Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян республика Раҫҫейре йӑлана кӗнӗ «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» акцие хутшӑннӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Олег Алексеевич хӑй те йӗлтӗр сырса 2 ҫухрӑма парӑнтарнӑ. Вӑл спорт уявне пынӑ ҫынсемпе те калаҫнӑ, уйрӑмах – ачасемпе. «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» акци республикӑри мӗнпур муниципалитетра иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Беловсен архивӗнчи сӑн Етӗрне округӗнче Михаил Белов ашшӗпе Леонид Беловпа вӑрманта Сӑр хӳтӗлев чиккин пӗр пайне тупнӑ. Вӑл – пулемет калпакӗ. Ӑна вӗсем ҫӗр ӑшӗнчен чавса кӑларнӑ. Нумай ҫул выртнӑскере йывӑҫ тымарӗсем явса пӗтернӗ. Ҫӗр ӑшӗнчен кӑларсан тӑвалла сӗтӗрме тивнӗ. Беловсем пулемет калпакне ҫӗнетесшӗн, Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне Сӑр юханшывӗ хӗрринче окоп чавнӑ ҫынсене халалласа мемориал тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Елчӗк районӗнчи Лащ-Таяпара водитель ҫул урлӑ каҫакан хӗрарӑма кӳрентерсе пӗтернӗ. Асӑннӑ ялта пурӑнакан 33 ҫулти арҫын ҫынсем ҫул урлӑ каҫмалли вырӑн патнех машинӑпа пырса кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтра унтан иртсе пынӑ хӗрарӑм хӑраса ӳкнӗ. «Тойота Камри» автомбиль водителӗпе 61 ҫулти хӗрарам хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Арҫын хӗрарӑма кӳрентерсе пӗтернӗ. Прокуратура арҫын тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Водителе 4,5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн суд тепӗр 5 пин тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() demo-chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ 5-11-мӗш классенче вӗренекен ачасен хушшинче чӑваш чӗлхипе, литературипе тата культурипе интернет олимпиада иртнӗ. Унта 33 ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Кӑҫалхи олимпиадӑна Чӑваш Республикин тата республика тулашӗнчи вӗренӳ организацийӗсен 5–11 класӗсенче вӗренекен тӑват ҫӗр ытла ача хутшӑннӑ, ҫав шутра – республика тулашӗнчен – 26 ача. Олимпиадӑна ирттернӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «пӗтӗмӗшле илсен, интернет олимпиадӑна кӑҫал пысӑк хастарлӑхпа Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен, Патӑрьел, Вӑрнар, Вӑрмар, Канаш, Куславкка, Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Тӑвай, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар округӗсен шкул ачисем хутшӑннӑ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Культура
Астӑвӑм Чӑваш халӑх ҫыравҫи, драматург, Чӑваш театрне йӗркелекенсенчен пӗри тата сиплевҫӗ П.Н. Осипов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче паллӑ турӗҫ. Петр Николаевич пурнӑҫӗнче тӗлӗнмелле самантсем чылай пулнӑ. Вӑл илемлӗ сӑмах вӑйӗпе чӑвашсене чӑмӑртанма чӗнекен, вӗсен сывлӑхне упракан пулма ҫӗр ҫине килнӗ. Ҫакна палӑртрӗҫ юбилей каҫӗнче тухса калаҫакансем. Пӗрремӗш спектакльП.Н. Осипов хӑйӗн ҫамрӑклӑх ҫулӗсем пирки каласа панине ҫур ӗмӗр каялла кинохроника ӳкерсе илнӗ. Ҫав кадрсене тата вуншар ҫул каялла театрта лартнӑ спектакльсене экран ҫинче кӑтартнине пухӑннисем кӑмӑлласа кӗтсе илчӗҫ. – Эпӗ Хусанти гимназире вӗреннӗ ҫулсенче чӑваш ҫамрӑкӗсем пӗрле пухӑнса ларма кӑмӑллатчӗҫ, – аса илнӗ Петр Николаевич. – Ҫавӑн пек тӗлпулусенчен пӗрне Н.В. Никольский историк пычӗ те чӑваш халӑхӗн аваллӑхӗ пирки каласа пачӗ, пирӗн тӑхӑмсем атӑлҫи пӑлхар халӑхӗнчен пулса кайнине нумай тӗслӗхпе ҫирӗплетрӗ. Эпир халиччен кун пирки пӗлменччӗ. |
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Олимп резервӗсен 3-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Яна Осипова Владимир облаҫӗнчен пӑхӑр медаль илнӗ. Унта бокс енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртнӗ. Яна 48 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче 17-18 ҫулсенчи спортсменсемпе вӑй виҫнӗ. Палӑртса хӑварар: Янӑн тренерӗ – Андрей Семенов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан 67 ҫулти хӗрарӑм тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче ӗҫ шыранӑ. Ун патне пӗр арҫын шӑнкӑравланӑ. Хӑй Ҫар службинче пулнине, унӑн вата амӑшн вара пулӑшакан кирлине ӗнентернӗ. Вӑл 67 ҫулти хӗрарӑма пулӑшушӑн укҫа куҫарса панине ӗнентернӗ. Анчах Ҫавӑнтан пӗр пайне чирлӗ амӑшне эмел туянма куҫӑрса пама ыйтнӑ. Шупашкар хӗрарӑмӗ ют ҫыг каланине ӗненсе баланса та тӗрӗслесе пӑхман, ют счёт ҫине 4 пин тенке куҫарса та панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() «Чӑваш Ен» ПТРК видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян Семён Ислюков ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ. Семён Матвеевич 26 ҫул каялла пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Семен Ислюков республикӑна 1955-1985 ҫулсенче – 30 ҫул – ертсе пынӑ, Чӑваш АССРӗн Аслӑ канашӗн президиумӗн председателӗ, РСФСР Аслӑ канашӗн президиумӗн председателӗн ҫумӗ пулнӑ. Ӑна Ленин, Октябрь Революцийӗн тата ытти орденпа чысланӑ. Вӑл – Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пресс-секретарьне Борис Краснова ӗҫрен кӑларнӑ. Борис Краснов Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи ют чӗлхесен факультетӗнчен тата Атӑлпа Вятка патшалӑх службин академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. 42 ҫулти Борис Краснов Росреестрӑн ертӳҫин пулӑшуҫи, Ингушети пуҫлӑхӗн канашҫи, «Опора России» организацин президенчӗн пресс-секретарӗ пулнӑ. Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствин пресс-службинче, «Мелиоводинформ» организацире тӗрле должноҫре, «Химпромра» пресс-служба пуҫлӑхӗнче, республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пресс-секретарьте тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Анатолий Аксаков архивӗнчи сӑн Ҫак кунсенче РФ Патшалӑх Думин депатутне Анатолий Аксакова Крым Республикин Патшалӑх Канашӗн медалӗпе чысланӑ. Ку медале Крымпа Раҫҫей пӗрлешнӗренпе 10 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр Анатолий Аксаков Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Раҫҫей Спорт министерстви йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ медале тивӗҫнӗ. Кунсӑр пуҫне Аксаков – Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫынни тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ экономисчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |