Раҫҫейре
![]() Паян Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ирттернӗ тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче чӗлхепе ҫыхӑннӑ ыйту та пулчӗ. Унта каланӑ тӑрӑх, пирӗн ҫӗршыв ҫыннисем Балтика тӑрӑхӗсенчи ҫӗршывсенче вырӑс чӗлхине хӗсӗрленишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Латвире вырӑс чӗлхине хӗсӗрленӗшӗн Раҫҫейӗн санкци йышӑнмалла мар-и тесе кӑсӑкланчӗ Алексей Ксенозов ятлӑ ҫын. Пӗр енлӗ йышӑннӑ мерӑсем лару-тӑрӑва кӑткӑслатма пултарассине пӗлтерчӗ Владимир Путин. Мускав Балтика тӑрӑхӗсенчи ҫӗршывсенчи лару-тӑрӑва сӑнасах тӑрать иккен. Раҫҫей Президенчӗ вӗсенче пурӑнакан вырӑссене «граждан мар» тенинчен тӗлӗнет. Пӗтӗм тӗнчери правӑра ун пек сӑмах та, термин та ҫук терӗ вӑл. «Евросоюзра этем правине пӑснишӗн вӗсене (сӑмах, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, Балтика ҫӗршывӗсем пирки пырать. — Авт.) намӑс пуласса шанатӑп», — терӗ Владимир Путин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() РФ Президенчӗ Владимир Путин «тӳрӗ линие» пуҫличчен икӗ минут юлчӗ. Раҫҫей ҫыннисем унран пулӑшу ыйтса видео ӳкреҫҫӗ, ыйтусем яраҫҫӗ. Шупашкарти «Садовый» микрорайонта хваттер пая кӗрсе туяннӑ ҫынсем те Владимир Владимировичран пулӑшу кӗтеҫҫӗ. Вӗсем видео ӳкернӗ, ӑна Youtube сайтра вырнаҫтарнӑ. «Хисеплӗ Президент! Пая кӗнӗ ҫынсен ячӗпе пире хваттер уҫҫисене илмешкӗн пулӑшма ыйтатпӑр, мӗншӗн тесен хута каякан 5 ҫурта 1 ҫул та 3 уйӑх кая юлса хӑпартаҫҫӗ. Ҫемьесем тара илнӗ хваттерсенче пурӑнаҫҫӗ, банка ипотекӑшӑн процентсем тӳлеҫҫӗ», - тенӗ видеороликра. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, застройщик строительство ӗҫӗсене пурнӑҫламасть, пайҫӑсемпе тӗл пулма хирӗҫлет. ЧР Строительство министерствин даннӑйӗсене ӗненес тӗк, Б.Хмельницкий урамӗнчи 17-21 позицири ҫуртсене кая юлса хӑпартаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри Анастасия Скрябина «Что? Где? Когда?» кӑларӑм вӑйӑҫисене ыйту парса 50 пин тенкӗ ҫӗнсе илнӗ. Лешсем унӑн ыйтӑвне тӗрӗс хуравлайман. Ҫӗнӗ Шупашкар пики вӑйӑҫӑсене 1921 ҫулти сӑнӳкерчӗке кӑтартнӑ, унта пралуклӑ алӑ тупанне сӑнланӑ. «Унта кӑтартнӑ япалана паян эпир мӗнле калатпӑр?» - ҫапла ыйтнӑ телеертӳҫӗ. Вӑйӑҫӑсем тӗрлӗ шухӑш пӗлтернӗ: алӑ тупанӗ – светофор, алӑ типӗтмелли хатӗр. Анчах кусем – тӗрӗс мар. Кунашкал алӑ тупанӗ ниҫта та каймалла маррине пӗлтерет-мӗн. Ку палла автомобиль ҫине ҫирӗплетнӗ, тормоза пуссан вӑл хӗрлӗ тӗспе ҫутатнӑ. Вӑйӑҫӑсем тӗрӗс мар хуравланӑшӑн Чӑваш Ен хӗрне 50 пин тенкӗ панӑ. Палӑртмалла: Анастасия Скрябина студентка «Что? Где? Когда» кӑларӑм вӑйӑҫисене унччен те ыйту панӑ. Ун чухне те вӑл укҫа выляса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Цифра телекуравӗн операторӗ — Раҫҫейӗн телевиденипе радиосечӗ — пӗрремӗш мультиплекса кӗрекен мӗнпур канала ҫӗнӗ йышши формата куҫарса пӗтернӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерстви паян пӗлтернӗ. Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗн каҫхине «Пятый канал» (чӑв. Пиллӗкмӗш канал) та 16:9 форматпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫапла вара пӗрремӗш мультиплекс йышӗнчи вунӑ канал та унчченхи 4:3 форматран ҫӗнӗ йышшине куҫса пӗтнӗ. 16:9 – хальхи вӑхӑтри телевизорсем валли хатӗрленӗ формат.Телекӑларӑмсене вӑл пысӑк пахалӑхпа кӑтартма май парать. Пӗрремӗш мультиплекса ҫак каналсем кӗреҫҫӗ: «Первый канал», «Россия 1», «Матч ТВ», НТВ, «Пятый канал», «Россия К», «Россия 24», «Карусель», ОТР и «ТВ Центр». Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра пурӑнакансен 99 проценчӗ вӗсене тӳлевсӗр пухма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри депутат арҫынсене массаж тӑвакансене шанмасть тесе Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унта Шупашкарӑн Ленин районӗнчи тата Ҫӗнӗ Шупашкарти прокурорсем пакунлисем эротика массажӗ тӑвакан салонсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарман йышӑнусене пӑрахӑҫланине хыпарланӑччӗ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Моляков массаж тӑвакан салонсем пирки малтан шалти ӗҫсен ӗҫченӗсем патне ҫырнӑ. Унтисем пуҫиле ӗҫ пуҫарманнине кура депутат прокуратурӑна ҫӑхавланӑ. Халӗ РФ ШӖМӗн ӗҫченӗсем ҫӗршывӑн 10 хулинче операци ирттернӗ, массаж тӑвакан салонсенче арҫынсене хӗрарӑмсем урӑхла майпа килентернине кура хупнӑ. Шупашкарта ун пек икӗ салон ӗҫӗе пӳлнӗ. Ҫакӑнта Игорь Моляков депутат тӳпи те пур тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейри студентсен отрячӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн 100 пайташӗ ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Краснодар тӑрӑхне тата Крым Республикине ӗҫлеме тухса кайнӑ. Ҫамрӑксем ача-пӑчан сывлӑх уйлӑхӗсенче ӗҫлӗҫ. «Лето-Non-Snop» студентсен педагогика отрячӗсем, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн «Чердак» (чӑв. Чартак), Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн «Солнечный ветер» (чӑв. Хӗвеллӗ ҫил), Шупашкарти технологипе апатлану техникумӗн студентсен «Тутти-фрутти» тата «Чечек» сервис отрячӗсем Краснодар тӑрӑхне тухса кайнӑ. ЧППУн «Maximum», ЧПУн «ЧуГУнОк», «Пегас», Шупашкарти кооператив техникумӗн «Апельсин» отрячӗсем Крыма ҫул тытнӑ. Уйлӑха каякансем Вожатӑй ӑсталӑхӗн шкулӗнче ӑсталӑха туптанӑ, экзамен тытнӑ. Вӗсене професси ӑсталӑхне ӗнентерекен свидетельствӑсем панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шупашкартан Турцири Антальйӑна вӗҫсе кайнӑ самолет вырӑна тӳрех ҫитеймен. Унта инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухнӑ. Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи 4 сехет те 45 минутра самолета ларнӑ арҫынна япӑх пулса кайнӑ. Ҫавӑнпа «тимӗр кайӑкӑн» Хусанта васкавлӑн анса ларма тивнӗ. 62 ҫулти арҫын чӗрепе аптӑраса ӳкнӗ. Самолет сывлӑша вӗҫсе хӑпарсан унӑн юн пусӑмӗ тӑрук аннӑ, вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Самолета ҫӗр ҫине лартсан вӑл тӑна кӗнӗ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшупа ҫийӗнчех Хусанти пульницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Эрбина Никитина Потребкооперацин вӗренӳ организацийӗсен ассоциацийӗ «Есть что сказать» (чӑв. Каламалли пурах) информаци материалӗсен, сюжетсен тата цифра пуҫарӑвӗсен конкурсне ирттернӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне потребкооперацин вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухакан студентсем тата ҫамрӑк преподавательсем хутшӑннӑ. Конкурса массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче, интернет-кӑларӑмӗсенче, «Российская кооперация» хаҫатра тата вӗренӳ заведенийӗсен сайчӗсенче пичетленнӗ материалсене йышӑннӑ. «Крутой текст» (чӑв. Чӑнкӑ текст) номинацире Шупашкарти коопераци институчӗн редакципе издательство пайӗн тӗп редакторӗ Эрбина Никитина тата студентсен ушкӑнӗ «Делая человека вполне человеком» (чӑв. Ҫынна ҫын пек туса) ӗҫпе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. «Видеосюжет» номинацире Шупашкарти коопераци техникумӗн колледжӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен Анит Гамбарян сюжечӗ иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Раҫҫей банкӗ Футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне халалласа укҫа кӑларнӑ. Вӑл — полимертан. Банкнота номиналӗ – 100 тенкӗ. Тираж 20 миллиона яхӑн экземпляр тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗнӗ укҫа кӑвакрах симӗс тӗслӗ. Укҫан пиччен енче пултаруллӑ вратарьсем пек пулма ӗмӗтленекен арҫын ача. Тӳнтер енче — ҫӗр чӑмӑрӗ евӗр футбол мечӗкӗ. Ун ҫинче Раҫҫей картти курӑнать. Футбола юратакансене Раҫҫей ялавӗн тӗсӗпе сӑнланӑ тата тӗнче чемпионачӗ иртекен хуласене асӑнса кайнӑ. Футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗ ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен Мускав, Питӗр, Калининград, Волгоград, Хусан, Чулхула, Самар, Саранск, Дон ҫинчи Ростов, Екатеринбург тата Сочи хулисенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра ачалӑх тапхӑрне тӑсма пултарӗҫ. Халӗ ку вӑхӑт 21 ҫулччен шутланать, малашне ҫак вӑхӑта 30-а ҫитересси пирки сӑмах тухнӑ. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Вести Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен хыпарӗсем) ушкӑнра ҫырнӑ тӑрӑх, ачалӑх тапхӑрне вӑрӑмлатас пирки Раҫҫейӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Вероника Скворцова каланӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ачалӑх тапхӑрне вӑрӑмлатас юхӑм тӗнчипех сисӗнет. Сӑмах май, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин пуҫламӑшӗнче ачалӑх вӑхӑчӗ пирӗн патра 14-ччен пулнӑ, 60-мӗш ҫулсенче — 16-ччен, халӗ — 21-ччен. Ӳлӗмрен ҫак вӑхӑта 25—30 ҫулпа танлаштарас сӑмах-юмах пур. «Ҫынсен ӗмӗрӗ вӑрӑмлӑнтӑр тесен вӗсен сывлӑхӗшӗн ҫуралсанах тӑрӑшма тытӑнмаллӑ», — тенӗ Вероника Скворцова министр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ.