Политика
![]() Паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ иртрӗ. Хальхин уйрӑмлӑхӗ — ӑна анлӑ тесе пӗлтерни. Унта ытти ыйтупа пӗрлех республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн кӑҫалхи ҫур ҫулхи аталанӑвне пӑхса тухрӗҫ. Ларӑва Михаил Игнатьев Элтепер уҫрӗ, вӑлах ертсе пычӗ. Михаил Игнатьев ҫур ҫулхи аталанӑва пӗтӗмлетекен пухусем ҫак кунсенче районсемпе хуласенче иртнине, унта республика ертӳҫисем тухса ҫӳренине пӗлтерчӗ. Михаил Игнатьев район-хулари пӗтӗмлетӳллӗ пухусене урӑхларах йӗркелемеллине палӑртрӗ. Республика Элтеперӗ каланӑ тӑрӑх, депутатсем те ыйту памаҫҫӗ. Пуху тӗллевӗ — лару-тӑрӑва пӗлсе тӑрасси, вырӑнсенчен тӗрӗс информаци илесси. Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи пухӑва Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутатне Сергей Семенова кӗртменнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. |
Политика
![]() Ҫак кунсенче районсемпе хуласенче муниципалитетсен кӑҫалхи ҫур ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетекен пухусем иртеҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑнать. Республика ертӳҫипе пӗрлех тӗрлӗ министерство ертӳҫисем район-хула аталанӑвне тишкерсе сӑмах калаҫҫӗ. Кӑҫалхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенче епле ӗҫленине ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пӗтӗмлетнӗ. Унта вырӑнти предприяти-организаци, учреждени ертӳҫисене, вырӑнти хастара пухнӑ. Анчах Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутатне Сергей Семенова унта кӗртмен. Килен-каяна тӗрӗслесе тӑракан «Цербер» хурал предприятийӗн ӗҫченӗсем ӑна хушамачӗ чӗннисен списокӗнче ҫуккине пӗлтернӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ унӑн ҫавӑн пек мероприятисене хутшӑнма ирӗк пур тесен те лешсем яхӑнне те яман. Депутат тӗрӗслӗхе халӗ йӗрке хуралҫисем патӗнче шырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Владимир Путин патронажӗнче шутланакан управлени кадрӗсен ҫӗнетнӗ списокне хатӗрленӗ. Чӑваш Енрен унтан пӗртен-пӗр ҫын кӗнӗ. Ку вӑл — республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин. Списока Кремль сайтӗнче ӗнер, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, пичетленӗ. Иван Моторин ку списокра ҫӗнӗ ҫын мар. Унта вӑл икӗ ҫул каялла, 2016-мӗшӗнче, лекнӗ. Иван Моторин 1973 ҫулта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ, «экономист» специальноҫне алла илнӗ. 1995 ҫулта вӑл тулли мар яваплӑ пӗр обществӑра бухгалтер-экспедиторта тимлеме пуҫланӑ. 1998 ҫулта Чӑваш Енӗн Тулаш хутшӑнусен министерствине ӗҫе вырнаҫнӑ. Карьера картлашкипе пӗчӗккӗн хӑпарса пырса 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче премьер-министра ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» депутачӗсем Игорь Моляковпа Сергей Семенов Шупашкарти Чапаев скверӗнче митинг ирттернӗ. Унта вӗсем халӑха пӑшӑрхантаракан ыйтӑва, пенси ӳсӗмне ӳстернине, сӳтсе явнӑ. Ӗнер вара Игорь Моляков патне Шупашкарти 1-мӗш полици уйрӑмӗнчен ҫыру килнӗ. Унта Чапаев скверӗнче саккуна пӑсса ирттернӗ мероприятие, митинг евӗрскере, тӗрӗслени пирки пӗлтернӗ. Кун пирки «Фейсбук» халӑх тетелӗнче право хӳтӗлевҫи Алексей Глухов пӗлтернӗ. Депутата административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн протокол ҫырмашкӑн полици пунктне чӗнсе илнӗ. Вӑл унта пымасан протокола унсӑрах хатӗрлесси пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Халӑха — ваттине те, яшшине те — калаҫтаракан пенси реформипе ҫыхӑннӑ саккун проектне Раҫҫейӗн Патшалӑх Думи паян пӑхса тухнӑ. Ӑна хальлӗхе пӗрремӗш вулавпа тишкернӗ. Асӑннӑ саккун проектӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх арҫынсене ӳлӗмрен 65 ҫулта тивӗҫлӗ канӑвӑ кӑларӗҫ, хӗрарӑмсене 63 ҫулччен ӗҫлеттерӗҫ. Саккун проектне ҫӗршывӑн Правительстви сӗннӗ. Ҫӗнӗлӗхӗн ырлӑх-пурлӑхӗ пирки калаҫнӑ май пенси ҫулталӑкне вӑтамран 12 пин тенкӗ ӳсӗ тесе савӑнтарасшӑн. Пенси ҫулӗнчисем нумайланса кайнине, вӑйпиттисем сахалраххине те палӑртаҫҫӗ. Саккун проектне пӗрремӗш вулавпа тишкернӗ чух оппозици текен парти пайташӗсенчен пӗр коммунист тытӑнса тӑнӑ, ыттисем саккун проектне хирӗҫ сасӑлани паллӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсенчен Наталья Поклонская ҫеҫ хирӗҫ пулнӑ. Пирӗн Чӑваш Енрен суйланнӑ ултӑ депутатран Алена Аршинова, Николай Малов тата Леонид Черкесов саккун проекчӗшӗн пулнӑ. Вӗсем пурте — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсем. Хирӗҫҫисем — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» пайташӗсем Анатолий Аксаков тата Олег Николаев, ҫавӑн пекех Валентин Шурчанов коммунист. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫул-йӗр патруль службин ӗҫченӗсем тата «Антиделер» общество юхӑмӗн рейд ушкӑнӗсен ҫыннисем Шупашкар хула пухӑвӗн депутатне, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти элчине Антон Ковалева тытса чарнӑ. Ленин Комсомолӗн урамӗнчи пӗр водителе шурӑ тӗслӗ «Вольксваген Пассат» рулӗ умӗнчи ҫын наркотик тутаннӑ пек туйӑннӑ. Вӑл кун пирки ҪҪХПИе пӗлтернӗ. Руль умӗнчи шӑпах ҫак депутат пулнӑ. Антон Ковалев наркодиспансерта медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма хирӗҫленӗ. «Антиделерӑн» Инстаграмри страницинче ҫырнӑ тӑрӑх, депутат хӑйне йӗркеллӗ тытман, ҪҪХПИ ӗҫченӗсене хӑмсарнӑ: «Халӑх мана пӗлет»... Палӑртмалла: Антон Ковалев Шупашкарта 1981 ҫулта ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетсӗр сессийӗнче депутатсем пенси реформипе ҫыхӑннӑ саккун проектне пӑхса тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Тӗлӗнмелле хӗрӳ сӳтсе яврӗҫ ӑна. Оппозици партийӗсем шутланаканнисен пайташӗсем пенсие тухас ҫула ӳстерни халӑха хирӗҫле мера тесе чунтан каларӗҫ. «Пире халӑх суйланӑ, халӑх вара вӑл саккуна хирӗҫ», — ӳкӗтленӗ пек палӑртрӗ, сӑмахран, депутатсенчен пӗри. Ертсе пыракан парти шутланакан парти пайташӗсем йышлӑ та, федераци шайӗнче хатӗрленӗ саккун проектне Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ ырларӗ-ырларех. Ӗнер «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗ Шупашкарти Республика тӳремӗнче митинг ирттерме палӑртнӑ. Хула администрацийӗнчен ирӗк илес тенӗ те унтисем «Литература варенийӗ» пулать тесе хирӗҫленӗ. Чапаев палӑкӗ умне пухӑнас тесен те ирӗк паман — унта та «Литература варенийӗ»-мӗн. Ҫапла вара ӗнер Чапаев палӑкӗ патне 50 ҫын, вӗсем хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсем теҫҫӗ, пухӑннӑ. Республика тӳремӗнчи Ленин палӑкӗ умӗнче вара виҫӗ мӑшӑр ташлакаласа ҫӳренӗ, унта 15-е яхӑн ҫын пухӑннӑ иккен. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн пайташӗсем ӗнер ҫапах та халӑхпа тӗл пулнӑ-пулнах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Светлана Ананьева Паян Чӑваш Енӗн Элтеперӗн ҫӗнӗ пулӑшуҫине палӑртнӑ. Ҫакӑн пирки республика ертӳҫи Михаил Игнатьев 293-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ. Михаил Васильевича малашне Светлана Ананьева пулӑшса пырӗ. Ҫак хӗрарӑм унччен республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Светлана Ананьевӑна ҫав должноҫрен паян хӑтарнӑ. Апла документа Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Светлана Ананьева И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен 1995 ҫулта вӗренсе тухнӑ, унта вӑл «Теоретика экономисчӗ» специальноҫа алла илнӗ. Ӗҫ биографине вӑл 1995 ҫулта Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин Медицина статистикин республика бюровӗнчи экономистран пуҫланӑ. 2014 ҫулта асӑннӑ министерствӑра ӗҫлеме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен черетлӗ мар сессийӗ иртнӗ. Унта «халӑх тарҫисем» пенси реформине сӳтсе явнӑ. Тӳрех палӑртмалла: депутатсенчен чылайӑшӗн пенси ӳсӗмне ӳстерессине хирӗҫ мар. «Халӑх тарҫисем» ку ыйтӑва 1 сехет ҫурӑ хӗрӳ сӳтсе явнӑ. Юлашкинчен 33 депутат реформӑшӑн сасӑланӑ, 5-шӗ хирӗҫ пулнӑ. Тепӗр иккӗшӗ сасӑлама тӑхтанӑ. ЛДПР депутачӗсем ҫӗнӗ реформӑна хирӗҫ сасӑланӑ. КПРФ элчисем вара пенси ӳсӗмӗ тӗлӗшпе Пӗтӗм Раҫҫейри референдум ирттерме сӗннӗ. Аса илтерер: 2028 ҫулччен арҫынсен пенси ӳсӗмне 65 ҫула ҫитересшӗн, хӗрарӑмсем вара 2034 ҫул тӗлне 63-ре тивӗҫлӗ канӑва тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Сӗнтӗрвӑрри хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл администраци ӗҫӗ-хӗлӗ пирки информаципе тивӗҫлипе усӑ курма май туса паман. Хула администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче почта адресӗ, электронлӑ почта, телефон номерӗсем пулман. Ҫавӑн пекех унта муниципалитетӑн нормативлӑ акчӗсене, вӗсен проекчӗсене вырнаҫтарман. Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫӗ пирки те сведенисем пулман. Сӗнтӗрвӑрри хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе постановлени ҫырнӑ. Ӑна миравай судьяна пӑхса тухма ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |