Раҫҫейре
![]() Нумаях пулмасть Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ актер Станислав Садальский Мускаври Новодевичье масарӗ ҫинче пулнӑ. РСФСР тава тивӗҫлӗ артисткин Татьяна Самойловӑн вилтӑпри мӗнле лару-тӑрура пулнине курсан вӑл кӑмӑлсӑрланнӑ. Кун пирки вӑл халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче ҫырнӑ. — Ҫак вырӑс турӑшӗн куҫӗнче путма пулать. Ҫакӑн пек тахҫан Татьяна Самойлова пирки паллӑ Пабло Пикассо каланӑ. Паян вара актрисӑн вилтӑпри патне ҫитсен — намӑс. Пуян ҫӗршывра кунашкал асар-писер пулни намӑс. Пирӗн хӑрамалли фильмсем ӳкереҫҫӗ, миллионсем тӑкаклаҫҫӗ. Совет кинематографӗн ҫутӑ сӑнарӗн вилтӑпри ҫине хӑма та пулин ҫакаймаҫҫӗ. Сӑмах май, Татьяна Самойлова ӳкерӗннӗ фильмсене халӗ те туянаҫҫӗ, такам дивидентсене илет, — ҫырнӑ Станислав Садальский халӑх тетелӗнче. Татьяна Самойлова — совет актриси. Паллӑ актриса Мускавра хӑй 80 ҫул тултарнӑ кун, ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енӗн экс-сенаторне Леонид Лебедева федераци шайӗнчех шыраҫҫӗ. Вӑл 220 миллион доллар вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Тверь облаҫӗнчи полицейскисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл «Синтез» пуҫлӑхӗ пулнӑ чухне «ТГК-2» энергетика компанийӗн генеральнӑй директорӗпе каварлашса унӑн хыснинчен 220 миллион доллар тенкӗ вӑрланӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, экс-сенатор следовательсем патне тӗпчеве килмен хыҫҫӑн ӑна шырама тытӑннӑ. Ку унӑн адвокачӗшӗн те кӗтменлӗх пулнӑ. Аса илтерер: 2002 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен Леонид Лебедев Федераци Канашӗнче пирӗн республика сенаторӗ пулнӑ. Вӑл пуҫарнипе 2003 ҫулта «Чӑваш Ен» фонд йӗркеленнӗ. 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Лебедев ку должноҫран кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Голливудра ӳкернӗ «Звездные войны» (чӑв. Ҫӑлтӑр вӑрҫи) фильмӑн мӗнпур эпизодне якутла куҫарӗҫ. Кун пирки ЯСИА.ru пӗлтернӗ. YouTube сайтра 4-мӗш эпизод трейлерӗ халех пур. Проект координаторӗ Георгий Антипин каланӑ тӑрӑх, куҫарӑвӑн тӗллевӗ — якут чӗлхипе калаҫакан аудиторие ҫав фильм жанрӗн культурипе ҫывӑхлатас тени. 4-мӗш эпизода раштав ҫуррисенелле куҫарса пӗтересшӗн. Антипин ӗнентернӗ тӑрӑх, якутла трейлера ҫынсем кӑмӑлласа йышӑннипе пӗрлех хурлакансем те тупӑннӑ. Проекта пурнӑҫа кӗртессипе ҫине тӑракансем ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсем кашни комментариех пӑхса пыраҫҫӗ, пуҫарӑва пурнӑҫа кӗртмелли пирки ҫавӑнпа та иккӗленмеҫҫӗ. Сӑмах май каласан, унччен Льюис Кэрроллӑн «Алиса в Стране чудес» юмахне алтайла куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шупашкар ҫынни Крымри Аю-Даг тусем ҫинче аманнӑ. Суранланнӑ туриста иртен-ҫӳрен авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче асӑрханӑ. Шупашкарта пурӑнакан арҫын тусем хушшинче, сивӗ те халӑх ҫӳремен вырӑнта, пӗр ҫӗр каҫнӑ. Вӑл амансан хӑй тӗллӗн утайман. Ӑна ҫынсем асӑрхасан тӳрех ҫӑлавпа шырав службине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. 4 ҫынран тӑракан отряд ҫийӗнчех ҫитнӗ. 1985 ҫулта ҫуралнӑ арҫын Аю-Даг тӑвӗсене курма шухӑшланӑ-мӗн. Анчах вӑл асӑрханмасӑр шуса ӳкнӗ. Унӑн пуҫӗ тата ури суранланнӑ. Ҫумра телефон пулман унӑн. Арҫыннӑн ури ҫине шина хурса ӑна васкавлӑ медпулӑшупа илсе кайнӑ. Юрать, унӑн хӑйӗнпе пӗрле ӑшӑ япаласем пулнӑ. Ку ӑна шӑнса вилесрен ҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() 5 пин тенкӗ пур пенсионера та лекӗ Чӑваш Енре пурӑнакан 366 пин ытла пенсионера ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче пенсипе пӗрле 5-шер пин тенкӗ тыттарӗҫ. Ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑ мерӑна пурнӑҫа кӗртме пирӗн республикӑна кӑна Мускавран 1,8 миллиард тенкӗ килсе ҫитӗ. Укҫана илес тесен пенсионерсен ниҫта та чупса ҫӳремелле мар, заявлени ҫырса та аппаланма кирлӗ мар. Кун пирки РФ Пенси фончӗн республикӑри уйрӑмӗн пресс-служби татӑклӑнах пӗлтерет. Пӗр хутчен паракан тӳлеве потребитель хакӗсем ӳснине саплаштарма пултӑр тесе йышӑннӑ. Иртнӗ ҫул, сӑмахран, инфляци виҫи 12,9 процентпа танлашнӑ. Страхлакан тата социаллӑ пенсие 4 процент кӑна индексациленӗ. Уйрӑмлӑхне 5-шер пин тенкӗ парса компенсацилесшӗн. Ун валли кӑҫалхи ҫурла—раштав уйӑхӗсене илнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, кашни уйӑхшӑн пӗрер пин тенкӗ памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ачасен хӳтӗлевҫи Анна Кузнецова Ҫӗршыври ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫленӗ Павел Астахова паян ӗҫрен хӑтарнине маларах эпир пӗлтернӗччӗ. РБК-бизнес-канал Астахов вырӑнне Ҫемьесене хӳтӗлекен организацисен ассоциацийӗн ертӳҫине, «Волонтеры в помощь детям-сиротам» (чӑв. Тӑлӑх ачасене пулӑшакан волонтерсем) ыр кӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫине Елена Ольшанскаяна е «Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн» Пензӑри ӗҫтӑвкомӗ ертӳҫине Анна Кузнецована лартма пултараҫҫӗ тесе шухӑшланине те эпир асӑнса хӑварнӑччӗ. РБК Анна Кузнецована суйлас шанӑҫ пысӑкрах тесе палӑртнӑччӗ. Ҫӗршыври ачасен правине хӳтӗлеме, чӑн та, Анна Кузнецована шаннӑ. Указа РФ Президенчӗ паян алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Павел Астахов ачасене текех хӳтӗлеймӗ Паян ҫӗршыври ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫленӗ Павел Астахова ӗҫрен хӑтарнӑ. Раҫҫейри паллӑ юриста уполномоченнӑй должноҫӗсӗр хӑварасси ҫинчен малтанах калаҫма тытӑнчӗҫ. Тем тӗрлӗ сӑлтавран пӗри унӑн асӑрханусӑр перкелесе янипе ҫыхӑнтаракансем те, ачасен правине хӳтӗлессипе нимех те туман, ачасен правине хӳтӗлессипе ӗҫлекен уполномоченнӑйсем регионсенче те вайлах мар текенсем те тупӑнчӗҫ. Хайне ӗҫрен хӑтарма ыйтса Павел Астахов ҫу пуҫламӑшӗнчех ҫырнӑ-мӗн, анчах ӑна вӑл 50 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвиччен должноҫрех хӑварас тенӗ имӗш. Ӑна пӗр вӑхӑтлӑха отпуска янӑ. Астахов вырӑнне Ҫемьесене хӳтӗлекен организацисен ассоциацийӗн ертӳҫине, «Волонтеры в помощь детям-сиротам» (чӑв. Тӑлӑх ачасене пулӑшакан волонтерсем) ыр кӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫине Елена Ольшанскаяна е «Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн» Пензӑри ӗҫтӑвкомӗ ертӳҫине Анна Кузнецована лартма пултараҫҫӗ теҫҫӗ. РБК бизнес-канал шухӑшланӑ тӑрӑх, юлашкинчен асӑннин шанӑҫӗ ытларах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Киров облаҫӗнче Чӑваш Енри сысна ҫурисене тиенӗ урапана тытса чарнӑ. Кун пирки Россельхознадзорӑн Киров облаҫӗнчи пресс-служби пӗлтерет. Унти патруль служби чӑваш номерӗллӗ урапана авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче чарнӑ. Унта 38 сысна ҫури пулнӑ. Анчах водителӗн ветеринари докуменчӗсем ҫумра пулман. Водитель сысна ҫурисене усламҫӑран туяннине ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Лешӗ вара ҫурасене Киров облаҫӗнчи ҫынсенчен пуҫтарнӑ-мӗн. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, сысна ҫурисене Вӑрнар районӗнчен илсе тухнӑ. Африка чумине пула вӑл иккӗмӗш зонӑна лекнӗ. Лаборатори тӗпчевӗ сыснасем чирлӗ маррине ҫирӗплетнӗ. Халӗ ҫурасене каялла илсе килес ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре халӑх ҫыравӗ тӗлӗшпе ҫӗнӗлӗхсем кӗртесшӗн. Кун пирки tass.ru порталта пӗлтереҫҫӗ. Малашне ҫынсене ҫырава пурне те йӗркепе килӗшӳллӗн хутшӑнтарасшӑн. Хутшӑнманнисене штраф тӳлеттересшӗн. Унччен Росстат саккуна ҫырав тӗлӗшпе ҫӗнӗлӗхсем кӗртме сӗннӗ. Правительство комиссийӗ ку ыйтӑва пӑхса тухсан ӑна ырланӑ. Саккуна улшӑнусем кӗртсен ҫырава кашни ҫыннӑнах ниме пӑхмасӑр хутшӑнма тивӗ. Хӑйӗн пирки информаци пӗлтерме хирӗҫлесен (хӑш наци пулнисӗр пуҫне) штраф тӳлеттересшӗн. Унӑн виҫи 100-300 тенкӗпе танлашмалла. «Кам ӑҫта пурӑннине, халӑх мӗн чухлӗ пулнине пӗлесси – патшалӑх ӗҫӗ. Унпа социаллӑ экономика пулса пырать», - тенӗ социаллӑ экономика ыйтӑвӗсене тишкерекен ӑслӑлӑхпа тӗпчев центрӗн ертӳҫи Ольга Воробьева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре ҫитес ҫул 200 тата 2000 тенкӗлӗх укҫа кӑларасси пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Вӗсем ҫине хӑш хулана сӑнлассине палӑртас тӗллевпе сасӑлав ирттернӗ. Унта Шупашкар хулинчи Анне палӑкӗпе Чапаев палӑкӗ те хутшӑннӑ. Нумаях пулмасть списокри 10 хула финала тухнӑ. Шел те, вӗсен йышӗнче Шупашкар ҫук. Конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрне «Общество шухӑшӗ» фонд ирттернӗ. Ыйтӑма тӗрлӗ хулара пурӑнакан 6 пин ҫын хутшӑннӑ. Кашнин патне киле килнӗ, хуласен ятне тата унти паллӑ вырӑнсен сӑнӳкерчӗкне кӑтартнӑ. Финала 10 хула тухнисен йышӗнче ҫаксем: Владимир, Волгоград, Инҫет Хӗвелтухӑҫ, Иркутск, Хусан, Чулхула, Петрозаводск, Севастополь, Сергив Посад, Сочи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.