗн ирттернӗ халӑхсем хушшинчи конкурс-фестивальте Гран-прие тивӗҫнӗ. Ырӑ хыпара Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова Фейсбукра паян пӗлтернӗ. «Хавас» ансамбль пирки эпир маларах ҫырнӑччӗ. Аса илтерер, Муравленко хулине Лира Губарева 2009 ҫулта Пушкӑртстанран куҫса кайнӑ. Унччен чылай ҫул Ҫтерлӗри филармонире ӗҫленӗ. Маттурскер, ҫӗнӗ ҫӗрте кӗске вӑхӑтрах «Хавас» ансамбль йӗркеленӗ. Унта вӑл — артистка та, солистка та, хормейстер та. Ансамбль ҫумӗнче «Шевле» ача-пӑча ансамбльне те пуҫарнӑ. «Хавас» ушкӑн Тӗменте, Нижневартовскра, Нефтеюганскра, Лянторта, Ноябрьскра, Ханымей поселокӗнче концертсемпе пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче «Тутарстан чӑваш пики – 2018» республика конкурсӗ кӑҫалхипе 9-мӗш хут иртнӗ. Вӑл Хусанти Халӑхсен туслӑх ҫуртӗнче пулнӑ. Вӑл тӑрӑхри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, тӗп титулшӑн 13 хӗр тупӑшнӑ. «Йӗркелӳҫӗсем маларах шантарнӑ пекех ҫӗнӗлӗхсем нумай пулчӗҫ. Ҫапах та конкурсӑн тӗп темине чӑваш хӗрарӑмне халалланӑ», — пӗлтернӗ хаҫатра. Хӗрсене тӗрлӗ номинаципе хакланӑ: «Сапӑр пике» – Регина Сеслюкова (Ҫӗпрел, Хулаҫырми); «Йӑл кулӑ» – Милена Скобелева (Элмет районӗ, Чӑваш Сиреньел); «Сатур пике» – Диана Мердюкова (Ҫӗпрел, Кивӗ Чакӑ); «Илем пике» – Екатерина Тюплина (Пӑва районӗ, Мӑкӑр); «Ҫепӗҫ пике» – Эльвина Фаррахова (Павлӑ районӗ, Потап-Тӑмпӑрлӑ); «Илӗртӳллӗ пике» – Анастасия Илюхина (Хусан); «Хӳхӗм пике» – Карина Туктамышева (Элмет районӗ, Клемтел); «Ӑс-хакӑл пике» – Александра Краснова (Ҫарӑмсан районӗ, Акрель); «Тарават пике» – Кристина Кузнецова (Теччӗ районӗ, Ҫармӑс); «Кӗмӗл саслӑ пике» – Екатерина Осипова (Нурлат районӗ, Якуркел); «Чи килпетлӗ пике» – Анастасия Дмитриева (Павлӑ районӗ, Ваҫкино-Туйраллӑ); «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» – Юлия Еликова (Элкел районӗ, Чӑваш Пӑрнайӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Вӑрнар районӗнче чиперкккесем тупӑшнӑ. Нумай пулмасть унта «Вӑрнар мисӗ» конкурс иртнӗ. Коронӑна ҫӗнсе илессишӗн 14 пике сцена ҫинче ӑмӑртнӑ. Вӗсем куракансене пултарулӑхӗпе, хӑйсене сцена ҫинче тытма пӗлнипе, тутлӑ пӗҫерессипе тӗлӗнтернӗ. Конкурса Юлия Калимуллина, Снежана Платонова, Аксинья Иванова, Ксения Федорова, Ильзита Алексеева, Алена Горшкова, Виктория Пыркова, Виктория Филиппова, Оксана Андреева, Валерия Лапташкина, Алена Сорокина, Екатерина Васильева, Светлана Матвеева хутшӑннӑ. Конкурсра 18 ҫулти Ильзита Алексеева ҫӗнтернӗ. Куракансем Анастасия Степановӑна килӗштернӗ. Вице-мисс – Виктория Пыркова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа банксенчен пӗри тата Чӑваш наци музейӗ социаллӑ проект пуҫарнӑ. Акцие Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне те халалланине пӗлтереҫҫӗ. Социаллӑ проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май пуш уйӑхӗн 7-11-мӗшӗсенче Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейне тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Курава пынисем музейӑн яланхи эскпозицийӗпе паллашнипе пӗрлех сайра тӗл пулакан экспонатсемпе киленейӗҫ. Чӑваш тӗррин музейӗ 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 32-мӗш ҫуртра (вӑл историпе культура палӑкӗ шутланать) уҫӑлнӑ. Унтах «Серебряная кладовая» (чӑв. Кӗмӗл хуралтӑ) ятарлӑ зал ӗҫлет. Унта тӑван халӑхӑмӑрӑн кӗмӗлпе капӑрлатнӑ эрешӗсем, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсем упранаҫҫӗ. Куракансене музей 10 сехетрен 18 сехетчен кӗтет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ыран Питӗр хулинче Иван Яковлева халалласа курав уҫӑлӗ. Аса илтерер, аслӑ вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑранпа кӑҫалхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 170 ҫул ҫитӗ. Питӗрти чӑвашсен пӗрлешӗвӗ, Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен культура обществи, Раҫҫейӗн наци вулавӑшӗ, Питӗрти национальноҫсен ҫурчӗ пӗрле пулса «Педагог и просветитель: к 170 – летию чувашского общественного деятеля Ивана Яковлевича Яковлева» (чӑв. Педагог тата ҫутта кӑларакан: чӑваш халӑхӗн хастарӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халаласа) курав йӗркеленӗ. Вӑл Питӗрти Мускав проспектӗнчи 165/2-мӗш ҫуртра 15 сехетре уҫӑлӗ. Куравра Чӑваш Ен ҫӗрӗ ҫинче ҫуралнӑ, халӗ Питӗрте пурӑнакан Александр Федоров художник ӗҫӗпе те паллашма май килӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() «Акӑлчан каччи чӑвашла сывлӑх сунни пачах кӗтменлӗх пулмарӗ. Унпа тӗл пулма калаҫса татӑлас тесе темиҫе кун маларах интернетри соцсетьре ҫыхӑннӑ чухне вӑл чӑвашла хуравланине, сӑмахсене чӑваш шрифчӗпе ҫырнине курсан питӗ тӗлӗнтӗм», — тесе ҫырнӑ «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» паянхи номерӗнче Ирина Кошкина корреспондент. Мускаври Аслӑ экономика шкулӗнче преподавательте тӑрӑшакан Францис Таерз маларах Турцире, Норвегире, Исландире, Люксембургра пурӑннӑ иккен. Акӑлчан, испан, каталон, вырӑс, француз, норвег, турккӑ, баск, чӑваш чӗлхисене вӗреннӗ лингвист тата программист ултӑ ҫул каялла Эктор Алос-и-Фонт социолингвистпа паллашнӑ. Мускавра пурӑнма пуҫласан каччӑ чӑваш чӗлхин курсне ҫырӑннӑ. Акӑлчан каччи аслӑ шкулсенче программиста вӗренекенсем чӑвашлӑхпа интересленменинчен тӗлӗнет иккен. «Пур чӑваш та интернетра тӑван чӗлхепе «калаҫсан» епле аван!» — тет-мӗн Телеграма «чӑвашлатма» тытӑннӑ акӑлчан каччи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Ясна» этнокомплексӑн пултарулӑх мастерскойӗ видеохӑтлавсен «Диво России» (чӑв. Раҫҫей тӗлӗнтермӗшӗ) V конкурсне хутшӑнать. Асӑннӑ комплекса пуҫарса янӑ Марина Федорова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса 2013 ҫултанпа ҫулсеренех хутшӑннӑ. Икӗ хутчен финала лекнӗ. 2013 ҫулта «Волшебное место» (чӑв. Асамлӑ вырӑн) номинацире ҫӗнтернӗ. 2015 ҫулта «Лучший объект природных территорий — Дуб Киремет» (чӑв. Ҫут ҫанталӑк территорийӗсен чи лайӑх объекчӗ — Киремет йывӑҫ) номинацире ҫӗнтернӗ. Кӑҫал «Ясна» чӑваш руна элемӗсемпе паллаштаракан хӑтлав хатӗрленӗ. «Унти кашни ӗҫе пирӗн ӑстасем чуна парса хатӗрленӗ», — тет Марина Федорова. Чӑваш рунисемпе ҫак каҫӑпа https://www.youtube.com/watch?v=10F49UO73iw иртсе паллашма пулать. |
Чӑвашлӑх
![]() Екатеринбургра пурӑнакансем Петр Пупин скульпторӑн, алӗҫ ӑстин Зинаида Вороновӑн тата «Паха тӗрӗ» хапрӑкӑн ӗҫӗсемпе паллашаҫҫӗ. Унта «Чувашия. Творцы и хранители» (чӑв. "Чӑваш Ен. Пултаруҫӑсемпе ӑстаҫӑсем") ятлӑ курав уҫӑлнӑ. Уралпа Ҫӗпӗрте чӑвашсем нумаййӑн пурӑнаҫҫӗ. Урал тӑрӑхӗнче тӗпленнӗ йӑхташӑмӑрсене чӑваш культурипе паллаштарас шухӑш Свердловск облаҫӗнчи чӑваш культурин центрӗн ҫуралнӑ. Ентешӗмӗрсем «Паха тӗрӗ» хапрӑкӑн чӑваш тӗрриллӗ тумтирне пахаланӑ. Курава килнисене чӑваш эрешӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Петр Пупин хӑйӗн 15 ӗҫне илсе килнӗ. Вӗсем пурте – Чӑваш Ен пирки. Ӗҫӗсенче унӑн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ сӑнланнӑ. Свердловск облаҫӗнчи таврапӗлӳ музейӗ тата нацисен хушшинчи вулавӑш та Чӑваш Ен историйӗпе ҫыхӑннӑ экспонатсене курава тӑратнӑ. Екатеринбургри курав уйӑхӗпех ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |