Раҫҫейре
![]() Телекуравпа кӗҫех Владимир Соловьевӑн «Миропорядок» премьери пулать. Вӑл эфира тухасса чылай ҫын кӗтет. Унти калаҫу политика лару-тӑрӑвне уҫӑмлатӗ. «Глобаллӑ вӑрҫӑ пулать-и?» ҫак ыйту та уҫӑмланмалла унта. Фильм тӗпӗ – Владимир Путинран илне интервью. Ӑна раштавӑн 17-мӗшӗнче иртнӗ пресс-конференци иртнӗ хыҫҫӑнах ӳкернӗ. Пирӗн ачасене мӗнле пуласлӑх кӗтет? Ҫак ыйтӑва политиксем, философсем, режиссерсем, финансистсем хуравланӑ. Паллах, Владимир Путин та ҫак ыйтӑва уҫӑмлатӗ. Владимир Соловьев каланӑ тӑрӑх, ҫак ыйтусен хуравӗсене тупмашкӑн тӗрлӗ ҫӗршыва ҫитсе курнӑ, политика лидерӗсемпе калаҫнӑ. Анчах Раҫҫей Президенчӗпе калаҫни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, премьера паян, раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, 21 сехет ҫурӑра пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫемьере сусӑр ача пуррисене налук вычечӗ ытларах суммӑлӑх пама тытӑнӗҫ. Кун пек саккуна Раҫҫей шайӗнче иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче РФ Президенчӗ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. РФ Налук кодексӗн 218-мӗш статйине кӗртнӗ улшӑнупа килӗшӳллӗн сусӑр ачасен ашшӗ-амӑшне е ун пеккисене усрава илнисене налук вычечӗ унчченхиллех 3 пин тенкӗ мар, 12 пин тенкӗ пама тытӑнӗҫ. Ҫӗнӗлӗх ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрет. Опекунсене, попечительсене налук вычетне 6 пин тенке ҫитерсе парӗҫ. Маларах ачаллӑ ашшӗ-амӑшне налук вычетне 280 пин тенкӗ тупӑш таран кӑна шутласа панӑ пулсан, килес ҫултан ку виҫе 350 пин тенкӗпе танлашӗ. Тепӗр майлӑ каласан, стандартлӑ налук вычетне ӗҫ укҫи ҫав виҫене ҫитиччченех пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян, 12 сехетре, РФ Президенчӗ Владимир Путин журналистсемпе пресс-конференци ирттерет. Кремль сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта каймашкӑн 1,4 пин журналист аккредитаци илнӗ. Ку — рекорд. Владимир Путинӑн пӗрремӗш пресс-конференцине, 2001 ҫулта, 500 ытла калем ӑсти килнӗ. 2002–2003 ҫулсенче вара — 700 ытла, 2004 ҫулта — 750 яхӑн, 2007 ҫулта 1132, 2008 ҫулта — 1327, 2013 ҫулта — 1327, 2014 ҫулта — 1259 журналист пулнӑ. Ҫапла пӗлтерет ТАСС. Президент ирттерекен конференцире тӗрлӗ ыйту пама юрать. Путин ытларах регионти МИХсене килӗштерет-мӗн. Пресс-конференцие пирӗн республикӑри калем ӑстисем те хутшӑнаҫҫӗ. Унта «Советская Чувашия» хаҫатӑн тата «Наци телекуравӗн» журналисчӗсем кайнӑ. Пресс-конференци шӑп та лӑп кӑнтӑрла, 12 сехетре, пуҫланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() РФ Президенчӗ ҫумӗнчи ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Павел Астахов ачасен пурнӑҫӗшӗн ӑнӑҫлӑ регионсене палӑртнӑ. Тӳрех калар: унта Чӑваш Ен те кӗнӗ. — Пирвайхи икӗ ҫулта Раҫҫейри пур региона та инспекци тӗрӗслевӗсемпе ҫитрӗмӗр, виҫӗ пин ытла учреждени пӑхса ҫаврӑнтӑмӑр. Ҫапла майпа кашни субъектра ачасем мӗнле пурӑннине калама пултаратпӑр, — тенӗ Павел Астахов ТАСС агентствӑна. Ӑнӑҫлӑ регионсен йышне Тутарстан, Чечня, Пушкӑртстан, Краснодар крайӗ, Воронеж, Ленинград, Калуга, Тӗмен облаҫӗсем, Ханты-Манси автономи округӗ те кӗнӗ. Байкал тӑрӑхӗнче, Ярославль, Иркутск, Амур облаҫӗсенче, Хакасире, Якутире, Тверь облаҫӗнче тата Дагестанра ку енӗпе лару-тӑру япӑх-мӗн. Рейтинга хатӗрленӗ чухне специалистсем ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй аппаратне килнӗ ыйтусене шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри «Пуласлӑх шкулӗ» IV вӗренӳ форумӗнче «Раҫҫейре хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх 100 организаци» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: чи лайӑххисен йышне Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ те кӗнӗ. Вӑл конкурс лауреачӗ пулса тӑнӑ, «Хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх 100 организаци» конкурсӑн ылтӑн медалӗпе чысланӑ. Пултарулӑх ҫурчӗн директорне «Ҫулталӑкри директор — 2015» хисеп паллипе чысланӑ. Ку наградӑсем хушма пӗлӳ паракан тытӑмра чи сумлисенчен пӗри шутланаҫҫӗ. Сӑмах май, форумра «Раҫҫейри чи лайӑх ача пахчи» конкурса та пӗтӗмлетнӗ. Шупашкарти 134-мӗш ача пахчи лауреатсен йышне кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗршыври сахал тупӑшлӑ ҫемьесене апат-ҫимӗҫ картти пама тытӑнасшӑн. Вӑл еплерех пулассине, карттӑ ҫинче мӗн чухлӗ пулассине хальлӗхе калама хӗн. Мӗншӗн тесен карттӑна пурнӑҫа кӗртесси пирки сӗнӳсене РФ Правительствине килес ҫулхи нарӑсра сӗнӳсем тӑратасшӑн. Электронлӑ апат-ҫимӗс картти ҫине патшалӑх куҫаракан укҫана пухса пыма май килмӗ. Ун ҫине ҫын хӑй хуракан суммӑна вара патшалӑх ӳстерсе пама килӗшет. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, тепӗр ҫурри таран. Программӑпа куҫаракан укҫа-тенке ют ҫӗршывран кӳрсе килекен апат-ҫимӗҫе тата апат-ҫимӗҫ мар тавара туянма юрамӗ. Апат-ҫимӗҫ картти пама тытӑнни сахал тупӑшлисене те, ҫӗршывӑн потребитель рынокне те тӗкӗ кӳрессе шанаҫҫӗ. Маларах ку программӑна е килес ҫултан, е 2017-мӗшӗнчен пурнӑҫа кӗртме тытӑнасси пирки РФ Промышлнноҫ министрӗн статс-ҫыруҫи Виктор Евтухов асӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() СИЗОна кулерпа тата электронлӑ кӗнекепе кайма юрӗ. Следстви изоляторне лекекенсене ҫавӑн пекех хӑлхана шӑв-шавран хупламалли хатӗр, куҫа ҫутӑ кансӗрлесрен ҫыхмалли илме юрать. Унсӑр пуҫне электричество чейникӗ, тӗнче тетелне тухма май ҫук электрон хатӗрсем илсе пыма чармӗҫ. Ку вӑл кӑштахран. Ҫӗнӗлӗх пирки журналистсене Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Бояринев пӗлтернӗ. «Следстви изоляторӗсен шалти йӗрки ҫинчен калакан правилӑна улшӑнусем кӗртесси ҫинчен калакан приказ кӗҫех тухать пуль тесе шухӑшлатӑп», — тенӗ Бояринев. Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ каланӑ тӑрӑх, документа тивӗҫлӗ ведомствӑсенче пӑхса тухса ырланӑ. Халӗ ӑна РФ Юстици министерстви пӑхса тухать. Следстви изоляторӗнчисене карас телефонӗ илсе кӗртме ирӗк памӗҫ тесе Чӑваш Енӗн этем прависене хӳтелекен уполномоченнӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ача ҫуратса укҫаллӑ пулма ӗмӗтленекенсене савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтерер: амӑш капиталне сахалтан та тепӗр икӗ ҫул парӗҫ. Кун пирки паян ҫершыв Президенчӗ Владимир Путин РФ Федераци Пухӑвне Ҫыру янӑ вӑхӑтра асӑнни пирки РБК пӗлтерет. Ку шухӑша ҫынсем алӑ ҫупсах йышӑннӑ. Аса илтеретпӗр, ку программа килес ҫул вӗҫленмеллеччӗ. Хальлӗхе унпа ҫӗршыври 6,5 млн ҫын усӑ курма ӗлкӗрнӗ. Ку шутра Крымри тата Севастопольти ҫемьесем те пур. Амӑш капиталне ҫемьере иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан 2007 ҫулта пама тытӑнчӗҫ. Малтанласа ҫак укҫа виҫи 250 пинпе танлашатчӗ. Ку хисепе кашни ҫулах инфляцие кура индексацилесе пычӗҫ. Кӑҫал вӑл 453 пине ҫитрӗ. Чӑваш Енре, сӑмах май, виҫҫӗмӗш ача ҫуралсан тепӗр 100 пин хушса параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей премьер-министрӗ Дмитрий Медведев ертсе пынӑ ларӑва хутшӑннӑ. Унта Михаил Васильевич укҫа парӑмӗпе, хыснапа ҫыхӑннӑ ыйтупа доклад каланӑ. Регионсен ертӳҫисене Дмитрий Медведев парӑмсене пухса яма юраманнине аса илтернӗ. Тухӑҫлӑ усӑ курман тӑкаксене пӗчӗклетсе пымаллине асӑрхаттарса хӑварнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗршыв Правительстви регионсене бюджет кредичӗсемпе тивӗҫтерес ӗҫе малалла та йӗркелесе пырассине каланӑ. Ҫул-йӗр кредичӗсен парӑмӗсене реструктуризациленине пӗлтернӗ, регионсен парса татмалли парӑмӗсене 52 млрд тенкӗ патнелле пӗчӗклетнине каланӑ. Кӗске вӑхӑтлӑха паракан бюджет кредичӗсен каялла тавӑрса памалли вӑхӑта 30 кунтан пуҫласа 50 куна ҫитерме тӗллев лартнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ку ҫухалнӑ ача Чӑваш Енрен мар. Ҫапах ӑна шыраса тупмашкӑн Чӑваш Енрен те пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Тӗрӗссипе, ача ҫухалман. Ӑна ашшӗ илсе кайнӑ. Ӑҫта? Никам та пӗлмест. Ашшӗ ачана Ленинград облаҫӗнче вӑрланӑ. Арҫын ача Левицкий Михаил Романович ятлӑ. Вӑл 2011 ҫулта ҫуралнӑскер. Ӑна тӑван ашшӗ вӑрланӑ. Арҫын ача 4 ҫулти пек курӑнать. Ҫӳҫӗ ҫутӑ, куҫӗ кӑвак. 110 сантиметр ҫӳллӗш. Ҫак арҫын ачапа ашшӗне курнисене (8352) 31-48-14, 30-60-99; (8352) 41-08-71 («шанӑҫ телефонӗ»), 8(812)332-98-24, 8(81370)20-388, 8(81370)24-068 номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.