Политика
![]() Сар.ru сӑнӗ Паян, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкар районӗн депутатсен пухӑвӗн черетсӗр ларӑвӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхне суйласа лартнӑ. Ку должноҫе Владимир Димитриев йышӑннӑ. Хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама вӑл ыран, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, тытӑнӗ. Официаллӑ майпа ҫирӗплетиччен те вӑл ҫак пукан ҫинчех ларнӑ — район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. «Правда ПФО» (чӑв. «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Чӑнлӑх») интернет-кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, унпа контракта ырантан пуҫласа районти улттӑмӗш суйлаври депутатсен пухӑвӗн ӗҫӗ вӗҫлениччен ҫырнӑ. Хальхинче халӑх тарҫисем пурте уншӑн сасӑланӑ, вӗсен вара икӗ кандидатурӑран пӗрне суйлама тивнӗ. Аса илтерер, Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн должноҫне ҫирӗплетессишӗн унччен ирттернӗ конкурсра никама та суйласа лартайманччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтӗр 1,4 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Вӑл деклараци тӑратнӑ. Унӑн арӑмӗ вара унран темиҫе хут ытларах ӗҫлесе илнӗ. Вӑл декларацире 15,5 миллион ытла тенкӗ кӑтартнӑ. Татьяна Ладыкова - экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн регион экономикин тата предпринимательство кафедрин доценчӗ. Вӑл 365 пин тенке яхӑн ӗҫре шалу илнине кӑтартнӑ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче 1500 тата 1218 тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗсем пур. Сӑмах май, икӗ ҫул каялла Татьяна Ладыкова 4,26 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Ун чухне те вӑл Чӑваш Енри тӳре-шаран чи пуян арӑмӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш политикӗ Юрий Осокин РФ Патшалӑх Думинчи Чӑваш Ен депутачӗсене парламентран пӗр тӑхтамасӑр кайма ыйтнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, пирӗн ҫӗршыври наци регионӗсенче наци вӗрентӗвне хӗсӗрлекен саккун соавторӗсем пулнӑ депутатсем Раҫҫей парламентӗнче Чӑваш Ен интересӗсене хӳтӗлеме тивӗҫ мар. Юрий Осокин электронлӑ петици хатӗрленӗ. Вӑл Тутарстана та наци вӗрентӗвӗшӗн кӗрешме чӗнсе каланӑ. «Республикӑсенче наци чӗлхисем вырӑс чӗлхипе пӗр тан, чӗлхе, раса, наци енӗпе нимӗнле дискриминаци те пулмалла мар. Фашистла вӑрҫӑ умӗнхи Нюрнбег саккунӗсене тумашкӑн пирӗн фашистла режим мар», - ҫырнӑ Юрий Осокин. Сӑмах май, вӑл унччен ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева та хӑйӗн должноҫӗнчен кайма чӗнсе каланӑ. Аса илтерер: РФ Патшалӑх Думинче Чӑваш Ен интересӗсене Олег Николаев, Алена Аршинова, Леонид Черкесов, Валентин Шурчанов, Анатолий Аксаков депутатсем хӳтӗлеҫҫӗ. Олег Николаевпа Алена Аршинова наци чӗлхисене хӑйсен ирӗкӗпе вӗренме май паракан саккун проекчӗн соавторӗсем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумне ӗҫрен кӑларнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаи Игнатьев Надежда Колебановӑна ҫак должноҫа лартассине унчченех хирӗҫ пулнӑ-мӗн. Кун пирки вӑл Алексей Ладыкова каланӑ. «Пысӑк йӑнӑшсем тунӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн сирӗн муниципалитет ӗҫченне шанӑҫран тухнӑшӑн ӗҫрен кӑларма май пулнӑ. Анчах эсир кун вырӑнне учрежденин экс-директорӗн статусне хӑпартатӑр, ӑна хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне лартатӑр. Паллах, ку сирӗн ирӗк тата яваплӑх, анчах ҫакна эпӗ ӑнланмастӑп», - тенӗ Михаил Игнатьев. Халӗ хула администрацийӗн сайтӗнчи структурӑра Надежда Колебановӑн ячӗ ҫук. Ун вырӑнне кам пулассине пӗлтермен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн 19-мӗш сессийӗнче 2017 ҫулта республика Правительстви епле ӗҫлени пирки отчет турӗ. Доклада итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн ыйтусем те пулчӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ Сергей Семенов Михаил Васильевича хӑш-пӗр усламҫӑна хӗсеҫҫӗ тесшӗнни сисӗнчӗ. Ыйтӑвӗнче депутат хӑш-пӗр хушамата асӑнса кайрӗ. Михаил Васильевич Чӑваш Енри усламҫӑсене меллине ӗнентерчӗ. «Сӑрӑ» мелпе ӗҫлекенсене, шалу тивӗҫлипе тӳлеменнисене вара сӑнаса тӑрассине асӑрхаттарчӗ. Сергей Семенов асӑннӑ Михаил Резникова (Чапаев ячӗллӗ савутӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ) патшалӑх награди пама йышӑннине аса илтерчӗ, Владимир Свешников («Август» фирмӑн Вӑрнарти филиалӗн пуҫлӑхӗ) ертсе пыракан предприяти ура ҫинче ҫирӗп тӑнине, Анатолий Князевпа (Коми Республикинчи ял хуҫалӑх министрӗ) унччен те туслӑ пулнине, халӗ те туслине палӑртрӗ. Сергей Семенова та никам та кӳрентермен терӗ. |
Политика
![]() Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем иртнӗ ҫулта мӗн чухлӗ ӗҫлесе илни, тӑкаклани тата харпӑрлӑхри ҫурчӗ-хваттерӗ пирки деклараци панӑ. «Халӑх тарҫисенчен» чи пуянни Андрей Углов пулса тӑнӑ, чи сахал ӗҫлесе илекенни вара — Вячеслав Соловьев. Кун пирки «Правда ПФО» (чӑв. «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Тӗрӗслӗх») интернет-кӑларӑм хыпарлать. Хайхи «Элара» пӗрлешӗвӗн тӗп директорӗн Андрей Угловӑн тупӑшӗ пӗлтӗр 38,7 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Унсӑр пуҫне депутатӑн харпӑрлӑхӗнче «Porshe Panamera» ҫӑмӑл машина тата икӗ хваттер пур. 2016 ҫул пӗтӗмлетӗвӗпе республикӑри чи пуян депутат пулнӑ Олег Мешков вара ку хутӗнче унчченхинчен виҫӗ хут сахалрах тупӑш кӑтартнӑ. Ҫапла майпа Шупашкарти эрехпе ликер савучӗн тата «Агро-Инвест» пӗрлӗхӗн ертӳҫи 6 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ пек курӑнать. Унӑн харпӑрлӑхӗнче — 28 пин тӑваткал метр ҫӗр, 811,7 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ пурӑнмалли ҫурт, тӑватӑ хваттер, вунӑ хуралтӑ, чукун ҫул, йывӑр тиевлӗ тӑхӑр машина, автовышка, автобус, икӗ автофургон тата тӑватӑ прицеп. Арӑмӗн енчӗкне вара иртнӗ ҫул 41,4 миллион тенкӗ кӗнӗ. Унӑн 27 транспорт хатӗрӗ пур. Депутатсенчен чи сахал укҫа ӗҫлесе илнӗ Вячеслав Соловьев вара «Песок» пӗрлешӳре юрист пулса ӗҫлет, унӑн тупӑшӗ — 140 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Халӑх сасӑлавӗ пырать. Ҫынсем Элтепере мӗнле шаннине, пурнӑҫ шайне, регион сӑн-сӑпатне, коррупципе мӗнле кӗрешнине, информаци уҫӑлӑхне, ҫулсен пахалӑхне тата ыттине балл лартса кӑтартма пултараҫҫӗ. Михаил Игнатьев кӗпӗрнаттӑрсен халӑх танлаштарӑмӗнче 16-мӗш вырӑн йышӑнать. Чӑваш Ен ҫыннисем унӑн ӗҫӗ-хӗлне 5 балран 3,3 балпа хакланӑ. Сасӑлав малалла пырать-ха. Эппин, эсир те Элтепере паллӑ лартса пама пултараҫҫӗ. Халӑх Элтепере шанать-и? Ҫынсем ҫакна 3 балпа хакланӑ, пурнӑҫ шайне – 3,07 балпа, коррупципе кӗрешнине – 3,2 балпа. Пӗтӗмӗшле илсен, сасӑлава Чӑваш Енри 150 ҫын хутшӑннӑ. Элтепере балл лартса парас тесен ҫак ссылкӑпа куҫмалла: http://governors.ru/glava-regiona/Chuvashskaya-Respublika/Ignatev-Mikhail-Vasilevich#pub_rating. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ялтӑна вӗҫсе кайнӑ. Вӑл унта Пӗтӗм тӗнчери IV канашлӑва хутшӑнать. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 19-21-мӗшӗсенче Ялтӑра Пӗтӗм тӗнчери экономика канашлӑвӗ иртет. Чӑваш Енри делегацие Михаил Игнатьев ертсе пырать. Крым Республикин Правительствин пайташӗсемпе 2018-2020 ҫулсенче ЧР Министрсен Кабинечӗпе Крым Республикин Министрсен канашӗ хушшинче суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника, культура тӗлӗшӗнчен килӗштерсе ӗҫлесси пирки калаҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Татьяна Николаенко. Сар.ru сӑнӗ Чӑваш Енӗн Общество палатин аппарачӗн ертӳҫине Татьяна Николаенкӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче пичетленӗ. «Правда ПФО» (чӑв. «Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Тӗрӗслӗх») интернет-кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, Татьяна Николаенкӑна ӗҫрен ярасси пирки Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин хушӑва паян, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Аса илтерни вырӑнлӑ пулмалла, Татьяна Владимировна Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. 1999 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн хими факультетӗнчен хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнӑ, 2010 ҫулта вара Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗн юридици факультетне пӗтернӗ. Ку должноҫе вӑл 2015 ҫулта йышӑннӑ. Ун чухне унпа ӗҫ килӗшӗвне 5 ҫуллӑха тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Николай Маловпа мӑшӑрӗ Хальхи вӑхӑтра иртнӗ ҫулхи тупӑшсене кӑтартмалли вӑхӑт, РФ Патшалӑх Думине суйланнӑ депутатсем те декларацисем хатӗрленӗ. Чӑваш Енӗн РФ Патшалӑх Канашӗнчи «халӑх тарҫисенчен» Николай Малов ыттисенчен сахалтарах ӗҫлесе илнӗ: унӑн ҫулталӑкри тупӑшӗ — 3,5 миллион тенкӗ. Мӗншӗн ӑна ыттисенчен катӑкрах тӳленӗ тесе пӑшӑрханма кирлӗ мар — депутат тивӗҫне вӑл ыттисенчен каярах кӳлӗннӗччӗ. Ҫав вӑхӑтрах Николай Малов хӑйӗн мӑшӑрӗпе чӑннипех мухтанма пултарать. Вӑл иртнӗ ҫул 17,6 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. 2016 ҫулхи деклараципе танлаштарсан Маловӑн арӑмӗн харпӑрлӑхӗнче техобслуживани станцийӗ те, ҫул хӗрринчи сервиспа тивӗҫтерекен машинӑсен чарӑнӑвӗ те, магазинлӑ кафе тата унччен пулнӑ тепӗр кафе те юлман. Малтан шыв алтмалли икӗ скважина пулнӑ, халӗ вӗсем те, хуралҫӑ ҫурчӗ те ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |