Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви Канашран Санкт-Петербурга ҫӳрекен автобус маршручӗ уҫасшӑн. Ку шухӑш патне республикӑн транспорт ведомстви ахальтен пырса тухман. Министерствӑра ӗҫлекенсем асӑрханӑ тӑрӑх, Канашран Питӗре каяс шухӑшлисем сахал мар-мӗн. Халӑх шухӑш-кӑмӑлне тӗпе хурса Транспорт министерстви автопредприятисене ҫӗнӗ маршрут уҫма сӗнет. Пӗр субъектпа тепӗр субъекта ҫыхӑнтаракан автобус маршручӗсене уҫассине Раҫҫейӗн Транспорт министерствин 2003 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ приказӗпе пӑхса хӑварнӑ иккен. Аплӑ тӑк кӑмӑл тӑвакан кӑна кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Юсанӑ ҫул-йӗр Республикӑра урапа (машин) ҫулӗсене юсасси малалла пырать. Ҫанталӑк ӑшӑтиччен вӗсене сивӗ асфальт сарса сапланӑ. 7 пин тӑваткал метр ытла лаптӑка ҫӗнетме 699 тонна ытла ҫавӑн йышши асфальт тухса кайнӑ иккен. «Чӑвашавтодор» тата «Автодорсервис» обществӑсем регион, муниципалитетсем тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсене Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне районӗсенче 587 тӑваткал метр юсанӑ. Маларах асӑннӑ организацисемсӗр пуҫне хуласенче «Строй ТЕК», «Ликта», «Стройсервис» тулли мар яваплӑ обществӑсем юсав ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() «Чарӑн!» акци йӗркелӳҫисем автоавӑрлав станцийӗсене ахальтен суйламан. Ара, кашни водитель станцие эрнере 1–2 хут та пулин кӗрет-ҫке-ха. Кунта вӗсем водительсене ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта чарӑнмаллине тепӗр хут аса илтересшӗн. Заправкӑсенче канихвет автомачӗсем вырнаҫтарӗҫ. Вӗсем тормоз педалӗ евӗр пулӗҫ. Водитель ун ҫине пусӗ ҫеҫ — канихвет тухӗ. Унӑн хуппи ҫине акци йӗркелӳҫисем чарӑнмалли правилӑсене ҫырса хунӑ. Кун пирки РФ ШӖМӗн Санкт-Петербургри тата Ленинград облаҫӗнчи тӗп управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ. Кампани паллиллӗ тум тӑхӑннӑ волонтерсем водительсене чарӑнмалли физикӑпа паллаштарӗҫ. Автозаправкӑсенчи ҫакнашкал мероприяти Питӗрте, Чӑваш Енре, Пермь енӗнче, Владимир, Калуга, Мускав, Чулхула, Новгород, Омск, Ярославль облаҫӗсенче иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнче ҫул сарнине иртен-ҫӳрен асӑрханах ӗнтӗ. Туса пӗтерсен автомоболистсене лайӑх пулать-ха. Хальлӗхе вара ҫуран ҫӳресен пылчӑкра ҫӑрӑлма тивет. Ҫула сарас ыйтупа ӗнер хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Герман Александров тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫул юсакан «Чӑвашавтодор» предприятин яваплӑ ӗҫченӗсене вӑл электромеханика колледжӗнче вӗренекенсенчен ҫӑхав ҫитни пирки пӗлтернӗ. Ҫамрӑксем хӑмаран ҫапса тунӑ кӗпер евӗр каҫӑпа алтса хунӑ шӑтӑк урлӑ ҫӳреме тивнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ-мӗн. Каҫӑ шанчӑклипе шанчӑксӑррине хула тӳри хӑй тӗрӗсленӗ. Коллеждра вӗренекенсем ахальтен пӑшӑрханманнипе килӗшнине палӑртнӑ. Ҫӗрле ун пек ҫӳреме пушшех хӑрушӑ иккен. Автоҫула тӑвакансем кӑлтӑка ҫийӗнчех пӗтерме шантарнӑ. Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ юсав ӗҫне графикран юлса пурнӑҫлани пирки те аса илтернӗ. Юсавҫӑсем инженери сечӗсене куҫарма тивнипе тӑсӑлса кайнипе сӑлтавлама пӑхнӑ-ха. Тӳре вара ӗҫе виҫӗ сменӑпа йӗркелесе хӑваласа ҫитме хушнӑ. Иван Яковлев тата Мир проспекчӗсене ҫыхӑнтаракан ҫул ҫаврине ҫитес уйӑхра тума пуҫламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрле тӳремре сусӑрсем валли туса кӑларнӑ ятарлӑ автобус хӑтлавӗ пулнӑ. Транспорта кӳмепе хӑпармалли хатӗрпе тивӗҫтернӗ. Вӑл салонра ытлашши вырӑн йышӑнмасть. Оборудовани малти алӑк патӗнче вырнаҫнӑ, автобус чарӑнсан урамалла тухать. Транспортра кӳмесемпе ҫӳрекенсем валли ятарлӑ вырӑнсем пур. Автобусра сасӑллӑ сигнализаци те пур. Вӑл пулӑшнипе водитель сусӑр е ахаль ҫын тухма хатӗрленнине пӗлме пултарать. ЧР Транспорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, автобус кирек мӗнле сийлӗ ҫулпа та кайма пултарать. Хальлӗхе общество транспорчӗн маршручӗсемпе пӗр ятарлӑ автобус ҫеҫ ҫӳрӗ. «Ансат тавралӑх» программӑпа килӗшӳллӗн республика валли ҫакнашкал тӑватӑ автобус туянма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Кӑҫал хӗл ӑшӑ тӑнипе тата ҫӗрлехи тата кӑнтӑрлахи сывлӑш температури хӑвӑрт ылмашса тӑнипе ҫулсем ытти ҫулхинчен маларах ванма пуҫлани пирки эпир маларах ҫырнӑччӗ-ха. Ҫул-йӗрҫӗсем ҫанталӑк яри ӑшӑтасса кӗтмен — юсама тытӑннӑ. Ҫакӑн валли сивӗ асфальтпа усӑ кураҫҫӗ иккен. Ҫапла, ун пекки те пур. Вӑрнар, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав тата Ҫӗмӗрле районӗсенче юсанӑ та ӗнтӗ. Шӑтӑк-путӑка сапланӑ вырӑнсене виҫнӗ те пӗтӗмӗшле 119 тӑваткал метрпа танлашнине палӑртнӑ. Хӑйсем пӑхса тӑракан ҫул ҫинче юсава «Чӑвашавтодор», «Воддорстрой», «Автодорсервис», «Ликта» обществӑсем пурнӑҫланӑ. Юсава ятарлӑ ҫул-йӗр техникине явӑҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ку ыйту пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче темиҫе хут та ҫырнӑччӗ. Чӑвашра чарӑнӑвӗсем ӑҫта пулассине та асӑннӑччӗ ун чух. Кайран ҫӗршывӑн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев ҫула тума триллион тенкӗ кирлине палӑртнӑччӗ. Мускавран Хусана ун пек ҫула тӑвас вӑхӑта каярах вӑхӑта куҫарасси пирки каланӑччӗ. Халӗ, ав, тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар. Ҫул пулать. Ӑна тума уйрӑм инвесторсене ирӗк парӗҫ. Инфраструктурӑна тума хайхисене патшалӑх укҫине те уйӑрас шанчӑк пур иккен. Ҫак ыйту ҫӗнӗрен амаланнине кура Раҫҫейӗн Общество палатинче халӑх итлевӗ ирттересшӗн, ӑна пушӑн 12-мӗш кунне планланӑ. Унта пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳреме «Мускав–Хусан–Екатеринбург» маршрутпа ҫул тӑвас ыйтӑва сӳтсе явӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Республикӑн Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫул-йӗр ҫинчи шӑтӑк-путӑка юсама тытӑнӗҫ. Кунта сӑмах хӗл каҫипе япӑхланнисем пирки пырать. Вӑл ваннине республикӑн автоҫулсен управленийӗ каҫхи тата кӑнтӑрлахи сывлӑш температури вӑйлӑ ылмашса тӑнипе сӑлтавлать. Ҫул-йӗр пахалӑхне вара асӑннӑ управлени вӑтам тесе хаклать иккен. Пӑрлакланса ларасран 1,5 пин ытла тонна ятарлӑ хатӗр сапаҫҫӗ иккен. Федераци пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗре тытса тӑма 51 ятарлӑ техника явӑҫтарнӑ, республика пӗлтерӗшлисем валли — 89. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Республикӑн Ҫул-йӗр фондӗнчен пӗлтӗр уйӑрнӑ укҫа-тенке пур районта усӑ курса пӗтермен иккен. Ҫакна республикӑн вице-премьерӗ — транспортпа ҫул-йӗр министрӗ Михаил Янковский районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян ирттернӗ видеоканашлура палӑртса хӑварнӑ. Усӑ курмасӑр юлни — 10 миллион тенкӗ. Унпа усӑ курса пӗтермен районсен хушшинче Вӑрнар, Краснормейски, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсене асӑннӑ. Ҫавӑн пекех Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисене кӗртнӗ. Ҫул-йӗре юсама тата тытса тӑма пӗлтӗр тӗрлӗ хыснаран 2,7 миллиард тенкӗ ытларах уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Вырӑнти бюджетсен шучӗпе вара ҫак тупра 2,8 миллиарда яхӑн пулнӑ. Кӑҫал 2 миллиард тенкӗ ытларах уйӑрмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкарти Иван Яколвев проспектӗнче юсав ӗҫӗсем пынине пӗлмен-асӑрхаман ҫын ҫукпа пӗрех-тӗр. Ҫӗнетме палӑртнӑ ҫул тӑршшӗ 2 километра яхӑн. Ҫул ултӑ ретлӗ пулӗ. Кунсӑр пуҫне унта ункӑсем тума та пӑхса хӑварнӑ. Ҫула юсаса ҫӗнетме 680 миллион тенке яхӑн тухса каять иккен. Калӑпӑшлӑ ҫак ӗҫе пула ҫул сарӑлнине машинӑпа ҫӳрекенсем сисрӗҫех-тӗр. Ӑна хальлӗхе 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗчнен тытӑнса Хевеш урамне кӗмелли ҫул пӑрӑнчӑкӗ таран сарнӑ та. МТВ-центр патӗчне вара ҫуран ҫӳрекенсем валли ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑн туса хӑварӗҫ. Ҫапла тунине пула светофорсен шутне чакарма май парать, апла тӑк машинӑсем «пӑкӑсенче» лармӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.