Политика
![]() Федерацин хӑрушлӑх службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем «Аудит-Консалтинг» акционерсен хупӑ обществин генеральнӑй директорне Маргарита Замчинскаяна тытса чарнӑ. Вӑл – ЧР финанс министрӗн Светлана Енилинӑн пӗртӑванӗ. Вӗсем аппӑшӗпе йӑмӑкӗ пулнине «Правда ПФО» интернет-хаҫат «Хыпар» хаҫатра тухнӑ статьяна тӗпе хурса пӗлтӗрех пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн халӑх фрончӗн хастарӗсем прокуратурӑна тата монополипе кӗрешекен службӑна Финанс министерствипе «Аудит-Консалтинг» фирма хутшӑнӑвӗсене тӗрӗслеме ыйтнӑ. Республикӑри хӑш-пӗр ведомство тата вӗсене пӑхӑнса тӑракан организацисем Маргарита Замчинская ертсе пыракан компанире экспертизӑсемпе аудит саккас панӑ. Палӑртмалла: Маргарита Замчинская 1957 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Тӗреньел ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл ҫӳлерех асӑннӑ компание 1995 ҫултанпа ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен мнистрӗн ҫумне Светлана Каликовӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Тӳрех палӑртар: Светлана Анатольевна куншӑн пӑшӑрханмӗ. Республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин Иван Моторинӑн хушӑвӗнче те, сӑмах май, Светлана Анатольевна урӑх ӗҫе куҫассине палӑртнӑ. Светлана Каликова, аса илтерер, Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьев хӑйӗн пресс-ҫыруҫинче тӑрӑшнӑччӗ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче вӑл ЧР Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министр ҫумӗн пуканне йышӑннӑччӗ. Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп директорӗн должноҫне палӑртмашкӑн ӗҫлӗ ушкӑн ларӑвӗ иртнӗччӗ. Ҫав тилхепене Светлана Кадиковӑна тыттарас тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫи Светлана Аристова Ҫук-ҫук. Пур ҫӗре те мар. Элтеперпе ытти пысӑк пуҫлӑхӑн тӑванӗсене Чӑваш Енӗн Тӗрӗслевпе шутлав палатинчи хӑш-пӗр ӗҫе илмӗҫ. Паян, нарӑсӑн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Енре Тӗрӗслевпе шутлав палатипе ҫыхӑннӑ саккуна улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫав утӑма федераци саккунӗнче улшӑну пулса иртнӗ хыҫҫӑн тунӑ. Республикӑн Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫи, унӑн ҫумӗ тата аудиторсем пулмалли должноҫсене Чӑваш Ен Элтеперӗпе, республикӑн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫипе, республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫипе, суд тата право органӗсен ертӳҫисен ҫывӑх тӑвансене е хурӑнташсене (ашшӗ-амӑшне, мӑшӑрсене, ачасене, пиччӗшӗ-шӑллӗсене, аппӑшӗ-йӑмӑкӗсене, мӑшӑрӗн ҫывӑх тӑванӗсене) ӗҫе илме юрамасть. Маларах капла чару Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫине ҫеҫ пырса тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() А. Беловпа Ю. Васильев (сулахайран сылтӑмалла) Чӑваш Енри паллӑ журналиста республика Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи пулма йыхравланӑ-мӗн. Кун пирки Александр Белов Фейсбукра нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Александр Белов кӑҫалхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче 65 ҫул тултарнине эпир хыпарланӑччӗ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти «Путь к коммунизму» (хальхи «Грани»), «Советская Чувашия» хаҫатсенче тӑрӑшнӑ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн пӗрремӗш редакторӗ пулнӑ. «АиФ-Чувашия» редакторӗн должноҫӗнче тимленӗ. Паян вӑл тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФо» хаҫатра тӑрӑшать. «Юрий Егорович (кунта сӑмах ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев пирки пырать. — Т.Т.) Игнатьевӑн пресс-ҫыруҫи пулма каллех чӗнет, эпӗ хака ӳстеретӗп», — ҫырнӑ Белов Фейсбукра. Хӑйӗн кӗске посчӗ ҫумне Белов Юрий Васильевпа ӳкерӗннӗ сӑн ӳкерчӗке лартса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Нумах пулмасть Ладыковӑн ывӑлне Олег Ладыкова тытса чарни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: хирӗҫсе кайнӑ ҫамрӑксен ушкӑнӗ патне полицейскисем ҫитнӗ, Ладыков-кӗҫӗннине тытса чарнӑ чухне вӑл йӗрке хуралҫине тапӑннӑ, пӗрне полици уйрӑмӗнче питрен ҫапнӑ. Паян Шупашкар хулин сити-менеджерӗ Инстаграмри страницинче кун пирки комментари ҫырнӑ. «Ман ывӑлпа пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки, мӗн калаятӑп. Ман ывӑл – 18 ҫул тултарнӑ ҫын, хӑй тӗллӗнлӗхе хӑнӑхнӑ. Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, вӑл айӑпне йышӑннӑ, саккунпа килӗшӳллӗн явап тытма хатӗр. Манӑн тивӗҫ ҫакӑ тесе шутлатӑп: тепӗр хутчен шар курнӑ ҫынсенчен каҫару ыйтатӑп», - ҫапла ҫырнӑ сити-менеджер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарта Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗ иртнӗ, тӗп ыйтӑвӗ Патшалӑх Канашне ертсе пыракана суйласси пулнӑ. Ҫапла майпа Альбина Егорова председатель должноҫне йышӑннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Патшалӑх Канашӗн ҫак ларӑвӗнче председателе ҫирӗплетмешкӗн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн депутачӗсем иртнӗ ларура вӑрттӑн сасӑлав ирттерсе Альбина Егоровӑн кандидатурине сӗннӗ. Аса илтерер, Альбина Егорова 1958 ҫулхи юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ. Питӗрти патшалӑх техника университетӗнче экономиста вӗреннӗ. Ултӑ ҫул хушши Чӑваш Енӗн конкурентлӑ политикӑпа тариф службине ертсе пынӑ, 2016 ҫултанпа Патшалӑх Канашӗн предселателӗн ҫумӗнче — хысна, финанс тата налуксем енӗпе ӗҫлекен комитет пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Валерий Филимонова председательтен кӑларсан ун тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Ҫыхӑнура» форум пӗлтернӗ тӑрӑх, Ладыковӑн ывӑлне Олег Ладыкова тытса чарнӑ. Кун пирки Cheb.media портала пӗр-пӗрне пӑхӑнман виҫӗ ҫӑлкуҫ хыпарланӑ. Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарти Атӑл (выр. «Волжский» урамӗнче ҫынна хӗнени пирки полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем вырӑна ҫитнӗ. Ҫӑлкуҫсем хыпарланӑ тӑрӑх, Ладыков-кӗҫӗнни йӗрке хуралҫисене пӑхӑнман, вӗсенчен пӗрне тапӑннӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна полицин 2-мӗш уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Официаллӑ мар даннӑйсене ӗненес тӗк, 19 ҫулти Олег Ладыков халӗ вӑхӑтлӑх тытмалли изоляторта. Каярахпа «Ҫыхӑнура» формура хыпара ҫӗнетнӗ: полицейскисем Росгварди пулӑшнипе лимузина тытса чарнӑ (салонри ҫынсем ҫапӑҫу вырӑнӗнчен тарнӑ). Ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, полици уйрӑмӗнче Олег Ладыков полицин патруль службин пӗр ӗҫченне питрен ҫапнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Экономика аталанӑвӗн министрӗ тата вице-премьер следстви изоляторӗнче пулнине Чӑваш халӑх сайтӗнче хыпарланӑччӗ. Ӑна унта икӗ уйӑхлӑха вырнаҫтарнӑччӗ. «Правда ПФО» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ареста ҫуллаччен тӑснӑ. Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ министрӑн арестне тӑсмалли ходатайствӑна ӗнер пӑхса тухнӑ. Суд Владимир Аврелькина ирӗке яма хирӗҫленӗ, ареста 4 уйӑхлӑха, ҫӗртмен 12-мӗшӗччен, тӑсма йышӑннӑ. Ӗҫе федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тӗпчет. Ку ӗҫе «Тасатмалли биологи сооруенийӗсен» директорӗпе Шупашкарти «Ордер» компани директорӗ те явӑҫнӑ тесе шутлаҫҫӗ. |
Политика
![]() Михаил Игнатьев паян ятарлӑ хушу алӑ пусса Алексей Алексеевич Грищенкӑна Чӑваш Республикин ҫурт тӑвӑм, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн пуканне шанса панӑ. Ҫӗнӗ пуҫлӑха Чӑваш Республикин Элтеперӗ ҫапла сӑмах каланӑ: «Пирӗн ҫурт хӑпартасси умӗнче питӗ пысӑк ыйтусем тӑраҫҫӗ. Вӗсене тивӗҫлӗн татса парсан Чӑваш Ен халӑхӗ те хӑйне лайӑх туйӗ». Алексей Грищенко республика пуҫлӑхне отрасле малалла мӗнле аталантарасси пирки тата Строймин паянхи куна мӗн тунине каласа панӑ. «Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин «май» хушӑвӗсенче палӑртнисене те, эсир Хӑвӑн Ҫырура асӑннисене те пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе тӑрӑшса ӗҫлӗпӗр», — ӗнентернӗ ҫӗнӗ министр. Аса илтеретпӗр, ҫурт тӑвӑм министерстви пуҫлӑхсӑр пӗлтӗр, юпан 27-мӗшӗнче, юлчӗ. Унччен ку пукана Владимир Михайлов йышӑннӑччӗ. Алексей Грищенко Ростов облаҫӗнчи Сальск районне кӗрекен Сандата ялта 1968 ҫулта ҫуралнӑ. Волгоградри инженерипе ҫурт тӑвӑм институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1992 ҫултанпа Шупашкарти «Волгостальконструкци» АПФ-ра, «Честр» акционерсен пӗрлешӗвне кӗрекен СУ-20, СУ-25 ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян, нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн транспорт министрне Владимир Иванова ӗҫрен кӑларнӑ. Ӗҫрен ямашкӑн вӑл хӑй ыйтса ҫырнӑ-мӗн. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать. Ҫак ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн Владимир Иванова министртан кӑларма темиҫе сӑлтав та пухӑннӑ. Республика пуҫлӑхӗн ӑна ӗҫрен кӑларассипе ҫыхӑннӑ хушӑвне официаллӑ порталта вырнаҫтарнӑ. Унта асӑннӑ тӑрӑх, Владимир Иванова министр пуканӗсӗр хӑварни вӑл урӑх ӗҫе куҫнипе сӑлтавланнӑ. Палӑртса хӑвармалла, Владимир Иванов ку должноҫе икӗ ҫул каялла, тӗрӗсрех каласан, 2017 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, йышӑннӑ. Унччен малтан вӑл Чӑваш Республикин предпринимательсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӗнче вӑй хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |