Политика
![]() Ирина Клементьева сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртекен РФ Президенчӗн суйлавӗнче Шупашкарти 125 суйлав участокӗнче суйлав бюллетенӗсене тишкерекен ятарлӑ комплекссем вырнаҫтарӗҫ. Хальхинче ҫӗнӗ йышши «КОИБ-2017» комплекспа усӑ курӗҫ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат журналисчӗ Ирина Клементьева «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Ятарлӑ комплекссем бюллетеньсене сканерласа сасса шутлама кирлӗ. Хальхи «КОИБ» унчченхисенчен лайӑхрах-мӗн. Суйлавпа ҫыхӑннӑ самантсемпе Раҫҫей Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ Антон Лопатин тата Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Александр Цветков паян каласа кӑтартнӑ. Вӗсем Шупашкарта пӗрлехи пресс-конференци ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ria сӑн ӳкерчӗкӗ Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп суйлав комиссийӗ Чӑваш Енри суйлавҫӑсен списокне епле йӗркеленине тӗрӗслӗ. Аса илтерер, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Раҫҫей Президентне суйлӑпӑр. Суйлав кампанийӗ пуҫланчӗ ӗнтӗ. Ҫакӑ республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче те, федераци шайӗнчи МИХсенче те сисӗнет. «РИА-Новости» пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ене РФ Тӗп суйлав комиссийӗн ревизорӗсем килмелле. Ҫакӑн пирки комисси ертӳҫин ҫумӗ Николай Булаев пӗлтернӗ иккен. Аса илтерер, Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑҫалхи Президент суйлавӗн кунӗнче Мускавра тата Мускав облаҫӗнче пулассине йышлӑн пӗлтернине эпир хыпарланӑччӗ. Федераци МИХӗсенчен пӗри хыпарланӑ тӑрӑх, Мускав облаҫӗнче Чӑваш Енри 652 ҫын сасӑласшӑн. Ҫакна Николай Булаев шанмасӑртарах йышӑннӑ. «Лару-тӑру хӑмпӑлчӑланса тӑрать, ӑна тӗрӗслеме тивет», – тенӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Анатолий Кузнецов. Cap.ru порталти сӑн ӳкерчӗк Паян, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Красноармейски районӗнче Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта район администрацине ҫывӑх вӑхӑтра кам ертсе пырассине палӑртнӑ. Аса илтерер, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн юлашки кунӗнче Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Молотков контрактпа пӑхса хӑварнӑ вӑхӑт ҫитичченех хӑйне ӗҫрен хӑтарма ыйтнӑччӗ. Вӑл кайнӑ хыҫҫӑн район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне Яков Григорьев пурнӑҫланӑччӗ. Красноармейски район администрацине Александр Кузнецов ертсе пырӗ. Ҫӗнӗ ӗҫе куҫиччен вӑл 2004 ҫултанпа хӑйӗн тӑван Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхне ертсе пынӑ. Ял администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ унӑн биографийӗпе паллашсан Александр Кузнецов Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техрикумӗнче вӗренни курӑнать. Автомеханикра та, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫинче те ӗҫленӗ. |
Политика
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ Олег Бирюков тӗлӗшпе йышӑннӑ айӑплава Чӑваш Ен Аслӑ сучӗ ҫемҫетнӗ. Суд приговорӗ вӑя кӗнӗ. Аса илтерер: 2015-2016 ҫулсенче экс-пуҫлӑх пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пай пуҫлӑхӗнчен 2,7 миллион ытла тенке (вӑл кӳнӗ тӑкака) шыраса илтермен. Пай пуҫлӑхне вара унччен должноҫпа ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ пулнӑ, анчах вӑл Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ ятпа амнистие лекнӗ. Хайхискер пурлӑха, 686 пин тенкӗ ытла тӑраканскере, арестран кӑларнӑ. 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Олег Бирюков отставкӑна кайсан ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Приговора вара пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче вуланӑ. Ун чухне ӑна влаҫ органӗсенче 2 ҫул ӗҫлемелле мар тунӑччӗ. Халӗ вара приговор ҫемҫелнӗ: унӑн ҫакнашкал должноҫсенче пӗр ҫул ҫурӑ ӗҫлеме юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар хулин экс-пуҫлӑхӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе тепӗр икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Аса илтерер: унччен ун тӗлӗшпе ултӑ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшне – должноҫпа ылашши усӑ курнӑшӑн, тепӗр виҫҫӗшне – укҫа-тенке тӑкакланӑшӑн. Ирина Клементьева халӗ килти арестра ларать. Ку срока ака уйӑхӗн 17-мӗшӗччен тӑснӑ. Хальхинче мӗншӗн пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ-ха? Следстви версийӗ тӑрӑх, 2012-2016 ҫулсенче Клементьева «Чӑваш Ен – Мед» страхлав компнийӗн сӗтел-пуканне, ытти хатӗр-хӗтӗре упӑшки ертсе пыракан фирмӑна тӳлевсӗр панӑ. Документра вара ку тӑкаксене страхлав команийӗ ҫине ҫыртарнӑ. Ҫапла майпа тӑкак 870 пин ытла тенкӗпе танлашнӑ. 2012 ҫулхи раштавра вӑл ҫав фирмӑпах килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, страхлав компанийӗ медицина хатӗр-хӗтӗрне каярахпа туянма май туса парса йӳнӗпе тара панӑ. Тӑкак 1,3 ытла миллион тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Сочире иртекен инвестици канашлӑвне хутшӑнать. Вӑл унта Минскри трактор савучӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме килӗшӳ алӑ пуснӑ. Михаил Васильевич РФ ял хуҫалӑх министрӗпе ӗҫлӗ апатланӑва хутшӑннӑ. Ун чухне «Регионти АПК аталанӑвӗн стратегийӗн экспорчӗ» темӑпа калаҫу иртнӗ. Аса илтерер: шӑпах ҫак ӗҫлӗ апатланура Михаил Васильевич «Чӑваш бройлерӗн» ҫивӗч ыйтӑвне ҫӗклеме палӑртнӑ. Кун пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Анчах ЧР влаҫӗсен порталӗнче кун пирки хальлӗхе пӗр сӑмах та ҫук. Инвестици канашлӑвӗнче Михаил Игнатьев Крымпа, Кабарда-Балкар Республикипе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Кунсӑр пуҫне Чӑваш Республики Минскри «Беларуҫ» трактор савучӗпе тачӑ ҫыхӑнура пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Алексей Лапин – Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн КПРФ партин экс-депутачӗ. 35 ҫулти «халӑх тарҫи» тӗп хулари 4-мӗш гимнази ҫывӑхӗнче «Икӗ капитан» пурӑнмалли комплекс тума тытӑннипе «чапа» тухнӑ. Анчах ӗҫ котлован чавнинчен малалла каяйман. 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче экс-депутата пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Халӗ вара ӑна ҫӗнӗ преступленисемшӗн те айӑпланӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2011 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2015 ҫулхи раштавччен Алексей Лапин 13 ҫынна Шупашкарта хута каякан ҫуртсенче хваттер пама шантарнӑ. Вӗсемпе займ тата пая кӗнине кӑтартакан килӗшӳсем туса пӗтӗмпе 16 миллион тенкӗ илнӗ. Анчах «халӑх тарҫи» шантарнӑ сӑмахне тытман, мӗншӗн тесен вӑл ертсе пыракан организацин пурӑнмалли ҫурт-йӗр тумашкӑн ирӗк пулман. Укҫа-тенке вара хӑй пӗлнӗ пек тӑкакланӑ. Суд унчченхи айӑплава шута илсе Алексей Лапина пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 8 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑҫалхи Президент суйлавӗн кунӗнче Мускавра тата Мускав облаҫӗнче пулассине йышлӑн пӗлтернӗ. Ку хыпара Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Булаев каланине «Московский комсомолец» хаҫатра нарӑсӑн 12-мӗшӗнче ҫырса кӑтартнӑ. Мускав облаҫӗнче Чӑваш Енри 652 ҫын сасӑласшӑн иккен. Николай Булаев Чӑваш Ен ҫыннисем ҫав кун ҫӗршывӑн тӗп хулине тата облаҫне талпӑннине шанмасӑртарах йышӑнни сисӗнет. «Лару-тӑру хӑмпӑлчӑланса тӑрать, ӑна тӗрӗслеме тивет», – тенӗ иккен РФ Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ. Палӑртар, кӑҫалхи суйлавра ҫын хӑй пропискӑра тӑман вырӑнта та сасӑлаять. Ку мелпе усӑ курас тесен территорири суйлав комиссине е патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсене кӳрекен нумай функциллӗ центра кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗччен паспортпа каймаллаччӗ. Ҫак уйӑхӑн 25-мӗшӗччен заявление участокри кирек хӑш суйлав комиссийӗнче йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса ҫырнине Патшалӑх пулӑшӑвӗсен пӗрлехи порталӗ урлӑ та ҫитерме юрать. Кун пеккине пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Михаил Игнатеьвпа Вероника Крашенинникова Ӗнер Шупашкарта Раҫҫейӗн Общество палатин пайташӗ Вероника Крашенинникова пулнӑ. Асӑннӑ политолог Тулаш политика тата пуҫарусен институчӗн гендиректорӗ шутланать, «Звезда» (чӑв. Ҫӑлтӑр) телеканалпа «Прогнозы» кӑларӑма ертсе пырать. Вероника Крашенинникова ӗнер, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче ҫамрӑксемпе ҫӗршывӑмӑрӑн тулаш политикине сӳтсе явнӑ. Политологпа ӗнерех Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. Хӑнана Михаил Васильевич ҫамрӑксемпе курнӑҫнӑшӑн тав тунӑ. Вероника Крашенинникова Элтепере истори тата общество пӗлӗвӗн вӗрентекенӗсем валли уҫӑ лекци ирттернине, вӗсем ӑна кӑсӑкланса итленине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш парламенчӗн депутатне Сергей Семенова кӑмӑл-сипет енчен сиен кӳнишӗн саплаштармалла тунӑ. Укҫана Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн тӳлемелле. Ҫапла йышӑнӑва ЧР Аслӑ сучӗ кӑларнӑ. Хыпара Игорь Михайлов юрист Фейсбукра пӗлтернӗ. Аса илтерер, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче Шупашкар хулин Ленин район судӗнче чӑваш парламенчӗн депутачӗн Сергей Семеновӑн тавӑҫне пӑхса тухнӑччӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ ЧР Патшалӑх Канашӗпе судлашни ӑна парламентри тӳлевлӗ вырӑна хӑйӗнчен ыйтмасӑр лартнипе ҫыхӑннӑччӗ. Пӑтӑрмахӗ асӑннӑ партин парламентри фракцин ертӳҫине Игорь Молякова ЧР Патшалӑх Канашӗнче ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерес теменнипе ҫыхӑннӑччӗ. Анчах Сергей Семенов укҫаллӑ вырӑна кӗрсе ларма килӗшмерӗ, ку йышӑну саккуна пӑсни пулать тесе суда ҫитрӗ. Сергей Семенов саккунсӑр йышӑнупа хӑйне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ тесе 200 пин ыйтнӑччӗ. Суд депутатӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. Анчах укҫа виҫине палӑрмаллах чакарса 10 пин тенкӗ хӑварнӑччӗ. Енсенчен пӗри малтанхи суд йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр ЧР Аслӑ судне аппеляци ҫӑхавӗпе тухнӑ. Унтисем те Шупашкарти Ленин район сучӗн йышӑнӑвӗпе килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |