Чӑвашлӑх
![]() Красноярск крайӗнчи патшалӑхӑн ӑслӑлӑх вулавӑшӗнче вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем ӑсталанӑ наци пуканисен куравӗ уҫӑлӗ. «Кукла в национальной одежде» (чӑв. Наци тумӗллӗ пукане) курав чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ӗҫлесе кайӗ. Унта вырӑс, украин, тутар, нимӗҫ, поляк, белоруҫ, эрмен, кӑркӑс, долган, эвенк, ненец, якут тата ытти халӑх пуканисене кӑтартӗҫ. Хитре наци тумтирне кӑтартакан курава ҫамрӑк та пултаруллӑ ал ӑстисене палӑртас, Красноярск крайӗнчи наци нумай енлӗхӗпе (унта 150 ытла наци пурӑнать) паллаштарма йӗркелеҫҫӗ. Ӑмӑртӑвӑн финалне чӑваш пукани те тухнӑ. Татьяна Каримован пукани — ҫиччӗмӗш номерлӗ. Уншӑн сасӑлас тесен ҫак каҫӑпа пӑхмалла: http://ddn24.ru/news?id=238. Сасӑлама страницӑн аялти пайне куҫмалла.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫитес ҫул Чӑваш Енре мӗнле ҫулталӑк пулӗ? 2018 ҫулта Чӑваш Ҫуттакӑларуҫи Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитет. Ҫавна май Чӑваш Енре ҫитес ҫула Иван Яковлева халаллама йышӑннӑ. Аса илтерер: Яван Яковлевич 1848 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ҫуттакӑларуҫӑн пултарулӑх еткерне асра тытас тесе тата ҫавра ҫула шута илсе ЧР Культура министерстви ҫитес ҫула Иван Яковлев ҫулталӑкӗ пулнине пӗлтерме хушу проектне хатӗрленӗ. Ӑна каярахпа ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пусӗ. Палӑртса хӑварар: Иван Яковлев Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсене ҫутта кӑларас, вӗрентес тесе нумай тӑрӑшнӑ, наци кадрӗсем хатӗрленӗ. Сӑмах май, Чӑваш Енре 2015 ҫул Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ыран, юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Кисан (Рязань) хулинче чӑваш тӗррине кӑтартӗҫ. Унти Историпе архитектура музей-заповедникӗн Юрӑ корпусӗнче «Узоры земли чувашской» (чӑв. Чӑваш ҫӗрӗн тӗррисем) курав ӗҫлеме пуҫлӗ. Курава тӑратнӑ материалсем — Шупашкарти Чӑваш наци музейӗ фончӗ пуянлӑхӗ. «Комсомольская правда Рязань» хаҫат курав пикри ҫапларах хыпарланӑ: «Чӑваш Ен хӗрарӑмӗсем тӗрӗ тӗрлессипе палӑрса тӑраҫҫӗ. Тӗрӗпе йӑлари япаласене, йӑла-йӗрке хатӗрӗсене, тумтире капӑрлатнӑ. Ӗҫ валли ҫипе вырӑнти хӗрарӑмсем килте хӑйсем сӑрланӑ». Кисан хулинчи куравра хӗрарӑмӑн пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсемпе, арҫын тата хӗрарӑм тумтирӗпе, килте усӑ куракан япаласемпе паллашма май килӗ. Курав ыран 15 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Акӑ ӑҫта пурӑнса ҫитрӗмӗр. Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен пӗртен-пӗр хаҫатне хупса ӑна вырӑсла кӑна кӑларса тӑрасшӑн. Кун пирки ӗнер халӑх тетелӗсенче хыпар сарӑлнӑ, паян «Хыпар» хаҫат та ҫырнӑ. Чӑваш наципе культура автономийӗн ӗҫтӑвком ларӑвӗ нумаях пулмасть Чӗмпӗрте иртнӗ, тӗп ыйту «Канаш» хаҫат пуласлӑхӗ пирки пулнӑ. «Паян телефонпа Николай Ларионовпа (сӑмах «Канаш» хаҫат редакторӗ пирки пырать) та калаҫрӑм... Олег Мустаев облаҫри чӑваш автономийӗн пуҫлӑхне ларни нумай вӑхӑт та иртмерӗ... И.Я. Яковлев хисепленекен ҫутӗҫ обществине хуптарчӗ, унччен «Еткер» передачӑна пӗтерсе хучӗ... Халь хӑйӗн юлташӗсемпе (депутатсем тата влаҫ ҫумӗнче ҫаврӑнакан такамсем) «Канаш» хаҫата тапӑннӑ: облаҫри пӗртен-пӗр чӑваш хаҫатне вырӑсла кӑларма тытӑнасшӑн («хаҫатӑн тиражӗ пӗчӗккӗ»; пӗр депутатӑн ачисем «Канаш» хаҫата питӗ вуласшӑн тет, анчах чӑвашла пӗлмеҫҫӗ иккен...), хаҫат редакторне Николай Ларионова ӗҫӗнчен кӑларасшӑн... Пухӑннӑ чӑвашсем ҫавна сивлерӗҫ, облаҫра МИХ пуҫлӑхӗ патне ҫыру хатӗрлеме тытӑнчӗҫ», — ҫырнӑ хӑйӗн «Ҫыхӑнура» страницинче Николай Павловский. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӳк уйӑхӗн 15–17-мӗшӗсенче Белгород хулинче ветерансен «Поединки хоров» (чӑв. Хорсен тупӑшӑвӗ) Раҫҫейри II конкурсӗ иртмелле. Унта пирӗн республикӑран кам каяссине ыран палӑртӗҫ. Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 10 сехетре, «Ҫирӗп пирӗн ҫунатсем!» республикӑри фестиваль-конкурсӗ пулать. Унта хутшӑнакансен икӗ хайлав шӑрантармалла. Вӗсенчен пӗри чӑвашла пулмалла. Кун пирки Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пресс-служби пӗлтерет. Конкурса хутшӑнакансене «Вокал», «Фольклор пултарулӑхӗ», «Театр жанрӗ», «Инструмент музыки», «Хореографи», «Илемлӗ сӑмах» номинацисемпе хаклӗҫ. Белгорода кайма тивӗҫ ветерансен хорне палӑртмалли республикӑри фестиваль Шупашкарта, Трактор тӑвакансен культура керменӗнче, иртӗ. |
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Кӗнеке ҫӳлӗкӗ Вулакансем тӑтӑшах ыйтнине шута хурса Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш пилӗсемпе кӗллисем» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ (Шупашар, 2017. Редакторӗ В.Н.Алексеев. — 366 ен). Халӑх пилӗсемпе кӗллисем пӗрремӗш хут «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑмпа 2005 ҫулта пин ҫурӑ шутпа тухнӑччӗ. Вӑл академилле кӑларӑм пулсан та, ҫулталӑкранах сутӑнса пӗтнӗ-мӗн. «Чӑваш пилӗсемпе кӗллисем» кӗнекене ку хутӗнче пӗчӗкрех калӑппа, кӗскетсе, ҫӗнетсе, тирпейлӗ пичетленӗ. «Чӑваш халӑхӗн тӗнӗ-ӗненӗвӗ – чи авалхи йӑла-йӗркесенчен упранса юлнӑ еткерлӗх. Ӑна таптаса, кӑкласа, пӗтерсе пынӑ пулсан та, вӑл хӑйӗн ҫирӗп никӗсне паян кунчченех тӗрӗс-тӗкел тытса тӑрать», — тенӗ кӗнеке пуҫламӑшӗнче. Ача-пӑча шыва кӗрес умӗн калакан ансат сӑмахсене, пысӑк ӗҫ умӗн вӑйпитти ҫын ҫутҫанталӑкран ӳт-пӳ ҫӑмӑллӑхне ыйтнине, ваттисем яш-кӗрӗме туйра пилленине, уявра-ӗҫкӗре ҫӑкӑр касса пичке пуҫланине, салтака е вӗренме каякана ырӑ сунса ӑсатнине, несӗл пуҫӗсене асӑнса хывнӑ кӗлӗсене пирӗнтен нумайӑшӗ илтме пултарнӑ. Ӗмӗрсен аваллӑхӗнче ҫуралнӑ сӑмахлӑхран халӑха ХХI ӗмӗрте кирли мӗн юлма пултарнӑ-ши. |
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Ене килекен туризмсене наци ҫимӗҫӗпе сӑйлас ыйтӑва ӗнер Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӗн, суту-илӗвӗн министерствинче сӳтсе явнӑ. Унта Шупашкарти обществӑлла апатлану предприятийӗсен пуҫлӑхӗсем пуҫтарӑннӑ. Канашлура хускатнӑ ыйту — гастрономи туризмӗ. Чӑваш Енре паян тӗрлӗ наци кухни пур. Ку вӑл питех те аван. Чи малтанах пирӗншӗн, чӑвашсемшӗн, темелле-тӗр. Ытти халӑхӑн ҫимӗҫӗпе сӑйланса вӗсене хаклама пултаратпӑр. Анчах мӗншӗн пирӗн, чӑвашсен, хамӑрӑн ҫимӗҫе туллин сӗнес мар. Нишлӗ мар вӗт халӑхӑмӑрпа пирӗн апат-ҫимӗҫӗмӗр: аш-пӑшран хатӗрлекен ҫимӗҫе кӑмӑллакансем валли шӑрттан, шӳрпе пур; кукӑль-ҫӑмах юратсан — хуплу, хуран кукли... Шупашкарти кафесемпе ресторансен хуҫисем наци апат-ҫимӗҫне хатӗрлеме пуҫличчен туроператорсемпе калаҫса татӑласшӑн. Ара, лешсем туристсене хайсем патне илсе пырсан аван-ҫке. Обществӑлла апатлану предприятийӗсенче чӑваш наци апат-ҫимӗҫӗ кирлех тенӗ май меню пуянлӑхӗ, хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе хальхи вӑхӑт ыйтнине кура ҫӗнетесси пирки те сӑмах хускатнӑ. Тата, паллах, хаксене те ирӗке яма кирлӗ мар. Килен-каяна ӑш пиллӗн йышӑнни те пӗлтерӗшлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тутарстан Республикинчи Чӑвашсен наци культурин автономийӗн ертӳҫи, Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Самаренкин Чӑваш Енри культура учрежденийӗсемпе паллашнӑ. Дмитрий Самаренкинпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та тӗл пулнӑ. Ертӳҫӗсем чӑвашсене ҫутта кӑлараканӑмӑр, паллӑ ӑсчах Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине асӑнса ирттерекен мероприятисем пирки канашланӑ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвасси пирки сӳтсе явнӑ. Республикӑн культура, наци ӗҫӗсен, архив ӗҫӗсен министрӗпе хӑна Чӑваш тӗррин музейне ҫитсе курнӑ. Унти экспонатсемпе паллашнӑ май Тутарстан хӑни музей йӗркеленине пысӑка хурса хакланӑ. Раҫҫей халӑх художникӗн Ревель Федоровӑн ӗҫӗсем уйрӑмах килӗшнӗ ӑна. Чӑваш наци музейӗнче те пулнӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Уявра. Марина Карягина тунӑ сӑн Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче паян пӗр уйрӑм хуҫалӑхра чӑваш юписен комплексне уҫрӗҫ. Чаплӑ уява Евгений Ерагин-Ешентей мӑчавӑр ертсе пычӗ. Кил хуҫин йӑхне пиллерӗҫ, ытлӑ-ҫитлӗ, сывлӑхлӑ пулма сунчӗҫ. Кил хуҫи, Туринке Юрий Данилович (хӑй каланӑ тӑрӑх Маргарита Туринке унӑн аппӑшӗ пулать) ҫак юпасен комплексне уҫма мӗн сӑлтавлани пирки каласа пачӗ. Пӗрремӗшӗ — мӑнукӗсемпе ачисене тӑван халӑх культурипе ҫыхӑнтарас тени. «Шел те, хӑй вӑхӑтӗнче ҫакӑн ҫинчен ытлашшиех пуҫ ватман ҫав. Ҫамрӑк чухне, ҫулланса ҫитсен те ытларах ҫемьене тӑрантарасси пирки шухӑшланӑ, ачасене чӑвашлӑх ҫулӗ ҫине тӑратмалли пирки сахал шутланӑ тата вӑхӑт тупайман. Ачана та чӑвашла калаҫма вӗрентеймерӗм. Халь тин, 50 урлӑ каҫсан ҫеҫ, тӑван чӗлхе тата тӑван халӑх культурин пӗлтерӗшне туйса илтӗм. Ҫак юпасен комплексӗ вӗсен чунӗсенче чӑвашлӑха вӑратасса шанса тӑратӑп. Мӑнуксене те тӑван чӗлхене вӗрентесех тетӗп», — пӗлтерчӗ кил хуҫи. Иккӗмӗш сӑлтавӗ — Ҫӗрпӳри этнокомплексри юпана пупсем хистенипе кӑларса пӑрахтарни (хальхи вӑхӑтра Ҫӗрпӳри юпана тепӗр чӑваш укҫалла туянса хӑйӗн картишне лартнӑ). |
Чӑвашлӑх
![]() Улатӑрти мӑнастирти Пахомий атте Идель.Реалии сайтра Ярсубай Янгаров журналистпа Улатӑрти арҫынсен мӑнастирӗпе паллаштаракан кӑсӑклӑ материал пичетленӗ. Манахсен пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ интервьюра Ҫветтуй Троицк мӑнастирӗнчи Пахомий (Тарасов) пачӑшкӑпа та калаҫнӑ. «Пахомий атте, Вырӑс православи чиркӗвӗ чӑвашсен чӑн тӗнне ӗненекенсемпе хирӗҫет текен сӑмах ҫӳрет Шупашкарта. Этноссен религине чӗртсе тӑратассине эсир еплерех йышӑнатӑр?», — кӑсӑкланнӑ журналист. «Эпир нумай конфессиллӗ ҫӗршыв, пурне те йӳнеҫӳллӗн йышӑнмалла. Ҫынна тӗне ирӗксӗрлесе тата хистесе ӗнентерме ҫук, вӑл шалтан тухать. Ытти религие тавлашуллӑн йышӑнассинчен Тур сыхлатӑр. Иисус юратупа илӗртнӗ», — чунтан тухакан сӑмахсемпе хуравланӑ пачӑшкӑ сайт журналистне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |