Политика
![]() Шупашкарти муниципалитет тӳре-шари малашне выговоршӑн тата асӑрхаттарнӑшӑн премисӗр тӑрса юлӗ. Постановление хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков улшӑнусем кӗртнӗ. Постановленин малтанхи вариантӗнче (2017 ҫулхи юпа уйӑхӗнче йышӑннӑ ӑна) ҫапларах ҫырнӑ: тӳре-шаран дисциплинарлӑ шырав пур тӑк ӑна преми памаҫҫӗ. Улшӑнусем кӗртнӗ хыҫҫӑн вара уйрӑм муниципалитет служащийӗсем премисӗр тӑрса юлма пултараҫҫӗ. Администрацире ӗҫлекен ҫын выговор илчӗ тӗк ӑна премие 100 проценчӗпех памӗҫ. Асӑрхаттару кӑна парсан премин 50 процентне катӗҫ. Постановление мӗнле пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑмашкӑн хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Алексей Маклыгина шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() yandex.ru/images сайтран илнӗ сӑн Константин Ишутов блогер тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки сайтра нумай пулмасть пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна Германи нацизмӗн идеологине реабилитациленӗшӗн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ УКн 354.1 статйипе килӗшӳллӗн (нацизма реабилитациленӗшӗн) пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче блогера йӗрке хуралҫисем тытса чанӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал утӑ уйӑхӗнче вӑл халӑх тетелӗнче Германи нацизмӗн идеологине реабилитацилессипе ҫыхӑннӑ материал вырнаҫтарнӑ. Константин Ишутов айӑпне йышӑнмасть, ҫакнашкал материал вырнаҫтарманнине пӗлтерет. Унӑн ваккачӗ каланӑ тӑрӑх, юпан 6-мӗшӗнче ӑна татса чарнӑ срока тепӗр 72 сехете тӑснӑ. Тунтикун, ыран, лару пулӗ, унта блогера килти ареста лартас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхне Андрей Павлова тытса чарни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Паян ЧР Аслӑ сучӗн суд коллегийӗ прокурор ареста тӑсма ыйтнине пӑхса тухнӑ. Пуҫлӑха айӑплакансем шутланӑ тӑрӑх, вӑл ирӗкре пулсан следствие кансӗрлеме пултарать. Аслӑ суд ыйтнине тивӗҫтернӗ – ареста тепӗр 1 уйӑхлӑха тӑснӑ. Аса илтерер: Андрей Павлова Уголовлӑ кодексӑн виҫӗ статйипе айӑпласшӑн. Следовательсен шухӑшӗпе, район аминистрацийӗн пуҫлӑхӗ субсидие саккуна пӑсса илнӗ, унпа кредит килӗшӗвӗн (150 пин тенкӗ) проценчӗсене тӳленӗ. Кунсӑр пуҫне Павлов должноҫӗпе коммерци организацийӗн (вӑл унта малтан ӗҫленӗ) интересӗшӗн усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Палӑртмалла: Андрей Павлов халӗ те Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ шутланать, сайтран унӑн сӑнне, ятне илмен. Ӑна кӑҫал ҫу уйӑхӗнче килти ареста лартнӑ, анчах вӑл условисене пӑснӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cheb.mk.ru сайтран илнӗ сӑн Чӑваш Енри блогера нацизма реабилитациленӗшӗн айӑпласшӑн. «Коммерсантъ» кӑларӑм ҫырнӑ тӑрӑх, сӑмах Константин Ишутов пирки пырать. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки хыпар РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн сайтӗнче паян, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, тухнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, каҫал утӑ уйӑхӗнче блогер халӑх тетелӗнче информаци материалӗ вырнаҫтарнӑ. Унӑн содержанийӗ Германи нацизмӗн идеологине реабилтацилессипе ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Прокурор пуҫиле ӗҫ пуҫарас йышӑнӑва саккунлӑ тата тӗрӗс тесе шутланӑ. Ҫӳлерех асӑннӑ кӑларӑмра ҫырнӑ тӑрӑх, Константин Ишутов поста Фейсбукра вырнаҫтарнӑ. Блогер айӑпне йышӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫейри кӗпӗрнаттӑрсен витӗм танлаштарӑмӗнче списокра 33-мӗш пулнӑ. Халӗ, юпа уйӑхӗнче, ҫӗнӗ танлаштарӑм хатӗрленӗ. Кун пирки Политика тата экономика коммуникацийӗсен агентстви пӗлтерет. Хальхинче Михаил Васильевич икӗ йӗрке аяларах аннӑ, 35-мӗш вырӑна йышӑннӑ. Ҫапах Элтепер «Вӑйлӑ витӗм» ушкӑнрах юлнӑ. Танлаштарӑмра кам 1-мӗш вырӑнта пулнине тавҫӑрма йывӑр мар. Ҫак ертӳҫӗ унччен те «Питӗ вӑйлӑ витӗм» ушкӑнра малти йӗркене йышӑннӑ. Вӑл – Мускав хулин мэрӗ Сергей Собянин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Юпа уйӑхӗн 4-7-мӗшӗсенче Шупашкара Раҫҫейри хуласенчи 100 ытла мэр килӗ. Ҫывӑх тата инҫет ют ҫӗршывсенчи элчесем те ҫитӗҫ. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче Еврзири вырӑнти влаҫсен Конгресӗ иртет. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫсем» организацин Евразири уйрӑмӗ ООНпа, Шупашкар хула администрацийӗпе пӗрле йӗркелет. Шупашкара ҫитнӗ хӑнасем хуласен аталанӑвӗ пирки калаҫӗҫ, Еврази уйрӑмӗн Канашӗн ҫӗнӗ йышне, вице-президентне, президентне суйлӗҫ. Мероприятин тӗп спикерӗсем Пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫсем» организацин президенчӗ Паркс Тау, ООН программин ертӳҫи Татьяна Хабарова, Пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫсем» организацин Евразири уйрӑмӗн президенчӗ Ильсур Метшин тата Жорди Паскаль, Ламин Аббад координаторсем пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енри ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Надежда Прокопьева, ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Елена Сапаркина, усламҫӑсем прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Александр Рыбаков канаш йӗркеленӗ. Кун пирки вӗсем паян калаҫнӑ. Ҫак канаш уполномоченнӑйсене вӑйлӑрах, тухӑҫлӑрах ӗҫлеме, информаципе тата опытпа ылмашӑнма май парӗ. Виҫӗ упономоченнӑй тӗл пулсан хӑйсен ӗҫӗнчи ҫивӗч ыйтусем тавра та калаҫнӑ. Кайран пӗтӗмлетӳ тунӑ: кӑҫал тӑваттӑмӗш кварталта пӗрле ӗҫ саккунӗн ыйтӑвӗпе «ҫавра сӗтел» ирттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Леонид Волков экс-полпред Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ пулнӑ Леонид Волкова кӑштах айӑпсӑр тесе йышӑннине, ун хыҫҫӑнах ӑна тытса чарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Паян Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ Волковпа ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухнӑ. Унта пирвайхи инстанцири суд экс-полпреда следстви изоляторне хупмалла тунине тишкернӗ. ЧР Аслӑ сучӗ унчченхи суд йышӑнӑвӗпе килӗшнӗ. Ҫапла вара Леонид Волкова следстви изоляторӗнче тытӗҫ. Леонид Волкова хӑйне хӑй преми парса хыснана тӑкак кӳнӗ тесе айӑпласшӑн. Тӑкака вӑл, Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, тахҫанах саплаштарнӑ. Унтан та ытларах — айӑплав енӗ палӑртнӑ суммӑран ытларах та тавӑрса панӑ. Апла пулин те Леонид Волковпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах паян та вӗҫленмен-ха... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче ӗнер пуҫлӑхсем ылмашнӑ. Ҫук-ха, спикер мар. Парламентри партисенчен пӗрин, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» фракцин, ертӳҫине улӑштарнӑ. Асӑннӑ партин депутачӗсен лидерӗ пулма Альбина Егоровӑна шаннӑ. Вӑл — парламентӑн ертӳҫин ҫумӗ. Альбина Егоровна — Шупашкар районӗнчи Апаш ҫынни. Унтах пурӑнать. Шупашкар район администрацийӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ. Унта вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗнче те тӑрӑшнӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин фракцин ертӳҫинче малтан Вячеслав Рафинов пулнӑччӗ. Сӑмах май, вӑл та — Шупашкар район ҫынни. «Социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи пулнӑ май унта та ӗҫ ҫитет. Отставкӑна яма хам ыйтрӑм», — пӗлтернӗ Вячеслав Рафинов Александр Белова журналиста. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьевӑн малашне ҫӗнӗ канашҫӑ пулӗ. Аса илтерер: 2016 ҫулта вӑл хӑйӗн патне 28 ҫулти Роман Караулова илнӗччӗ. Роман «Холдинг КиПиКАй» тулли мар яваплӑ обществӑн директорсен канашӗн председателӗ пулнӑ. 2017 ҫулта Элтепер хӑйӗн канашҫине паллӑ вырӑс рокерӗн ывӑлне, «Черный обелиск» ушкӑн лидерне Владимир Крупнова суйланӑ. Малашне ҫак тивӗҫе Кабадзе Георгий Изалмерович пурнӑҫлӗ. Хушӑва паян Михаил Игнатьев алӑ пусса ҫирӗплтенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |