Раҫҫейре
![]() Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ячӗпе палӑк уҫма пултарасси пирки эпир иртнӗ уйӑхӑн ҫурринче хыпарланӑччӗ. Кун пирки эпир ҫӗршывӑн тӗп хулин монумент ӳнерӗ енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн ертӳҫи Игорь Воскресенский пӗлтерни тӑрӑх «Москва» (чӑв. Мускав) хула хыпарӗсен агентствине пӗлтерни тӑрӑх ҫырнӑччӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулин монумент ӳнерӗ енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн ертӳҫи Иван Яковлева хисеплесе монумент лартма комиссине заявка ҫитнине пӗлтернӗччӗ. Пуҫаруҫӑсем палӑка Большая Полянка (чӑв. Пысӑк Уҫланкӑ) урамра вырнаҫтарасшӑн пулнӑччӗ. Палӑк ыйтӑвне ҫак уйӑхра пӑхса тухма шантарнӑччӗ. Халӗ, чӑн та, пӑхса тухнӑ. Анчах ыйту хальлӗхе уҫӑмланман. Иван Яковлев палӑкне Мускавра лартма Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ сӗннине тишкернӗ май маларах асӑннӑ Воскресенский палӑк валли вырӑна Пысӑк Уҫланкӑ урамӗнче мар, Чебоксарская (чӑв. Шупашкар) ятлинче тупма май пуррине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Чӑваш Ен» ПТРК тунӑ сӑн Чӑваш Енри влаҫ органӗсем коммуналлӑ тӑкакшӑн тӳлеменнисене асӑрхаттараҫҫӗ. Парӑма татмасан хваттертен барака куҫарма сӗнеҫҫӗ вӗсем. Кунашкал мелпе Раҫҫейри темиҫе регионта усӑ кураҫҫӗ. Раҫҫейре кунашкал парӑмӑн хисепӗ триллиона яхӑн ҫитнӗ. Ку хисеп, шел те, ӳсме пӑрахмасть. Коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлеменнисене барака куҫарма тытӑннине Мускав округӗнчи хаҫат та пӗлтерет. Пӗр арҫын 35 пин те 250 тенкӗ тӳлемен. Ӑна общежитие куҫарнӑ. Ытти хулара хальлӗхе парӑмҫӑсем тӗлӗшпе ҫирӗпех мар-ха: электроэнергие, ӑшӑ шыва, газа чарса лартаҫҫӗ. Хӑш-пӗр хулара парӑмҫӑсен канализацине хупма тытӑннӑ. Анчах ку та пулӑшмасть-мӗн. Пӗр хӗрарӑм хӑйӗн каяшӗсене чӳречерен ывӑтма пуҫланӑ. Чӑваш Енре лару-тӑру кӑшт урӑхларах. Хваттер хуҫисем мар, коммуналлӑ компанисем парӑма кӗреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() РФ Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре ҫӑкӑр хакӗ ӳсме пултарать. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, хак вӑтамран 3–5 тенкӗ хӑпармалла. Александр Ткачев министр каланӑ тӑрӑх, ку тулӑ хакӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ. Чӑваш Ене ку мӗнле витӗм кӳрӗ? Шупашкарти ҫӑкӑр пӗҫерекен 2-мӗш савут ҫӑкӑр хакне 4 процент ӳстересшӗн. Ыттисем ҫӑкӑр пӗҫерессине услам тесе шутламаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем хаксене улӑштарасшӑн мар. Пӗлтӗр республикӑра 556 тонна тырӑ пухнӑ. 6 проценчӗ ҫеҫ ҫӑнӑх валли каять. Ытларахӑшӗ — выльӑх-чӗрлӗх ҫитермелле. Ҫӑнӑх авӑртмашкӑн тырра урӑх регионсенчен илсе килеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Forbes паллӑ журнал Олимп чемпионкине Аделина Сотниковӑна Раҫҫейри 8 топ-спортсменсен йышне кӗртнӗ. Вӗсене бизнес-проекта инвестици хывнине шута илсе суйланӑ. Аса илтерер: Аделинӑн тымарӗсем — Чӑваш Енрен. Унӑн тӑванӗ Шупашкарта пурӑнать. Унӑн аслашшӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарта ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑннӑ. 2014 ҫулта Аделина хӑй те Шупашкара килнӗ. Кунта тепре килессине те пӗлтернӗ вӑл ун чухне. Аделина топ-8 списока акӑ мӗншӗн кӗнӗ: вӑл 2014 ҫулта Сочири Олимп вӑййисенче ылтӑн медаль илнӗ те Мускавра маникюр студине уҫнӑ. Ун ҫумӗнче вӑл хӗрарӑмсен хупӑ клубне йӗркеленӗ. Унта суйланӑ клиентсем ҫеҫ кӗреҫҫӗ: паллӑ спортсменсем, тренерсем. Вӗсем пӗр-пӗринпе опытпа ылмашӑнаҫҫӗ, сӗнӳ параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Студентсен кунӗ умӗн «Атӑлҫи Татьяни» конкурс ирттерни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Шел, унта пирӗн ентеш Татьяна Попова ҫӗнтереймен. Кӑҫал Сарӑтура иртнӗ конкурсра Саранскри Татьяна Вельмакина мала тухнӑ. Аса илтерер: унта 8 регионти Татьянӑсем хутшӑннӑ. Шупашкар чысне Татьяна Попова хӳтӗленӗ. Конкурсра пике мала тухса ҫитес ҫул ӑна хӑйсен регионӗнче йӗркелеме ирӗк ҫӗнсе илет. Пирӗн Татьянӑна куракансем килӗштернӗ. Мӑкшӑ хӗрӗ конкурса ҫӗнтернӗрен 2017 ҫулта вӑл Мӑкшӑ Республикинче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Регионсен хушшинче «Атӑлҫи Татьянисем» конкурса ҫулсерен ирттереҫҫӗ. Финал паян Сарӑту хулинче пулнӑ. Пирӗн республикӑран унта Татьяна Попова хутшӑннӑ. Пӗлтӗр ку тивӗҫе Татьяна Богданова пурнӑҫланӑ. Татьяна Попова И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренет. Кӑҫал конкурса 8 Татьяна хутшӑннӑ. Хӗрсем Сарӑту, Саранск, Чулхула, Чуллӑ ҫыр, Ижевск, Чӗмпӗр, Йошкар-Ола хулисенчен пулнӑ. Шел те, Пенза хӗрӗ кӑштах чирленӗ, ҫавӑнпа хутшӑнайман. Вӗсем хӑйсене ташӑ, пултарулӑх, литература конкурсӗсенче тӗрӗсленӗ, юлашкинчен дефиле кӑтартнӑ. Халӗ конкурсӑн официаллӑ ушкӑнӗнче сасӑлав иртет. Пӑлӑртса хӑварар: Татьянӑсен конкурсӗ 13-мӗш хут иртнӗ. Татьяна Попова тӗп титула ҫӗнсе илсен ҫитес ҫул конкурс Шупашкарта иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Телекӑларӑм сюжетӗнче — Михаил Игнатьев Элтепер Вырсарникун, кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче, «Россия 1» телеканал «Вести недели» (чӑв. «Эрне хыпарӗсем») программӑра пирӗн республикӑмӑр пирки ятарлӑ репортаж кӑтартнӑ. Александр Балицкий Чӑваш Ен пирки хатӗрленӗ сюжета ӳкерме Мускавран килнӗ журанлистсем республикӑра тӑватӑ кун ӗҫленӗ тесе пӗлтерет ЧР Культура министерстви. Тӑватӑ кунта журналистсем республикӑри 10 ытла предприятие ҫитсе курнӑ. Вӗсен шутӗнче тахҫантанпах уҫӑлнисем те, тинтерех ӗҫлесе кайнисем те пур. Ҫӗнӗ Шупашкарти хӗвел батарейи кӑларакан «Хевел», «Экоклинкер» ҫамрӑк производство, Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ пирки асатте-асаннесем те пӗлеҫҫӗ. Е тата кондитер хапрӑкӗ, Ҫӗмӗрлери автомобиль фургонӗсен комбиначӗ. Шупашкарта микрорайонсене те ҫитсе курнӑ, Святослав Федоров ячӗллӗ куҫ микрохирургийӗн пульницинче, В.И. Чапаев музейӗнче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Мускавра чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ячӗпе палӑк уҫма пултараҫҫӗ. Кун пирки ҫӗршывӑн тӗп хулин монумент ӳнерӗ енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн ертӳҫи Игорь Воскресенский пӗлтерни тӑрӑх «Москва» (чӑв. Мускав) хула хыпарӗсен агентстви хыпарланӑ. «Иван Яковлев ятлӑ ҫын пулнӑ. Ӑна хисеплесе монумент лартма пирӗн комиссине заявка ҫитрӗ. Ку вӑл — Чӑваш Республикин администрацийӗн кӑмӑлӗ», — ӑнлантарнӑ агентствӑна монумент ӳнерӗ енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн ертӳҫи. Игорь Воскресенский каланӑ тӑрӑх, пуҫаруҫӑсем палӑка Большая Полянка (чӑв. Пысӑк уҫланкӑ урамӗ) урамра вырнаҫтарасшӑн. Чӑвашран Мускава ҫитнӗ заявкӑна республикӑн тӗп хулинче палӑксем лартассипе ӗҫлекен сумлӑ комисси кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Прессӑн ылтӑн фончӗ–2016» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса иртнӗ ҫул вӗҫӗнчех пӗтӗмлетрӗҫ-ха. Ҫапах та ку паллӑна тивӗҫнисене кӑҫал унпа усӑ курма ирӗк панине кура ҫав ятлӑ хаҫат-журнала пӗлтерме эпир кая юлман тесе шухӑшлатпӑр. Конкурса «Журналист» издательство ҫурчӗ йӗркелет. Сӑмах май каласан, ылтӑн паллӑна тивӗҫнине тӗрлӗрен хаклакан-йышӑнакансем пур-ха. Ара, кирек епле парнен те, енчен вӑл йышлӑ пулсан, сумӗ чакать-тӗр ҫав. Юрӗ, сӑмахӑмӑр ун пирки мар. Конкурса 268 кӑларӑм хутшӑннӑ. Вӗсем — ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче тухса тӑракан пичет кӑларӑмӗсем. Конкурса тӑратнӑ хаҫат-журнала конкурс комиссийӗ виҫӗ степеньлӗ паллӑпа хакланӑ. Пирӗн республикӑри виҫӗ хаҫат: «Советская Чувашия», «Алатырские вести» тата Вӑрнар районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» — иккӗмӗш степеньлине тивӗҫнӗ. Тӑхӑр хаҫат виҫҫӗмӗш степеньлӗ паллӑ хуҫисем пулса тӑнӑ. Вӗсен хушшинче чӑваш парламенчӗн «Республика» хаҫачӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани», Муркаш районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», Етӗрне районӗнчи «Ӗҫ ялавӗ», Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен», Ҫӗрпӳ районӗнчи «Цивильский вестник», Елчӗк районӗнчи «Елчӗк Ен» хаҫачӗсем, «Агромаш» тата «Моя Империя» журналсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗнӗ ҫулта ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу хакӗсем хӑпармалла. Ҫутӑ хакӗ ӳсессине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Сӑмах май каласан, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен коммуналлӑ пулӑшӑвӑн ытти хакӗ те хӑпармалла. Ҫав вӑхӑтрах РФ Ҫурт-йӗр кодексне улшӑну кӗртни ҫынсене яваплӑрах пулма хистет. Газшӑн, электричествӑшӑн, ӑшӑшӑн тата шывшӑн вӑхӑтра тӳлемесен энеросбыт компанийӗсемпе, ҫурт-йӗр харпӑрлӑҫисемпе управляющи компанийӗсем парӑмлисем тӗлӗшпе суда ытларах тухасси тата парӑма шыраса илме коллекторсене явӑҫтарасси пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Пенине парӑмӑн 31-мӗш кунӗнчен шутлама пуҫлӗҫ. Ӑна рефинансированин 1/300-мӗш ставкипе шутласа парӗҫ. 91-мӗш кунтан пени 1/130 ставкӑпа танлашӗ. Шута илме: килес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен Тӗп банкӑн рефинансировани ставки 11 процентпа танлашӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.