Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ял хуҫалӑхӗ

Пуш уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче «МТВ» суту-илӳ центрӗнчӗ «Ҫӗрулми» курав иртӗ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ.

Куравӑн хӑйӗн талисманӗ пулӗ. Халӗ ун валли ят шыраҫҫӗ.

«Щерулмишка», «Картуша» тата «Бульба-Бадди» – хальлӗхе ҫак виҫӗ ят пур. Анчах тӳре-шара кунпа ҫырлахасшӑн мар, тата ятсем сӗнме калаҫҫӗ. Сӗнӳсене ЧР Ял хуҫалӑх министерствин «Контактри» ушкӑнӗнче йышӑнаҫҫӗ. Унта ятсем сӗннӗ ӗнтӗ: «Картофан», «Картошечка Фиона», «Уммка», «Корней», «Умик», «Парангик», «Пататоша», «Картоша», «Картошкин», «Пан Улмич», «Петруччи», «Гулявый», «Зубоус», «Уммашка».

 

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ене ҫӗнӗ 12 шкул автобусӗ илсе килнӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче хыпарланӑ.

Автобуссене округсене те ӑсатӗҫ: Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне тӑрӑхӗсене. Ҫавӑн пекех Шупашкарти тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасен центрне те автобус парӗҫ.

Ҫӗнӗ автобуссенче ГЛОНАСС, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххисем, маяк пур. Палӑртса хӑварар: 9 автобуса – федераци хыснинчи, 3-шне республика хыснинчи укҫапа туяннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev/8011
 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑҫал Канаш округӗнче икӗ ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ пулӗ: Ҫӗнӗ Мамире тата Кӑшаруйра.

Ҫак икӗ ялта 500 яхӑн ҫын пурӑнать. Ҫӗнӗ ФАПсенче халӑха тивӗҫлӗ медицина пулӑшӑвӗ пама пӗтӗм услови пулӗ. Хальхи йышши оборудовани вырнаҫтарӗҫҫ, эмелсене упрамалли ятарлӑ вырӑн пулӗ. Унта вакцинаци тума, диспансеризацин малтанхи тапхӑрӗ витӗр тухма та условисем тӑвӗҫ.

ФАП сусӑрсене кӗрсе ҫӳремешкӗн те меллӗ пулӗ.

 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Нимӗнле ӳсӗм те ҫынна спортра ҫитӗнӳсем тума чӑрмантармасть. Ҫакна Вӑрнар округӗнчи Ярмушка ялӗнче пурӑнакан Надежда Лаврентьева ӗнентерсе парать.

Вӑл Беларуҫре ветерансен хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ уҫп чемпионатра ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Ку кӑна мар, вӑл 3 ҫухрӑма утса харпӑр рекордне те ҫӗнетнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19462
 

Хулара
oren.aif.ru сайтри сӑн
oren.aif.ru сайтри сӑн

Шупашкарти 53-мӗш шкула карантина хупнӑ. Унти пӗтӗм ача дистанци мелӗпе килтен вӗренӗ.

Ку – ОРВИе пула. Чир сарӑлнӑран хулари 14 шкулти 28 класа карантина янӑ.

Палӑртмалла: иртне эрнере 3396 ҫын ОРВИпе чирленӗ. Ун умӗнхи эрнепе танлаштарсан, ку 12,8 процент нумайрах. Иртнӗ эрнере 19 ҫын гриппа чирленӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа - 73 ҫын. Вӗсенчен 33-шӗ – 17 ҫул тултарман ачасем.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 101 ҫулти ветерана Иван Григорьева Ҫӗнтерӳ ҫитнӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ медале панӑ.

Иван Григорьевич фронта 1941 ҫулта хайӗн ирӗкӗпе кайнӑ III Украина тата II Беларуҫ фрончӗсенче минометчик пулса ҫапӑҫнӑ. Вӑл виҫӗ хутчен аманнӑ, ҫапах Ҫӗнтерӗве кӗтсе илнӗ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл Хусанти юридици факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, Чӑваш АСССРӗн прокуратуринче 15 ҫул ытла ӗҫленӗ. 1965 ҫулта службӑна республика прокурорӗн ҫумӗн должноҫӗнче вӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19460
 

Ҫутҫанталӑк

Тинех сивӗтет. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫӗр сывлӑш 1-6 градус таран сивӗнӗ. Ҫил лӑпланӗ.

Ытларикун каҫхине тата ҫӗрле юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман та тухӗ. Икӗ кун самай юр ҫунӑ хыҫҫӑн антициклон ҫитӗ. Пӗлӗтсем юнкун каҫхинех сирӗлме пуҫлӗҫ. 10-15 градус таран сивӗтӗ.

Кӗҫнерникун тата эрнекун хӗвеллӗ, тӳлек ҫанталӑк тӑрӗ. Термометр 1-6 градус сивӗ кӑтартӗ.

Канмалли кунсенче типӗ, сивӗ ҫанталӑк пулӗ. Ку нарӑсӑн пӗрремӗш декади вӗҫӗчченех тӑсӑлӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗмӗш декадӑра юр ҫӑвӗ, 20 градус таран сивӗтӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Шупашкар округӗнчи Лапракасси ялӗнче мунча ҫунма тытӑннӑ. Шалта вара 38 ҫулти арҫын пулнӑ. Шел те, вӑл урама тухса ӗлкӗреймен.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра мунчана хутман. Пушар сӳнтермен пирус тӗпӗшӗн тухма пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ.

25 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхасакан ҫулӑма сӳнтернӗ ҫӗре виҫе техника хутшӑннӑ.

Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 83 пушар пулнӑ. Вӗсенче 4 ҫын вилнӗ, 12-ӗн аманнӑ.

 

Культура
Антонина Андреева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Антонина Андреева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Муркаш тӑрӑхӗнчи Калайкасси шкулӗнче иртне эрне вӗҫӗнче «Сӑмах хӑвачӗ» ятпа муниципалитет шайӗнчи фестиваль-конкурс иртнӗ.

Унта пурӗ 150 шкул ачи хутшӑннӑ. Вӗсем Петӗр Хусанкай сӑввисене, Муркаш районӗнче ҫуралнӑ сӑвӑҫсен хайлавӗсене тата Муркаш районне халалласа ытти поэт ҫырнӑ сӑвӑсене чӑвашла пӑхмасӑр илемлӗ вуланӑ.

«Муркаш ҫӗрӗ хастар та пултаруллӑ ҫынсемпе малтан та пуян пулнӑ, маттурсем татах йышлӑланчӗҫ. Поэзи уявне хутшӑннисем ҫакна паян тепӗр хут ҫирӗплетрӗҫ», —тесе пӗлтернӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче фестиваль-конкурсра ачасен пултарулӑхне хаклама хутшӑннӑ Чӑваш Ен наци вулавӑшӗн ӗҫчене Антонина Андреева.

 

Республикӑра
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре вӑрттӑн ӗҫлекенсем паян та пур. Вӗсемпе тахҫанах кӗрешеҫҫӗ те, анчах налук тӳлемесӗр ӗҫлекенсем ҫав-ҫавах ҫук мар.

«Ҫынсене «сӑрӑ» схемӑпа, ӗҫе официаллӑ майпа илмесӗр ӗҫлеттерни – пирӗн республикӑри ҫивӗч ыйтусенчен пӗри. Ун пеккисене тупса палӑртас тӗллевпе мӗнпур инструментпа усӑ курмалла», – тенӗ республикӑн Ӗҫ министерствин ӗҫ хутшӑнӑвӗсен пай пуҫлӑхӗ Татьяна Петрова.

2024 ҫулта 474 лару ирттернӗ, вӗсене ӗҫпе тивӗҫтерекен 3172 ҫынна чӗнсе илнӗ. Вӑрттӑн ӗҫлекенсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларас тӗллевпе туса ирттернӗ мероприятисене пула пӗлтерхи тӑхӑр уйӑхра уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен илекен налука тепӗр 14,9 млн тенкӗ шыраса илме май килнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 126, 127, 128, 129, 130, 131, 132, 133, 134, 135, [136], 137, 138, 139, 140, 141, 142, 143, 144, 145, 146, ... 3956
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑрта савнипе, туссемпе тӗл пулатӑр. Инҫе ҫулҫӳреве тухакансемпе, лавккана каякансемпе пӗрле ӑнӑҫу пулӗ. Пултарулӑхпа аппланакан ҫынсене те ҫӑлтӑрсем ӑнӑҫу парӗҫ. Ку эрне пулӑмсемпе тулли пулсан та юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 08

1888
137
Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1919
106
«Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1994
31
Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...