|
Раҫҫейре
Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлӗмелли кун умӗн РФ ШӖМӗ «Степа пичче полицейски» конкурс ирттерет. Унта ачасем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартаҫҫӗ, тӗрлӗ япаларан пакунлисене хӑйсем хатерлеҫҫӗ. Финала РФ ШӖМӗн сайтӗнче ирттереҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене онлайн-сасӑлав мелӗпе палӑртаҫҫӗ. Республика шайӗнче Шупашкарти кадетсен 14-мӗш шкулӗнче ӑс пухакан Кристина Кузьмина ҫӗнтернӗ. Вӑл, 3-мӗш класра вӗренекенскер, конкурса тӑмран ӑсталанӑ Степа пиччен кӳлепине тӑратнӑ. Халӗ Кристина финалистсен йышӗнче. Уншӑн РФ ШӖМӗн сайтӗнче сасӑлама пулать. Сасӑлав ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен иртӗ. Ҫав кун ирхи 10 сехетре сасӑлав чарӑнӗ. Сӑмах май, финала ачасем ӑсталанӑ 94 ӗҫ тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
Ачасем Раҫҫей кунне халалласа ӳкерчӗксем ӑсталаҫҫӗ. Вӗсен ӗҫӗсемшӗн онлайн мелпе сасӑлама пулать. Чӑваш Енрен конкурса 30 ӗҫ хутшӑнать. Ытларахӑшӗ — Шупашкартан, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Ҫӗмӗрлерен. Конкурс «Эпӗ тӗнчене ӳкеретӗп!» ятлӑ. Ӑна патшалӑхӑн тӗп уявне — Раҫҫей кунне — халалланӑ. Конкурса 7–17 ҫулсенчи ачасем хутшӑнаҫҫӗ. Ачасем тӗрлӗ номинацире хутшӑнаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, «Тӑван ҫӗршыв мӗнрен пуҫланать?» ятли пур. Конкурса пӗтӗм ӗҫе хутшӑннӑ. Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен килӗшнӗ ӗҫшӗн сасӑлама пулать. Ун валли ҫак сайта кӗмелле: http://dobrayastrana.ru/nayti-svoy-risunok/chuvashskaya-respublika/page/4/. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
Налук инспекцине пачах каймасӑр пурӑнаймӑн-ха. Анчах нумай ыйтӑва Федерацин налук службин Пӗрлехи контакт-центрне шӑнкӑравласа уҫӑмлатма май килӗ. 8-800-222-22-22 номерпе стационарти телефонтан та, карас телефонӗпе те тӳлевсӗр шӑнкӑравлама пулать. Специалистсем налукпа ҫыхӑннӑ ыйтусене: пурлӑх налукне хӑш вӑхӑтчен тӳлемеллине, патшалӑх регистрацине епле тухмаллине, пурлӑх тата социаллӑ вычетсемпе епле усӑ курмаллине, асӑннӑ службӑн электрон сервисӗсемпе епле усӑ ӗҫлемеллине, инспекцисен ӗҫ графикне — пӗлме май туса панӑ. Пӗрлехи контакт-центрта ӗҫ кунӗсенче кӑнтӑрлахи вӑхӑтра операторсем шӑнкӑравсене йышӑнӗҫ, ытти чухне автоинформатор хуравлӗ. Кирлӗ информацие пӗлес тесен оператора ИНН, КПП тата эсир епле организацире пулнине (ку вӑл юридици сӑпачӗллисене пырса тивет), уйрӑм ҫынсен ИННа тата ятпа, ашшӗ ятне, хушамата каламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
НТВ телеканал ертӳҫисем Шупашкарта туса ҫитереймен ача пахчине асӑрханӑ. Ӑна эфирта кӑтартӗҫ. НТВ телеканалпа пыракан «Салтыков-Щедрин шоу» телекӑларӑмра Раҫҫейри чи ӑнланмалла мар ача-пӑча лапамӗсем пирки калаҫнӑ. Телеертӳҫӗсем пирӗн ачасем ӑҫта выляни пирки каласа кӑтартӗҫ. Кӑларӑмра Сарӑтури ача-пӑча лапамне курма май пулӗ. Унта ачасем ҫӳп-ҫап купи ҫывӑхӗнче выляҫҫӗ-мӗн. Симферопольти ача-пӑча лапамӗ вара сӑра лавккипе ҫумӑн. Томскра вара ачасем чӑн-чӑн танкпа юнашар выляҫҫӗ. Телеертӳҫӗсем Алькеш поселокӗнчи туса пӗтермен ача пахчине асӑрханӑ. Ӑна суйлав кампанийӗпе килӗшӳллӗн пӗр чиновник хута яма тытӑннӑ. Анчах ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Халӗ лапам вырӑнне — бассейн, хӗлле — каток. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑҫалхи II ҫур ҫуллӑха хаҫат-журнал ҫырӑнтарма тытӑннӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ. Хаҫат-журнала Раҫҫей почтинче, «Советская Чувашия», «Чӑвашпичет» киосксенче ҫырӑнтараҫҫӗ. Ҫырӑнтару кампанийӗпе килӗшӳллӗн, Раҫҫей почти «Ыркӑмӑллӑх йывӑҫӗ» ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттерет. Унта пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ача ҫурчӗсене, интернат шкулсене, ваттисемпе ветерансене хаҫат-журнал ҫырӑнса парса ырӑ ӗҫ тума чӗнеҫҫӗ. Палӑртса хӑварар: кунашкал акцие иккӗмӗш ҫул ирттереҫҫӗ. Пӗлтӗр унта кӗпӗрнаттӑрсем, регион пуҫлӑхӗсем, общество тата культура ӗҫченӗсем, эстрада ҫӑлтӑрӗсем хастар хутшӑннӑ. Тен, тӑлӑх ачасене, ветерансене, ваттисене чӑваш хаҫачӗсене ҫырӑнса паракан нумаййӑн пулӗҫ? |
|
Раҫҫейре
![]() «Про Город» хаҫат тунӑ сӑн Чӑваш Ене кӳршӗ регионсемпе пӗрлештерме сӗннӗ. Ку шухӑш — РФ Федераци Канашӗн пайташӗн Сергей Калашниковӑн. Калашников Раҫҫейри регионсене пысӑклатма сӗннӗ. Сапла майпа унӑн шухӑшӗпе регионсем вӑйланӗҫ. Сергей Калашников Смоленск, Брянск, Калуга, Орел облаҫӗсене тата Воронеж, Липецк, Рязань облаҫӗсене икӗ пысӑк регион туса хума сӗннӗ. Чӑваш Ен пирки те каланӑ вӑл. Вӑл ӑна Мари тата Мӑкшӑ республикисемпе пӗрлештересшӗн. Ҫак шухӑша сӗннисем палӑртнӑ тӑрӑх, ку «наци сӗмӗсӗр» административлӑ субъект пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
Ҫула велосипедпа тухма юратакан Никита Васильев темиҫе кун каялла Раҫҫей чикки урлӑ каҫнӑ. Халӗ вӑл Алтай крайӗнче. Никита унччен Вӑтам Азире пулнӑ. Хальлӗхе вӑл Алтай крайӗнчи Рубцовское хулинче чарӑннӑ. Ыранах малалла ҫула тухма палӑртнӑ вӑл. Никита Раҫҫейри ҫулсем, Казахстанрипе танлаштарсан, япӑхрах пулнине палӑртнӑ. Уйрӑмах — хуласенче. Ҫӗршывра политика тӗлӗшӗнчен лару-тӑру ҫивӗч пулнине кура чикӗре тӗплӗн тӗрӗсленине каланӑ Никита. Паспортри пичетсене тӗплӗн пӑхнӑ, ҫулҫӳревре мӗн чухлӗ вӑхӑт пулнипе кӑсӑкланнӑ. Чикӗ хуралҫисене Никита ҫулҫӳреве велосипедпа мӗнле парӑнтарни ытларах интереслентернӗ. Никита Васильев Чӑваш Енрен ҫур ҫул каяллах кайнӑ. Хальлӗхе ҫур ҫула ҫеҫ парӑнтарнӑ вӑл. Ҫулӗ Инҫет Хӗвелтухӑҫне выртӗ. Сивӗтиччен Владивостока ҫитесшӗн. Ӑҫта хӗл каҫассине хальлӗхе палӑртман вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
Шупашкарти аэропорта федераци пӗлтерӗшлисен списокне кӗртнӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсене официаллӑ порталӗ хыпарлать. Хушӑва ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Дмитрий Медведев премьер-министр алӑ пуснӑ. Хушупа килӗшӳллӗн, федераци пӗлтерӗшлӗ аэропортсен йышне 91-ен кӗнӗ. Ҫав шутра — Шупашкарти те. Списока Мускаври тӑватӑ аэропорт, Питӗрти, Раҫҫей субъекчӗсен тӗп хулисенчи аэропортсем кӗнӗ. 13-ӗшӗн тӗнче шайӗнчи статус ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Мускаври пӗр клиникӑра пирӗн ентеш, Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗскер, куҫне яланлӑхах хупнӑ. Павел Усанов «Любэ» ушкӑн бас-гитарисчӗ пулнӑ. Павел Усановпа Мускавра сывпуллашӗҫ. Анчах ӑна тӑван тӑрӑхӗнчех, Ҫӗнӗ Шупашкарта, пытарӗҫ. Мускаври сывпуллашу ыран, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, пулӗ. Тепӗр кунхине ӑна Чӑваш Ене илсе килӗҫ. Палӑртса хӑварар: Павел Усанова пульницӑна ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче илсе пынӑ. Унӑн пуҫӗ вӑйлӑ суранланнӑ, хӑй тӑнне ҫухатнӑ. Ӑна такам ҫапӑҫнӑ тесе калаҫаҫҫӗ. Павел тӑна кӗмесӗрех вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Сергей Шойгу Петр Вершинина (сулахайри) чыслать Виҫӗ кун каялла, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Мускавра «Медиа-АС» пресса фестивалӗ иртнӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри мероприятире федераци МИХӗсенче ӗҫлекен ҫар журналисчӗсене Раҫҫей оборона министрӗ Сергей Шойгу наградӑланӑ. «Сиринчи ҫар операцийӗн участникне» медале «Первый канал» (чӑв. Пӗрремӗш канал), «Россия 1» (чӑв. Раҫҫей 1), НТВ, «Комсомольская правда», «Московский комсомолец» тата ытти массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансем тивӗҫнӗ. Сергей Шойгу аллинчен награда «ТВ Центр» канал корреспондентне Петр Вершинина та лекнӗ. Ҫак ҫамрӑк икӗ ҫул каялла Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ. Унта вӑл журналистика уйрӑмӗнче пӗлӗве туптанӑ. Ҫамрӑк журналистӑн черетлӗ ӗҫне, «Удар ниже барреля» репортажне «ТВ Центр» каналпа ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
