Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре хӑш-пӗр учреждение юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен QR-кодпа кӗртме тытӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен темиҫе хутчен те пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ пирӗн республикӑра асӑннӑ кода тӗрӗслеме май паракан ресурса хатӗрлесе ҫитернӗ. Ҫынсене ҫӗнӗ йӗркепе йышӑнма тивӗҫ организацисен qr.cap.ru сайта кӗрсе регистрациленмелле. Унта ятарлӑ мобильлӗ приложение уҫласа илмелли каҫӑ пур тата епле ӗҫлемеллине вӗрентнӗ. Ҫӗнӗлӗхпе ҫыхӑннӑ мӗнпур ыйтӑва 122 телефон номерӗпе йышӑнаҫҫӗ. Техника енчен пулӑшакансем патне 8 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен шӑнкӑравлама май пур. Кӑшӑлвирусран иммунитет пуррине тӗрӗслесе кӗртме тивӗҫ организацисем шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ: — кинотеатрсем (кинозалсем), театрсем, театрпа концерт учрежденийӗсем, культурӑпа кану учрежденийӗсем, ҫавӑн йышши ытти организаци; — СПА-салонсем, массаж салонӗсем, солярисем; — мунчасем, саунӑсем, ҫавӑн йышши пулӑшу кӳрекен ытти объект; — шыва кӗмелли бассейнсем, фитнес-центрсем, физкультурӑпа спортӑн ытти объекчӗ; — ресторансем, кафесем, столовӑйсем, буфетсем, барсем, хупахсемпе общество апатланӑвӗн ытти предприятийӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() @cson_cheb сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центр ӗҫченӗсем професси шайне ӳстерес тӗллевпе Тӗмене вӗренме тухса кайнӑ. Унта вӗсем пӗлӗве «Ҫемье диспетчерскийӗ» социаллӑ службӑна йӗркелес ыйтупа анлӑлатнӑ. Унти пули-пулми лекеймӗн. Маларах центр «Ҫемье контакт-центрӗ» проектпа Йывӑр лару-тӑрури ачасене пулӑшакан фондӑн грант конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Асӑннӑ проект учрежденире пӗлтӗрхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ, вӑл енӗпе центрта 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен тимлӗҫ. Маларах асӑннӑ фонд конкурсра ҫӗнтернисем валли вӗренӳ йӗркеленӗ. Тӗменри «Ҫемье» социаллӑ реабилитаци центрӗ (вӑл ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлет) фондӑн стажировка лапамӗ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() i3vestno.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри шкулсенче те кӑшӑлвируспа чирлеҫҫӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасен хушшинче чирлесси 1,6 хут ӳснӗ. Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗ тӗлне 7 ача пахчинче, 12 шкулта тата 1 техникумра кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Вӗсенче дезинфекци тунӑ. Чирлисемпе хутшӑннӑ ҫынсене те сӑнаса тӑраҫҫӗ. 12 шкулта тата професси пӗлӗвӗ паракан организацири икӗ ушкӑнра дистанци мелӗпе вӗрентеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "На связи" сайтри сӑн Арҫыннӑн урине тӑм илсен тухтӑрсем унӑн сылтӑм енчи пӳрнисене тата сулахай уринчи ҫур тупанне татнӑ. Анчах пациент урӑхла шухӑшлать: шурӑ халатлисем вӗсене татмасӑрах сиплеме пултарнӑ. Ҫавӑнпа вӑл тухтӑрсене суда панӑ. Арҫын урине темиҫе ҫул каяллах тӑм илтернӗ. Хирург патне кайнӑ, лешӗ тепӗр кунхине сурана тасатма килме хушнӑ. Темиҫе кунран арҫын каллех хирург патӗнче пулнӑ, лешӗ ним пӑхмасӑр ӑна стационара выртма направлени панӑ. Унта ӑна тепӗр кунхине пӑхнӑ, нимӗн те туман. Виҫҫӗмӗш кунхине операци туса татнӑ. Ҫапла ҫырнӑ арҫын суда тӑратнӑ тавӑҫра. Операци хыҫҫӑн вӑл ӗҫлеймест. Ҫавӑнпа вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницин хирурги уйрӑмӗн тухтӑрӗсенчен 2 млн тенкӗ шыраса илесшӗн пулнӑ. Анчах суд тавӑҫа тивӗҫтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫал Республика кунӗ тӗлне Чӑваш Енӗн топоними словарьне пичетлесе кӑларнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: унӑн авторӗ — Шупашкарти 387-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлекен географи учителӗ Иван Дубанов. Словарь 4 пине яхӑн топоним ятӗнчен тӑрать. Кӑларӑма ял-хула, юханшыв, пӗвесемпе кӳлӗсен, ҫырма-ҫатра тата ытти ятне кӗртнӗ. Кӗнекере ҫухалнӑ ялсен ячӗсем те пур. Кӗнекене географи ячӗсем епле пуҫланса кайнине ӑнлантарса паракан халапсемпе, историлле фактсем те пуянлатнӑ. Ҫак кунсенче вара Фейсбукра асӑннӑ кӗнекери хӑш-пӗр самант пирки тӑрӑхларах ҫырнине асӑрхама тӳр килчӗ. Поста вуланисем те темӑна сӳтсе явма хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Петр Егорович Егоров — зодчий Санкт-Петербурга XVIII века. Личность и творческое наследие мастера: вчера, сегодня, завтра. К 290-летию со дня рождения» (чӑв. Петр Егорович Егоров — Питӗрти XVIII ӗмӗрти зодчи. Ӑста тата унӑн пултарулӑхӗн эткерӗ: ӗнер, паян, ыран. Ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине халалласа ) ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Петр Егорович Егоров (1731-1789) – Чӑваш Енре ҫуралса Раҫҫейӗпе ят-сум ҫӗнсе илнӗ паллӑ архитектор, вырӑс классицизмӗн малтанхи тапхӑрти пайташӗ, ӑна никӗс хунисенчен пӗри. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() burobiz.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти сӗтел-пукан фабрикисенчен пӗринче пушар тухнӑ. Ҫулӑм ирхине, 9 сехет те 35 минутра, алхасма тытӑннӑ. Инкек вырӑнне вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем ҫийӗнчех персе ҫитнӗ. Пушар Шупашкарти Ҫул-йӗр проездӗнчи 4-мӗш «А» ҫуртра тухнӑ. Унта сӗтел-пукан туса кӑларакансен производстви вырнаҫнӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушар вырӑнӗнче пушара сӳнтермелли тӑватӑ техникӑпа ӗҫленӗ. Вут-ҫулӑма ҫӗнтерме пӗр сехет ҫурӑна яхӑн вӑхӑт кирлӗ пулнӑ. Пушарта ҫынсем шар курман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Начар шӳт-и е лайӑх антитеррор-и? Шупашкарти колледжра никам та пемен». Ҫакӑн пек хыпарланӑ паян кӑнтӑрла «Ҫыхӑнура» форумра «Антидилер» юхӑм пӗлтернине шута илсе. Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи ҫӗрле темле ҫамрӑк Шупашкарти строительство техникумне пырассине, унта перессине пӗлтернӗ имӗш. Ҫийӗнчех ку хыпара мӗнпур ятарлӑ службӑсене систернӗ, колледжа Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн, полици тата Росгварди ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ. Хыпара такам шӳтлесе пӗлтернӗ-и е чӑнласах усал тума ӗмӗтленнӗ-и — ҫакна Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем палӑртӗҫ. Строительство техникумӗнче паян занятисем иртнӗ. Ҫуртра хӗрарӑм-хуралҫӑсемпе пӗрлех пакунлисем ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Эпир унччен сире Mozilla Firefox браузера хатӗрлекенсем «Common Voice» проект урлӑ чӑвашла сасӑ пухни пирки каласа панӑччӗ. Аса илтеретпӗр: ҫак проект урлӑ тӗрлӗ чӗлхепе сасӑланӑ сӑмахсемпе пуплевӗшсене усӑ курса компьютера ҫав чӗлхесемпе калаҫма тата калаҫнине текста куҫарма вӗрентме шутлаҫҫӗ. Проект ертӳҫисем чӑвашла сасӑланӑ материал сахалтарах пулнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ, ҫавна май пирӗн халӑха хастартарах хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. Ҫак проекта хӑвӑрӑн тӳпене хывас кӑмӑл пур пулсан ӗҫӗ кӑткӑсах мар. Чи малтан ҫак сайта кӗмелле те (логинланмалла) вара «Кала» е «Итле» пайсене хутшӑнмалла. Пӗрремӗшӗнче сире 5 пуплевӗш е сӑмах сасӑлама ыйтӗҫ — сирӗн вӗсене чӑвашла каламалла. Иккӗмӗшӗнче вара ытти хутшӑнакансем сасӑланине тӗрӗслемелле пулӗ. Вунӑ минут хушшинче, калӑпӑр сахал мар пуплевӗш е сӑмах тӗрӗслеме е сасӑлама май пур. Тепӗр май каласан, ку нумай вӑхӑт йышӑнмасть — кӑмӑл ҫеҫ кирлӗ. Чӑвашла хальхи вӑхӑтра пурӗ 22 сехетлӗх сасӑ ҫырса илнӗ, тӗрӗслев енӗпе вара 7 сехет ҫырнине ҫеҫ хутшӑнакансем пӑхса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Марина Фёдорова. minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ача-пӑча туризмӗн чи лайӑх менеджерӗ Чӑваш Енре ӗҫлет. Вӑл — Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплекс ертӳҫи Марина Фёдорова. Мускавра «Турист инфраструктурине аталантарасси» ятпа регионсем хушшинчи форум иртнӗ. Унта «Туризм енӗпе профессире чи лайӑххи» преми ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Асӑннӑ конкурса Ростуризм ҫулсерен ирттерет. «Ясна» этнокомплекс ертӳҫи Марина Федорова «Ача-пӑчапа ҫамрӑксен туризмӗн чи лайӑх менеджерӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. Этнокомплекс Шупашкартан 28 километрта вырнаҫнӑ. Унти маршрутсенчен пӗри – Улӑп ҫӗрӗ патне ҫитсе курни. «Авалхи чӑвашсен асамлӑ ҫаранӗ» маршрута вара шкул ҫулне ҫитменнисемпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ. Унта ачасем «Вайӑ картине» те тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абитова Мугазяма Фатыховна, РСФСР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |