Раҫҫейре
![]() РФ Президенчӗ Владимир Путин суйлав саккунне улшӑнусем кӗртнӗ. Документа пушӑн 9-мӗшӗнче право информацийӗн тӗнче тетелӗнчи официаллӑ порталӗнче пичетленӗ. Улшӑнусем кӗртнӗ документпа килӗшӳллӗн, малашне суйлав участокӗсенче аккредитаци илнӗ журналистсем ҫеҫ ӗҫлеме пултараҫҫӗ. Анчах пурте мар. Ӑна илмешкӗн кӑларӑмра ӗҫ договорӗпе икӗ уйӑхран кая мар ӗҫлемелле. Аккредитацие суйлав умӗн виҫӗ кун маларах парӗҫ. Суйлав комитечӗн ӗҫне «сӑмса чикнӗшӗн», ҫынсене суйлама чӑрмантарнӑшӑн штраф тӳлеттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Левада-центр» социологӗсем ыйтӑм ирттернӗ: ҫӗршыв Президенчӗн вырӑнне хӗрарӑм пулнине ырлаҫҫӗ-и? Респондентсен 32 проценчӗ ҫитес 10–15 ҫулта Раҫҫей Президенчӗ хӗрарӑм пулнине ырланӑ. Ыйтӑма хутшӑннисен 21 проценчӗ — арҫынсем, 44 проценчӗ хӗрарӑмсем пулнӑ. Анчах респондентсен 49 процентне хӗрарӑм ертӳҫӗ пуканне йышӑнни килӗшмен. Социологсем хӗрарӑмсем политикӑна хутшӑннине мӗнле хакланине те ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ. Ыйтӑма хутшӑннисен 77 проценчӗ кӑна ырланӑ. 64 проценчӗн шухӑшӗпе, хӗрарӑмсен патшалӑх пуканне арҫынсемпе танах йышӑнмалла. 28 проценчӗ хирӗҫленӗ. Респондентсен 51 проценчӗ хуравланӑ тӑрӑх, арҫынсен службӑра ҫӳлелле хӑпарас шанчӑк пысӑкрах. 41 проценчӗ вара арҫынсемпе хӗрарӑмсен ку енӗпе шанчӑк пӗрех пулнине каланӑ. Ыйтӑма 48 регионти 137 ял-хулара пурӑнакан 18 ҫултан аслӑрах 800 ытла ҫынна хутшӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Пирӗн маттур ентеше Пӗрремӗш каналпа пыракан «Ырӑ ир» кӑларӑмра кӑтартнӑ. Шупашкарта пурӑнакан Вера Афанасьевна Орлова пирки журналист сюжет хатӗрленӗ. Кӑҫал Вера Афанасьевна 83 ҫул тултарнӑ. Вӑл чунӗпе ҫамрӑк, хастар. Маттурскер «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» спорт уявне хутшӑнать. 11 хутчен йӗлтӗр сырса тухнӑ вӑл. Вера Афанасьевна йӗлтӗр сырса тухнӑ чухне наци тумне яланах тӑхӑнать. Вӑл хӑйне уҫӑ сывлӑшра лайӑх туять, килте лараймасть. Вера Орлова ӗмӗр тӑршшӗпех йӗлтӗрпе туслӑ. Виҫӗ ҫухрӑм чупасси те уншӑн нимӗн те мар. Вӑл хӑйӗнпе пӗрле пӗчӗк мӑнукӗсене спортпа туслаштарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Про Город" хаҫат тунӑ сӑн Пӗтӗм тӗнчери граждан авиацийӗн организацийӗ электроникӑн литий-ионлӑ аккумуляторӗсене салона илсе кӗме чарӗ. Кун пирки Рейтер агентство пӗлтерет. Экспертсен шухӑшӗпе, ку пушар кӑларма пултарать, ҫавӑнпа ҫак йӗркене йышӑнасшӑн. Самолет бортне кӗсье телефонӗн, фотоаппаратӑн, ноутбукӑн тата ытти электроникӑн аккумуляторӗсене илсе кӗме чарӗҫ. Ку саккун 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ. Хӑҫанччен? Литий-ионлӑ батарейӑсем валли шанчӑклӑ упаковка шухӑшласа кӑлариччен. Ҫӗнӗ инструкци Шупашкарти аэропортра та вӑя кӗрӗ. Чӑваш Ен ҫыннисемпе хӑнисене кунти самолетпа усӑ курнӑ чухне багаж илсе ҫӳремелли пирки хушма инструкци парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри хӗрарӑм ҫине тӳрех виҫҫӗн тан тапӑннӑ. Пирӗн ентеше ҫынна вӗлернӗшӗн айӑпласшӑн вӗсем. Кун пирки НТВ телеканалти «Говорим и показываем» телешоура калаҫнӑ. 52 ҫулти Наталья Дормачева Чӑваш Енрен Мускава ӗҫлеме кайнӑ. Вӑл апат-ҫимӗҫ лавккине сутуҫа вырнаҫнӑ. Кӗҫех вӑл ҫав ҫуртрах пурӑнакан 56-ри арҫынпа паллашнӑ. Вӗсем пӗрлешнӗ. Анчах арҫыннӑн виҫҫӗмӗш сыпӑкри тӑванӗсене килӗшмен ку. Тепӗртакран арҫын вилнӗ. Тухтӑрсем ӑна ҫӑлайман, чӗре чирӗ тесе палӑртнӑ. Кӗлеткине пӑхнӑ хыҫҫӑн пуҫӗ ҫинче суран пулнине палӑртнӑ. Арыннӑн тӑванӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ӑна пирӗн ентеш вӗлернӗ. Йӑлтах – Мускаври хваттершӗн-мӗн. Кӑларӑмра пирӗн ентешпе арҫыннӑн тӑванӗсен тавлашӑвне кӑтартнӑ. Наталья каланӑ тӑрӑх, упӑшки ирхине тӗпелте чей ӗҫнӗ. Кайса пӑхнӑ – ку урайӗнче ларнӑ. Япӑх пулнине курсан васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Пуҫӗ ҫинчи суран ун чухнех пулнӑ тет вӑл. Юлашкинчен кӑларӑмра Натальйӑна полиграфпа тӗрӗсленӗ. Суя детекторӗ Наталья суйманнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри «Вӗри чӗре» обществӑпа патшалӑх пуҫарӑвӗн лауреачӗсене чысланӑ. Кӑҫал наградӑна ҫамрӑксен тата ачасен ҫичӗ организацийӗ, 113 ачапа ҫамрӑк тивӗҫнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшне вилнӗ хыҫҫӑн чысланӑ. Лауреатсен йышӗнче Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем те пулнӑ. Дария Зимина И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренет. Пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва пӑхмасӑрах вӑл спорт тытӑмӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тӑвать. Павел Федотов, Етӗрне районӗнчи пӗр шкулта вӗренекенскер, путакан ачана ҫӑлнӑ. «Вӗри чӗре» иккӗмӗш ҫул ӗҫлет ӗнтӗ. Ӑна Светлана Медведева ертсе пыракан социаллӑ культура пуҫарӑвӗн фончӗ йӗркеленӗ. Унта паттӑр ӗҫ тунисене, йывӑр лару-тӑрӑва ҫӗннисене чыслаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Про Город» хаҫат тунӑ сӑн Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ шкулсенче вырӑс чӗлхипе вӗрентмелли гарантие официаллӑ мелпе ҫирӗплетменнине Раҫҫейри 9 регионта тупса палӑртнӑ. Ун пирки tass.ru сайт пӗлтерет. Ҫав 9 регион шутне хӑшӗсем кӗнӗ-ха? Ингушети, Кабардин-Балкар, Карачай-Черкес, Коми Республики, Ҫурҫӗр Осети, Тутарстан, Тува Республики, Удмурт тата Чӑваш республикисем. Ҫак регионсене вӗрентӗве вырӑс чӗлхипе памалла тесе улшӑнусем кӗрттересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Республикӑра тухса тӑракан хӑш-пӗр хаҫат-журнала йӳнӗрехпе ҫырӑнса илме май пулассине пӗлтереҫҫӗ. «Раҫҫей Почти» ҫырӑнтару хакне 15 процент чакать-мӗн. Федераци центрӗн кунашкал пулӑшӑвне Раҫҫейри 2 пин яхӑн кӑларӑм тивӗҫӗ. Списока пирӗн республикӑри 29 кӑларӑм кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче — «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Хыпар», «Тантӑш», «Советская Чувашия», «Чӑваш хӗрарӑмӗ». Ҫӑмӑллӑхпа вулакансем юратакан хаҫатсем усӑ курма пултараҫҫӗ. Хаҫатсенче наци тата тӗн ыйтӑвӗсене хускатни, сывӑ пурнӑҫа пропагандӑлани те витӗм кӳнӗ. Ҫӑмӑллӑха ачасемпе ҫамрӑксен кӑларӑмӗсем те тивӗҫнӗ. Асӑннӑ хаҫат-журнала «Раҫҫей Почтин» уйрӑмӗсенче ҫеҫ йӳнӗрех ҫырӑнтараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри пултаруллӑ хӗрача, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралнӑскер, Пӗрремӗш каналпа ӳкернӗ «Голос. Дети» проекта хутшӑннӑ. Мая Егорова жюри пайташӗсен умӗнче Ани Лоракӑн «Я вернусь» юррине шӑрантарнӑ. Мая 14-ра. Музыкӑпа, акӑлчан чӗлхипе кӑсӑкланать. Спортпа та туслӑ вӑл. Тӗнче, Раҫҫей шайӗнчи конкурссене хутшӑнать. Проект нарӑсӑн 20-мӗшӗнче пуҫланать. Мая унта икӗ хут та лекме хӑтланнӑ, анчах хальхинче кӑна ӑннӑ ӑна. Унӑн ашшӗ Алексей Егоров та юрлама юратать. Мая фортопиано та калать. Чӑваш хӗрӗ виҫӗ командӑран пӗрне лекнӗ-и? Хальлӗхе калама юрамасть. Проекта курсан паллӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Леонид Якубович ертсе пыракан «Тӗлӗнтермӗш уйӗ» кӑларӑма Шупашкар ҫыннисем тӑтӑшах хутшӑнма пуҫларӗҫ. Ахӑртнех, ку Леонид Якубович Чӑваш Ене час-часах килнипе, вӑл чӑвашсене юратнипе ҫыхӑннӑ. Иртнӗ эрнере кӑларӑма Шупашкарти Евгения Десяткина хутшӑннӑ. Вӑл финала тухайман пулсан та кӑмӑллӑ юлнӑ. Ара, Леонид Якубовича вӑл питҫӑмартинчен чуптума пултарнӑ-ҫке-ха. Евгения Десяткина пӗрремӗш хуравланӑран саспалли каланӑ. Анчах пӗлмен. Анчах тепӗр хутчен ун патне таврӑнман — сӑмаха пӗлнӗ. Чӑваш Ен хӗрарӑмӗ Якубовича чуптунӑ та каялла таврӑннӑ. Вӑл кӑларӑм ертӳҫине парне панӑ, Чӑваш Енрен пысӑк салам каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.