Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
chgtrk.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chgtrk.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳ кунне кӑҫал парадпах уявлӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен калакан йышӑнӑва паян республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта ҫар парачӗ иртӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 76 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Шупашкарти гарнизонӑн пӗрлештернӗ полкӗ ҫар техникипе парада тухӗ. Мероприятие йӗркелессишӗн Чӑваш Енӗн Ҫарӗҫ комиссариачӗ яваплӑ пулӗ.

Ҫӗнтерӳ кунне уявлама ӗҫ тӑвакан органӗсене, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене, мӗнпур организацие сӗнсе каланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхи 8 сехетре Сӗнтӗрвӑрринчи нумай хваттерлӗ ҫуртра пӗрремӗш хутра пушар тухнӑ. Подъездра тӗтӗм сарӑлнӑ, унта пурӑнакансене эвакуациленӗ. 8 ҫынна, ҫав шутра 1 ачана, ҫӑлавҫӑсем кӑларнӑ.

Ку инкек Курчатов урамӗнчи 13-мӗш ҫуртра пулнӑ. Пушара 15 минутран сӳнтернӗ. Ҫулӑм тухнӑ хваттерте сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ, шалти отделка сиенленнӗ. Пушара сӳнтерсен кил хуҫи хӗрарӑмӗн 66 ҫулти ашшӗн виллине тупнӑ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Канашри Разин урамӗнчи 5 хутлӑ ҫурт тӑрри ҫуннӑ, Хӗрлӗ Чутайри Ҫӗнӗ урамра 3 пӳлӗмлӗ хваттерте пушар тухнӑ. Юлашки тӗслӗхре 1 ҫын вилнӗ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре «Ӗҫлекенсен сывлӑхне ҫирӗплетесси» корпоратив программи пурнӑҫланать. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствипе предприятисем ятарлӑ килӗшӳ тӑваҫҫӗ. Хальхинче Владимир Степанов министрпа «Элара» савут гениректорӗпе Андрей Углов ӗҫлӗ хута алӑ пуснӑ.

«Ку килӗшӳ республикӑри ытти предприятишӗн тӗслӗх пулӗ. Ҫак проекта пула ҫынсем производствӑран пӑрӑнмасӑр врачсен пулӑшӑвӗпе усӑ курайӗҫ, вӑхӑтра вакцинаци тата профилактика тӗрӗслевӗ витӗр тухайӗҫ», — тенӗ министр.

«Элара» савутра спорт залӗ пур, унта тӗрлӗ секци ӗҫлет. Ӗҫченсем бассейна ҫӳреме абонемент илейеҫҫӗ», — ӑнлантарнӑ Андрей Углов. Савутра Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн сывлӑх пункчӗ ӗҫлет. Унтах терапевт тата фельдшер, процедура тата прививка пӳлӗмӗсем пур.

«Ӗҫлекенсен сывлӑхне ҫирӗплетесси» корпоратив программине республикӑри пысӑк тӑватӑ предприятире: Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗнче, Ишлейри пысӑк вольтлӑ аппаратура савутӗнче, Шупашкарти троллейбус управленийӗнче тата «Т Плюс» предприятин Мари Элпе Чӑваш Енри филиалӗнче — пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ.

 

Тӗнчере

Норвегин ҫӑлав ушкӑнӗ Eemslift Hendrika карап экипажне ҫӗр ҫине илсе ҫитернӗ. Ҫынсене ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнчех ҫӑлма пуҫланӑ. Инкеке лекнӗ моряксем SOS сигнала Норвегин Олесунн хули ҫывӑхӗнче, ҫыранран 130 ҫухрӑмра пама тытӑннӑ.

Карапӑн моторӗ ӗҫлеме чарӑннӑ, таварӗсем вырӑнтан хускалнӑ, ун хыҫҫӑн вӑл самаях тайӑлнӑ. Ҫанталӑк алхаснине кура карапӑн тӳнсе йӑванас хӑрушлӑх сиксе тухнӑ.

Судно ҫинче пурӗ вуникӗ ҫын пулнӑ. Ытларах пайӗ вертолет вӗҫсе килнӗ хыҫҫӑн ҫӑлӑнма пултарнӑ. Экипажри тӑватӑ ҫыннӑн шыва сикме тивнӗ, пӗр матросӗ суранланнӑ. Ҫыранри хуралҫӑсенчен килнӗ информаци ҫине таянса Euronews хыпарланӑ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра пур ҫынна та ҫӑлнӑ, вӗсен пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.

Дизтопливӑпа, нефьтпе тата вӑтам калӑплӑ катерсемпе тиенӗ карап унӑн экипажне ҫӑлнӑ хыҫҫӑн кӑнтӑралла куҫса пырать. Хальхи вӑхӑтра ӑна буксирсемпе туртса кӑларасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ, мӗншӗн тесен унӑн тиевне кура карап путса ансан экологи тӗлӗшпе пысӑк пӑтӑрмах сиксе тухма пултарать.

 

Культура

Чӑваш пукани Корейӑра упранӗ. Асӑннӑ ҫӗршывӑн тӗп хулинче, Сеулта, «Пушкин ҫурчӗ (Pushkin House)» музей пур. Ӑна вырӑссен культурӑпа вӗренӳ центрӗ ҫумӗнче 2002 ҫулта уҫнӑ. Ӑна Раҫҫейпе Корея пӗр-пӗрин культура эткерлӗхӗпе пуянланччӑр, вырӑнтисем вырӑс чӗлхине вӗренччӗр тесе йӗркеленӗ. Шӑпах ҫав музейре упранӗ те чӑваш пукани.

Сеулти музей вали пуканесене Людмила Васильева ӑста хатӗрленӗ. Матрешка 8 пуканерен тӑрать. Кашни пуканене чӑвашла тумлантарнӑ.

Пуканене Халӑхсем хушшинчи ассоциаци урлӑ ӑсатӗҫ. Проект партнерӗсем — Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви, «Манӑн услам» центр тата республикӑн Экспорт пулӑшӑвӗн центрӗ.

 

Республикӑра

Йӗпреҫ районӗнчи «Рассвет» шыв управӗнче пулӑсем вилнине асӑрханӑ. Кун пирки вырӑнти пулӑҫсем халӑх тетелӗсенче пӗлтернӗ. Хыпара «Рыболовный клуб Ибреси» ушкӑнра вырнаҫтарнӑ.

Пулӑҫсем каланӑ тӑрӑх, вилнӗ пулӑсене вӗсем ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнчех курнӑ. Сӑнӳкерчӗк ҫинче – ҫӗр-ҫӗр вӗтӗ пулӑ. Вӗсем мӗншӗн вилни паллӑ мар.

Пулӑҫсен шухӑшӗпе, пулӑсем шыва тислӗк юхса тухнӑран вилме пултарнӑ. Вӗсем хӑйсен вӑйӗпе ҫырана тасатма тӑрӑшаҫҫӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Республикин Граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен комитечӗн ертӳҫине Вениамин Петрова кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Вениамин Иванович нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӗҫлеме пӑрахнӑччӗ. Ӑна ӗҫрен кӑларнине патшалӑх граждан службинче пулмалли ӳсӗмӗ иртнипе сӑлтавланӑччӗ. Вениамин Петров нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 65 ҫул тултарнӑ. ГКЧС ертӳҫинче вӑл 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнченпе вӑй хунӑ.

Апла пулин те Петров ведомствӑран пуҫӗпех кайман. Халӗ вӑл ГКЧСа пӑхӑнакан учрежденире пуҫлӑхӑн ҫумӗ тата граждан оборонин мероприятийӗсен пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлет. «Граждан хӳтлӗхӗн мероприятийӗсене тивӗҫтерекен служба» хысна учрежденийӗ ГКЧСпа пӗр ҫуртрах, Шупашкати Мир проспектӗнчи 5-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.

 

Республикӑра
md-gazeta.ru сӑнӳкерчӗкӗ
md-gazeta.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ пресс-секретарь шырать. Аса илтерер: ҫак должноҫе йышӑннӑ Александр Кузин ӗнер, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ӗҫрен пӑрахнӑ.

Пресс-секретарӗн аслӑ пӗлӳллӗ пулмалла. Сӑмахран, «Патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ» енӗпе, «Юриспруденци», «Истори», «Филологи», «Журналистика», «Реклама тата халӑхпа ҫыхӑну тытасси», «Телевидени», «Медиакоммуникаци».

Патшалӑх граждан службинче е специальноҫпа тӑватӑ ҫултан кая мар ӗҫленине шута илӗҫ.

Резюмене kadr@cap.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: +7 (8352) 64-20-00 (хушма номер 6055).

 

Республикӑра

Юлашки вӑхӑтра республикӑра икӗ ача йытӑ ҫыртнинчен шар курнӑ. Республикӑри катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗри – Шупашкартан, тепри – Сӗнтӗрвӑрринчен.

Иртнӗ эрнере тухтӑрсем патне йытӑсенчен шар курнӑ тӑватӑ ҫын пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ – шӑпах ҫак ачасем. Шупашкарти 3 ҫулти арҫын ачана йытӑ ҫыртнӑ. Сӗнтӗрвӑрринче 11 ҫулти арҫын ача йытӑран шар курнӑ.

Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа васкавлӑ медицина службинчен 52 ҫын чӗрчун ҫыртнӑ хыҫҫан пулӑшу ыйтнӑ.

 

Политика
Александр Шевлягин
Александр Шевлягин

Чӑваш Енӗн строительствӑпа архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумне — Чӑваш Енӗн тӗп архитекторне Александр Шевлягина ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан 234-мӗш номерлӗ йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ. Документпа ӗҫлӗ хутсен ярӑмӗнче паллашма пулать. Хушӑва та паян алӑ пуснӑ.

Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери архитектура кунӗнче, министерство ӗҫченӗсем Александр Шевлягина чысланине эпирпӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ архитекторӗ» ят панӑччӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1258, 1259, 1260, 1261, 1262, 1263, 1264, 1265, 1266, 1267, [1268], 1269, 1270, 1271, 1272, 1273, 1274, 1275, 1276, 1277, 1278, ... 3956
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑрта савнипе, туссемпе тӗл пулатӑр. Инҫе ҫулҫӳреве тухакансемпе, лавккана каякансемпе пӗрле ӑнӑҫу пулӗ. Пултарулӑхпа аппланакан ҫынсене те ҫӑлтӑрсем ӑнӑҫу парӗҫ. Ку эрне пулӑмсемпе тулли пулсан та юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 08

1888
137
Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1919
106
«Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1994
31
Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...