Персона
![]() Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине (халӗ аграри университечӗ) 20 ҫул ытла ертсе пынӑ Николай Кириллов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл тин кӑна 76 ҫул тултарнӑ, иккӗмӗш кунхине вилнӗ. Николай Кириллов 1945 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Авруй ялӗнче ҫуралнӑ. Ял хуҫалӑх академине вӑл 1980 ҫулта ӗҫлеме килнӗ. Аслӑ шкула 1991-2012 ҫулсенче ертсе пынӑ. Николай Кирилловпа юпан 10-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнчи акт залӗнче 12 сехет ҫурӑра сыв пуллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Россельхозназор архивӗнчи сӑн Канашра 75 килограмм хӗвел ҫаврӑнӑш вӑррине ҫунтарса яма тивнӗ. Унта карантинри ҫум курӑка тупнӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн специалисчӗсем ку хӗвел ҫаврӑнӑша юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тупнӑ. Кунсӑр пуҫне хӗвел ҫаврӑнӑша ӑҫтан кӳрсе килнине кӑтартакан документсем пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑрта 3 ҫӑлтӑрлӑ «Эрьзя» хӑна ҫурчӗ хута янине пӗлтернӗччӗ. Паян унӑн алӑкӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Икӗ хутлӑ ҫуртра тӑватӑ категориллӗ 20 номер вырнаҫнӑ. Люкс номер унта 9 пин тенкӗ тӑрать. Чи йӳнни — 4 пин тенкӗ. Хӑна ҫурчӗ хула варринче вырнаҫнӑ. Унччен унта ача пахчи пулнӑ, кайран - И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ филиалӗ. Ӑна темиҫе ҫул каялла ишсе антарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Нарспи» спектакль лартма грант выляса илнӗ. Халӗ театрта ҫӗнӗ ӗҫе хатӗрлессипе тӑрӑшаҫҫӗ. Спектакле лартма чӑваш культурипе чӗлхи эксперчӗсене хутшӑнтарассине пӗлтернӗ театрта. Постановкӑна хатӗрленӗ чухне Александр Кӑлканпа Василий Алагерӑн 1952 ҫулхи ӗҫне тӗпе хурӗҫ. Режиссер-постановщикӗ – ГИТИСра вӗреннӗ Данна Афаунова. Художник-постановщикӗ – Мускаври Валентина Николайчук, ҫутӑшӑн явапли – Мускаври Юрий Курамшин. Сценографи консультанчӗ – Эмиль Капелюш, композиторӗ – Лолита Чекушкина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() m.market.yandex.ru сайтри сӑн Раҫҫейре «Тимӗр укҫа эрни» акци пуҫланнӑ. Унпа килӗшӳллӗн юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗччен банксенче вак укҫана банкнотӑсемпе комиссисӗрех улӑштарма пулать. Е ӑна счет ҫине куҫарма май пур. Чӑваш Енре акцие Россельхозбанк, Сбербанк, Газпромбанк, ВТБ, «Кузнецкий» банк тата ытти кредит организацийӗ хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре халӑх промыслисен чи лайӑх ӑстисемпе ремесленникӗсене чыслӗҫ. «Чувашия ремесленная» (чӑв. Ремеслаллӑ Чӑваш Ен) конкурса 110 заявка килсе ҫитнӗ. Чи лайӑх ӗҫсене 24 номинацире чыслӗҫ. Конкурса йывӑҫран, хӑваран, ҫӑмран, кӗҫҫерен, хурӑн хуппинчен, тӑмран, батикран тӗрлӗ япала ӑсталакансем, халӑх тумне хатӗрлекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb-centr.soc.cap.ru/press-centr сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Людмила Жук ачаранпах илем тӗнчи енне туртӑннӑ. Анчах шкул пӗтерсен тухтӑра вӗренсе тухнӑ та медсестрара ӗҫлеме тытӑннӑ. Чун ӗҫӗпе туллин кишенме май килмен. Ҫуллансан, 2004 ҫулта, вӑл флористика курсӗнчен вӗренсе тухнӑ. Людмила Александровна килӗнче халӗ курав тейӗн. Ватӑ ҫын халӗ те ал ӗҫӗсӗр пӗртте лармасть. Хӑй вӑхӑтӗнче вара вӑл лавкка сентрисене те илемлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
![]() cheb.mk.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӗрхи призыв пуҫланнӑ. Кӑҫалтан 30 ҫула ҫитнисене те ҫара илме пуҫланӑ. ЧР ҫар комиссарӗ Бахтиер Холиков пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи призыв 10 процент ытларах пулать - ҫара 1110 яша илме палӑртнӑ. Вӗсем службӑра 12 уйӑх пулӗҫ. Пӗрремӗш ушкӑна юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ӑсатӗҫ. Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑран салтака кайнӑ каччӑсен йышӗ 1 пинрен кӑшт ытларах Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() "Чеб.медиа" сайтри сӑн ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш наци телерадиокомпанине интервью панӑ, авӑн уйӑхӗнчи ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ. Олег Алексеевичран вӑл хӗл валли пахча ҫимӗҫ консервлани пирки ыйтнӑ. Вӑл ку ӗҫпе мӑшӑрӗпе пӗрле аппаланнине каланӑ. Элтепер ялта тӑванӗсем патӗнче пахча ҫимӗҫ пуҫтарнине, хӑйсен килӗнче те йӑрансем пуррине каланӑ. Сӑмах май, ҫулталӑк ҫурӑ каялла тӳрӗ линире Олег Алексеевич чи юратнӑ апачӗ хуппипе пӗҫернӗ ҫӗрулми пулнине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Шупашкар округӗнче юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пушар пулнӑ: пилорама ҫуннӑ. Карачура ялӗнче пилорамари пӗр цехра ҫулӑм тухнӑ. Пушарта йывӑҫ, хӑма типӗтмелли хатӗр ҫунса кайнӑ. Пилорама пӳлӗме йӑлт хӑрӑмланса ларнӑ. Пушар электросеть йӗркеллӗ ӗҫлеменрен тухнӑ тесе палӑртнӑ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 1132 пушар пулнӑ, вӗсенче 42 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |