Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона

Нумаях пулмасть Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артистки, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Ирина Архипова Мускавра пултарулӑх командировкинче пулнӑ. Ҫулҫӳреве Раҫҫейри Театр ӗҫченӗсен союзӗ парнеленӗ. Ҫак чыса артистка союз ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн тата юбилей ячӗпе тивӗҫнӗ.

Мускавра пулнӑ май сцена ӑсти Мусквари театрсенче пулнӑ. Сӑмахран, Раҫҫей академи ҫамрӑксен театрӗн «Горе от ума» спектакльне (ӑна Алексей Бородин режиссер лартнӑ) кайса курнӑ. А. Чехов ячӗллӗ МХАТра Питӗрти театр кӑтартнӑ «Литургия Зерро» спектакле пӑхнӑ, Е. Вахтангов ячӗллӗ театрта — «Король Лир» спектакле, Моссовет театрӗнче — «Ричард III», Мускаври оперетта театрӗнче — «Анна Каренина» мюзикла.

 

Чӑваш чӗлхи

«Пире Тӗнче пӗлмест, пӗлсе каймасть!» — тесе ҫырнӑ Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Микулай Павловский чӑваш Фейсбукри «Тӗнчери чӑвашсем» ушкӑнра.

Вӑл пӗлтерне тӑрӑх, хастар йӑхташӑмӑр куҫаруҫӑ урлӑ итальянецсемпе калаҫнӑ. Вӑл вӗсене: «Эпӗ вырӑс мар — чӑваш...» — тенӗ. Пӗри ӑна: «Эсир хӑш ҫӗршывран?» — тесе ыйтнӑ... «Эпир Раҫҫей йышне кӗретпӗр, пирӗн ҫӗрсене 16 ӗмӗрте ярса илнӗ...» — тенӗ Микулай Павловский. Ун хыҫҫӑн тухьялӑ, хушпулӑ пикесене кӑтартнӑ.

Ҫак калаҫу хыҫҫӑн Чӗмпӗр чӑвашӗ ҫапла пӗтӗмлетнӗ: «Пире Тӗнче пӗлмест, пӗлсе каймасть! Ҫавӑнпа... Пирӗн, эпир чӗлхесем пӗлмесен те, Яндекс-куҫаруҫӑ урлӑ пулин те ютҫӗршыв ҫыннисемпе ҫыхӑннӑ ушкӑнсенче, темӑсенче Хамӑр ҫинчен ҫырма, пӗлтерме тӑрӑшмалла — пирӗнсӗр пуҫне ҫак ӗҫе никам та тумӗ, сана курччӑр тесен хӑвӑнах кӑшкӑрмалла...»

 

Апат-ҫимӗҫ

Ҫӗршыври пысӑк суту-илӳ сечӗсенчен пӗри, «Магнит», Чӑваш Енре туса илекен апат-ҫимӗҫе ытларах сутма тытӑнӗ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗсенче хыпарланӑ.

Ҫӳлерех асӑннӑ компанипе пирӗн республика Питӗрти экономика форумӗнче килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унта Чӑваш Енри апат-ҫимӗҫе кӳршӗллӗ регионсенчи лавккасенче ытларах сутма пуҫласси пирки каланӑ.

«Магнит» суту-илӳ сечӗн пирӗн республикӑри лавккисенче «Фермер картишӗсем» уҫӑлӗҫ. Унта фермерсен апат-ҫимӗҫ пулӗ. Ҫапла тума республика Элтеперӗ Олег Николаев сӗннӗ-мӗн.

 

Персона

Чӑваш Енри пултаруллӑ режиссёра, поэтне, музыка критикне, тӑлмача, сцена ӑстине Иосиф Дмитриев-Трера чӑваш тӗнчи 2018 ҫулта ҫухатрӗ. Вӑл йывӑр чире пула 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ.

Иосиф Дмитриевӑн тӑван тӑрӑхӗнчи — Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӳҫкассинчи — вил тӑпри ҫине халӗ палӑк лартнӑ. Палӑка тутарнӑшӑн Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗ укҫа тӳленӗ.

Иосиф Александровичӑн тӑлӑха юлнӑ арӑмӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн музыка теорийӗпе историйӗн кафедрин профессорӗ Юлия Александровна союз председательне Сергей Павлова чунтан тав тунӑ.

 

Культура

«Чӑвашкино» киностуди Шупашкарта Урамри кинофестиваль уҫӑлассине пӗлтернӗ. Мероприятие пирӗн ҫӗршывра Раҫҫей кунне халалланӑ.

Шупашкарта фестиваль ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗччен иртӗ. Асӑннӑ тапхӑрта, сӑмах май каласан, урамри кинофестиваль 60 ҫӗршывра иртӗ. Ҫамрӑк авторсен кӗске метрлӑ фильмӗсене Владивостокран пуҫласа Сан-Францискӑра таранах кӑтартӗҫ. Фильмсене тӗрлӗ лапамра: юханшыв хӗрринче, ытти ҫавӑн пек илемлӗ вырӑнта —курма май килӗ.

Шупашкарти фестиваль ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 20 сехетре Шупашкарти Наци вулавӑшӗ умӗнчи Иван Яковлев скверӗнче уҫӑлӗ.

 

Раҫҫейре
dogovor-obrazets.ru сайтри сӑн
dogovor-obrazets.ru сайтри сӑн

Ҫитес ҫул Ҫӗнӗ ҫулта мӗнле канӑпӑр? Паллах, ҫулла кун пирки нумайӑшӗ шутламасть. Ҫапах халь пӗлни те пӑсмасть.

ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче вунӑ кун кантарӗҫ. Раштавӑн 31-мӗшӗ шӑматкуна лекнӗрен канӑпӑр. Ӗҫе кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче тухмалла. Ҫапла 10 кун канӑпӑр.

Ҫу уйӑхӗнче, 1-9-мӗшӗсенче, уявсенче тӑватшар кун кантарӗҫ. Сӑмах май, кӑҫал РФ Президенчӗ Владимир Путин 10 кун канма ирӗк панӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72262
 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче пӗр ҫемье муначӑр тата ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫисем килте пулман.

Пушар ӗнер ҫӗрле пулнӑ. Малтан мунча ҫунма тытӑннӑ, кайран ҫулӑм темиҫе метрта ларакан пӳрт ҫине куҫнӑ. Пушарнӑйсем вырӑна тӳрех ҫитнӗ. Анчах, шел те, ҫурта сыхласа хӑварайман. Ҫулӑма виҫӗ машина сӳнтернӗ.

Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, кил хуҫисем мунча кӗнӗ те килтен кайнӑ. Пӗр хӗр ҫӑра тӗтӗм тухнине курсан пушарнӑйсене чӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72268
 

Сывлӑх
sport-express.ru сайтри сӑн
sport-express.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран ҫынсем ҫаплах вилеҫҫӗ-ха. Пирӗн республика Раҫҫейре ку енӗпе малти вырӑнсенчен пӗрне йышӑнать. Пӗтӗмпе 1443 ҫын ҫак амака пула вилнӗ. Юлашки талӑкра 3 ҫыннӑн чӗри тапма пӑрахнӑ.

Ку таранччен республикӑра 26013 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 23784-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 47 ҫын чире парӑнтарнӑ. Инфекциленнисем 48 ҫын пулнӑ.

Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 786 пациент кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫӗртме уйӑхӗ ӑшах мар пек. Синоптиксем лӑплантараҫҫӗ: кӗҫех шӑрӑх килӗ.

Тӳрех палӑртар: ӗнер Мурманск хулинче сывлӑш 28 градус таран ӑшӑннӑ. Ку хула валли ку – рекорд. Шӑпах ҫав енчен пирӗн пата ӑшӑ килет те.

Ыран ҫил лӑпланать, хушӑран ҫумӑр ҫума, аслати авӑтма пултарать, уйрӑмах – республикӑн кӑнтӑр енче. Шупашкарта ҫӗртмен 7, 8 тата 9-мӗшӗсенче ҫумӑр ҫума пултарӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче ҫумӑр ӳкме чарӑнӗ, сывлӑш температури 20-25 градус тӑрӗ.

Ҫӗртмен иккӗмӗш ҫурри шӑрӑх ҫанталӑкран пуҫланӗ. Термометр 30 градус е ытларах кӑтартӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
youtube.com сайтри сӑн
youtube.com сайтри сӑн

Улатӑр районӗнчи Сурский Майдан ялӗнче пилӗк ҫурт ҫунса кайнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗнче ҫынсем пурӑннӑ, тепӗр виҫҫӗшӗ пушах ларнӑ.

Асӑннӑ ялти Мускав урамӗнче пӗр ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Унтан ҫулӑм кӳршӗри пӳрт ҫине куҫнӑ. Унта ҫынсем пурӑннӑ.

Кайран ҫулӑм пурӑнман тепӗр виҫӗ ҫурта ярса илнӗ. Халӗ пушарнӑйсем ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.

Аса илтерер: ҫак кунсенче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче пушар пулнӑ. Унта пӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1256, 1257, 1258, 1259, 1260, 1261, 1262, 1263, 1264, 1265, [1266], 1267, 1268, 1269, 1270, 1271, 1272, 1273, 1274, 1275, 1276, ... 4002
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.10.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне хастар иртӗ: калаҫусем, ҫӗнӗ теллевсем, пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем... Ӗҫре хаюллӑнах ҫӗнӗ шухӑшсем сӗнӗр — вӗсене ырлӗҫ. Харпӑр пурнӑҫра пӗтӗмлетӳсем тума ан васкӑр, уйрӑмах — эрне варринче. Эрне вӗҫнелле хушма тупӑш тума майсем пулӗҫ.

Юпа, 08

1873
152
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ ҫуралнӑ.
1915
110
Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1948
77
Хусанкай Атнер Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
1959
66
Смирнова Валентина Владимировна, Чӑваш Республикин халӑх артистки ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...